Шупашкарти аэропорта мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн Андриян Николаевӑн ятне пама пултарасси пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, аэропортсене хисеплӗ ят парасси ҫӗршывӗпех сарӑлнӑ. Ҫакӑ Пӗтӗм Раҫҫейри «Великие имена России» (чӑв. Раҫҫейӗн аслӑ ячӗсем) проекта пурнӑҫа кӗртнӗ май пулса пырать. Чӑваш Енре, сӑмах май, виҫӗ ята суйласа илнӗ.
Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн хастарӗсем Хусанти Тутарстана никам ятне те парасшӑн мар иккен. Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗсем пикет ирттерме палӑртнӑ. Кун пирки центр президиумӗн ертӳҫи Фарит Закиев пӗлтерни тӑрӑх «Idel.Реалии» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра ҫырнӑ.
Хусанти аэропорта Муса Джалиль, Габдулла Тукай е Андрей Туполев ятне пама суйласа илнӗ. Пӗтӗм тутарсен общество центрӗн хастарӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, аэропорта «Хусан» тени питех те килӗшуллӗ, ку вӑл тутар тӗнчин центрне пӗлтерет.
Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши музейӗнче ҫак эрнере Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай пулнӑ. Культура учрежденийӗн пуҫлӑхӗ Антонина Андреева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак культура учрежденине йӗркелес шухӑша хӑй вӑхӑтӗнче Туркай пӗлтернӗ.
Музее сӑвӑҫ Александр Пушкинӑн «А сердце оставляю вам» кӗнекине парнеленӗ. Ӑна Туркай чӑвашла куҫарнӑ.
Музея парнеленӗ тепӗр парне вӑл — Чӑваш Енӗн Наци радиовӗн архивӗнче упранакан Ҫеҫпӗл Мишши сӑввисем. Аудиосӑвӑсене Валерий Туркай вулать. Ку парнене Ҫеҫпӗл Мишши музейӗн пуҫлӑхӗ уйрӑмах хаклӑ парне тесе пахаланӑ.
Культура учрежденине уҫнӑранпа кӑҫал 15 ҫул ҫитет. Унта вӗҫӗмех тӗрлӗ мероприяти иртет. Ҫакӑнта Антонина Андреева тӑрӑшӑвне, вӑл хӑй ӗҫне юратса пурнӑҫланине палӑртмалла.
Чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ, 20-мӗш ӗмӗрпе 21-мӗшӗн пуҫламӑшӗнче тивӗҫлипех ырӑ йӗр хӑваракан Вера Кузьмина чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 95 ҫул тултарӗ. Сцена ҫине вӑл пуҫласа пуснӑранпа пӗлтӗр 70 ҫул ҫитнӗ. Ҫак икӗ паллӑ кун ячӗпе Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче СССР халӑх артисткин юбилей каҫӗ иртӗ.
Театр ӳнерне тарӑннӑн ӑнланакансем Вера Кузьмина амӑшӗн сӑнарне уйрӑмах ӑста калӑпланине палӑртма кӑмӑллаҫҫӗ. Чӑн та, хӑватлӑ, йывӑр пулсан та ҫирӗп кӑмӑллӑ амӑшӗсене сӑнарланӑ вӑл. Ҫакна пӗлсех Борис Чиндыков драматург хӑй вӑхӑтӗнче «Хура Чӗкеҫ» моноспектакль ҫырнӑ. Хайлава вӑл Вера Кузьмина валли ятарласа шӑрҫаланӑ.
Сумлӑ артистӑн юбилей каҫӗ чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ. Ун вӑхӑтӗнче саламсем янӑрӗҫ, Вера Кузьмина вылянӑ спектакльти сыпӑксене кӑтартӗҫ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче Иван Яковлевӑн «Аслӑ ҫул ҫине» асаилӗвӗ пичетленсе тухнӑ. Ольга Федорова редактор пӗлтернӗ тӑрӑх, вырӑсларан чӑвашла ӑна Владимир Степанов куҫарнӑ, ӳнерҫи – Светлана Бритвина, тиражӗ – 1000 экземпляр. Вӑл – Иван Яковлевӑн асаилӳсен иккӗмӗш кӗнеки. Пӗрремӗшӗ – «Ҫитӗннӗ вӑхӑт» – 2010 ҫулта пичетленнӗ, ӑна Геннадий Юмарт куҫарнӑ.
«Аслӑ ҫул ҫине» аса илӳсенче Иван Яковлев университетра вӗреннӗ тапхӑр пирки, Николай Ильминскийпе паллашни ҫинчен, Николай Иванович Чӗмпӗрти чӑваш шкулне уҫнӑ чух епле пулӑшни пирки каласа панӑ.
«Куҫару ӗҫӗ» сыпӑкра Яковлев ҫак ӗҫе пуҫӑнас шухӑш епле ҫурални тата ҫак ӗҫри йывӑрлӑхсене асӑннӑ. Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ пирки те тӗплӗ каланӑ кӗнекере.
Чӑваш Енре ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ чи лайӑх алҫырусене палӑртнӑ. Вӗсене пичетлеме хыснаран укҫа уйӑрӗҫ. Виҫӗ ҫӗнтерӳҫӗ хушшинче 200 пин тенкӗ пайланӑ.
Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн тата массӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 12 автор 14 алҫыру тӑратнӑ.
«Шкул ҫулне ҫитменнисем тата кӗҫӗн шкул ҫулӗнчисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» ята Александр Михайловӑн «Ҫулҫӳревҫӗ Уланкӑсем» ӗҫӗ тивӗҫнӗ. Ӑна 50 пин тенкӗ уйӑрӗҫ.
«Вӑтам шкул ҫулӗнчисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» — Сергей Павловӑн «Асамлӑ кӗпер», «Аслӑ ҫулсенчи шкул ачисем валли ҫырнӑ чи лайӑх хайлав» — Галина Антонован (Матвееван) «Мӑшӑр ҫунат» алҫырусем. Сергей Павловпа Галина Антонована 75-шер пин тенкӗ парӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗ-алҫырусене килес ҫул пичетлӗҫ.
ЧӲК | 06 |
Кам-ха вӑл Елена Енькка?
Чернов Виктор Семёнович пур. Вӑрмар районӗнчи Шӑхальтен тухнӑ ҫын. Чӑваш культуринче те тарӑн суха касси тунӑскер. Вӑт ҫав ҫыннӑн хӗрӗ пулать те ӗнтӗ Елена Енькка.
Мӗнпе чапа тухнӑ-ха вӑл?
Икӗ кӑларӑмпа кун ҫути курнӑ "Повествование о чувашах" кӗнеке пур. Ҫавӑн авторӗ тата кӗнекене ӳкерчӗксемпе-карччынсемпе майлаштараканӗ — Елена Енькка.
Чӑвашсем ҫинчен ҫырса кӑтартакан кӗнеке. Йӑла-йӗрке, истори, хальхи тӑрӑм.
Кӗнекесем ҫырса кӑларас текенсем ҫук мар-ха ӗнтӗ. Асӑннӑ кӗнеке пирки мӗн калама пулать? Автор хӑй темӗнле акӑш-макӑш та асар-писер ҫӗнӗ япаласем тупса палӑртрӑм тесе каппайланмасть. Тӗрӗссипе унта пурте пӗлекен чӑнлавсемпе сӑнарлавсемех. Урӑхла каласан, хальччен ытти тӑнлӑ ҫынсем мӗн тупса палартнӑ, ҫавсене сӑпайлӑн та тирпейлӗн пӗлтерет пире Елена Енькка. Вӑт шӑпах ҫапла пулни ҫатӑрласа тытать те ӗнтӗ! Питӗ пысӑк ӑсталӑх кирлӗ кунта. Вӑл вара — пур.
Кӑҫал Ҫӗнӗ Шупашкарта «Атӑл» кинотеатр каллех ӗҫлеме пуҫлани пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Культура учрежденийӗн «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче кулянтаракан хыпар пур: театр каллех ӗҫлеме пӑрахнӑ.
Культура учрежденине юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнчех хупнӑ-мӗн. Анчах ушкӑнра кун пирки юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче кӑна пӗлтернӗ.
«Пирӗн юратнӑ хула пӗртен-пӗр кинотеатрсӑр тӑрса юлчӗ, пирӗн ӗҫченсем вара – ӗҫсӗр. Мӗнех, «Химик» культура ҫуртне тата вӗсен концерт залӗнчи кинотеатрне чечекленме сунатпӑр. Шел, хатӗр кинозалсем, вӗсене юсамалла кӑна, ахалех лараҫҫӗ», - ҫырнӑ халӑх тетелӗнче кинотеатр ӗҫченӗсем.
ЮПА | 29 |
Ева Николаевна Лисина, "Вӗҫекен кӳлӗ" калав авторӗ
Чӑваш ҫыравҫин Ева Лисинан "Вӗҫекен кӳлӗ" ятлӑ калав пур. Ӑна хальхи вӑхӑтра Тетелте ҫӑмӑллӑнах вуласа тухма пулать.
Мӗн ҫинчен-ха калав? Пӗр кӳлӗ пур. Анчах та ҫав кӳлӗ сасартӑк ҫухалать. "Вӗҫсе каять". Калав ак ҫапла вӗҫленет:
Ватӑлтӑм та, ҫавах пурӑнасчӗ-ха, хамӑр кӳлӗ каялла вӗҫсе киличчен пурӑнасчё. Курасчӗ ҫав телейлӗ куна! Эп мӑнтӑр пулла сӗре шанап — пусмарӗҫ вӗт-ха ӑна пирӗн ялсем, ыррӑнах кӑларса ячӗҫ, нивушлӗ ҫавна манса каймалла вӑл, нивушлӗ кӳлле калла ҫавӑрса килмелле мар? Килмелле!
Паллах, ку — легенда.
Унашкал легенда вара Марий-Эл ҫӗрӗ ҫинче те пур иккен.
Марий-Эл республикинчи "Вӗҫекен кӳлӗ"
Ку "вӗҫекен кӳлӗ" пирки вара ак ҫапла ҫырнӑ:
После некоторых поисков - мы посетили загадочное Шордурское озеро (сейчас оно практически заросло) про которое есть интересная легенда!
Чӑваш Енӗн делегацийӗ Тутарстанра пулнӑ. Сумлӑ йыш мухтавлӑ ентешӗмӗр, тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа унӑн тӑван ҫӗрӗ ҫинче ирттернӗ астӑвӑм кунне хутшӑннӑ.
Чӑваш Енрен кайнӑ делегацире Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн ҫумӗ Елена Чернова, Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Алексей Иванов, «Чӑвашкино» тата электрон документацин архивӗн ӗҫченӗсем, общество пӗрлешӗвӗсен пайташӗсем, республикӑри МИХсенче тӑрӑшакансем пулнӑ.
Хӑнасене Тутарстанри Теччӗ райоӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ, Кӑнна Кушки ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Гаврилов, Кӑнна Кушкинчи Иван Яковлев музейӗн ертӳҫи Алексей Пыркин, Теччӗ районӗнчи чӑвашсен наципе культура центрӗн ертӳҫи Володар Тимофеев, ял ҫыннисем ӑшшӑн кӗтсе илнӗ.
Иван Яковлева асӑнса митинг иртнӗ, унӑн палӑкӗ патне чечек хунӑ.
Ыран, юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче, Хусанта Раҫҫей тӗп халӑхӗсен тӑван чӗлхисемпе «Амадины» регионсен хушшинчи юрӑ конкурсӗн финалӗ пулӗ. Тутарстанри «Сувар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑмӑрту Атӑлҫи патшалӑх физкультурӑпа спорт академийӗн концерт залӗнче иртӗ.
«Амадины» — ҫамрӑксен хушшинчи автор тата анлӑ сарӑлнӑ юрӑсен конкурсӗ. Унӑн тӗп условийӗ – юрӑсем тӑван чӗлхепе пулмалла», — хыпарлать МИХ.
Конкурс темиҫе тапхӑрпа иртнӗ, заявкӑсене юпан 15-мӗшӗччен йышӑннӑ. 14 регионтан ҫитнӗ 140-е яхӑн заявкӑран 17-шне финала суйласа илнӗ, ҫак шута ансамбльсемпе юрӑ ушкӑнӗсем кӗнӗ.
«Сувар» ҫырнӑ тӑрӑх, вӗсен хушшинче Чӑваш Республикинчи Культура институчӗн «Илем» ушкӑнӗ те пур.
Конкурсантсемпе ӗҫлекенсенчен пӗри – Раҫҫей эстрада юрӑҫи, ТР тава тивӗҫлӗ артистки, «Голос» шоу финалистки Эльмира Калимуллина.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Фёдоров Моисей Фёдорович, литература критикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Скворцов Михаил Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Михаил Васильевич, Чӑваш Енӗн иккӗмӗш президенчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор вилнӗ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |