Ҫӗрпӳ районӗнчи халӑх пултарулӑхӗн хӑй тӗллӗн вӗреннӗ ушкӑнӗсем «халӑх» ятне хӳтӗлессишӗн тӳре али витӗр тухнӑ. Республика шайӗнчи комиссие юрас тесе вӗсем хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса парассишӗн хытах тӑрӑшнӑ. Ҫине тӑни сая кайман.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Культура ҫуртӗнчи ветерансен хорӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Геннадий Курсов), асӑннӑ Культура ҫуртӗнчи «Цивиляночка» вокал ансамблӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Эльза Тимофеева), Вӑрманкас Кӗҫтемӗрти ял клубӗнчи юрӑпа ташӑ ансамблӗ (ертӳҫи — Александр Пушкин, балетмейстерӗ — Сергей Казаков), Опытнӑй поселокри халӑх инструменчӗсен оркестрӗ (ертӳҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Маргарита Чиркина), Первомайскинчи «Шурвар» фольклор ансамблӗ (ертӳҫи — Нина Григорьева) «халӑх» ячӗсене хӳтӗлесе хӑварнӑ.
Патӑрьел районӗнче ҫамрӑк ҫемьесен конкурсне ирттерме йышӑннӑ. Хӑйне евӗр тупӑшӑва район администрацийӗн вӗренӳ, ҫамрӑксен политикин, физкультура тата спорт управленийӗн ҫамрӑксемпе ӗҫлекен центрӗ йӗркеленӗ.
Кирек мӗнле ӑмӑртури евӗрех конкурса хутшӑнакансене ятарлӑ комисси хаклӗ. Вӑлах конкурса хутшӑнакансене тата финала тухакансене палӑртӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнас тесен мӑшӑрсен 35 ҫултан аслӑрах пулмалла мар тата ачаллӑ ҫемьесене кӑна суйлӗҫ. Хут уйӑрса пурӑннине те пӑхӗҫ.
Конкурс икӗ тапхӑрпа иртӗ. Малтанхи, куҫӑнсӑрри, пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланнӑ ӗнтӗ, ҫак уйӑхӑн 31-мӗшӗнче вӑл вӗҫленӗ. Кунта ҫӗнтернисем финала тухӗҫ те ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче йӗркелекен куҫӑн тапхӑрта пултарулӑха кӑтартӗҫ.
«Ҫӑварни уявӗ ӗлӗкренпех пырать. Ҫак вӑхӑтра хӗллепе ҫуркунне тӗл пулаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, вӑй виҫеҫҫӗ, урӑхла каласан, кӗрӗкпе сӑхман тӗл пулаҫҫӗ. Ҫӑварни тени, тепӗр майлӑ, «ҫу эрни», «хӗле ӑсатни, ҫуркуннене кӗтни», — тесе ӑнлантарнипе пуҫланӑ Вӑрнар районӗнчи Хирпуҫ ял тӑрӑхӗ хӑйсем патӗнче ҫав уява кӑҫал епле палӑртнине паллаштарассине.
Чӑн та, Ҫӑварни эрнинчи кашни кунӑн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур: тунтикун тӑвансем, тус-йыш пӗр-пӗринпе тӗл пулнӑ, хӗвел питлӗ икерчӗпе чей ӗҫнӗ; ытларикун хуйхӑ-суйхӑ ҫинчен манса кайса вылянӑ, кулнӑ; юнкунпа кӗҫнерникун кашни килтех тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерсе ҫинӗ, тӑвансем пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳренӗ; эрнекун ҫамрӑк мӑшӑрсен упӑшкисем арӑмӗсен амӑшӗсене хӑйсем патне хӑнана чӗнсе икерчӗпе сӑйланӑ, юрама тӑрӑшнӑ; шӑматкун хӗр-пултӑрсем пӗрле пухӑнса икерчӗ, кукӑль пӗҫерсе ҫинӗ, юрӑ юрланӑ; вырсарникун — кӗҫӗн Ҫӑварни, ялӗпех хӗле ӑсатнӑ, ача-пӑча катаччи чупнӑ.
Авалтан килекен йӑлапа Хирпуҫ ялӗнче уяв иртнӗ. Ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Н. Терентьев, ял старости Л.П. Харитонова, ӗҫ ветеранӗ И.
Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Москакасси культура ҫуртӗнче ялти культура вучахне виҫӗ теҫетке ҫул ертсе пыракан Галина Голубевӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Уява Г. Голубева «Шӑпчӑксем юрлатчӗҫ юрӑ» юрӑпа пуҫланӑ.
1983 ҫулта Москакасси ял тӑрӑхне куҫса килнӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, юрра-ташша пит юратаканскер, культура ҫуртне «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ушкӑнне ҫул тытать. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна вырӑнти культура вучахне ертсе пыма шанаҫҫӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан вӑл Ҫӗрпӳри культура училищине вӗренме кӗрет, каярах аслӑ пӗлӳ те илет.
Ҫав вӑхӑтра «Шуҫӑм» ушкӑн вӑй илсех пынӑ, халӑх ятне те тивӗҫет.
Галина Георгиевна общество ӗҫне те пурнӑҫлать: 20 ҫула яхӑн Москакасси ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята та тивӗҫнӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Павлов 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунине маларах пӗлтернӗччӗ.
Аса илтеретпӗр, вӑл театрта ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 45 ҫул ҫитнӗ.
Василий Павлова саламлама театрти черетлӗ спектакль умӗн пуҫтарӑннӑ унӑн ӗҫтешӗсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артистне тем тӗрлӗ ырӑ сӑмахпа хакланӑччӗ.
Халӗ тата Василий Павлова унӑн ентешӗсем: Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте тата район центрӗнче — саламланӑ. Тӑван ялӗнчи культура ӗҫченӗсем «Сцена ӑсти 65 ҫулта» ятпа элеткронлӑ хӑтлав хатӗрленӗ. «Чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» кӗнеке куравӗ те йӗркеленӗ вӗсем. Вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем пултаруллӑ артиста юрласа та кӑтартнӑ. Артист та тӑван тӑрӑхне пушӑ алӑпа ҫитмен, ял ҫыннисене «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль (Василий Павлов унта тӗп сӑнара калӑплать) кӑтартнӑ.
Пушӑн 11-мӗшӗнче Тӑвайри культура ҫуртӗнче «Тӑвай пики — 2016» 5-мӗш конкурс иртнӗ.
Конкурсра унчченхи ҫулсенчи самантсене аса илес тесе видео пӑхнӑ. Унтан сцена ҫине кӑҫал конкурса хутшӑннӑ чиперккесем тухнӑ. Унта 8 пике хутшӑнма кӑмӑл тунӑ: Снежана Журавлева, Ирина Артемьева, Анжела Никифорова, Кристина Степанова, Маргарита Алексеева, Валерия Николаева, Дарья Совина.
Пикесем тӗрлӗ конкурсра ӑмӑртнӑ. «Туй кӗпипе тухни» конкурсра вӗсем тӗрлӗ халӑх туйне сӑнланӑ.
Кӑҫал «Тӑвай пики» ята Анжелика Никифорова тивӗҫнӗ. «Ӑс пике» тата «Пултаруллӑ пике» номинацире Кристина Степанова тата Диана Иванова ҫӗнтернӗ. Куракансем Валерия Николаевӑна кӑмӑлланӑ. «Хӳхӗм пике — Маргарита Алексеева, «Ҫепӗҫ пике — Ирина Артемьева, «Сӑпайлӑ пике» — Снежана Журавлева.
Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ярапайкасси культура ҫуртӗнче вырӑнти хор коолективӗн 35 ҫул хушши ертӳҫӗ пулнӑ, вырӑнти шкулта 41 ҫул ӗҫленӗ, 1976 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятне илнӗ Александр Кузьмич Константинов 100 ҫулне уявларӗҫ.
Чи малтан куракансене Константинов ҫинчен хӑтлав (презентаци) кӑтартрӗҫ, кайран вара Шурча, Акуча тӑрӑхӗнчи коллективсем хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗҫ, Александр Константинов ҫинчен аса илчӗҫ.
«Хавал» чӑвашсен халӑх пӗрлешӗвӗ юлашки ҫулсенче вӗҫӗмех чӑваш чӗлхине калаҫура вӗренмелли лагерь йӗркелет. Хастарсем кӑҫал та ӑна пухӗҫ. Хальхи, шучӗпе ҫиччӗмӗш, утӑ уйӑхӗн 3-10-мӗшӗнче «Сурские зори» (чӑв. Сӑр шурӑмпуҫӗ) кану базинче пуҫтарӑнӗ.
Лагере пухнин тӗллевне «Хавал» ҫулленхи тӗлпулусене йӑлана кӗртессипе ҫыхӑнтарать. Тӗлпулу тӗллевӗ вара, маларах палӑртрӑмӑр ӗнтӗ, ҫав вӑхӑтра чӑваш чӗлхине ҫине тӑрса тата хӑвӑрт ӑша хывасси. Тӑван халӑхӑмӑрӑн культурипе, историйӗпе, йӑла-йӗркипе паллаштарассине те тӗллев шутне кӗртеҫҫӗ.
Программа епле пулассине те халех палӑртнӑ. Чӑваш чӗлхи урокӗсене виҫӗ шайпа йӗркелесшӗн. Ачасемпе яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ валли вӗренӳ вӑйӑ курсӗ евӗр те пулӗ. Чӗлхене преподавательсем хальхи вӑхӑтри меслетсемпе усӑ курса ӑша хывма пулӑшӗҫ. Наци тӗррипе, халӑх юррисемпе тата ташшисемпе ӑсталӑх класӗсем иртӗҫ. Вӗреннипе пӗрлех вӑхӑта спорт мероприятийӗсенче кӑсӑклӑ ирттерме май туса парӗҫ. Экскурсисем йӗркелеме те шантараҫҫӗ.
Лагере хутшӑнакансен йӗркелӳ тата чӗлхе взносӗ, пурӑннишӗн тата апат ҫинишӗн тӳлеме тивӗ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Павлов 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кӑҫал вӑл театрта ӗҫлеме пуҫланӑранпа 45 ҫул ҫитнӗ.
ЧР культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов унӑн пултарулӑхӗ чикӗсӗр пулнине палӑртнӑ. Вӗсем пӗрле 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Театр деятелӗсен пӗрлӗхӗн председателӗ Геннадий Матвеев Павловсен ҫемйи пултаруллӑ пулнине палӑртнӑ.
Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, юбилее Вӑрмарта паллӑ тунӑ. Василий Павлов ку районти Кӗтеснер ялӗнче 1951 ҫулхи пушӑн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ҫамрӑксен театрӗнче вӑл 1971 ҫултанпа вӑй хурать.
Василий Павлов сцена ҫинче 100 ытла роле калӑпланӑ. Унӑн пултарулӑхне пирӗн республикӑра кӑна мар, кӳршӗ регионсенче те килӗштереҫҫӗ.
Василий Павлов — ЧР тава тивӗҫлӗ артисчӗ, ЧР Халӑх артисчӗ, РФ тава тивӗҫлӗ артисчӗ.
Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «Говорит Москва» (чӑв. Мускав калаҫать) радиокӑларӑмра чӑвашсемпе паллаштарнӑ. Радиокӑларӑма РФ Президенчӗ ҫумӗнчи Чӑваш Республикин тулли праваллӑ элчи Леонид Волков тата Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артистки Елена Соловьева хутшӑннӑ.
Тӳрӗ эфирта чӑваш чӗлхине, культурине упрасси пирки калаҫнӑ. Кӑларӑма ертсе пыракан 13–15-сенчи ҫамрӑксем чӑвашла калаҫаҫҫӗ-и тесе кӑсӑкланнӑ. Тӳрӗ эфирта пупленӗ май Мускав хӗрарӑмӗ унӑн ывӑлӗ Чӑвашри хӗре качча илнипе мӑнаҫланнине шӑнкӑравласа пӗлтерчӗ.
Радиоэфирта «Подмосковные вечера» юрӑна Елена Соловьева чӑвашла юрласа пачӗ, унтан «Шӑнкӑр-шӑнкӑр шыв юхать» юрӑпа вӗҫлерӗ.
Сӑмах май каласан, маларах Леонид Волков Раҫҫейри общество телекуравне ҫитнине, унта вӑл телекомпанин тӗп директорӗн пӗрремӗш ҫумӗпе Александр Пономаревпа тӗл пулни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |