Чӑваш кӗнеке издательствинче «Блюда чувашской кухни. Чӑваш апат-ҫимӗҫӗ» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Унта авалтан пыракан ӗҫме-ҫимепе пӗрлех хальхи вӑхӑтри кухньӑра ҫирӗпленнӗ апат-ҫимӗҫ те вырӑн тупнӑ. Унсӑр пуҫне кӳршӗллӗ халӑхсенчен куҫнӑ, чӑвашсем тахҫантанпах хӑйсенни евӗр хатӗрлекеннисем те унта пичетленнӗ.
Ҫӗнӗ кӑларӑма хатӗрлекенӗсем – З.Л. Антипова, В.Н. Алексеев. Художникӗсем – В.Н. Гончаров, С.А. Бритвина. Фото ӳкерчӗксен авторӗ — М.А. Костарев. Чӑваш Енӗн кӗнеке издательстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ кӑларӑм 1500 экземпляр тиражпа кун ҫути кӑтартнӑ. Вӑл тӗпелтен тухма пӗлмен кил хуҫи хӗрарӑмӗсемшӗн кӑна мар, чӑваш культурипе, йӑли-йӗркипе кӑсӑкланакан ҫынсемшӗн те кӑсӑклӑ пуласса шанмалла.
Кӗнекене «СУМ» лавккара туянма пулать. Хакӗ — 175 тенкӗ.
Чӑваш наци вулавӑшӗ акӑлчан чӗлхи вӗрентме пуҫлать. Учрежденин тӗнчери халӑхсен чӗлхиллӗ литература пайӗ ют чӗлхе вӗренес текенсене пӗр уйӑхлӑх курса йыхравлать.
Курс тӗллевӗ — калаҫма хӑнӑхасси. Ансат шухӑшпа туйӑма пӗр-пӗрин патне ҫитерме те унта ҫӳренӗ хыҫҫӑн вӗрентесшӗн. Кӗске текстсене вуласа вӗсене ҫӑмӑллӑн ӑшӑ хывассине те курс йӗркелӳҫисем тӗллев шутне кӗртнӗ. Акӑлчан чӗлхине лигнвистика пӗлӗвӗллӗ преподаватель хӑнӑхтарӗ.
Акӑлчан чӗлхине кӗске вӑхӑтра вӗренес текенсен васкамалла: курс пуш уйӑхӗнчен ӗҫе пуҫлӗ. Занятие эрнере пӗр хутчен пӗрер сехет ирттерӗҫ. Курса ҫырӑнас тесен 23-02-17 (хушма номер — 136) телефонпа шӑнкӑравламалла. Ino@publib.cbx.ru электрон адреспа ҫыру ярсан та хапӑл пулӗҫ.
Кӑҫал паллӑран та паллӑ, сумлӑран та сумлӑ драматург, композитор, дирижёр, чӑваш драматургийӗн тата профессилле музыкин никӗслевҫийӗсенчен пӗри, Федор Павлов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитет. Ҫав куна халалласа Чӑваш кӗнеке издательствинче Михаил Кондратьев музыкҫӑ «Гора золотая…» Федор Павлов и его время» ятпа кӗнеке кун ҫути кӑтартнӑ.
Федор Павлов 1892 ҫулта авӑнӑн 25-мӗшӗнче Хусан кӗпернин Етӗрне уесӗнчи (халӗ Ҫӗрпӳ районӗ) Патӑрьелӗнче хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. 1907–1911 ҫулсенче Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗнче пӗлӳ илнӗ. 1930 ҫулта вӑл Ленинградра Н.А. Римский-Корсаков ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ.
Михаил Кондратьевӑн ҫӗнӗ кӑларӑмне нарӑсӑн 27-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче 13 сехетре хӑтлама палӑртнӑ.
РФ Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Парижри Раҫҫей культурин православи центрӗнче йӑла-йӗрке костюмӗсен, наци музыка инструменчӗсен, теттисен тата йӑлари япаласен куравӗ уҫӑлӗ.
Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Ен Раҫҫейрен суйланӑ тӑхӑр регион йышне кӗнӗ. Вӗсем Парижри куравра хӑйсен наци экспоначӗсене кӑтартӗҫ. Чӑваш Енсӗр пуҫне унта Пушкӑрт, Дагестан, Карели, Коми, Хакас республикисем, Астрахань, Липецк, Тула облаҫӗсем хутшӑнӗҫ.
Экспозицире наци костюмӗсем, пуҫа тӑхӑнмалли хатӗрсем, музыка инструменчӗсем тата ыттисем пулӗҫ.
Паян Шупашкарти Ӳнер музейӗнче Германире ӗҫлесе пурӑнакан Сергей Бирюков поэтпа, куҫаруҫӑпа, авангард тӗпчевҫипе тӗлпулу иртнӗ. Кун пирки Марина Карягина тележурналист, драматург, поэт «Фейсбукра» хыпарланӑ.
Сергей Бирюков Тамбов ҫӗрӗ ҫинчи ялта 1950 ҫулта ҫуралнӑ. Тамбоври педагогика институчӗн филологи факультетӗнче вӗреннӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, культурологи докторӗ. 1998 ҫул вӗҫӗччен Тамбовра ӗҫлесе пурӑннӑ: университетра вӗрентнӗ, унти литература студине ертсе пынӑ. Ҫав вӑхӑтрах вӑл XIX тата XX ӗмӗрсенчи вырӑс ҫыравҫисен кӗнекисене пичете хатӗрленӗ. 1998 ҫулта ҫемйипе Германие куҫса кайнӑ. Википедие ӗненсен, халӗ унти Галле хулинче пурӑнать. Унта та Сергей Бирюков аслӑ шкулта преподавательте ӗҫлет, студентсене вӗрентет.
Паян Мускавра Атӑлҫи федераци округӗнчи регионсем валли телеканал суйлас енӗпе Федераци конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Лайӑх хыпар ҫитнӗ пирӗн пата: Наци телекуравӗ 21-мӗш пускӑча тивӗҫнӗ.
Атӑлҫи федераци округӗнчи мӗнпур регионти 32 телеканала хутшӑнма ирӗк панӑ. Чӑваш Енрен кабель сечӗн телекурав пульчӗн 21-мӗш пускӑчне илме Наци телекуравӗ тата «Телеканал 21+» тӗллевленнӗ.
Чи малтанах хӑйсен контентне 75 процентран сахал мар тунине, регионти халӑхӑн 50 проценчӗ курнине шута илнӗ. Конкурс комиссийӗ Наци телекуравӗн хӑйӗн вещани сетки пуррине, хыпарсен кӑларӑмӗсем кулленех тухнине, хӑлха илтменнисем валли субтитрсем пуррине, кӑларӑмсене чӑвашла хатӗрленине пысӑк хак панӑ.
«Нон-стоп» этрада ташшисен ача-пӑча ушкӑнӗ Хусанта иртнӗ «Вдохновение-17» конкурсран лауреат дипломӗпе таврӑннӑ.
Конкурс фестивале пултарулӑх ушкӑнӗсем, солистсем (вӗсен йышӗнче чун ыйтнипе юрлакансем те, профессионалсем те пулнӑ) хутшӑннӑ. Ачасем «Инструментпа юрласси», «Хореографи», «Вокал», «Хорпа юрласси» номинцисенче пултарулӑхне кӑтартнӑ.
Шупашкарти ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗн «Нон-стоп» эстрада ташшисен ушкӑнӗ виҫӗ хореографи постановки лартнӑ: «Сунчӑкпа ташласси», «Ращара», «Театр». Сӑмах май, «Хореографи» номинацире Раҫҫейри тӗрлӗ регионти 60 ытла ушкӑн тупӑшнӑ.
Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗ Александр Латвинов Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл — юрӑ пуххисен авторӗ.
Александр Латвинов Самарта ҫуралнӑ. Вӑл 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен ҫар объекчӗсене сыхланӑ. Кайран Вӑрмар районӗнче тата Шупашкарта вӑй-хал культурин тата ӗҫ урокӗсене ертсе пынӑ.
Александр Латвинов пушӑ вӑхӑтра карҫинкка, панно ҫыхать. Вӑл халӗ те сӑвӑ ҫырать, юрӑ хайлать. Ветеран темиҫе диск кӑларнӑ ӗнтӗ. Унта патриотлӑх тата ача-пӑча юррисем кӗнӗ.
«Советская Чувашия» хаҫата вулакансем Александр Егорова, унӑн спорт ҫинчен ҫырнӑ статйисене лайӑх пӗлеҫҫӗ. Шел те, вӑл паян, нарӑсан 21-мӗшӗнче, пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Александр Афанасьевич 57 ҫулта пулнӑ.
Александр Егоров 1998 ҫулта «Сашка» хаҫат редакторӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. «Советская Чувашия» хаҫата вӑл 2006 ҫулта килнӗ. Малтан – корреспондентра, кайран аслӑ корреспондентра тӑрӑшнӑ.
Александр Егоров журналист ӑсталӑхӗпе иртнӗ республика конкурсӗсене нумай хутшӑннӑ, малти вырӑнсене йышӑннӑ.
Спорт тишкерӳҫи Раҫҫейри, республикӑри аслӑ шкулсенчи студентсемпе, редакцие практикӑна килнӗкерсемпе, ӗҫленӗ. «Саша Егорова ҫӑлма май килмен. Редакци Саша вилӗме парӑнтарасса юлашки тумлам юличчен ӗненчӗ», — тенӗ «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Владмир Васильев.
Икӗ кун каялла, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, уҫӑ та хитре сасӑллӑ, ҫӗр-ҫӗр ҫын юратакан Валерий Клементьевӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ҫав ятпа ун ячӗпе Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев саламлӑ ҫыру янӑ. Унта вӑл Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак юрӑҫӑн нумай енлӗ пултарулӑхне, унӑн юррисене халӑх юратнине асӑнса хӑварнӑ.
Паллӑ юрӑҫа, сӑмах май, Чӑваш Енӗн парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов та саламланӑ. Вӗсем те Валерий Клементьева мухтаса ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ саламсем ӑсатнӑ. Министр пекех вӗсем те юрӑҫӑн пур енлӗ пултарулӑхне палӑртнӑ, малашне те ӑнӑҫу суннӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |