Чӑваш Енри кулинарсем Узбекистанран медальсемпе таврӑннӑ. Пылак апат-ҫимӗҫ пӗҫерекенсен ӑмӑртӑвӗ чӳк уйӑхӗн 6-8-мӗшӗсенче иртнӗ.
Кулинарсен «Вкусный Узбекистан 2019» (чӑв. Тутлӑ Узбекистан 2019) пӗтӗм тӗнчери чемпионатне Арабсен Пӗрлештернӗ Эмирачӗсенчен, Казахстанран, Румынинчен, Болгаринчен, Азербайджанран, Турцинчен, Алжиртан, АПШри, Индинчи, Пакистанри, Грецинчи, Кӑнтӑр Корейӑри, Монголинчи тата ытти хӑш-пӗр ҫӗршыври апат пӗҫерекенсем пуҫтарӑннӑ.
Шупашкарти экономикӑпа технологи колледжӗн преподавателӗ Анна Яровая, «Планета» кондитерскин производство заведующийӗ Юрий Сиволюб, Шупашкарти коопераци институчӗн студентки ылтӑн медальсемпе таврӑннӑ.
Кулинарсен пултарулӑхне хаклакан 20 тӳре хушшинче Чӑваш Енри икӗ ҫын: Чӑваш енри кулинарсен ассоциацийӗн ертӳҫи Николай Уездный, Шупашкарти коопераци институчӗн проректорӗ Елена Антонова — пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.03.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Орлов Георгий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |