Нумаях пулмасть Чӑваш наци вулавӑшӗнче «Открытая Чувашия: энциклопедия, прикладное и анимационное творчество (для слабовидящих)» (чӑв. Уҫӑ Чӑваш Ен: энциклопеди, прикладной тата анимацилле пултарулӑх (япӑх куракансем валли) проекта хӑтланӑ. Ӑна Вырӑс географи обществин Чӑваш Енри уйрӑмӗ хатӗрленӗ.
«Земля Улыпа» (чӑв. Улӑп ҫӗрӗ) ятлӑ мультфильма оператор пулса Александр Яковлев ӳкернӗ. Вӑл Шупашкарти ача-пӑчапа ҫамрӑксен пултарулӑх центрӗн аслӑ методистӗнче ӗҫлет. Пирӗн сайтри хыпарсемпе паллашсах тӑракансем Саша Яковлева кайӑксен тӗпчевҫи пулнипе те пӗлеҫҫех-тӗр.
Мультфильм пирки «Фейсбукри» хӑйӗн страницинче ҫырнинче пултаруллӑ ҫак ҫын хӑйне пуҫласа оператор-мультипликатор пек тӗрӗсленине каланӑ.
Маларах асӑннӑ центрти Н.Н. Степанова педагог ертсе пыракан пултарулӑх ушкӑнӗ тата Шупашкарти ятарлӑ (коррекцилле) шкул-интернатри ачасем мультфильмри сӑнарсене хурӑн хуппинчен ӑсталанӑ.
Мускаври хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ӳнерҫӗн Ирина Андрееван «Теплый дом» (чӑв. Ӑшӑ кил) куравӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинче ӗҫленине эпир пӗлтернӗччӗ. Курав Шупашкарти Музейпе курав центрӗнче уҫӑлнӑччӗ. Малтанласа кӑрлач уйӑхӗн 26-мӗшӗчченех ӗҫлессине хыпарланӑччӗ те анчах Чӑваш наци музейӗн сайтӗнче курав ҫитес уйӑхӗн 5-мӗшӗнче кӑна вӗҫленессине пӗлтернӗ. Унӑн вӑхӑтне тӑсма куракансем ыйтнӑ-мӗн.
Аса илтерер, Ирина Андреева ӑста кӗҫҫерен пианино, диван, телевизор, шкап, пельмен тултарнӑ холодильник тата ытти япала та ӑсталать. Вӗсем чӑннисем пекех пысӑк. Ирина Андреева ӗҫӗсене Раҫҫейри, Германири, Францири, Бельгири, Аслӑ Британири, Японири музейсен тата уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче курма пулать.
КӐР | 29 |
Кӑралчӑн 23-мӗшпе 28-мӗш кунӗсенче эпир сире ҫак кӑсӑклӑ хыпарсемпе паллаштарма ӗлкертӗмӗр (яланхи пекех вӗсене чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):
• Петӗр Хусанкай куравӗнче Вера Кузьминан юратнӑ юрри янӑрани ҫинчен хыпарларӑмӑр;
• Петӗр Хусанкай юбилейӗ кӳршӗри Тутарстанра менле палӑртни пирки каласа патӑмӑр;
• Чӑвашла хайлав ҫырса мӗнле укҫа тумаллин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр;
• Пирӗнтен яланлӑхах Рената Кузьмина уйрӑлни пирки хурлантӑмӑр;
• Виталий Станьял ӑсчахӑн ҫӳҫне кам каснине хыпарларӑмӑр;
• Чӗмпӗрте Николай Ашмарин хатӗрленӗ сӑмахсара чӑтӑмсӑр кӗтни ҫинчен систертӗмӗр;
• Владимир Григорьев хӑйӗн юбилейне мӗнле палӑрни пирки каласа патӑмӑр;
• «Хавал» пӗрлӗх пӗчӗккисем валли мӗнле сӑмах пуххи кӑларни халӑха кӑсӑклантарчӗ;
• Ялта клуб туса панишӗн ӑҫта шӑнкӑравласа тав сӑмахӗ калани ҫинчен хыпарларӑмӑр.
Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин пӗлтӗрхи ҫулла ятарлӑ саккуна алӑ пуснӑ хыҫҫӑнах Чӑваш Енӗн Наци телекуравӗ 21-мӗш кнопкӑна хӑҫан та пулин йышӑнӗ-ши тесе шухӑшлама тытӑннӑччӗ.
Ӗҫлӗ хутӑн ячӗ урӑхларах-ха. Ӑна МИХсем ӑна кӗскетсе ҫапла ят панӑ. Саккуна РФ Патшалӑх Думи ырланӑ, ҫӗршыв Президенчӗ алӑ пуснӑ вӑхӑтра парламентӑн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫлеттӗм те пирӗн тӑрӑхра 21-мӗш канал хӑҫан ӗҫлесе кайӗ-ши тесе ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствине ыйту та ҫырнӑччӗ. Унта 21-мӗш кнопка ыйтӑвӗпе ӗҫленине пӗлтернӗччӗ. Халӗ вара ҫав сӑмах чӑна килни паллӑ.
Роскомнадзорӑн республикӑри управленийӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, 21-мӗш кнопкӑна лекессишӗн пирӗн республикӑра НТРК тата «Телеканл 21+» конкурса хутшӑнӗҫ. Республикӑра ытти телеканал та пур. Анчах конкурс условийӗ федераци саккунӗпе килӗшсе тӑмалла. Унта вара 21-мӗш кнопкӑна лекме ӑнтӑлакан телеканалӑн хӑйӗн контенчӗ 75 процентран кая мар пулмаллине каланӑ тата унӑн регионта пурӑнакансенчен 50 процентӗнчен кая мар патне ҫитмелле.
Конкурс нарӑсӑн 22-мӗшӗнче иртмелле.
Чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи тата халӑх ӗҫӗн хастарӗ Илле Иванов Балкан тӑрӑхӗнчи тӗрӗксен Сулейман Брина ячӗллӗ пӗтӗм тӗнчери парнине тивӗҫнӗ.
Тӗрӗк культуришӗн тӑрӑшакансене паракан премипе Косовӑри тӗрӗксен культурӑпа ӳнерӗн «Тӳрӗ ҫул» ушкӑнӗ тӑван халӑхӗн культуришӗн тӑрӑшакансене 1996 ҫултанпа чыслать. Кӑҫалхи лауреатсем хушшинче, чӑваш ҫыннисӗр пуҫне, Грецирен — Рахми Али ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Македонирен — Мустафа Яшар театр ӑсти тата сӑвӑҫ, Лейла Шериф Эмин ҫыравҫӑ, сӑвӑҫ, Турцирен — Фахри Туна ҫыравҫӑ, Гӳлтекин Сербест ӳнерҫӗ, Зекерия Хочалар театр ӑсти, мусӑкҫӑ, Косовӑран — Байрам Ибрагим сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, Дашни Вешал мусӑкҫӑ.
Сулейман Брина (1935-1994) — Косово тӗрӗкӗсен наци ҫулпуҫӗ. Йышӗпе сахаллӑн пурӑнакан тӗрӗксен наци туйӑмӗсене тивӗҫтерме иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсен вӗҫӗнче тӑван чӗлхепе «Тан» (чӑв. Шурӑмпуҫ) хаҫат кӑларма пуҫланӑ, шкулта ӗҫленӗ, тӗрӗк ачисене тӑван чӗлхепе вӗрентессишӗн тӑрӑшнӑ. «Тӳрӗ ҫул» ушкӑна йӗркелекенсенчен пӗри пулнӑ. Призрен хулин муниципалитет пуҫлӑхӗн ҫумминче ӗҫленӗ ҫак пӗрремӗш тӗрӗк ҫыннине Косовӑри ытти халӑхсем те тӑрӑшулӑхӗшӗн, таса чунӗшӗн хисепленӗ.
Кӑҫал Шупашкарта иртекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале Ӗнчӗри (Индири) режиссерсем килӗҫ. Кун пирки ЧР культура министрӗ Константин Яковлев Тутарстанри тата Ӗнчӗри культура ҫыхӑнӑвӗсене аталантаракан центр ертӳҫипе Ахмад Гилькарпа калаҫса татӑлнӑ.
Кӑҫал Раҫҫей тата Ӗнчӗ хушшинче ҫыхӑну йӗркеленнӗренпе 70 ҫул ҫитет. Ҫавна май икӗ ен культура проекчӗсене пурнӑҫа кӗртесшӗн. Вӗсем Чӑваш Енре курав йӗркелеме палӑртнӑ.
Сӑмах май, кӑҫал кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 22–27-мӗшӗсенче иртӗ.
Нумаях пулмасть ачасем тата аслисем валли Ҫӗнӗ ҫул уявне ирттермелли республикӑри конкурса тӑратнӑ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ. Чи лайӑххисен йышне Патӑрьелӗнчи централизациленӗ клуб тытӑмӗнчи Вероника Арланова режиссер хатӗрленӗ сценари те кӗнӗ. Вӑл аслӑ ҫынсен уявӗшӗн виҫҫӗмӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. Учреждение Андриян Николаев ячӗллӗ мемориал-комплексӑн яланхи экспозиципе тата куравӗпе тӳлевсӗр паллашма сертификат панӑ.
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» журналисчӗ А. Астраханцева пӗлтернӗ тӑрӑх, Вероника Викторовна культурӑра ҫӗнӗ ҫын мар. Г. Лебедев ячӗллӗ лицейран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн тӑван яла таврӑннӑскер малтанах районти культура ҫуртне аккомпаниатор пулса вырнаҫнӑ. Хальхи вӑхӑтра информаципе методика пайӗн заведующийӗ шутланать.
Шупашкарта Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине Мускавра та ырланӑ. Аса илтеретпӗр, ӑна Халӑх пӗрлӗхӗн кунӗнче уҫӗҫ. Кун пирки республикӑмӑр Элтеперӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫырура асӑнса хӑварнӑччӗ.
Ӗнер Наци ӗҫӗпе тимлекен федераци агентствин акт залӗнче Раҫҫейӗн Халӑхсен ассамблейин канашӗпе унӑн ҫамрӑксен координаци канашӗн пӗрлехи анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Чӑваш Енрен Мускаври мероприятире Чӑваш Енри халӑхсен ассамблейин ертӳҫи Лев Кураков, Мускаври чӑвашсен ентешлӗх ертӳҫи Анатолий Григорьев тата ЧПУ профессорӗ Владимир Васильев хутшӑннӑ.
Ларура РФ Президенчӗ ҫумӗнчи наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен канаш президиумӗн пайташӗ, Этнологипе антропологи институчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Владимир Зорин пирӗн республикӑра тӗрлӗ халӑх ҫыннишӗн туса ирттерекен ырӑ ӗҫсене палӑртнӑ май Халӑхсен туслӑхӗн ҫуртне уҫассине те ырӑпа асӑнса хӑварнӑ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче «Манӑн ҫӑлтӑр тӳпере» ятпа курав уҫнӑ. Ӑна Чӑваш Республикин халӑх поэчӗ Петӗр Хусанкай ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалланӑ. Куравра поэтӑн докуменчӗсемпе, сӑн ӳкерчӗкӗсемпе, япалисемпе, ал ҫырӑвӗсемпе тата автор хайлавӗсемпе паллашма пулать.
Уява республикӑн культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов тата ыттисем хутшӑннӑ. Поэтӑн ывӑлӗ Атнер Хусанкай, вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ашшӗн пурнӑҫӗнчи кӑсӑклӑ самантсене аса илнӗ. Унӑн кашни кӗнеки хӑйӗншӗн пурнӑҫ энциклопедийӗ евӗр пулнине палӑртнӑ. Курава уҫнӑ ҫӗре СССР халӑх артистки Вера Кузьмина та пынӑ. Вӑл мӑшӑрӗн «Тилли юррисем» хайлавӗнчи сыпӑка вуланӑ.
Роза Степанова юрӑҫ Вера Кузьминан юратнӑ юррине (Литература музейӗн сайтӗнчи хыпарта, шел те, мӗнлине каламан) шӑрантарса панӑ.
«Ҫамрӑксен хаҫачӗн» корреспонденчӗ Вера Эверкки хӑйне парикмахер профессинче тӗрӗслет. Кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче вӑл Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫ касса янӑ, сухалне хитрелетнӗ.
Парикмахерта ӗҫлесен ҫӗршывра йывӑр лару-тӑру пулсан та тупӑш тума пулать. Вӑл кирек хӑҫан та ҫӑкӑр ҫимелӗх укҫа ӗҫлесе илме май парать. Ҫапла шухӑшлать Вера Эверкки. Вӑл халӗ тусӗсене, пӗлӗшӗсен ҫӳҫне илем кӗртме кӑмӑллать.
Вера хальлӗхе практика тухать, ҫавӑнпа ӑна модельсем (ҫӳҫ касма тата сӑрлама вӗренмешкӗн кирлӗ ҫынсем) питӗ кирлӗ. Парикмахера вӗренекен журналист Виталий Станьял ӑсчаха ҫӳҫне касса яма сӗннӗ. Виталий Петрович хирӗҫлемен, хаваспах парикмахерские кайнӑ. Прическа ӑна килӗшнӗ. Виталий Станьял чӑваш журналисчӗсем калемпа кӑна мар, кирек мӗнле инструментпа та, ҫав шутра – хачӑ, тура, ӗҫлеме пӗлнинче нихӑҫан та иккӗленменнине палӑртнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |