Патӑрьел районӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳртри вулавӑш пунктӗнче (ҫапла калаҫҫӗ иккен) ҫак кунсенче «Чун илемӗ — сӑвӑ хӗлхемӗ» кӗнеке куравӗ ӗҫленӗ.
Ҫапла ӗҫленӗ, мӗншӗн тесен ӑна кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче йӗркеленӗ те паянччен ӗҫлеттернӗ.
«Чун илемӗ — сӑвӑ хӗлхемӗ» — «Листая календарь — 2016» (чӑв. 2016 ҫулхи календаре уҫса) ярӑмпа йӗркеленӗскер пулнӑ.
Паян хупӑннӑ курав икӗ пайран тӑнӑ. Пӗрремӗшне Чӑваш халӑх поэтне, тӑлмача, Юрий Сементере халалланӑ. Вӑл кӑрлачӑн 2-мӗшӗнче 75 ҫул тултарнӑ.
Теприне Раиса Сарпи поэтӑн юбилейне тӗпе хурса йӗркеленӗ.
Куравра авторсен сӑввисем кӑна мар, вӗсем пирки тӗрлӗ литератор ҫырнӑ ӗҫсем те вырӑн тупнӑ.
Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче вулавӑшра ачасене Юрий Сементер пултарулӑхӗпе паллаштаракан каҫ та йӗркеленӗ.
Мускавра чӑвашсене ҫутта кӑларнӑ аслӑ вӗрентекенӗмӗр Иван Яковлев ячӗпе палӑк уҫма пултараҫҫӗ. Кун пирки ҫӗршывӑн тӗп хулин монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи Игорь Воскресенский пӗлтерни тӑрӑх «Москва» (чӑв. Мускав) хула хыпарӗсен агентстви хыпарланӑ.
«Иван Яковлев ятлӑ ҫын пулнӑ. Ӑна хисеплесе монумент лартма пирӗн комиссине заявка ҫитрӗ. Ку вӑл — Чӑваш Республикин администрацийӗн кӑмӑлӗ», — ӑнлантарнӑ агентствӑна монумент ӳнерӗ енӗпе ӗҫлекен комиссийӗн ертӳҫи.
Игорь Воскресенский каланӑ тӑрӑх, пуҫаруҫӑсем палӑка Большая Полянка (чӑв. Пысӑк уҫланкӑ урамӗ) урамра вырнаҫтарасшӑн.
Чӑвашран Мускава ҫитнӗ заявкӑна республикӑн тӗп хулинче палӑксем лартассипе ӗҫлекен сумлӑ комисси кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче пӑхса тухӗ.
Ӗнер Чӑваш Енри артистсем йӑлана кӗнӗ капустника пуҫтарӑннӑ. Вӑл Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иртнӗ. Йӑлана кӗнӗ мероприятие Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ.
Актер капустникӗсен Сурхури каҫӗ — ҫулсерен йӗркелекен савӑнӑҫлӑ мероприяти. Ун вӑхӑтӗнче артистсем пӗр-пӗринпе пухӑнса савӑнаҫҫӗ.
Ӗнерхи хаваслӑ тӗлпулура вӗсене Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, Театр ӗҫченӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Геннадий Медведев саламланӑ. Артистсене культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев малашне те пултаруллӑ ӗҫлеме ырӑ суннӑ. Тата вӑл вӗсене чуна парса пурнӑҫлакан ӗҫшӗн тав тунӑ.
Уява халь ӗҫлекен артистсемсӗр пуҫне сцена ветеранӗсене те йыхравланӑ.
Паян, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнче 17:00 сехетре Наци вулавӑшӗн кинозалӗнче — вӑл 213-меш пӳлӗмре вырнаҫнӑ — «Нарспи» илемлӗ фильм пӗрле ларса пӑхӗҫ. Кинкурава Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗн киноклубӗ йӗркеленӗ.
«Нарспи» илемлӗ фильма Михаил Луков юрӑҫ тата композитор 2013-мӗш ҫулта режиссер пулса ӳкернӗ. Рольсенче: Арина Андреева (Нарспи), Давид Александров (Сетнер), Илья Ананьев (Михетер), Галина Чернова (Михетер карчӑкӗ), Петр Григорьев (Тӑхтаман), Мария Григорьева (Сетнер амӑшӗ) тата ыттисем. Фильмра Чӑваш Республикинчи паллӑ фольклор ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ: «Трак ен» халӑх фольклор ушкӑнӗ, Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Хӗлхем» фольклор ушкӑнӗ, Патӑрьел районӗн Аслӑ Арапуҫ ялӗнчи «Шуҫӑм» халӑх фольклор ушкӑнӗ. Фильма Чӑваш Республикин Комсомольски районӗнчи Анат Тимӗрчкасси ялӗнче ӳкернӗ. Унӑн тӑршшӗ 110 минут.
Аса илтеретпӗр, кӑҫал Раҫҫейре Кино ҫулталӑкӗ пырать.
Анатолийпе Надежда Никитинсем хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарма кулленех вӑхӑт тупаҫҫӗ. Ҫитес вӑхӑтра, кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче вӗсем ҫӗнӗ концерт йӗркелӗҫ. Паллӑ композиторӑн пултарулӑхӗпе паллашма Трактор тӑвакансен культура керменне 18:30 валли ҫитмелле. Паллах, концерт «Янташ» ушкӑнсӑр иртмӗ.
Трактор тӑвакансен культура керменне 5, 8, 12, 15, 20, 23, 26 автобуссемпе; 1, 8, 15, 18 троллейбуссемпе тата маршруткӑсемпе ҫитме пулать. Кермен Эгер бульварӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ.
Билетсене культура керменӗн кассинче, «Детский мир» лавккара тата билет салатакансенчен туянма май пур.
Пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
ЧР Наци вулавӑшӗнче кӑрлач уйӑхӗн тӑршшӗпех кино кӑтартӗҫ. Унта тӳлевсӗрех кӗртӗҫ — ачасене те, аслисене те.
Паян 17 сехетре «Вчера на хуторе близ Диканьки» (чӑв. Диканька патӗнчи хутӑрти каҫсем) фильм кӑтартнӑ. Ыран, кӑрлач уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, 14 сехетре «Счастливая звезда» (чӑв. Телейлӗ ҫӑлтӑр) тата «Рождественская девочка» (чӑв. Раштав хӗр пӗрчи) фильмсене кӑтартӗҫ.
Кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вара 17 сехетре «Морозко» юмах кӑтартӗҫ. Кӑрлачӑн 16, 23 тата 30-мӗшӗсенче вулавӑш хӑнисене «Щелкунчик и «Крысиный Король» (чӑв. Йӗкехӳре-патша), «Зима в Простоквашино» (чӑв. Простоквашинӑри хӗл) тата «Карнавальная ночь» илемлӗ фильмпа савӑнтарӗҫ.
ЧР Культура министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри вулавӑшсенче «Книга+Кино» акци иртессине пӗлтереҫҫӗ. Ӑна Раҫҫейри Кино ҫулталӑкне халаллӗҫ.
Чӑваш эстрада артисчӗ Типшӗм Сашук чылай вӑхӑт йывӑр чирлесе выртнӑ Жанна Фрискене юрӑ халалланӑ. Видеоролик ҫак кунсенче тӗнче тетелне тухнӑ.
— Жанна Фриске — манӑн тӑван. Маншӑн вӑл Раҫҫей эстрадинче чи лайӑх юрӑҫ пулнӑ, — тенӗ Типшӗм Сашук. — Вӑл питӗ хитре, пултаруллӑ. Жанна хавшанӑ сывлӑхне пӑхмасӑрах ывӑл ҫуратни тӗлӗнтерчӗ. Ача кӗтнӗ чухне вӑл сипленме, эмел ӗҫме пултарайман вӗт. Манӑн та ывӑл пур. Манӑн атте те усал шыҫҫа пула пурнӑҫран уйрӑлчӗ, ҫавӑнпа ку чирпе эпӗ куҫа куҫӑн тӑнӑ.
Типшӗм Сашук юррине тӗнче тетелӗнче итлеме май пур. Вӑл ӑна ҫуркунне иртекен хӑйӗн концертӗнче пӗрремӗш хут шӑрантарма палӑртнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫулталӑкри вун икӗ уйӑх» кӗнеке кун ҫути курнӑ. Кӗнеке издательстви ку кӑларӑм Самуил Маршакӑн 12 уйӑх ҫинчен каласа кӑтартакан юмахӗ пекех пӗчӗккисен хушшинче сарӑласса шаннине палӑртать.
Кӗнекене кӑрлач уйӑхӗ уҫать. Ку уйӑхра чӑваш ялӗнче мн пулса иртни пирки каласа кӑтартнӑ кӗнеке авторӗ Валерий Муравьев. Вӑрманти чӗрчунсемпе кайӑксем епле пурӑннине те ҫырса кӑтартнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, кӗнеке чӑвашсен кашни уйӑхри ӗҫ-хӗлне, йӑли-йӗркине ҫутатать.
32 страницӑллӑ кӑларӑма илемлӗ ӳкерчӗксемпе пуянлатни автор калас тенине ачасене ӑша ҫӑмӑллӑн илме пулӑшать. Унсӑр пуҫне ӳкерчӗксем ҫут ҫанталӑкӑн хӑш вӑхӑчӗ пулнине астуса юлма та пулӑшаҫҫӗ. Уйӑх ячӗсене те вырӑсла та, чӑвашла та ҫырса кӑтартнӑ.
Шупашкарта вырӑс кӑҫачӗн фестивалӗ пӗрремӗш хут иртнӗ. Хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, тупӑшӑва хутшӑннӑ ҫынсем тӗрлӗ ҫӑматӑ тӑхӑннӑ.
Фестиваль кӑрлач уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Лакрей вӑрманӗнче иртнӗ. Унта килнӗ ҫынсен хушшинче тӗрлӗ конкурс йӗркеленӗ. Ҫынсем ҫӑматӑ тӑхӑнса скакалкӑпа та сикнӗ. Арҫынсем вара кӑҫатӑ ывӑтнӑ, чупса ӑмӑртнӑ. Мала тухнисене парнесемпе хавхалантарнӑ.
Фестиваль вӑхӑтӗнче концерт пынӑ. Юрӑҫсемпе хӑнасем пухӑннисене иртнӗ Ҫӗнӗ ҫулпа тата Сурхури уявӗпе саламланӑ.
Раштав уявӗнче, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, Шупашкарти «Шупашкар-Арена» пӑр керменӗнче Екатеринбургран килнӗ «Тзил шоу» «Щелкунчик на льду» (чӑв. Пӑр ҫинчи Щелкунчик) театрализациленӗ шоу кӑтартӗ. Анчах ӑна пурте пӑхаймаҫҫӗ.
Шоу курмашкӑн республикӑри 4 пин ача тивӗҫнӗ. Вӗсене унта парнесемпе те хавхалантарӗҫ. Мероприятие ЧР Элтеперӗнчен чӗнӳ хучӗ илнисем ҫеҫ кӗме пултараҫҫӗ.
ЧР Вӗренӳ министерстви — 1,5 пин ачана, Ӗҫ министерстви — 500 ачана, Шупашкар хула администрацийӗ 2 пин ачана шоу курма чӗннӗ. Шӑпӑрлансем 8–13 ҫулсенче.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |