К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ хӑйӗн 100 ҫулхи юбилейне халалласа ял-ял тӑрӑх «Ялта» спектакльпе гастрольсемпе ҫӳрет. Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче театр труппи (Федор Павлов пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ялта»-ра пӗтӗм ушкӑн вылять. Ҫав шутра — Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗсем Любовь Федорова, Владимир Семенов, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗсем Валентина Ситова, Иван Иванов, Сергей Иванов тата ыттисем выляҫҫӗ) Елчӗкри Культура ҫуртӗнче кӑтартнӑ.
Театр ушкӑнне вырӑнти «Варкӑш» ансамбль юрӑ-ташӑпа кӗтсе илнӗ. Тӳре-шарасенчен район администрацийӗн культура пайӗн пуҫлӑхӗ Антонина Александрова ӑшшӑн йышӑннӑ.
Кӗркунне театр гастрольсене малалла тӑсӗ. Ун чухне вӑл 18 района ҫитсе килӗ.
Чӑваш наци музейӗнче ҫак уйӑхӑн 6-мӗшӗнче Асамат Балтаев ҫамрӑк художник-медальерӑн «Монетное искусство» (Манет ӳнерӗ) ятпа курав уҫӑлнӑ. Унта ӑна «Сувар» фонд президенчӗ Тимер Тяпкин Асамата малашне те ӑнӑҫу сунса Константин Иванов сӑнӗллӗ 1 тенкӗлӗх укҫа (ӑнӑ 1991 ҫулта кӑларнӑ) парнеленӗ.
Курава уҫма (вӑл ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗччен ӗҫлӗ) искусствоведсем, скульпторсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ.
Асамат Балтаев монета тата медальер пултарулӑхне Чехинчи Ниса ҫинчи Яблонец хулинче аслӑ шкулта туптанӑ. Вӑл — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн, скульпторӑн, гравировщикӑн Николай Балтаевӑн ывӑлӗ.
Пӗлтӗрхи кӗркунне Асамат Балтаев Ленинград блокадине Ҫӗнӗ Зеландири 5 долларлӑ укҫа ҫине куҫарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Ку хыпара «Золотой червонец» (чӑв. Вунӑ тенкӗллӗх ылтӑн укҫа) ылтӑн нумизматика порталӗ ҫырнӑччӗ.
Тутарстанри Нурлат хулинче ӗнер, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, «Уяв-2017» Пӗтӗм Раҫҫейри уяв иртнӗ.
Унта Чӑваш Енӗн культура министрӗ, Тутарстан чӑвашӗ Константин Яковлев хутшӑннӑ. Анна пӗрле Чӑваш Ен делегацийӗ, ҫав шутра Валерий Филимонов спикер, Чӑваш наци конгресӗн президенчӗ Николай Угаслов (вӑл та Тутарстан чӑвашӗ), кӳршӗллӗ республикӑри уява хутшӑннӑ. Чӑвашсене ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илнӗ.
Ӗнерех Нурлат районӗнчи Ерепьел ялӗнче 50 вырӑнлӑх Культура ҫурчӗ уҫнӑ.
Пӗтӗм Раҫҫейри «Уяв» Нурлат хулинче вунӑ ҫул ытла иртереҫҫӗ. Унӑн пӗлтерӗшне Чӑваш Енӗн культура министрӗ Константин Яковлев пысӑка хурса хакланӑ май вӑл Тутарстанри чӑвашсене пӗрлештерет, нацисем хушшинчи туслӑха аталантарать тесе каланӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Раҫҫей пуштин Чӑваш Енри филиалӗпе пӗрле «Напиши письмо родителям» (чӑв. Аҫӑр-аннӗр патне ҫыру ҫырӑр) ятпа социаллӑ акци ирттерет.
Акци ҫемье этем пурӑҫӗнче хаклине аса илтерес, ҫак шухӑша обществӑра сарӑс тӗллевлӗ. Мероприятине ҫемье кунӗ умӗн пуҫарнӑ. Ун вӑхӑтӗнче пирӗнтен кашниех атте-аннемӗрсем, асатте-асаннемӗрсем, кукаҫи-кукамайӑмӑрсем, ҫывӑх ҫыннӑмӑрсем патне ҫыру вӗҫтерме пултаратпӑр. Алӑпӑ ҫырса.
Акци утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа авӑн уйӑхӗ таран тӑсӑлӗ. Ҫырусене районсенчи вулавӑшсене пырса памалла. Калас тенӗ ӑшӑ сӑмахлӑ йӗркесене вулавӑшсенче те шӑрҫалама май туса парӗҫ. Наци вулавӑшӗнче ҫыру ҫырма ятарлӑ сӗтел те хатӗрленӗ. Унта хут, ручка тата конверт хунӑ. Конвертсене вулавӑш ӗҫченӗсем пушта уйрӑмӗсене кайса парӗҫ. Ҫыру яма укҫа тӳлеттермӗҫ.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Библиотекарь – 2017» конкурса пӗтӗмлетнӗ. ЧР Культура, национальноҫ ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерствин пресс-релизӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 200 ытла ӗҫ килнӗ. Ӑна Пӗтӗм Раҫҫейри «Публикатор» электронлӑ публикацисен проекчӗ пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Етӗрнери вулавӑш ӗҫченӗ Н.В.Мазюкова ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗнӗ. Конкурсра Чӑваш Ен чысне вӑл пӗччен хӳтӗленӗ.
Н.В.Мазюкова «Мероприятисен сценарийӗ» номинацире 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Вӑл «История края – в радиоэфире» сценари пуххипе паллаштарнӑ. Вӑл Наци радиовӗн эфирӗнче унччен янӑранӑ.
Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанра ӗнер чӳк тунӑ. Ӑна валли вӗсем така пуснӑ. Йышпа инҫе ҫула кайнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников Чунҫӳреври кашни утӑм пирки тенӗ пек Фейсбукра сайт страницинче тӑрать. «Ку тӑрӑхра пурӑннӑ мӑн-мӑн асаттесене така чӳклесе парас терӗмӗр», — ҫырнӑ вӑл темиҫе сехет маларах.
Маларах чунҫӳревҫӗсем Ясави университетӗнче пулнӑ. Унччен вырӑнти музейпа паллашнӑ. Хӑшӗсем, ҫав шутра Аҫтахар Плотников та, тӗве ҫинче ярӑннӑ. Уншӑн 500 тенкӗ тӳленӗ. Пирӗн патри укҫа ҫине куҫарсан вӑл 100 тенкӗ пулать иккен.
Утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче концерт кӑтартнӑ. Ҫав кун ҫӗршывӗпех Астана кунне уявланӑ.
Ҫанталӑк 50 градус шӑрӑх тӑнӑран ҫумӑр кӗтнине асӑннӑ Аҫтахар Плотников.
Кӑҫал Чунҫӳреве 28-мӗш хут тухакансем Казахстанри Туркестана ҫитессине йышпа инҫе ҫула тухнӑ Чӑваш халӑх сайчӗн администраторӗ Аҫтахар Плотников пӗлтернӗччӗ. Пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулнӑ — унта концерт лартнӑ.
Сӑмах май, Казахстан чиккинчен виҫҫӗн иртеймен. Пӗри 18 ҫул тултарман, амӑшӗнчен ятарлӑ ирӗк пулман. Тепри ачин ҫуралнӑ хутне чикмесӗр тӗпренчӗкӗпе тухнӑ.
23 сехет хыҫҫӑн Казахстанра автобуссен ҫынсене турттарма юрамасть иккен — ку вӑл хӑрушсӑрлӑхпа ҫыхӑннӑ. Мускав вӑхӑчӗпе иккӗччен чарӑнса тӑма тивнӗ. Чӑваш делегацийӗ ҫӗртмен 4-мӗшӗнче Туркестана ҫитнӗ. Йыша унти университета вырнаҫтарнӑ, ирхине пӑтӑ ҫитернӗ.
«50 градуслӑ шӑрӑхран тарса» олимп шкулӗн бассейнӗнче шыва кӗнӗ. Концерт та кӑтартнӑ. Аҫтахар Плотников пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑха «кӗтӗве картана хупланӑ пек хупламан». «Ирӗклӗ халӑха террор та хӑратмасть ӗнтӗ», — тесе ҫырнӑ Фейсбукра Аҫтахар Плотников.
Паян Ҫӗрпӳ ярмӑркки уҫӑлнӑ. Утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче мӗн авалтанпах халӑх Ҫӗрпӳри хӗрарӑмсен мӑнастиӗ умӗнчи лапама суту-илӳ тума пуҫтарӑннӑ. Таврари ялсенчен кӑна мар, Атӑлҫи тӑрӑхӗнченех унталла туртӑннӑ.
Кирлӗ тавара халӗ таҫта та тупса илме пулать пулин те тахҫанхи йӑла пӑрахӑҫланмасӑр паянхи куна ҫитнӗ. Халӗ унта Раҫҫейӗн 20 хулинчен сутуҫӑсем, ал ӑстисем пуҫтарӑннине ӗнентерет Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи тӳре-шара.
Хальхи саманара Ҫӗрпӳ ярмӑркки культурӑпа спорт мероприятине ҫаврӑннӑ тесен те юрать. Паян унта «Сохранение и передача национальных культурных традиций от матери к дочери, от отца к сыну» ятпа республикӑри курав ӗҫлеме тытӑннӑ, каҫпа ярмӑрккӑна тӳре-шара тата артистсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ.
Ҫирӗм саккӑрмӗш чунҫӳрев ҫула тухрӗ. Кӑҫал чунҫӳревҫӗсем Казахстанри Туркестана ҫитмелле. Чи пӗрремӗш чарӑну Ӗренпур облаҫӗнчи Ҫирӗклӗ Тукра пулмалла — паян унта концерт лартӗҫ. Ҫирӗклӗ Тук (выр. Верхнее Игнашкино) ҫыннисем те чӑвашсен тӗп хулинчен ҫитнӗ хӑнасене хапӑл кӗтсе илессе шанаҫҫӗ.
Водителӗсене шута илсен ҫула кӑҫал хӗрӗх ҫиччӗн тухнӑ. Вӗсен хушшинче вӗрентекенсем, культура ӗҫченӗсем, журналистсем, ачасем.
Чунҫӳрев мӗнле иртнипе туллин пирӗн сайтӑн Фейсбукри ушкӑнра тата Тваттер урлӑ паллашса тӑма пулӗ.
Шупашкарта Раҫҫейри тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ иртесси пирки маларах эпир пӗлтернӗччӗ. Унта килес кӑмӑл пуррине 12 регионти 14 ушкӑн пӗлтернӗ. Ҫавӑн пек шухӑш пуррине палӑртнисем Самар, Ӗренпур, Липецк, Аҫтӑрхан, Челепи облаҫӗсенчен, Алтай крайӗнчен, Татарстан, Калмӑк, Кабардин-Балкар, Пушкӑртстан, Удмурт Республикисенчен.
Фестиваль ҫурла уйӑхӗн 19–22-мӗшӗсенче иртмелле. Ӑна республикӑмӑрӑн тӗп хули ҫуралнӑ куна уявланӑ май йӗркелеме йышӑннӑ.
Тӗрӗк халӑхӗсен фестивальне курма пыракансем культура тата спорт мероприятийӗсем килӗшессе шанаҫҫӗ. Сӑмахран, кӗрешсе вӑй виҫӗҫ, тӗрлӗ куравра хӑйсен культурипе паллаштарӗҫ, ун ҫинчен каласа кӑтартрӗҫ. Юрӑ-ташӑсӑр та иртмӗ, паллах, Шупашкарта пухӑнакан тӗрӗк халӑхӗсен фестивалӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |