Чӑваш кӗнеке издательствинче «Счастье Райской птицы. Ҫӑтмах кайӑкӗн телейӗ» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн авторӗ — Нина Абрамова, аслӑ категориллӗ врач-психотерапевт, медицина ӑслӑлӑхсен кандидачӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ сиплев учрежденийӗнче 35 ҫул ытла ӗҫлекенсер вӑтам тата аслӑ шкул ҫулӗсенчи ачасем юмахсемпе калавсем ҫырнӑ.
Нина Михайловна 1961 ҫулта Патӑрьел районӗнчи Алманчӑк ялӗнче ҫуралнӑ. Унӑн биографийӗпе паллаштарнинче вырӑнти вӑтам шкула ылтӑн медальпе вӗренсе пӗтернине те палӑртнӑ. 1984 ҫулта вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ.
Нина Абрамаова ҫырнисене чӑвашла Альбина Юрату (Любимова) поэт куҫарнӑ. Ӳкерчӗксен авторӗ — Ольга Любимова, вӑл — Альбина Юрату хӗрӗ. Кӗнекен редакторӗ — Ольга Иванова.
Калавсемпе юмахсен пуххи 1000 тиражпа пичетленнӗ.
Раҫҫейри ҫарпа истори пӗрлӗхӗ 2015-мӗш ҫултанпа «Герои Великой Победы» (чӑв. «Аслӑ Ҫӗнтерӳ Паттӑрӗсем») ятлӑ литература конкурсӗ ирттерет. Ку конкурсра ҫулленех чӑвашсем те хастар хутшӑнаҫҫӗ. Хайлавсене чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗ таран йышӑнаҫҫӗ. Жюри членӗсем ӗҫсене темиҫе тапхӑр хушши палӑртаҫҫӗ: вӑрӑм список, кӗске список, финалистсемпе ҫӗнтерӳҫӗсем.
Вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ калавсен темиҫе кӗнеки те кун ҫути курчӗ. 2015-мӗш ҫулхи ҫӗнтерӳҫӗсен кӗнекинче Галина Зотовӑпа Сергей Кошкинӑн хайлавӗсем тата Николай Мудровӑн сӑнӗпе биографийӗ кун ҫути курчӗ. 2016–2017-мӗш ҫулсенче ҫӗнтерӳҫӗсем пулмарӗҫ, анчах та финала тухнисем темиҫенех. Асӑннӑ авторсен, Максим Краюшкинӑн тата Венера Усановӑн сӑвви-калавӗ тепӗр кӗнекере пичетленчӗ.
2017 ҫулта палӑрнӑ ӗҫсем те кӗҫех кун ҫути курӗҫ, кунта та пирӗн республика хастарӗсен ӗҫӗсем пур. Ӑмӑрту йӗркелекенсем ятарлӑ асӑну медалӗ тата хисеплӗ паллӑ ӑсталанӑ. Ку наградӑсене те чылай хутшӑнакан тивӗҫрӗ.
2018 ҫулхи ӑмӑрту малалла пырать.
Иртнӗ ҫулӑн юлашки кунӗсенче Мускавра Раҫҫейри халӑхсен ача-пӑча литературин антологийӗ кун ҫути курнӑ. Сумлӑ кӗнекере чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисен хайлавӗсем те вырӑн тупнӑ. Кун пирки Информполитика министерстви паян хыпарланӑ.
Антологие Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен ятлӑ-сумлӑ писателӗсен ачасем валли ҫырнӑ хайлавӗсене вырӑсла куҫарса кӗртнӗ. Кашнинех ӳкерчӗкпе илемлетнӗ, унсӑр пуҫне наци эрешӗсене кӑтартнӑ, хушма информаци вырнаҫтарнӑ.
Антологи валли чӑваш ҫыравҫисемпе сӑвӑҫисенчен Николай Ытарайӑн, Анатолий Тимофеев-Ыхран, Ева Лисинан, Раиса Сарпин, Николай Ишентейӗн хайлавӗсене суйласа илнӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Раҫҫейри халӑхсен хальхи ача-пӑча литературин антологине 201 авторӑн 870 хайлавӗ кӗнӗ. Вӗсене тӑлмачӑсем 55 чӗлхерен куҫарнӑ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Этнография чувашского народа» ятпа ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑxӗсен институчӗн ӑсчахӗсем пухса хатӗрленӗ. Ӗҫ ушкӑнне истори ӑслӑлӑxӗсен тухтӑpӗ В.П. Иванов тухӑҫлӑ ертсе пынӑ.
Ҫaк паха кӗнекере чӑвашсем ӑҫтан пулса кайни, халӑx йышӗ, наци тумтирӗ, капӑpлӑxӗсемпе апат-ҫимӗҫӗ, ҫeмье тата халӑх пурнӑҫӗ, йӑли-йӗрки, ӑруран ӑpӑва куҫнӑ пултарулӑхӗпе ӑcталӑxӗ, ӗненӗвӗ, ӳнерӗ тата ытти ҫинчен тӗплӗ ҫырса кӑтартнӑ.
Унсӑр пуҫне кӗнекене терминcен словарьне уйрӑммӑн кӗpтнӗ. Ҫaвӑнпа та вӑл вӗрентекенсемпе студентсемшӗн, аслӑ классенче ӑс пухакан ачасемшӗн тата чӑваш халӑxӗн истoрийӗпе, культурипе кӑcӑкланакансемшӗн усӑллӑ та кирлӗ пулма тивӗҫ.
Экологи ҫулталӑкӗ вӗҫленсе пырать. ЧР Наци вулавӑшӗшӗн вӑл ӑнӑҫлӑ вӗҫленет. Петр Маркин ҫыравҫӑ вулавӑша хӑйӗн 150 кӗнекине парнеленӗ. Вӗсем – ҫутҫанталӑк пирки.
Петр Маркин пултарулӑхӗ ҫутҫанталӑкпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Вӑл – лесник ывӑлӗ, Чӗмпӗр облаҫӗнчи картунра ӳснӗ. Ҫыравҫӑ ҫутҫанталӑк чунне лайӑх ӑнланать. «Ҫутҫанталӑкпа ҫывӑх пулни – телей. Ҫакна ҫынсем ӑнланччӑр», - тет вӑл.
Петр Маркин кашни ҫулах вулавӑша кӗнекесем парнелет. Уншӑн кӗнеке сутасси пӗлтерӗшлӗ мар. Чи кирли – ҫутҫанталӑк пирки ҫырнӑскерсем вулакан чунне кӗччӗр.
Наци вулавӑшне лекнӗ кӗнекесем республикӑри пур вулавӑша та лекӗҫ. Петр Григорьевичӑн кӗнекисем унчченхи ҫулсенче чи вуланаканнисен йышне кӗнӗ. Кӑҫал ҫырнӑ «Волк шел к людям» тата «Земляничная поляна» кӗнекесем – сӑвӑсемпе новеллӑсен пуххисем – вулакансен чунне хускатасса шанать автор.
Чӑваш кӗнеке издательствинче «Чӑваш халӑх тумӗ» этнографи словарӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Наталия Захарова-Кульева пухса хатӗрленӗ.
Кӗнекере чӑваш халӑхӗн тумӗсен, вӗсен пайӗсен, ҫири ҫи-пуҫӑн, пуҫа тӑхӑнмалли тумтирӗн, атӑ-пушмакӑн, эрешсен тата ытти япалан ячӗсене тупма пулать. Терминсене тупма меллӗ пултӑр тесе алфавит йӗркипе вырнаҫтарнӑ, вӗсене тӗплӗн ӑнлантарнӑ. Чылайӑшне автор хӑйӗн тата архиври ӳкерчӗксемпе сӑнласа кӑтартнӑ.
Автор ҫак кӗнекене пухса хатӗрлес тӗлӗшпе сахал мар ӗҫленӗ. Вӑл 15 ҫул тӗрлӗ ҫӑлкуҫра терминсем шыранӑ, XVIII-XIX ӗмӗрсенчи тӗпчевҫӗсен истори, фольклор, этнографи енӗпе ӗҫӗсене тишкернӗ. Хӑш-пӗр тумӑн ятне Наталия Захарова-Кульева ваттисем каланипе ҫырнӑ, ҫавна май хӑшӗ-пӗри кӗнекере пӗрремӗш хут пичетленнӗ.
Нумаях пулмасть искусствоведени кандидачӗн Илемпи Туркайӑн «Нарспиана» монографийӗ кун ҫути курнӑ. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Культура министерствин сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, монографт вилӗмсӗр Константин Иванов поэт пултарулӑхне хаклакансемшӗн чӑннипех парне пулса тӑнӑ.
Кӗнекене хатӗрлессипе Илемпи Туркай вунӑ ҫул ӗҫленӗ. Монографи тӑватӑ пайран: «Искусство книги», «Станковая графика», «Живопись» тата «Скульптура» — ятлисенчен тӑрать. Вӗсем чӑваш тата тӗнче поэзийӗн шедеврӗ тесе йышӑннӑ «Нарспи» поэмӑна хакланӑ ӗҫсене пӗр ҫӗре пухнӑ. Кӗнеке вилӗмсӗр ӗҫе тивӗҫлипе хаклакан кирек епле ӳсӗмри ҫыншӑн та: ачасенчен пуҫласа ваттисем таранах — кӑсӑклӑ пуласса шанма пулать.
«Ҫак брошюрӑна вуласа тухма пурне те сӗнетпӗр. Ӑна Финлянди Вӗрентӳ министерстви кӑларнӑ! Кама? Иммигрантсем валли (хайхи вариант вырӑсла калаҫакансем валли). Мӗн каласшӑн вӗсем унта? Тархасшӑн, кил-йышра, тӑван чӗлхепе калаҫӑр тесе. Финн чӗлхине вара эпир сирӗнсӗр сирӗн ачасене вӗрентетпӗр! Тата мӗн ҫинчен: Тӑван чӗлхе вӑл — пуянлӑх, вӑл — пурнӑҫра пулӑшакан хатӗр, ӑна упрамалла! Финлянди Вӗрентӳ министерстви иммигрант ачисене тӑван чӗлхепе усӑ курма ыйтать, Европӑри чи лайӑх пӗлӳ паракан ҫӗршывра!
Брошюра вӑрӑм мар, анчах питӗ лайӑх мӗншӗннине ӑнлантарса парать...», — «Аталану» ассоциаци «Контактра» халӑх сетӗнче ҫырнине Алпарух (Александр) Блинов хӑйӗн страницинче репост тунӑ.
«Тепӗр икӗ эрнерен «Птицы Чувашии» кӗнекен иккӗмӗш томӗ сутлӑха тухмалла. Паян издательствӑра сигнал экземпляра кӑтартрӗҫ. Кӗнекере ҫерҫи мар йышши 85 тӗс ҫинчен, шыв чӑхинчен пуҫласа улатакка таран, ҫырса кӑтаитнӑ. Авторӗсем — Исаков Г.Н., Глушенков О.В., Яковлев А.А., Яковлев В.А.», — ҫапла хыпарланӑ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче «Контактра» халӑх тетелӗнче авторсенчен пӗри, Геннадий Исаков. «Кӗҫех... Ҫӗнӗ ҫул тӗлне парне», — хакланӑ хыпара кӗнекене хатӗрленӗ тепӗр автор, Александр Яковлев орнитолог.
Аса илтерер, «Птицы Чувашии. Неворобьиные» (чӑв. Чӑваш Ен кайӑкӗсем. Ҫерҫимаррисем) ятлӑ кӗнекен пӗрремӗш томӗ кӑҫалхи ака уйӑхӗнче кун ҫути курнӑччӗ. Вӑл 1000 экземплярпа тухнӑччӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче тин ҫеҫ Елена Мустаевӑн «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кун пирки Культура министерстви хӑйӗн сайтӗнче пӗлтерет.
Елена Мустаевӑн «Уй варринче ҫинҫе хӑва» кӗнеки 1 пин экземплярпа кун ҫути курнӑ. Кӗнекене авторӑн вун икӗ калавӗ тата виҫӗ повеҫӗ кӗнӗ. Палӑртса хӑвармалла, Елена Мустаевӑн нумай хайлавӗнче хӗрарӑмӑн ҫӑмӑл мар шӑпи сӑнланнӑ. Чӑваш ҫыравҫин сӑнарӗсем нихӑҫан та ҫынлӑха ҫухатмаҫҫӗ, пуҫ усмасӑр малалла талпӑнаҫҫӗ. Ҫакӑ вулакансене чӑннипех те илӗртсе кӗрсе каять. Калавсемпе повеҫсенчи ӗҫ-пуҫ та кӑсӑклӑх ҫуратать. Хайлавсенче тӗрлӗ самана пирки ҫырса кӑтартнӑ пулин те писатель историн кашни тапхӑрӗнчех ҫын телейпе юрату патне ӑнтӑлнине уҫса кӑтартнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.04.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Немцев Геннадий Александрович, инженер, техника ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрринчи историпе таврапӗлӳ музейне уҫнӑ. | ||
| Шупашкарта СССРӑн пӗрремӗш космонавтӑн Юрий Гагаринӑн палӑкне уҫнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |