Шупашкарта пурӑнакансемпе Чӑваш Ен ҫыннисем Зара концерчӗпе киленме пултарӗҫ. Ҫак артистӑн пултарулӑхне хаклакансене, ӑна юратакансене ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче концерта йыхравлаҫҫӗ. Вӑл Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче иртӗ.
Зара юрӑҫ сцена ҫине «Душа» (чӑв. Чун) программӑпа тухӗ. Ӑна вӑл 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче соло-программа валли ятарласа хатӗрленӗ. Программӑна хатӗрлекенсем кашни номер пӗчӗк спектакль евӗр пуласса шантараҫҫӗ. Лирика та пулӗ, драма та. Шупашкарти концертӑн тӗп хӑйне евӗрлӗхӗ тесе унта «Голос. Дети. 3» (чӑв. Сасӑ. Ачасем. 3) шоура ҫӗнтернӗ Даниил Плужников хутшӑннине палӑртаҫҫӗ.
Концерта «Время помогать» (чӑв. Пулӑшма вӑхӑт)" ыр кӑмӑллӑ фончӗпе йӗркелӗҫ. Укҫапа фонд туса ирттерекен ыр кӑмӑллӑх ӗҫӗсенче усӑ курӗҫ.
Шупашкарӑн Кӑнтӑр поселокӗнчи культура ҫуртӗнче нумаях пулмасть «Город творческих людей» (чӑв. Пултарулӑх ҫыннисен хули) концерт иртнӗ. Унта республикӑн хулинчи Тӗп клуб тытӑмне кӗрекен ушкӑнсем хутшӑннӑ. Сцена ҫине вӗсем халӑх ятне ҫирӗплетес тесе тухнӑ.
«Кӑнтӑр» культура ҫуртӗнчи «Тантӑш» ушкӑна (ертӳҫи — А.П. Попов) республикӑри тӗлӗнмелле ушкӑн тесе каламалла. Унта ҫӳрекен ачасем — куҫ курман сусӑрсем. Вӗсем кӗвӗ-ҫемме тарӑннӑн туяҫҫӗ. Хальхи концерт вӑхӑтӗнче Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен ташшисене ташланӑ: вырӑссенне, тутарсенне, чӑвашсенне. Ачасем ташӑ урлӑ халӑхсен фольклор хӑйне евӗрлӗхне кӑтартса пама пултарнӑ.
Концерта «Уяв» ансамбль те хутшӑннӑ. Ӑна та куракансем кӑмӑлтан йышӑннӑ.
Пуш уйӑхӗнче Раҫҫей Крым пӗрлешнине паллӑ тӑвать. Аса илтерер: Крымра сасӑлав ирттернӗ, чылайӑшӗ Раҫҫейпе пӗрлештерессине хирӗҫ пулман. Унтанпа 5 ҫул иртнӗ.
Чӑваш Енре те ҫак пулӑма халалланӑ мероприяти иртӗ. Пуш уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкар хулинче Республика лапамӗнче «Крым. Эпир пӗрле!» ятпа савӑнӑҫлӑ концерт иртӗ. Вӑл 17 сехетре пуҫланӗ.
Сцена ҫине пултарулӑх ушкӑнӗсем, чӑваш эстрада артисчӗсем тухӗҫ, хисеплӗ хӑнасем тухса калаҫӗҫ. Палӑртмалла: Крым Раҫҫейпе пӗрлешнине Чӑваш Енре кашни ҫулах паллӑ тӑваҫҫӗ.
Кӗҫнерникун, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Шупашкарти Агрегат савучӗн культура керменӗнче чӑваш эстрадин черетлӗ концерчӗ иртмелле — хӑйсен пултарулӑхӗпе Андрей Емельяновпа Лариса Воронова паллаштарӗҫ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Концертра ҫавӑн пекех ытти чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсем те пулӗҫ: Александр Ильин, Надежда Юрпи, Сергей Петров, Сергей Королевский тата ыттисем.
Андрей Емельянов — Самар тӑрӑхӗнчи чӑваш. Вӑл Самар облаҫӗнчи Чалпуҫ районне кӗрекен Лашман ялӗнче ҫуралнӑ. Мӗн ачаран юрлать — ашшӗ-амӑшӗ пурнӑҫне юрӑ-кӗвӗпе ҫыхӑнтарнӑ: амӑшӗ фольклор ушкӑнӗнче юрланӑ, ашшӗ баян каланӑ. Андрей Емельянов «Кӗмӗл сасӑ» конкурсӑн лауреачӗ пулнине те асӑнса хӑварас пулать. Ку ята вӑл 2006 ҫулта тивӗҫнӗ.
Унӑн паллӑрах юррисем: «Эп вӗрентӗм халӑхран», «Тутӑр кӗтесси», «Вӑхӑт шӑвать», «Юхать юханшыв», «Эх, чӑвашӑм» тата ыттисем.
Билет туянас кӑмӑл пулсан 8-919-665-44-45 тата 8-937-955-89-47 номерсемпе шӑнкӑравлама пултаратӑр.
«Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Chuvashstars» пабликра Алексей Московский юрӑҫа пӗри, хӑй калашле, «пӗр сӗнӳ» панӑ.
«Чӑвашлӑха, эстрада шайне ҫӗклес тесен чӑн малтанах пӗрремӗш утӑм тусан пӑсмӗччӗ — хӑвӑрӑн рекламӑна, афишӑрсене, PR-а, социаллӑ медиари постӑрсене чӑвашла туса пыма тытӑнмалла», — тенӗ ятне уҫҫӑн кӑтартман этем.
Хайхи Алексей Московский концерчӗсене 99 проценчӗ тӑван халӑх ҫӳрет тесе шухӑшлать. «Ӑна хисеплеме тытӑнмалла чи малтан», — тенӗ вӑл. «Чӑвашла ӑнланманнисем тепӗр 1 процент пулсан вӗсемшӗнех 99 процент пирки манса, рекламӑпа PR-а вырӑсла туса чӑрманма кирлех мар», — ҫавӑрттарса хунӑ.
Алексей Московские кура, тен, ыттисем те хӑйсен афишисене чӑвашла хатӗрлеме тытӑнӗҫ тенӗ.
Раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пулнӑ. Пӗр арҫын кун хыҫҫӑн «Про Город» хаҫата шалӑп пама пынӑ.
Концерт «Химик» культура ҫуртӗнче иртнӗ. Сергей Сергеев арӑмне парне тума шутланӑ та концерта каймашкӑн 2 билет туяннӑ. Анчах вӑл артистсен юррисемпе чунран киленеймен – тухса кайнӑ.
«Вӑйлӑ сасса пула залра ларма ҫукчӗ, хӑлхана ҫуратчӗ. Пуҫ ыратма тытӑнчӗ. Эп администратор патне пытӑм та сасса пӗчӗклетме ыйтрӑм, анчах вӑл хирӗҫлерӗ, полици чӗнсе илессипе хӑратрӗ. Ман шутпа, унта децибелсен шайӗ пысӑк пулнӑ», - каласа кӑтартнӑ арҫын.
Вӑл концерт вӗҫленессе фойере кӗтсе тӑнӑ, арӑмӗ залрах ларнӑ. Культура ҫурчӗн директорӗ каланӑ тӑрӑх, унти сасӑ аппаратури сывлӑха сиен кӳме пултараймасть, ытти ҫынран ӳпкев пулман.
Анатолийпе Надежда Никитинсем пурне те ҫӗнӗ концерта йыхравлаҫҫӗ! Вӑл раштавӑн 20-мӗшӗнче Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче иртӗ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Концертра сире ҫӗнӗ юрӑсемпе хатӗрленӗ программа кӗтет. «Янташ» ушкӑнсӑр пуҫне ытти паллӑ чӑваш юрӑҫисем те пулӗҫ.
Билет туянас килсен 608-609, 8-903-359-40-92 телефонсемпе шӑнкӑравлама пулать. Унсӑр пуҫне билетсене «Детский мир» тата «Меридиан» суту-илӳ ҫурчӗсенче туянма май пур.
Ӗнер Шупашкарта Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗн Стас Михайловӑн концерчӗ пулнӑ. Вӑл хула курса киленме те ӗлкӗрнӗ.
Ӗнер Анне кунӗ пулнӑ май Стас Михайлов Чӑваш Енри амӑшӗсене саламланӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл Анне палӑкӗ патне ҫитнӗ, салам сӑмахӗсем каласа видео ӳкернӗ. Видеона вара Инстаграмри хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ.
«Эпир шӑпах ҫакнашкал хулара халӗ – кунта Анне палӑкӗ пур. Аннесем, телей сире, юрату, ачасенчен пархатар курма сунатӑп, нумай тата телейлӗ пурӑнӑр. Эсир пур чухне эпир ачасем пулӑпӑр», - ҫапла саламланӑ паллӑ юрӑҫ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Стас Михайлов ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ пӗр кинотеатра та ҫитсе курнӑ
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, Мускаври «Китай летчикӗ Джао Да» клубра паллӑ джаз юрӑҫ Татьяна Силодорова (пултарулӑх псевдонимӗ — Tanina L’Odore) концерт кӑтартнӑ.
Михаил Вансяцкий журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Татьяна Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче, Питӗрти театр ӳнерӗн академийӗнче вӗреннӗ. Вӑл В.В. Андреев ячӗллӗ патшалӑх оркестрӗпе, Питӗрти, Мускаври, Бразилири, Кубӑри юрӑҫсемпе туслӑ ӗҫлет.
Чӑваш Енре ҫуралнӑ юрӑҫпа пӗрле пысӑк ӑста музыкҫӑсем Данил Прокопьев, Гийермо Рейс Естевенс тата Андрей Половко сцена ҫине тухнӑ. Данил Прокопьев параппанҫӑ та, сӑмах май, Чӑваш Енре ҫуралнӑ. Данил Раҫҫейре кӑна мар, Европӑра, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенче тата Латинла Америкӑра концертсем кӑтартать.
Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче черетлӗ чӑваш концерчӗ иртмелле — Трактор тӑвакансен культура керменӗнче юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхӗпе «Янра, чӑваш юрри» концертра паллаштарӗҫ. Пурне те унта йыхравлаҫҫӗ — вӑл 18 сехет ҫурӑра пуҫланӗ.
Сӑмах май курма та итлеме килнисен хушшинче Айфон смартфон та выляттарӗҫ. Конкурс йӗркипе «Контактра» страницӑри ушкӑнра тӗплӗнрех паллашма пулать.
Концерта каяс кӑмӑллисем билета 89876655094 телефонпа шӑнкӑравласа туянма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |