Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамблӗ хӑйӗн черетлӗ 99-мӗш сезонне хупассине пӗлтернӗ. Ҫу уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пултарулӑх коллективӗ куракансене «С душой к родному краю» (чӑв. Чунпа тӑван тӑрӑхпа) концерта йыхравлать.
Артистсем Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗн сцени ҫине тухӗҫ. Концерт 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ. Пултаруллӑ музыкантсемпе хореографсен концертне кайса курас тесен 300 тенкӗрен пуҫласа 500 тенкӗ таран тӳлемелле.
Ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш чӗлхи кунӗнче, Мускавра «DIVA Ethno Future Sound» ушкӑнӑн концерчӗ пулнӑ.
Чӑваш музыкин этно-проектне чӑваш халӑх юррисене куракансем патне тӗнче шайӗнчи жанрпа ҫитерес тӗллевпе йӗркелесе янӑ. Ӑна Мускавра пуҫарнӑ. Тӗнче шайӗнчи музыкантсем Пысӑк театр сцени ҫине те тухаҫҫӗ, тӗнче шайӗнчи конкурссене те хутшӑнаҫҫӗ. Маттур артистсен концертне чӑваш культурипе тата чӗлхипе кӑсӑкланакансем пухӑннӑ.
«DIVA Ethno Future Sound» ушкӑн концертне Шупашкарта та курма май килнӗ. Асӑннӑ коллектив Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче концерт лартса панӑ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Belcanto» классик-ушкӑн концертне «Культура» портал тӳрӗ эфирта кӑтартнӑ.
Коллектива 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче музыка лекторийӗн никӗсне тӗпе хурса йӗркелесе янӑ. Вӑл неоклассика стилӗпе ӗҫлет.
«Belcanto» классик-ушкӑн ятпа чи малтанах сцена ҫине Чӑваш Енӗн халӑх артистки Маргарита Финогентова, пӗтӗм тӗнчери конкурссен лауреачӗсем Динара Юнисова тата Татьяна Васильева, Хакаси Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Сергей Кузнецов, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Иван Снигирев тата Юрий Катков тухнӑ. Паян ку ушкӑн хулари сумлӑ мӗнпур мероприятие хутшӑнать.
«Бельканто» тенине итальян чӗлхинчен чӑвашла куҫарсан «илемлӗ юрлани» пулать. Ушкӑн академи вокалӗн техникипе юрлать. Ушшкӑнри артистсем тӗрлӗ сасӑпа юрлаҫҫӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗн «Ҫеҫпӗл» ансамблӗ гастроле тухса кайнӑ. Аякках мар-ха, хамӑр республика тӑрӑх.
Виҫӗ кунлӑх тур вӑхӑтӗнче артистсем тӗрлӗ ҫӗре ҫитсе хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Пӗрремӗш кун вӗсем Улатӑр хулинчи Культура ҫурчӗн сцени ҫине тухнӑ. Унта ансамбль «Тӑван халӑх сасси» программӑпа ҫитнӗ. Филармонире палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, концерт артистсен пултарулӑхне яр уҫҫӑн уҫса панипе пӗрлех чӑваш чӗлхин илемлӗ янӑравӗпе киленме май парать.
Ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пирӗн республикӑна Карелинчи ансамбль концертпа килӗ. Артистсем Шупашкарти Ухсай Яккӑвӗ ячӗллӗ культура керменӗн сцени ҫине 19 сехетре тухӗҫ.
Карели Республикинчи «Кантеле» юрӑпа ашӑ ансамблӗн концерт программи ҫӗршывӑмӑрӑн ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчи регионӗнче пурӑнакан халӑхсен йӑли-йӗркипе тата культурипе паллаштарӗ.
Ансамбль ячӗ карелсемпе финсен кантеле музыка инструменчӗн ятне пӗлтерет. Асӑннӑ инструмент вырӑссен кӗслипе пӗр тӑван теме юрать. Пултарулӑх коллективне 1936 ҫулта йӗркеленӗ. Коллективра — оркестр, кантелистсен ансамблӗ, ташӑ ушкӑнӗ тата «Айно» вокал ушкӑнӗ.
Программӑра тӗрлӗ жанрлӑ халӑх юррисем кареи рунисемпе балладисем, вокалпа хореографи композицийӗсем тата инструмент номерӗсем пулӗҫ.
«Дуняша Style» фолк-ушкӑн 10 ҫулхине уявлать. Ҫавна май вӑл концерта йыхравлать. Уяв концерчӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче иртӗ, вӑл 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Сцена ҫине ушкӑн солисчӗсем Анастасия Батюкова, Татьяна Попова тата Наталья Яконина тухӗҫ. Унсӑр пуҫне «Ҫеҫпӗл», «Ҫавал» ансамбльсен, «Nota «G» ташӑ ушкӑнӗн пултарулӑхӗпе киленме май килӗ.
Концертра «Мӗншен-ши?», «Атьӑр, хӗрсем, выляма», «Тӑван халӑх сасси», «Эх, чун!» тата ытти илемлӗ юрӑ янӑрӗ.
Ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗ тӑрӑх гастрольпе ҫӳрекен Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ ансамбльне пур ҫӗрте те ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Кун пирки республикӑн Культура министерствин сайтӗнче хыпарланӑ.
Гастроле кайма коллектив «Гордимся Родиной своей» (чӑв. Тӑван ҫӗршывпа мӑнаҫланатпӑр) программа хатӗрленӗ. Унта ансамблӗн ылтӑн фондӗнчи вокалпа хореографи номерӗсем тата ҫӗнӗ постановкӑсем кӗнӗ.
Ӗнер пултарулӑх ушкӑнӗ Кироври П. Чайковский ячӗллӗ Вятка патшалӑх филармонийӗн сцени ҫинче концерт лартса панӑ. Паян артистсем Чистополь хулинчи куракансене хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарӗҫ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Васильев (1948-2012) ҫуралнӑранпа 75 ҫул ҫитнине халлаласа концерт иртӗ.
Александр Георгиевич — Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри профессилле музыка ӑстисенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсен шутӗнче — поэмӑсем, симфони увертюрисем, пьесӑсем, ярӑмсем, фортепианопӑ ытти инструмент валли сонатсем, ансамбльсем, камерна оркестрӗ, оперӑсем. Александр Васильев хайлавӗсем Мускавра, Вильнюсра, Минскра, ҫавӑн пекех Италире, Германире, Чехословакире, Венгрире, Бельгире, Францире янӑранӑ.
Шупашкар районӗнчи Мӑналти культура ҫуртӗнче паян, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, вырӑнти ял халӑхӗ концерта пуҫтарӑннӑ.
Культура учрежденийӗн сцени ҫине Шупашкар муниципалитет округӗнчи пултарулӑх коллективӗсем те, чӑваш эстрадин артисчӗсем те тухӗҫ.
18 сехет те 30 минутра пуҫланакан концерта Хачӑкри «Ямпах» вокал ансамблӗ тата Етӗрнекассинчи ял клубӗнчи «Шурӑмпуҫ» ансамбль те хутшӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисткин Ирина Шоркинан концерчӗ иртнӗ.
Ирина Шоркина Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Хӑй вӑл Етӗрне тӑрӑхӗнчи Хурамалта ҫуралнӑ. Ӑна Андрей Малахов ертсе пыракан «Привет, Андрей» телекӑларӑма та пӗрре ҫеҫ мар чӗннӗччӗ.
Чӑваш филармонийӗнчи концертра артистка Людмила Зыкина, Валентина Толкунова, Анны Герман тата Екатерина Шаврина репертупарӗнчи чылай романса юрланӑ. Сӑмахран, «Поговори со мною, мама», «Эй, ямщик, гони-ка к Яру!», «В лунном сиянии», «Ночь светла», «Я ехала домой», «Очаровательные глазки», «Горят закаты», «А он мне нравится» ятлисене. Чӑвашла юрӑсенчен вӑл «Уҫланкӑри палан», «Укӑлча умӗнче» тата «Тӑванӑм, тӑванӑм» ятлисене шӑрантарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |