Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхсен институтӗнче филологи енӗпе аслӑ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса тӑрӑшакан Петр Яковлев (Петӗр Яккусен) «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен порталӗнче вырнаҫтарнӑ.
Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑл ӑслӑлӑх ҫынни кӑна мар, поэт та. Унӑн шухӑшлавӗ хӑйне евӗр. «Хыпар» хаҫата вӑл: «Ӗлӗк ҫапларах, капларах пулнӑ», — тесе калани пирки хӑй шухӑшне пӗлтерни асра юлнӑччӗ. «Ӗмӗрсем иртсен те ҫын чун тӗлӗшӗнчен ылмашӑнмасть. Ырӑ ҫын ырах пулать, усалли усалах юлать», — тесе каланӑ поэт.
Паян Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче М.Д. Михайлов ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери XXX опера фестивалӗ уҫӑлӗ. Музыка ӳнерӗн уявне Итали композиторӗн Винченцо Беллинин «Капулетти и Монтекки» оперипе уҫӗҫ. Вӑл ӗҫе «Культура.рф» порталти «Культурный стриминг» платформӑра тӳрӗ эфирта курма май килӗ. Опера паян 18 сехет те 30 минутра пуҫланӗ.
Онлайн-трансляци валли ҫӗршыври уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ 40 пулӑма суйласа илнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсен шутне Чӑваш оперӑпа балет театрӗн 2 мероприятийӗ лекнӗ. Тата хӑш спектакле е концерта кӑтартассине театр каярах хыпарлама шантарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Аҫаҫури» ятлӑ кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн авторӗ – Денис Гордеев.
Денис Гордеевӑн «Ир такӑнсан», «Чи вӑрӑм кун», «Куккуклӑ сехет», «Акман ыраш», «Ҫурта кунӗ», «Хуп хушшинчи ҫылӑх», «Пӑсташ» тата ытти кӗнекисене вулакансем юратса вулаҫҫӗ. Прозаик хӑйӗн повеҫӗсемпе калавӗсенче чӑваш халӑхӗн хальхи пурнӑҫне сӑнарлать.
Ҫӗнӗ кӑларӑма «Укҫа кимми», «Турӑ алӑкӗ», «Хӑямат» повеҫсем, «Шӗвӗ кулач», «Аҫаҫури» тата «Вӑрттӑн медаль» калавсем кӗнӗ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑна халӑх пултаруллӑх кафедри тата «Паха тӗрӗ» фирма йӗркеленӗ. «Паха тӗрӗ» фирма директорӗн ҫумӗ Маргарита Павлова «Паха тӗрӗ» фирмӑн кунӗ-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Ҫак паллӑ предприятипе хӑйсен кун-ҫулне Е. Ефремова, М. Симакова, Т. Петрова, Анастасия Андреева тата ытти нумай художник ҫыхӑнтарнӑ.
Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗсем Зинаида Вороновӑпа Раиса Васильева халӑх-йӑли йӗркине, хӑйне евӗрӗ тӗррине, ҫи-пуҫне упраса хӑварас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.
Пушкӑртстанри Стерлитамакра пурӑнакан Вячеслав Ерохин таврапӗлӳҫӗ Гурий Иванович Комиссаров-Вантер ют ҫӗрте выртнишӗн тахҫанах пӑшӑрханать. «Арӑмӗпе хӑйӗн шӑммисене тӑван республикӑна куҫарса пытарма тархасласа ыйтса вилес умӗн ҫырса хӑварнӑ вӑл», – тесе вӑл кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче республикӑри «Хыпар» хаҫата та ҫырса янӑччӗ.
Гурий Комиссаров-Вантер — чӑваш фольклористикине, чӑваш этнологине, историне тата краеведенине тӗпченӗ. Писатель, публицист, тӑлмач, литературовед, чӗлхеҫӗ, педагог, философ, историк. Гурий Комиссаров-Вантер 1883 ҫулхи юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче хальхи Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел ялӗнче ҫуралнӑ. Етӗрне уесӗнчи тата Епхӳри вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫленӗ. 1969 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Ӑна Киров облаҫӗнчи Санчурск поселокӗнче пытарнӑ.
Вячеслав Ерохина Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Беккер укҫа уйӑрса пулӑшма шантарнӑ. Кун пирки вӑл Чӑваш халӑх сайтне пӗлтернӗ.
Кӑҫал эпир чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш тӗррин кунне пуҫласа уявлӑпӑр. Аса илтерер: вӑл куна ытахальтен суйласа илмен. Шӑп та лӑп ҫав кун Екатерина Ефремова тӗрӗ ӑсти ҫуралнӑ. Чӑваш тӗррин кунне туса хума республикӑри хастарсем ыйтнӑччӗ.
Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан ачасем валли пирӗн республикӑра парнесем хатӗрленӗ те ӗнтӗ. Чӑваш сӗмӗллӗ парнене, чӑваш тӗрриллӗ ача кипкине, республикӑри ача ҫуратмалли ҫуртне парса тухӗҫ. Ҫав парне Чӑваш тӗррин кунӗнче ҫуралакан мӗнпур тӗпренчӗке лекӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев журналистсене пӗлтернӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Вутчуль» калавсемпе повеҫсен кӗнеки 1000 экземплярпа пичетленнӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланине пӗлтереҫҫӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма паллӑ чӑваш ҫыравҫисен: Валентин Бурнаевскин, Сергей Ялавинӑн, Виктор Рсайӑн, Трубина Мархвин, Александр Артемьевӑн, Анатолий Хмытӑн тата ыттисен — ӗҫӗсем кӗнӗ. Калавсемпе повеҫсенче тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ тапхӑрти пурнӑҫне сӑнланӑ. Граждан вӑрҫи те, индустриализаципе коллективизаци те, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи те, Афган тата Чечен вӑрҫисем, иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсем.
Кӗнекене Галина Антонова пухса хатӗрленӗ, художникӗ – Дмитрий Литаврин.
Чӑваш Патшалӑх Канашӗн депутачӗ, Чӑваш Енри Ентешлӗхсен ертӳҫисен канашӗн председателӗ Юрий Зорин чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Аслӑ Пинерти тӗп пӗлӳ паракан шкулта пулнӑ.
Юрий Александрович шкул коллективӗпе тӗл пулса калаҫнӑ. Вӑл пирӗн республикӑра кӑҫалтан Чӑваш тӗррин кунне уявлама пуҫлассине аса илтернӗ. Сӑмах май, Юрий Зорин пушӑ алӑпа ҫӳремест. Шкула вӑл чӑваш тӗррипе паллаштаракан вӗренӳ пособийӗн 20 комплектне парнеленӗ. Вӑл пособисене депутат Куславкка, Вӑрмар тата Тӑвай районӗнчи мӗнпур шкула туянса пама шантарнӑ.
«Раскраска-исследование» тата «Книжки для вырезания» кӗнекесем туяннӑ. Вӗсем чӑваш ҫи-пуҫӗпе паллаштараҫҫӗ.
Чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Чӗмпӗрте Чӑваш культурин кунӗ иртнӗ. Ӑна Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑ. Кӑшӑлвируса пула куракансене залӑн 1/3 пайӗ чухлӗ ҫеҫ пухма ирӗк панӑ.
Фойере Чӑваш патшалӑх академи симфони капеллин камерлӑ оркестрӗ чӑваш композиторӗсен произведенийӗсемпе кӗтсе илнӗ. Уявпа саламлама Чӗмпӗр облаҫӗнчи искусствӑпа культура политикин министрӗ Евгения Сидорова пырса ҫитнӗ. Чӑваш уявӗсене йӗркелесе ирттерме май тупнӑшӑн вырӑнти чӑвашсен автономийӗн ертӳҫи Олег Мустаева тав тунӑ.
Уява Чӑваш Енри «Ҫавал», «Ҫеҫпӗл», «Nota g» ушкӑнсем хутшӑннӑ.
Эстонире пурӑнакан хастар чӑваш, Ираида Захарова, Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енрен аякри ҫӗршывра тӗлӗнмелле самант пулса иртнӗ.
Кӗркуннен юлашки кунӗсем ӑшӑ пулнипе усӑ курса Таллинри Чӑваш культурин музейӗн пуҫарӑвне пурнӑҫлама май килнӗ. Ку пуҫару тӗрлӗ халӑхсен «Лира» пӗрлешӗвӗ тата Нарвӑри чӑвашсен «Нарспи» ушкӑнӗ пӗр шухӑшлӑ пулнӑран пулса иртнӗ. Иртнӗ вырсарникун, чӳк уйӑхӗн 15–мӗшӗнче, «Лира» ҫурчӗн картышӗнче чӑвашсем пуҫтарӑннӑ. Эстони ҫӗрӗ ҫинче Юман тата Ҫӑка ӳсме тытӑннӑ. Ҫав пулӑма халалласа чӑваш апат-ҫимӗҫне хатӗрленӗ, юрӑсем юрланӑ, вайӑри пекех картана тӑрса ташӑсем ташланӑ.
Ку йывӑҫсене лартакансем пӗтӗм чӑвашсен ваттисене, Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе Ен 100 ҫул ҫитнине тата Эстонире пурӑнакан пӗтӗм чӑвашсене халаланӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |