Ку калав историйӗ, хӑйне ҫырас вӑхӑт пекех, вӑрӑма тӑсӑлчӗ. Ҫавӑн евӗрлӗ калав ҫырас шухӑш ман пуҫа 1933—1934 ҫулсенче пырса кӗчӗ пек астӑватӑп. Таҫта пӗр-ик предложенипе ҫырса хуни те пурччӗ пулас хутсем хушшинче. Ун чухне эпӗ Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнчеччӗ ӗнтӗ.
1930 ҫулта Самарти иккӗмӗш сыпӑклӑ Чӑваш шкулне хупнӑ хыҫҫӑн эпӗ, ҫав шкулӑн 7-мӗш класӗнчен вӗренсе тухнӑскер, виҫӗ ҫула яхӑн е хамӑр ял колхозӗнче, е Самарпа Ӗпхӳ таврашӗнчи ҫӗнӗ стройкӑсенче ӗҫлекелесе ҫӳрерӗм. Малалла вӗренме май килмерӗ-ха. Хӑш шкулне хам кӗмерӗм, теприне — илмерӗҫ.
Юлхавӗн турри килтех тет — кӗлтунине час илтет. Вӑл ҫулсенче ман пек чухӑнни ҫукчӗ те пуль. Кӗсье те, хырӑм та пуш-пушахчӗ. Ӗҫе кӗнӗ чух, ытла ырханнӑн курӑнас мар тесе, ик-виҫшер хут кӗпе тӑхӑнаттӑм. 1933 ҫулччӗ ун чухне урамра. Правительство йӗркеленӗ выҫлӑхчӗ (колхозсенчи тырра патшалӑх пӗр пӗрчӗ хӑварми шӑлса кайнӑччӗ).
Пыратӑп ҫапла пӗррехинче Самар урамӗпе, апат-ҫимӗҫ лавккисен чӳречисенчен тӗмсӗлсе пӑхатӑп. Курах кайрӑм пӗр хитре пӗлтерӳ: «Сахалиннефть» трест вербовкӑпа илсе кайма ӗҫлекенсене пуҫтарать», — тенӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |