Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ «Чуваши на всю страну» (чӑв. Чӑвашсем пӗтӗм ҫӗршывӗпех) видеороликсен конкурсӗ ирттерессине пӗлтернӗ. Ӑна ӳкерекенсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем патне видеосалам ӑсатайӗҫ. Роликсене эрнесерен хакласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ-роликсене Наци телекуравӗн эфирӗнче кӑтартӗҫ. Чи-чи пултаруллин конкурсӑн финалне халалланӑ информаци сюжечӗн е ятарлӑ репортажӑн хӑни пулас шанчӑк пур.
Республикӑн Информаци политикин министерстви ӗнентернӗ тӑрӑх, Чӑваш наци телекуравне халӗ 8 миллион ытла ҫын пӑхать. Аса илтерер, нумаях пулмасть НТРК «Триколор» спутник правайдерӗпе килӗштерсе ӗҫлеме пуҫларӗ. Унсӑр пуҫне Наци телекуравӗ кабель сетӗнче 21-мӗш пускӑча йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑваш Республикин Наци вулавӑшӗнче 2017 ҫулхи акан 4-мӗшӗнче «Юптару каҫӗ» пулса иртрӗ. Унта Владислав Николаев ҫыравҫӑн виҫҫӗмӗш кӗнекине — «Дипломлӑ Тиха» ятлӑ юптарусен пуххине хӑтларӗҫ. Хӑтлава литературӑна юратакансем кӑна мар, Шупашкарти тата районсенчи чӑваш вӗрентекенӗсем, ҫыравҫӑсем, журналистсем, вулавӑшҫӑсем, таврапӗлӳҫӗсем пухӑннӑ. Вӗсен умӗнче юптаруҫӑ хӑйӗн ҫӗнӗ хайлавӗсене вуларӗ. Арсений Тарасов, Марина Карягина ҫыравҫӑсем, Василий Пушкин, Зоя Лукина педагогсем ҫӗнӗ талантӑн ҫӗнӗ кӗнекине тӗплӗ тишкерчӗҫ, ҫыравҫӑ пултарулӑхне пысӑка хурса хакларӗҫ. «Чӑваш халӑх сайчӗ» вулакансене юптару каҫӗнче Виталий Станьял тӗпчевҫӗ тухса каланӑ сӑмахпа паллаштарать.
Юптарусен ҫӳлӗкӗ пултаруллӑ ҫыравҫӑн Владислав Николаевӑн «Дипломлӑ Тиха» кӗнекипе пуянланчӗ (Ш., Чӑваш кӗн. изд-ви, 2017. 47 с.), ҫакӑ чӑваш литературин йывӑр жанрӗ чиперех аталанса пынине кӑтартса пачӗ.
Владислав Дмитриевич Николаев (28.8.1974; Елчӗкъен, Шӑмалак ялӗ) — Чӑваш Республикин яш-кӗрӗм премийӗн лауреачӗ (1998), паллӑ журналист, ҫыравҫӑ, «Тетте» журнал, «Тантӑш», «Салам» хаҫатсен тӗп тӗременӗ пулнӑ, 2013 ҫултанпа пӗчӗккисем валли хӑй йӗркеленӗ «Асамат тата Шевле», «Панулми» журналсем кӑларса тӑрать.
«Чӑваш театрӗсенче ӳсменни пур — Тутарстанри ӗҫтешсем ҫапла шутлаҫҫӗ» ятпа Тимӗн Акташ Чӑваш халӑх сайтӗнче статья пичетленине кунти хыпарсемпе кӑсӑкланакансем астӑваҫҫех пулӗ. Унта сӑмах Тутарстанри Пӑва драма театрӗнче регионсен хушшинчи театр фестивальне чӑваш театрӗсене чӗнменнине пӗлтернӗччӗ. Сӑмах май каласан, ку темӑна Тутарстанри «Сувар» чӑваш хаҫачӗ те хускатнӑччӗ. Унта Чӑваш Енрисене мӗншӗн йыхравламаннин хуравне шыранӑччӗ.
Чӑваш Енри театрсемпе ҫыхӑннӑ тата тепӗр хыпар пӗлме май килчӗ. Раҫҫейӗн Шутлав палати асӑрханӑ тӑрӑх, федераци театрӗсем юлашки виҫӗ ҫулта 11 региона пачах кайман. Ку списока пирӗн республика та лекнӗ. Ҫапах та куншӑн хамӑр республикӑна ӳпкелемелле мар. РФ Шутлав палати уншӑн ҫӗршывӑн Культура министерствине патшалӑх планне йӗркеллӗ палӑртманшӑн сӑмах лектернӗ.
Ака уйӑхӗн 4-9-мӗшӗсенче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче Пӗтӗм тӗнчери XXI балет фестивалӗ иртет. Кӑҫал ӑна пирӗн республикӑри балет 50 ҫул тултарнине халаллӗҫ.
Фестиваль «Жизель» балетпа уҫӑлӗ. Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Мариински театрӗн артисчӗсем «Баядерка» лартӗҫ. Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче сцена ҫине «Спящая красавица» тухӗ.
Тепӗр кунхине «Золушка» балет лартӗҫ. Ӑна шупашкарсем виҫҫӗмӗш хут курӗҫ. Унӑн премьери пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ.
Ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче гала-концерт пулӗ. Паллӑ артистсемпе пӗрле Коике Саори, Диана Косырева, Дарья Хохлова, Артемий Беляков, Андрей Сорокин, Олеся Гапиенко сцена ҫине тухӗҫ.
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче «Архиври каҫ» Пӗтӗм Раҫҫейри акци иртет. Ҫак кун ЧР хальхи истори пташалӑх архивӗ хӑйӗн алӑкне пурин валли те уҫӑлӗ.
Ҫак кун патшалӑх архивӗ пурне те хапӑлласа кӗтет. Чӑваш Енӗн патшалӑх символӗсене йышӑннӑранпа 25 ҫул ҫитнине халалласа архивпа паллаштарӗҫ. Акцие хутшӑнакансене символсем мӗнле пулса кайни пирки пӗлӗҫ.
Фойере чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ҫынсем кӗтсе илӗҫ. Хӑнасемпе ӑсталӑх класӗсем, «Пирӗн вӑйӑ» викторина ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех документлӑ тата кӗнеке куравӗ ӗҫлӗ. Хӑнасемпе экскурси ирттерӗҫ.
Архив Шупашкарта Гладков урамӗнче 6-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Ыйтса пӗлмелли телефон: 56-10-78.
АКА | 02 |
Пуш уйӑхӗн пиллӗкмӗш, юлашки эрнинче Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак хыпарсемпе паллаштарчӗ (вӗсене ытти чухнехи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• «Ирӗклӗх» хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министрӗ патне ҫыру яни пирки пӗлтертӗмӗр;
• Аксаковпа Николаев депутатсем камсемпе тӗл пулса калаҫни ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Культура минстрӗн виҫҫӗмӗш ҫумӗ пулма кама лартнине пӗлме пултартӑр;
• Паян 85 ҫул тултарнӑ Владимир Агеев кӑкӑрӗ ҫине менле медаль ҫакни пирки хыпарларӑмӑр;
• «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра кӑҫал кама чыслани ҫинчен каласа патӑмӑр;
• Чапаев палӑкӗ умне тухнӑ ҫынсене мӗншӗн тытса чарма пуҫланин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр;
• Владимир Иванов педагогика университетне ертсе пырӗ-ши тесе пуҫа ватрӑмӑр;
• Нумай ачаллӑ ҫемьере 13-мӗш ача ҫут тӗнчене килни пирки хыпарларӑмӑр;
• Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫула тухакансен нушине транспорт министрӗ тӗрӗслени пирки пӗлме пултартӑр;
• Пуҫа алебастр ӑшне чиксен мӗн пулни пирки ҫырса кӑтартрӑмӑр.
Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче паллӑ журналист, ҫыравҫӑ Владислав Николаев «Дипломлӑ тиха: юптарусем» ятлӑ ҫӗнӗ кӗнекипе паллаштарӗ.
Кун пирки Фейсбукра хыпарланине асӑрхама май килчӗ. «Хитре те таса чӗлхепе хайланӑ юптарусем ҫынсен тӳнтер енӗсене (чеелӗх, мӑнкӑмӑллӑх, ҫӑткӑнлӑх, наянлӑх, каппайчӑклӑх) кӑтартса параҫҫӗ, обществӑн ҫитменлӗхӗсене ҫиеле кӑлараҫҫӗ. Вӗсем ачасене кӑна мар, аслисене те ӑса вӗрентме тивӗҫ», — тесе ҫырнӑ унта Наци вулавӑшӗнче ӗҫлекен Ольга Тимофеева.
Владислав Николаев хӑйне драматург евӗр те кӑтартрӗ. Маларах эпир вӑл хӑй кӑларакан ача-пӑча журналӗ валли реклама агенчӗ шыранине, процентне самай тӳлеме шантарнине пӗлтернӗччӗ.
Ҫӗнӗ кӗнекен хӑтлавне вулавӑша 14 сехете 119-мӗш пӳлӗме йыхравлаҫҫӗ.
Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» кинотеатрта каллех кино курма май пур. Ака уйӑхӗн 20–28-мӗшӗсенче унта наци киновӗсемпе паллӑ мультфильмсене экран ҫине кӑларӗҫ.
«Кино таврӑнать!» акци вӑхӑтӗнче Чӑваш чӗлхи кунне халалласа «Киремет кати» илемлӗ фильм кӑтартӗҫ. Ӑна чӑваш кинорежиссерӗ тата «Чӑвашкино» киностуди пуҫаруҫи И.С.Максимов-Кошкинский ӳкернӗ.
Ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 12 сехетре ырӑ мультфильмсем экран ҫине тухӗҫ. Ҫавӑн пекех программӑна Совет Союзӗнче, Раҫҫейре ӳкернӗ мультфильмсене кӗртнӗ: «Ну, погоди!», «Мальчик-с-пальчик», «Муха-цокотуха», «Лиса и Заяц», «Шапокляк» тата ыттисем.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Михайловкӑра пурӑнакансем ҫӗнӗ культура ҫурчӗ лартса панӑшӑн савӑнаҫҫӗ. Унччен уявсене кивӗ клубрах ирттерме тивнӗ.
Ҫӗнӗ объект Ҫӗнӗ ҫул умӗн хута кайнӑ. Унччен киве клуба кӑмака хутса ӑшӑтнӑ. Халӗ вара михайловкӑсемшӗн — ырлӑх: ӑшӑ, ҫутӑ. Халӑх та ытларах ҫӳреме пуҫланӑ.
Клубра вулавӑш вырнаҫнӑ, унта алӑстисен кружокӗ те ӗҫлет. Аваллӑха халалланӑ кӗтес те пур. РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алена Аршинова михайловкӑсене клуба ҫӗнӗ хатӗр-хӗтӗрпе пуянлатмашкӑн 400 пин тенкӗлӗх сертификат панӑ. Кунашкал пулӑшӑва республикӑри тепӗр 24 культура ҫурчӗ тивӗҫӗ.
Клубсене ҫӗнетмешкӗн ЧР правительстви пӗлтӗр 600 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.
Етӗрне районӗнчи Анат Мучар ялӗнче пурӑнакан ҫынсем культура ҫуртне юсасса чӑтӑмсӑррӑн кӗтеҫҫӗ. Ҫурта модернизаци программине кӗртнӗшӗн питӗ савӑнаҫҫӗ вӗсем.
Клуб кивелнӗ ӗнтӗ. Аппаратура та юрӑхсӑра тухнӑ. Пултарулӑх ҫыннисене костюмсем те кирлӗ. Ялта вара унашкал ҫынсем нумай. Унта «Мучар Ен» фольклор ушкӑнӗ ӗҫлет. Вырӑс юррисене юрлакан «Задоринка» ансамбль те пур, ачасем «Шевле» ушкӑна ҫӳреҫҫӗ. Ялта пӗтӗмпе 300-е яхӑн ҫын пурӑнать.
Культура ҫуртӗнче вулавӑш та пур. Унта ҫынсем яланах йышлӑн ҫӳреҫҫӗ. Унта алӑстисем те пухӑнаҫҫӗ. Ҫынсем вулавӑшра чӑвашла кӗнекесем вулама юратаҫҫӗ.
Кӑҫал республикӑра 4 культура ҫурчӗ хута ярӗҫ, 31 ҫурта юсаса ҫӗнетӗҫ, 25-ӗшне аппаратурӑпа тивӗҫтерӗҫ. Анат Мучар клубне те кӑҫал ҫӗнетӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |