Чӑваш наци музейӗ паян пӗр ӗмӗрхине уявлать. Ҫав ятпа ӑна Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин телеграммӑпа саламланӑ.
Халӑх пархатарӗпе историйӗн управҫин ӗҫченӗсем музейпа филиалӗсене аталантарассишӗн нумай ӗҫ туса ирттернине палӑртнӑ.
«Сирӗн тӗпчев, экспозици ӗҫӗ-хӗлӗр, вӗрентӳ, ҫутӗҫ, информаци проектӑрсем Чӑваш Ен тӗп хулипе республикӑн культура тата общество пурнӑҫне пуянлатаҫҫӗ», — тесе ҫырнӑ правительство телеграмминче.
Паян музей юбилей мероприятийӗсене уҫрӗ. Ака уйӑхӗн 15-17-мӗшӗсенче «Национальный музей: 100 лет в истории Чувашии» (чӑв. Наци музейӗ: Чӑваш Ен кун-ҫулӗнчи 100 ҫул) ятпа регионсем хушшинчи музей форумӗ иртӗ. Вӑл юбилей мероприятийӗсенчен чи пӗлтерӗшли теме те юрать. Ӑна йӗркелеме федерацин Атӑлҫи округӗнчи музейсен канашӗ хутшӑнӗ.
Аякри Эстонире пурӑнакан хастар чӑвашсем тӑван чӗлхемӗре хисеплеҫҫӗ. Ҫавна палӑртакан пулӑмсенчен пӗри вӑл — «Радио 4» эфирӗнче «Ӑраскал» радиокӑларӑм тӑтӑшах янӑрани. Хальхинче ӑна ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, эстони вӑхӑчӗпе 19 сехет те 35 минутра итлеме май килнӗ.
Кӑларӑма ертсе пыракан Ираида Захарова Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, черетлӗ кӑларӑма инҫетре пурӑнакан ентешсене халалланӑ. «Тӗрӗссипе каласан, ӑҫта кана чӑваш пурӑнмасть–ши?! Эпир тӗнчипех сапаланса кайнӑ, анчах та ку сӑлтав пире хамӑр культурӑпа кӑсӑкланма, йӑла – йӗркене йӗрлеме, чӗлхене упрама пӗрре те чӑрманатакан сӑлтав пулса тӑмалла мар–ҫке… Хамӑрӑн ентешсемпе мухтанмалӑх пур…», — тет Эстонири хастар йӑхташӑмӑр Ираида Захарова.
Паянтанпа, нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнченпе, пирӗн республикӑра Туризма аталантаракан агентство пулӗ. Ҫакӑн ҫинчен калакан йышӑнӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
«Туризма тата хӑнасене кӗтсе илекен индустрие аталантаракан агентство» (кӗскен каласан, «Туризма аталантаракан агентство») автономи учрежденийӗ пачах ҫӗнӗ орган мар. Ӑна республикӑн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин «Чӑваш Республикинчи туризмпа культура информаци центрӗ» автономи учржденин ятне ылмаштарса йӗркеленӗ.
Агентство туризм индустрине пур енлӗн аталантарассишӗн яваплӑ пулӗ. Ҫав шутра — регионӑн туризм брендне сарассишӗн, туриндустрие цифровизацилессишӗн, туроператор тивӗҫне пурнӑҫлассишӗн.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ҫак кунсенче ҫӗнӗ ӗҫе сцена ҫине кӑларма хатӗрленнӗ май артистсем хӗрсех репетици ирттереҫҫӗ.
Культура учрежденийӗнче «Манӑҫми туйӑмсем» камите куракан патне ҫитересшӗн. Пьеса авторӗ тата спектакле лартаканӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Вячеслав Оринов.
Сюжета сӑпайлӑ та шанчӑклӑ Спиридон тавра йӗркеленӗ. Ҫуралнӑ кунне хатӗрленнӗ май арҫыннӑн хӗрӗ ашшӗнчен вӑрттӑн йыхрав хучӗсем ӑсатать. Вӑл ӑна савӑнтарасшӑн. Ара, арҫын хӗрне пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ-ҫке.
Тӗп роле Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Василий Павлов калӑплӗ. Спектакле шӑпах ӑна халалланӑ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл 70 ҫулхине уявлӗ. Пултаруллӑ сцена ӑстине халӑх питӗ юратать.
Премьерӑна нарӑс уйӑхӗн 18-мӗшӗнче кӑтартма палӑртнӑ.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Лидия Красован (Назарован) юбилей каҫӗ иртӗ. Вӑл 70 ҫул тултарнине уявлӗ.
Лидия Фёдоровна – Чӑваш Республикин халӑх артистки. Вӑл 1951 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра что ялӗнче ҫуралнӑ. 1985 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Юбилей каҫӗнче куракансене «Юрату пурах иккен» юрӑллӑ-кӗвӗллӗ камит кӑтартӗҫ. Юбиляр унта Татьяна ролӗнче вылянӑ. Пьеса авторӗ – Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров, режиссёрӗ – Дмитрий Петров. юбилей каҫӗ 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Чӑваш Енӗн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов Улатӑр хулине килӗштернӗ. Кун пирки вӑл паян Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Улатӑр — пуян историллӗ, «купса предпринимательствин» йӑли-йӗркипе пуян, тӗлӗнмелле, хитре хула», — пӗтӗмлетнӗ вице-премьер. Ҫав вӑхӑтрах ӑна вырӑнти таврапӗлӳ музейӗ экспоначӗсем тусанланни вара шухӑша путарнӑ. Лайӑх енчен министр ҫынсене: ырӑ кӑмӑллӑ та хӑнасене тараватскерсене — палӑртнӑ.
Министр Улатӑрта канмалли кунсенче пулнӑ. Унта вӑл халиччен пулса курманнине пытарман. Дмитрий Краснов хулари чиркӳсенче те пулнӑ.
⠀
⠀
ЧР Культура министерствинче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрне юсаса ҫӗнетес ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ЧР Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура театра юсама, унӑн 2025 ҫулчченхи стратеги аталанӑвне хатӗрлеме хушнӑ. Реконструкци проекчӗн техника заданине хатӗрлеме Хусанти специалистсем хутшӑнаҫҫӗ.
Чи малтан театр сӑнне улӑштарӗҫ. Тӑррине, цоколе ҫӗнетӗҫ, лифтсене улӑштарӗҫ, кондиционер системине вырнаҫтарӗҫ. Костюмсене тата реквизита упрама хушма ҫурт кирлӗ.
Нарӑс уйӑхӗнче театр реконструкцине халӑхпа сӳтсе явӗҫ.
Чӑваш Енре канакансен те кешбэклӑ пулас шанӑҫ пур. Хальлӗхе ҫакна ҫирӗплетсех калаймӑпӑр та, анчах пирӗн республика та федерацин ятарлӑ программине кӗме ӗмӗтленет. Ун валли вӑл заявка панӑ.
Аса илтерер: кӑшӑлвируса пула туризм отраслӗ пӗлтӗр йывӑрлӑха кӗрсе ӳкрӗ. Ҫынсем ют ҫӗршывсене тухса ҫӳреймерӗҫ. Ҫав лару-тӑрура туризм отрасльне аталантарс тӗллевпе Раҫҫейре ятарлӑ программа йышӗ. Ятарлӑ программӑна лекнӗ маршрута тата вырӑнсене суйлакансене канса тӑкакланнин пӗр пайне бюджетран саплаштарчӗҫ. Программӑна икӗ хутчен йышӑнчӗҫ.
Ростуризм кешбэк программин виҫҫӗмӗш тапхӑрне хатӗрленет. Унта Чӑваш Ен те лекесшӗн. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви регионти 16 санаторипе курорт учрежденине списока кӗртме суйласа илнӗ. Вӗсем лекессипе лекмессине Ростуризм каярах пӗлтерӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейӗнче «Авалхи йӑхсен еткерӗ» курав уҫӑлӗ. Ӑна Чӑваш наци музейне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Фондри ӗҫсенчен йӗркеленӗ курав чӑвашсен пуян культурипе паллаштарӗ. Унта сайра тӗл пулакан этнографи экспоначӗсем те пулӗҫ. Вӗсене музей ӗҫченӗсемпе культура ӗҫченӗсем тӗрлӗ ҫулта пухса хатӗрленӗ. Пурнӑҫне музей ӗҫне халалланӑ маттурсемпе те паллаштарӗ курав.
Музей коллекцийӗ пирки каласан, вӑл тӗрлӗ экспедици вӑхӑтӗнче пуянланнӑ. 1926-1928 ҫулсенче Питӗрти (ун чухне Ленинградри) Историпе пурлӑх культурин патшалӑх академийӗн экспедицийӗ иртнӗ, 1949-1952 ҫулсенче — СССР Наукӑсан академийӗн Хусанти филиалӗн профессорӗ Н.И. Воробьев ертсе пынипе йӗркеленӗ экспедицийӗ.
Нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ каҫ иртӗ.
Зоя Ярдыкова артистра, режиссёрта, педагогра ӗҫленӗ. Вӑл — РСФСР культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш АССР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Зоя Ярдыкова ҫуралнӑранпа паян, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, 100 ҫул ҫитет. Муркаш районӗнчи Шаптакра кун ҫути курнӑскер — Чӑваш актерӗсен ГИТИСра пӗлӳ илнӗ пӗрремӗш студийӗн йышӗнче. Чӑваш драма театрӗнче спектакльсенче вылянӑ вӑхӑтрах режиссурӑна хӑнӑхнӑ.
Сумлӑ ҫынна асра тытса театрта «Телейлӗ ҫул пултӑр» театризациленӗ концерт хатӗрлӗҫ. Унта Зоя Димитриевнӑн вӗренекенӗсемпе ӗҫтешӗсен аса илӗвӗсем те пулӗҫ.
Пултаруллӑ ҫынна сума сӑвакансене пурне те юбилей каҫне йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |