Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа ирттернӗ «Пӗрле» уяв пӗтӗм Раҫҫейри премие илессишӗн конкурса хутшӑнать. «Золотой пазл» (чӑв. Ылтӑн пазл) премин шорт-листне лекнӗ финалист-проектсене паян суйлӗҫ. Конкурса тӑратнӑ мероприятисене HR, PR компанисен ертӳҫисем, ҫӗршыври тата ют ҫӗршыври компанисен маркетинг пайӗсен пуҫлӑхӗсем, МИХсенче тӑрӑшакансем, сумлӑ экспертсем хаклӗҫ.
Тӑван республикӑмӑрӑн 100 ҫулхине халалланӑ мероприяти икӗ номинацире ӑмӑртать: «Массӑллӑ чи лайӑх мероприяти» тата «Пулӑмпа ҫыхӑннӑ туризм енӗпе чи лайӑх мероприяти».
Ҫӗнтерӳҫӗсене чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Мускавра чыслӗҫ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑннӑ. Ятарлӑ ярӑма вӑл паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тӗрӗҫӗн кунӗнче, пуҫарнӑ. Ӑна пирӗн республикӑра туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ку уява чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртма йышӑннӑ.
Чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен калакан ярӑма «Чӑваш тӗрри = Чувашские узоры» сайра тӗл пулакан кӑларӑм уҫать. Ӑна 1925 ҫулта Чӗмпӗрти Чӑваш педагогика техникумӗн Этнографи музейӗ кун ҫути кӑтартнӑ.
Альбома музейри чӑваш тумӗн ҫипуҫӗн тӗслӗхӗсемпе илемлетнӗ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗпе Дмитрий Архангельский художник-график, краевед, педагог паллаштарнӑ.
Инҫетри, анчах тӑванлӑ Турцирен хурлӑхлӑ хыпар килчӗ – 2020 ҫулхи чӳкӗн пӗрремӗш кунӗнче, 71 ҫула кайса, чӑваш халӑхӗн ҫывӑх тусӗ, Турцири Кайсери хулинчи Эржиес университечӗн профессорӗ, ӑслӑлӑх докторӗ Харун Гӳнгёр (Harun Güngör) ҫак пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ, ӑна тепӗр кун, кӑнтӑрла иртсен, Сарывӑл (Sarıoğlan) тарӑхӗнчи хӑй ҫуралса ӳснӗ Ӳҫерлӗх (Üzerlik) ялӗн масарне пытарнӑ. Ҫак ҫухату пирӗншӗн те пысӑк хуйхӑ, унӑн мӑшӑрӗпе Нуран (Nuran) ханумпа, ывӑлӗсемпе Афшинпа тата Санчарпа (Afşin, Sancar), кинӗпе Чананпа (Canan), мӑнукӗпе Тӳркер Харунпа (Türker Harun), тӑванӗсемпе тата тусӗсемпе пӗрле чунтан хурланни ҫинчен пӗлтеретпӗр, вӗсене тата вӗсемпе пӗрлех пӗтӗм Тӗрӗк тӗнчине пуҫ сывлӑхӗ сунатпӑр.
Харун Гӳнгор профессор, доктор ӑслӑлӑхра тӗрӗк халӑхӗсен тӗнӗсене тарӑн тӗпченипе палӑрнӑ. Ҫавна май вӑл Тӗрӗк тӗнчинче Анӑҫран Тухӑҫа ҫити – Балканран пуҫласа Монголи таран - нумай хутчен ҫул ҫӳренӗ, ҫав шутра темиҫе хутчен Чӑваш Енре, Чӗмпӗр облаҫӗнче, Мари Элра пулнӑ, авалхи тӗнпе пурӑнакан Чӑвашкасси ҫыннисемпе, чӑвашсен паллӑ тӗпчевҫисемпе, ҫав шутра, хӑй пекех, тӗнсене тӗпченӗ Петр Денисов профессорпа, докторпа тӗл пулса калаҫнӑ, ӑслӑлӑх ыйтӑвӗсене сӳтсе явнӑ.
Чӳк уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче Чӑваш Енрп «Атӑл юмахӗ» регионсем хушшинчи фестиваль иртӗ. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче пулӗ.
Ача-пӑча тата ҫамрӑксен театрӗсен фестивальне культура учрежденийӗ юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех йӗркелет. Программӑна ҫӗршыври паллӑ сцена ӑстисен лекцийӗсене, семинарӗсене, тренингӗсене кӗртнӗ.
Фестивале 6 театр хутшӑнӗ: Хусанти Габдулла Кариев ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ «Микулай» монодрамӑпа, Пушкӑртстанри Мустай Карим ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗ «Я – кулак. Я А-Н-Н-А» социаллӑ драмӑпа, Ӗпхӳри ҫамрӑксен театрӗ «Всем кого касается» шкул хроникипе, Мордвари драма театрӗ «Куйгорож» юмахпа, Мари Элти ҫамрӑксен театрӗ «Сöсна поминка деч вара» сатирӑллӑ камитпе тата «Мойдодыр» юмахпа. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ фестивале «Чи хаклӑ пуянлӑх» истори легендипе уҫӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче пирӗн республикӑри паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан кӗнеке пичетленнӗ. Унӑн тиражӗ – пин экземпляр.
Кӗнеке авторӗ – Николай Сидоров. Хӑйӗн кӑларӑмне вӑл «Пӗрремӗш учитель» ят панӑ. Асӑннӑ ӗҫ пӗлтӗр Чӑваш Енӗн Информполитика министрӗ ачасемпе ҫамрӑксем валли ҫыракансен конкурсӗнче ҫӗнтернӗ. Ӑна кӑларма хыснаран укҫа уйӑрнӑ.
Кӗнекене тӑван халӑхӑмӑра ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев пурнӑҫӗпе паллаштаракан «Пӗрремӗш учитель» пьеса кӗнӗ, Шупашкар районӗнче ҫуралнӑ мухтавлӑ китаевед ҫинчен – «Никита Бичурин (Иакинф атте)», вилӗмсӗр Константин Иванов ҫинчен – «Слакпуҫ ачи».
Мускавра нумаях пулмасть Раҫҫейри халӑхсен хальхи вӑхӑтри литературин антологийӗ пичетленсе тухнӑ. Хальхинче драматурги жанрӗллӗ хайлавсене кун ҫути кӑтартнӑ.
Сумлӑ кӑларӑма Чӑваш Енри ҫыравҫӑсен ӗҫӗсем те кӗнӗ. Ку хыпара Фейсбукра республикӑри паллӑ поэт, драматург, тележурналист, сценарист Марина Карягина пӗлтернӗ.
«Малтан Шупашкарти ятарлӑ канаш хупӑ сасӑлавпа виҫӗ пьеса сӗннӗ, унтан, апла антологи ытла та хулӑмланса кайнипе, Литература институчӗ ҫумӗнчи экспертсен ушкӑнӗ вуласа хакланӑ хыҫҫӑн, шел, икӗ авторӑн хайлавне кӑна кӗртме йышӑннӑ тесе пӗлтерчӗҫ», – тесе ҫырнӑ Марина Карягина.
Антологие Марина Карягинӑн «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» тата Арсений Тарасовӑн «Инҫет телей ҫути» хайлавӗсем кӗнӗ.
Питӗр хулинчи Чӑваш тӗррин тата ремеслисен центрӗ Евгения Жачева ячӗпе хисепленӗ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ хӑйӗн анлӑ ларӑвӗнче. Мероприятие Валериан Гаврилов ертсе пынӑ.
Ларура Чӑваш тӗррин тата ремеслисен центрне уҫма йышӑннӑ. Ку шухӑша темиҫе ҫын: А.Н. Бахматов, В.А. Гаврилов тата А.Т. Челнокова — сӗннӗ.
Питӗрти Чӑваш тӗррин кружокӗ юлашки ҫулсенче хӗрӳ ӗҫлеме тытӑннӑ, вӑл куравсем те йӗркелет. Экспонатсен пысӑк коллекцине Евгения Жачева ӑста парнеленӗ. Ҫурла уйӑхӗнче Питӗр хулинчи йӑхташӑмӑрсен делегацийӗпе тӗл пулнӑ чух Евгения Николаевна унта чӑваш тӗррин ялан ӗҫлекен кружокне йӗркелеме сӗннӗ. Вырӑнтисем хаваспах килӗшнӗ.
Центрта тӑватӑ ӑста тӑрӑшӗ: Анастасия Бахматова (шӑрҫаран эрешлессипе), Алевтина Челнокова (ҫыхассипе), Нина Павлова (пиҫиххисем ӑсталассипе), Наталья Михайлова (тӗрлессипе). Центрӑн ҫумпредседателӗ пулма Анастасия Бахматововӑна тата Наталья Михайловӑна шаннӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Литературӑллӑ Чӑваш Ен: ҫӗр ҫуллӑхри чи вуланӑкан кӗнеке» конкурса пӗтӗмлетнӗ. Чи вуланакан кӗнеке – Александр Артемьевӑн «Салампийӗ».
Наци вулавӑшӗн пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Александр Спиридоновичӑн романӗ 1271 сасӑ пухнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗ ятне Чӑваш Енри Профессионал писательсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи Лидия Филиппова тата Владислав Николаев ҫыравҫӑ тата журналист пӗлтернӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗ дипломне Александр Артемьевӑн хӗрне Александра Артемьевӑна панӑ.
ЧӲК | 05 |
(Чӗмпӗрти чӑвашсен «Атӑл юрри» альманахӗ тавра)
Юратнӑ Атӑл ҫинчен чӑваш пин-пин сӑмах, юмах, халап сарнӑ, савса юрланӑ. Атӑл ҫинчен хайланӑ калавсене Самарта Влас Паймен ҫыравҫӑ, Каҫалта Иван Никифоров студент пухса тӗпчениcене пӗлетӗп. «Атӑл юррин» ултӑ альманахӗнче (1919-2020) пӗтӗмлетӳллӗ тишкерӳ кураймарӑм. Шел, «Атӑл юрри» ҫинчен Чӑваш жрналистикипе пичечӗн энциклопедийӗнче туллин асӑнман. Юрать-ха, альманах историйӗпе унӑн тӗременӗ Елена Мустаева тата истори наукисен кандидачӗ Роза Макарова (Павлова) пӗтӗмӗшле каласа параҫҫӗ. «Тен, пуҫарса яраканӗн алли йывӑртарах пулнӑ — ыйтуллӑн тинкерӗ хӑш-пӗр вулаканӑм? Пӗлместӗп», — вырӑнлӑ мар хурланать хаҫатпа альманах тӗременӗ. Чӗмпӗрте пичетленнӗ «Атӑл юрри» журнал, «Канаш», «Чухӑнсем сасси», «Ҫӗнӗ пурнӑҫ» хаҫатсен, «Ҫуталла» вӗренӳ кӗнекин шӑписем тата вӗсене кам кӑларасшӑн ҫунни Арсентий Изоркин, Елена Арланова тата ытти тӗпчевҫӗсене тахҫанах паллӑ. Чӑваш юхӑмӗ мӗнле тапранни, 1989 ҫулта инҫехумпа чӑвашла «Еткер» кӑларӑм, «Канаш» хаҫат (ахалех «Ҫутӑ пурнӑҫа» чӗртмерӗҫ), «Шевле ҫути» тухни, хальхи аталанӑва мӗнле хакланине альманахра курмарӑм.
Ӗнер Чӑваш Республикин культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Светлана Каликова халӑха йышӑннӑ. Ун патне пынисем тӗрлӗ ыйтӑва хускатнӑ.
Сӑмахран, ӗҫлеме пӑрахнӑ предприятисен: Шупашкарти промышленность валли япаласем шӑратса тӑвакан савутӑн тата Шупашкарти агрегат савучӗн докуменчӗсен архива парас ыйтупа та министр патне пыракансем пулнӑ.
Канаш районӗнчи Малти Ӑнтавӑш ялӗнче пурӑнакансем вара ялта Культура ҫурчӗ сывлӑш пекех кирлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Учреждение тӑвас ыйтупа ялти хастар Правительство ҫуртне, культура министрӗ патне ҫул тытнӑ. Министр яваплисене ыйтӑва тишкерме сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |