Раҫҫейри паллӑ композитор чӑваш театрӗ валли кӗвӗ ҫырӗ. Республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Григорий Гладков композиторпа (сӑнӳкерчӗкре — сылтӑмран иккӗмӗшӗ) тӗл пулнӑ.
Раҫҫей Федерацийӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ театрта лартакан «Золушка» спектакль валли кӗвӗ ҫырӗ. Спектакле Мари Элӑн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Василий Пектеев режиссёр лартӗ.
Григорий Гладков Хабаровскра 1953 ҫулта ҫуралнӑ, Брянскра пурӑннӑ тата вӗреннӗ. Инженер-электромеханика вӗренсе тухнӑскер юрӑ-кӗвӗ ҫырма тытӑннӑ. Мультфильмсем валли те нумай кӗвӗленӗ. Вӑл, сӑмах май, «Спокойной ночи, малыши» кӑларӑма 5 ҫул ертсе пынӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче чӑваш ҫыравҫин, драматургӗн, журналисчӗн, «Тӑван Атӑл» журнал редакторӗн Арсений Тарасовӑн 65 ҫулхи юбилейӗ пулнине эпир пӗлтернӗччӗ.
Арсений Тарасов — пултаруллӑ ҫыравҫӑ, ӑслӑ та тарӑн шухӑшлавлӑ ҫын. Ӑсталӑхӗ тапса тӑрать пулин те каппайчӑк та, курнӑҫ та мар вӑл. Шурсухалсем ун пеккисем пирки калашле, ватӑпа ватӑ пек, ачапа ача пек пулма пӗлет.
Калем ӑстин литературӑри ӗҫӗ-хӗлӗ 1975 ҫулта пуҫланнӑ. Шӑпах 1975 ҫулта Арсений Тарасовӑн пирвайхи сӑввисем «Тӑван Атӑл» журналта пичетленнӗ. Халӗ унӑн
«Вӗлтӗртетсе вӗҫет сарӑ ҫулҫӑ», «Сутнӑ пӳртри юлашки каҫ», «Чӑваш кӗпи» кӗнекисене ҫынсем юратса вулаҫҫӗ.
Паян, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Наци вулавӑшӗ Арсений Тарасовпа портрет-каҫ ирттерӗ. Вӑл 14 сехетре пуҫланӗ. Портрет-каҫа вулавӑшӑн «Ютуб» видео-хостингри каналӗнче тӳрӗ эфирта курма май килӗ.
Муркаш районӗнчи Ярапайкасси ялӗнче ҫӗнӗ клуб хута ярӗҫ. Вӑл 150 вырӑнлӑх пулӗ. Ку ялта 300 яхӑн ҫын пурӑнать.
Культура ҫуртне кӗркунне уҫма палӑртнӑ. Ӑна хута ямашкӑн 33,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Клуб пӗр хутлӑ пулӗ. Унта фойе, ташӑ каҫӗ ирттермелли пӳлӗм, артистсен пӳлӗмӗ, кружоксем ирттермелли пӳлӗм, администратор пӳлӗмӗ вырнаҫӗҫ.
Килӗшӳ алӑ пуссанах подрядчик ӗҫе пуҫӑннӑ. Хальхи вӑхӑтра никӗсне янӑ, тытӑнса тӑракан конструкцие тӑваҫҫӗ. Ӗҫ графикпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланса пырать
Ылтӑн алӑллӑ та илеме туйма пӗлекен ҫынсем нимрен илем ӑсталама пултараҫҫӗ. Ҫавӑн пек маттурсем Красноармейски районӗнчи Малти Карӑкра пурӑнаҫҫӗ. Асӑннӑ ял ҫывӑхӗнчи хире пӗрисем ҫамрӑк ҫемье, хӗрлӗ парӑс тата ытти тӗрлӗ кӳлепе вырнаҫтарнӑ.
Ҫамрӑк ҫемье чӑваш тӗрриллӗ кӗпе тӑхӑннӑ. Вӗсен ачи ҫӑпатапа ларать.
Илеме асӑрханисем сӑн ӳкерсе илсе тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» пабликра вырнаҫтарнӑ. Сӑнӳкерчӗксен авторӗ — Инна Ильина.
Илемлӗ кӳлепесене кам ӑсталанине пабликра палӑртман.
Утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун!» премьерӑна кӑтартӗҫ.
Ку ӗҫе Михаил Сунталӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ. Спектакль Шупашкар районӗнче ҫуралса ӳссе тӗнчипе паллӑ ӑсчаха тухнӑ Никита Бичуринпа паллаштарать.
Никита Яковлевич хӗвелтухӑҫ халӑхӗн историне тӗпченӗ, ҫулҫӳревҫӗ пулнӑ, китай чӗлхине аван пӗлнӗ, Раҫҫейре синологие йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри.
Ентешӗн ят-сумне тӑван тӑрӑхра ҫӳле ҫӗклессишӗн хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкар районӗнче самай ӗҫ туса ирттерчӗҫ. Кӳкеҫре «Бичурин тата хальхи самана» музей уҫрӗҫ.
Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартакан «Эп сӳннӗ чух – эс ҫун» драма та Никита Бичурин ятне асра тытма пулӑшӗ.
Чӑваш патшалӑх филармонине нумай ҫул Николай Казаков ертсе пынӑ. Паянтан филармонин - ҫӗнӗ ертӳҫӗ. Вӑл – 47 ҫулти Максим Матросов.
Максим Матросовӑн ӗҫӗ-хӗлӗ культурӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл культура программисене дирекцине ертсе пынӑ, Шупашкарти кинофестивале мӗн пуҫласа янӑранпа йӗркелет. Юлашки ҫулсенче Туризм аталанӑвӗн агентствинче /халӗ ҫапла ятлӑ вӑл/ ӗҫленӗ. Вӑл – ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Сӑмах май, халӗ филармонире реконструкци пырать. Ку ӗҫе 2008 ҫултах тытӑннӑ, халӗ те вӗҫлеймен. Кӑҫал Республика кунӗ тӗлне уҫма палӑртнӑ, анчах ӗлкӗреймен.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Санькасси ялӗнче Нестер Янкас ячӗллӗ культурӑпа искусство тата литература пӗрлӗхӗ йӗркеленипе Осип Алексеев (Ӑсан Уҫӑпӗ) ҫыравҫӑ-журналистӑн хӑй ҫуралса ӳснӗ тата пурӑннӑ ҫурчӗ ҫинче Асӑну хӑмине уҫрӗҫ. Ӗҫ-хӗле писателӗн тӑванӗсем, ял ҫыннисем тата Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх пайташӗсем хутшӑнчӗҫ. Асӑну каҫне пӗрлӗх ертӳҫи Иван Афанасьев ҫыравҫӑ-композитор уҫрӗ, сӑмах каларӗ. Ун хыҫҫӑн пӗрлӗх ертӳҫин ҫумӗ, район энциклопедийӗн тӗп редакторӗ Виталий Михайлов-Чунтупай ҫыравҫӑн чӑваш литературӑри тӳпи ҫинчен каларӗ. Виктор Данилов журналист-ветеран вара Ӑсан Уҫӑпӗпе туслӑ ҫыхӑнура пулни ҫинчен ҫирӗплетрӗ. Тӑванӗсенчен ҫыравҫӑн аслӑ хӗрӗ Ирина тухса калаҫрӗ, ашшӗн ҫынлӑх туйӑмӗ пысӑк пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Асӑну хӑмине ҫыравҫӑн кӗҫӗн ывӑлӗ Александр Алексеев уҫрӗ. Вӑлах ашшӗн ку таранччен пичетленнӗ кӗнекисене асӑнмалӑх пурне те валеҫсе пачӗ. Юлашкинчен ӗҫ-хӗле Николай Яковлев юрӑҫӑ илемлетрӗ. Вӑл пухӑннисене чӑваш халӑх тата тӗрлӗ композиторсен юррисемпе савӑнтарчӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен тытӑнса утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗччен Шупашкар районӗнчи «Ясна» этноэкологи комплексӗнче чӑваш ҫамрӑкӗсен пӗтӗм Раҫҫейри этнографи форумӗ иртнӗ. «Алла-Аллӑн» ят панӑ мероприятие Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институчӗ республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Федерацин национальноҫсен агентстви пулӑшнипе йӗркеленӗ.
Этнографи форумӗн тӗллевӗ наци культурине тата чӑваш фольклорне вӗренессипе ҫамрӑксене кӑсӑклантарасси. Ҫамрӑксен слётне культура институчӗн, педагогика тата аграри университечӗсен, музыка училищин студенчӗсем хушӑннӑ.
Форумра музыка инструменчӗсене ӑсталама, чӑваш рунисен вӑрттӑнлӑхне, тӑмран савӑт-сапа ӑсталама вӗрентнӗ, чӑваш апат-ҫимӗҫӗпе, халӑх вӑййисемпе паллаштарнӑ.
Кӑҫал Ҫӗрпӳ ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 8-11-мӗшӗсенче иртессине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вырӑнтисем суту-илӗве йӗркелес ыйтӑва ҫеҫ мар, культурӑпа спорт мероприятийӗсене те яланхиллех пысӑк тимлӗх уйӑрма палӑртнӑччӗ. Суту-илӳ палаткисемпе пӗрлех ача-пӑча хули пулӗ, фольклор коллективӗсем пуҫтарӑнӗҫ тесе хыпарланӑччӗ. Ярмӑрккӑ вӑхӑтӗнче Акатуй та иртӗ тенӗччӗ.
Анчах паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев урӑхларах йӗркелеме сӗннине пӗлтернӗ. Кӑшӑлвирусран хӳтӗленессипе мерӑсем йышӑнма май пур мероприятисене ҫеҫ ирттерӗҫ. Кунта
тӗслӗх вырӑнне спорт ӑмӑртӑвӗсене, мотокроса, Ача усрава илнисен республикӑри форумне асӑнса хӑварнӑ.
Паян Чӑваш Енри маттур ҫамрӑксене патшалӑх премийӗпе хавхалантарнӑ. 2020 ҫулшӑн ӑна 30 хӗрпе каччӑна панӑ.
Республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑш-пӗр тӗслӗхе уйрӑммӑн палӑртса хӑварнӑ. Сӑмахран, Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкассинчи культура ҫуртӗнче культорганизаторта тӑрӑшакан Мария Петрова лара-тӑра пӗлмест. Вӑл ялти пурнӑҫ кӑсӑклӑ та хаваслӑ пултӑр тесе тӑрӑшать.
«Эпир тӑвакан ҫӗнӗ культура ҫурчӗсем, ял клубӗсем каҫхине хупӑ тӑраҫҫӗ тенине муниципалитетсенче пулнӑ май час-часах илтетӗп. Ку вӑл йӗркеллӗ япала мар. Чӑваш Енӗн Культура министерствине культура ҫурчӗсене, ялти клубсене тытса тӑрассине ҫӗнӗлле йӗркелеме хушнӑччӗ», – тенӗ республика ертӳҫи.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |