Хальхи чӑваш литературинче чӑн пурнӑҫа сӑнласа паракан, тарӑн шухӑшлӑ хайлав ҫыракан писательсем йышлах мар. Вӗсенчен пӗри — Г.Максимов ҫыравҫӑ, журналист. Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Наци библиотекинче иртнӗ конференцире асӑннӑ писателӗн 2009 ҫулта тухнӑ «Ҫӗрӗллӗ хура кушак» кӗнекине хакларӗҫ. Кӗнеке «Литературная Чувашия» конкурса хутшӑнать, ҫавӑнпа та конференцин тӗп тӗллевӗ ӑна вулакансем патне ҫитересси пулчӗ. Конференцие ЧПУн чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн студенчӗсем те, преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Чи малтанах чӑваш тата танлаштаруллӑ литература пӗлӗвӗн доценчӗ В.А. Абрамов доклад каларӗ. Унтан паллӑ ҫыравҫӑсем, журналистсем (Н.Максимов, А.Тарасов, М.Карягина, С.Павлов-Вескер т. ыт.те.) сӑмах илчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсен чӗлхи сӗтеклӗ те сӑнарӗсем асра юлаканнисем пулнине палӑртрӗҫ тухса калаҫакансем.
Германире нумай пулмасть Rhombos-Verlag издательствӑра (Берлин) «Аттилпа Кримкилте» эпос нимӗҫле тухнӑ. Унта ҫавӑн пекех оригиналлӑ чӑвашла текст та пур. Кӗнекене кӑларакансем ӑна тӗрлӗ тӗслӗ сӑнсемпе илемлетме, нимӗҫ историкӗсен комментарийӗсемпе ӑнлантарӑвӗсене тата тишкерӗвӗсене вырнаҫтарма май тупнӑ.
Кӗнекене хатӗрлесе кӑлараканӗ — паллӑ нимӗҫ ҫыравҫи, историкӗ, политологӗ тата ҫулҫуревҫи Кай Элерс. Вӑл Раҫҫейри тата тухӑҫри ытти патшалӑхри халӑхӗсен историйӗсемпе хальхи пурнӑҫне сӑнласа паракан кӗнекесем кӑларассипе те паллӑ. Нимӗҫ ҫыравси Юхма Мишшипе, Чӑваш Енӗн халӑх ҫыравҫипе тачӑ ҫыхӑну тытать, ҫак туслӑх кӗнекене кӑларма пулашнӑ та ӗнтӗ.
Пӗлетӗр пулӗ, эпир пӗлтӗр «Урхамахсем тӑраҫ тапартатса...» литература ӑмӑртӑвне ирттернӗччӗ, унта ярса панӑ хайлавсене кӗнекен пичетлесе кӑларма шантарнӑччӗ. Вӑхӑт майӗпен шӑвать, хамӑр сӑмаха пурнӑҫлама та вӑхӑт ҫитрӗ.
Хальхи вӑхӑтра, корректор текстсене тӗрӗслесе тӳрлетнӗ хыҫҫӑн, кӗнекене калӑплатпӑр. Унсӑр пуҫне ӳнер ӑмӑртӑвӗ ирттерсе ачасен ӳкерчӗкӗсене йышӑнатпӑр («Лаша сӑнарӗ хут ҫинче» ятлӑ), вӑл пушӑн 25-мӗшӗччен пырать.
Кӗнеке калӑпӑшӗ 500 страница патнелле пулнӑран ӑна пичетлесе кӑларма хальхинче укҫа ытларах кирлӗ пулӗ. 300 экземплярпа кӑларма 40-50 пин кирлӗ, 500 экземплярпа — 53-65 пин. Паллах, пирӗн 500 экземплярпа, хытӑ хуплашкаллӑ каларассӑм килет — унашкал кӗнекене алӑра тытма та, вулама та меллӗ. 65 пин пухма ҫӑмӑл мар, ҫавӑнпа та эсир пулӑшасса шанас килет. Ку пирӗн пӗрремӗш кӗнеке мар, ҫавӑнпа та сирӗн пулӑшу сая каймасса шантарсах калатпӑр. //тата эп Шупашкара куҫнӑран кунта ун чухлӗ укҫа пухма йывӑртараххине шута илӗр...
Хальлӗхе пурӗ 13 469.83 (20.72%) тенкӗ пухӑннӑ. Кунта пӗлтӗрхи кӗнекене кӑларма ярса панӑ укҫан юлашки пайӗ, «Асамлӑх ҫулӗ» кӗнекене сутса тунӑ укҫа тата кӗнекене кӑларнӑранпа ярса панӑ укҫа кӗреҫҫӗ.
Укҫа куҫармалли счета кунта пӗлтернӗ. Альфа-банк счечӗ ҫине куҫарнӑ чухне те, электронлӑ укҫапа куҫарнӑ чухне те хӑвар ятӑра, хушаматӑра пӗлтерӗр, «Урхамах» сӑмах ҫырма ан манӑр (вӑл счетсене эп ытти ӗҫсенче усӑ куратӑп, ҫавӑнпа та апла палӑртни эсир куҫарнӑ укҫана тӗрӗс усӑ курма кирлӗ).
Манӑн алӑра Трак тӑрӑхӗнчи Тусай ялӗн историйӗпе паллаштаракан сенкер хуплашкаллӑ «Хӑлату» («Городище») кӗнеке. Ӑна иртнӗ ҫулхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче республикӑн тӗп хулинчи «Ҫӗнӗ вӑхӑт» типографире кун ҫути кӑтартнӑ.
Унӑн авторӗ — Трак енте ҫеҫ мар, Чӑваш Республикинче ят-сума тивӗҫнӗ, вӑрҫӑпа педагогика ӗҫӗн ветеранӗ, Красноармейски районӗн хисеплӗ гражданинӗ, районти Н. Янкас ячӗллӗ преми лауреачӗ Михаил Прохорович Прохоров. Сӑмах май ку авторӑн иккӗмӗш кӗнеки. Малтанхи «Вут-хӗмре иртнӗ ҫамрӑклӑх» 2006 ҫулта ҫапӑнса тухнӑччӗ.
М. Прохоров таврапӗлӳҫӗне темиҫе ҫул ӗнтӗ хӑй ҫуралса ӳснӗ, ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхне ҫыхӑнтарнӑ Мӑн Ҫавалпа Сурӑм юханшывӗсем тӑрӑхӗнче вӑй илнӗ Тусай ялӗ пуҫланса кайни (ҫак йыша чутайсемпе шӑмарсем кӗреҫҫӗ), вӗсен мухтавлӑ ҫыннисен пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне, кун-ҫулне тата вӑрҫӑ тапхӑрне тӗпчесе уйрӑм кӗнекепе пичетлесе кӑларас шухӑш-кӑмӑл канӑҫ паман. Ентешӗмӗр ку тӗлӗшпе темиҫе хутчен те архивсенче пулнӑ, Тусай ялӗн историйӗпе ҫыхӑннӑ документсемпе материалсене, сӑнӳкерчӗксене пухнӑ, паллӑ ӑсчахсен, историксен, тӗпчевҫӗсен кӗнекисене вуланӑ, усӑ курнӑ, ялти кашни ҫемьере тенӗ пекех ватӑсемпе курнӑҫнӑ, аса илӳсене ҫырса илнӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче тин кӑна ҫӗнӗ паха кӗнеке пичетленсе тухрӗ — Никифор Наумовӑн «Халӑх ҫӳпҫинчен: этнографи ӑнлавӗсен пуххи».
Кӗнекере 19 пай — чӑвашсен пурӑнмалли вырӑнӗсем, ял тавралӑхӗ, кил-ҫурт таврашӗнчи хӳтлӗх-хуралтӑ, кӑмака тумалли хатӗрсем, чӳлмек тумалли ӗҫ хатӗрӗсем, савӑт-сапа, катка-пичке, ял хуҫалӑхӗ, урапа-ҫуна пайӗсем, пулӑ тытмалли ӗҫ хатӗрӗсем, сунар хатӗрсем, апат-ҫимӗҫ, тумтир, эреш, пир-авӑр, тирҫӗ ӗҫӗ, музыка инструменчӗсем, авалхи теттесем. Хӑшӗ-пӗри вӗсемпе паллашнӑ та ӗнтӗ — хӑй вӑхӑтӗнче вӗсем «Хыпарта» пичетленсе пычӗҫ.
«Халӑх ҫӳпҫинчен...» кӗнекере — тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗрлӗ енлӗ ӑс-хакӑлӗ, пурлӑх пуянлӑхӗ, чӑваш аталанӑвӗ. Вӗсемсӗр пирӗн пурнӑҫӑмӑр тулли мар, аваллӑхран килекен ҫыхӑну татӑлать.
Статьясен содержанине туллинрех уҫра парас тӗллевпе кӗнекене ӳкерчӗксемпе пуянлатнӑ. Чылайӑшне журналсемпе справочниксенчен илнӗ. Ҫак ӗҫре ӑна чи ҫывӑх ҫыннисем — мӑшӑрӗ Евгения Петровна, ывӑлӗ Петр — пулӑшнӑ.
Чаваш халӑх академииӗн хисеплӗ президенчӗ Виталий Станьял кӗнеке пӗлтерӗшӗ пирки ҫапла ҫырать: «.
Пӗлтӗрхи верентекен ҫулталӑкӗ вӗҫленчӗ пулин те ку хыпар Элӗк районӗнчисене кӑсӑлклӑ пулмалла — районти вӗрентӳ, социаллӑ аталану, ҫамрӑксен политикин тата спорт управленийӗ тӑрӑшнипе пӗлтӗрхи раштав уйӑх вӗҫӗнче «Юратнӑ вӗрентекенӗмӗр» кӗнеке пичетленсе тухрӗ. Унта эсир тӗрленчӗксемпе тата асаилӳсемпе паллашма пултаратӑр. Кӗнеке хулӑм мар пулин те (100 страницӑллӑ кӑна) ӑна вулама питӗ интереслӗ.
«Элек тӑрӑхӗ чӑннипех те ырӑ чун-чӗреллӗ, ӑслӑ-тӑнлӑ та маттур ӗҫченсемпе пуян. Сӑпайлӑ та пысӑках мар кӑларӑмра, паллах, мӗнпур ӑста вӗрентекенсен ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа параймарӑмӑр. Хамӑр ен учителӗсем ҫинчен ӳлӗмрен татах та ҫӗнӗ кӗнекесем калӑплама май пур», — тесе пӗлтернӗ кӗнеке ум сӑмахӗнче. Эсир вӗсене хӑвӑр ҫӗнӗ статьясене, сӑвӑ-калава, очерксемпе сӑнӳкерчӗксене ярса пама пултаратӑр.
Кӗнекен электронлӑ версийӗпе кунта паллашма пулать.
Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Митта Ваҫлейӗпе Нестер Янкас премийӗсен лауреачӗ, Трак Ен ентешӗ Геннадий Юмарт тепӗр ырӑ ӗҫ турӗ. Геннадий Федорович тӑрӑшнипе Чӑваш кӗнеке издательствинче «Ҫитӗннӗ вӑхӑт» кӗнеке кун ҫути курчӗ. Унта чӑвашсене ҫутта кӑлараканӑн И.Я. Яковлевӑн асаилӗвӗсене чӑвашла пичетлесе кӑларнӑ. Вырӑсларан ӑна шӑпах Геннадий Фёдорович куҫарнӑ та.
Кӗнеке калӑпӑшӗпе пысӑках мар, унта 62 страница. Вӑл «Куҫаракан сӑмахӗпе» уҫӑлать, «Ачалӑхӑм», «Пӑрӑнтӑкра», «Чӗмпӗрти шкул» тата «Гимназире» пайсенчен тӑрать, лайӑх вуланать.
Ӑна С. А. Бритвина художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. И. Яковлев хӑй мӗнле ӳснине, Пӑрӑнтӑкри, Чӗмпӗрти шкулсенче, гимназире вӗреннисене, чӑвашсен ҫырулӑхне туса хурас ӗҫе епле йӗркелесе яма пикеннине, ҫӗр виҫевҫинче ӗҫленине аса илнисене хумханмасӑр вулама ҫук.
Ку кӗнекене вӑтам тата аслӑ ушкӑнри ачасем валли кӑларнӑ. Вӑл шкул ачисене, уйрӑмах Яковлевҫӑсене, питӗ кирлӗ, унпа усӑ курса тӗрлӗ ҫыру ӗҫӗсем, конкурссем ирттерме пулать.
КӐР | 18 |
Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче Юхма Мишшин «Ултавпа Чӑнлӑх» кӗнеки пичетленсе тухрӗ.
Чӑваш халӑх ҫыравҫин, академикӗн ҫӗнӗ романӗ хамӑрӑн ҫулӑм чӗреллӗ, революциллӗ саманара пурӑннӑ Ҫеҫпӗл Мишши поэт ҫинчен. Ҫырнӑ чухне автор поэт пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ, вӑхӑтсӑр вилӗмӗ ҫинчен шыраса тупнӑ нумай ҫӗнӗ материалсемпе, ӑна астӑвакансем каласа панисемпе усӑ курнӑ. Автор Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗпе Агафья Николаевнӑпа темиҫе те тӗл пулса калаҫнӑ, вӑл каласа панисене тӗплӗн ҫырса илнӗ. Вӗсем те Юхма Мишшине хӑйӗн геройне туллин те пур енлӗн ҫутатса пама пулӑшнӑ. Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ӗлӗкрех мӗншен элекпӗ, ултавлӑ сӑмахсем пулнине те Юхма Мишши хӑйӗн романӗнче питӗ лайӑх ӑнлантарнӑ, вӗсене Чанлӑх ҫӗнтернине те ӗненмелле ҫырса кӑтартнӑ.
Кӗнекене ЧОКЦра туянма пулать. Хакӗ 100 тенкӗ патнелле.
1985 ҫулта тухнӑ М.И. Скворцов редакциленӗ 712 страницӑллӑ чӑвашла-вырӑсла словаре туянатпӑр. Пахалӑхне кура 400-700 тенкӗ тӳлеме хатӗр.
Ку словарьте, 1985 ҫулта «Русский язык» издательствӑра тухнӑскерте, 40 пине яхӑн сӑмах пулмалла теҫҫӗ. Унсӑр пуҫне ун ӑшӗнче 32 тӗрлӗ тӗслӗ таблица, ӳкерчӗксем пур. Словаре хатӗрлеме Андреев И.А.; Горшков А.Е.; Иванов А.И. тата ыттисем хутшӑннӑ.
Енчен те сирӗн килӗрте унашкал словарь пур пулсан, вӑл сирӗн ахаль, усӑ курмасӑр выртать пулсан — p-code@mail.ru адреспа, е 50-66-17 телефонпа пӗлтерӗр.
1971 ҫулта «Советская энциклопедия» издательствӑра тухнӑ «Русско-чувашский словаре» те туянатпӑр — уншӑн та ҫавнашкал хаках паратпӑр — 400-700 тенкӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухрӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, Шупашкарти 38-мӗш шкулта ачасене географине ӑса хывакан Дубанов Иван Степановичӑн «Географические названия Чувашской Республики» (чӑв. «Чӑваш Енӗн географи ячӗсем»).
500 яхӑн страницӑллӑ кӗнекере пурӗ 3 пин ытла ят вырнаҫнӑ — ял ячӗсем, ҫырма-ҫатра, кӳлӗ тата ытти тӗрлӗ тӗслӗ топонимсем. Ятсене алфавит тӑрӑх йӗркелесе тухнӑ (вырӑсла), чӑваш ялӗсен тӑван чӗлхеллӗ ячӗсене те илсе панӑ. Кӗнекене «Культура России» (чӑв. «Раҫҫей культури») тӗллевлӗ федераллӑ программӑпа кӑларнӑ, ЧР вӗренӳпе ҫамрӑксен политики ӑна шкул ачисемпе студентсем валли вӗренӳ пособийӗ шайӗнче усӑ курма сӗннӗ.
Лавккасенче кӗнекене сутма тытӑннӑ ӗнтӗ — 143 тенкӗ тӑрать.
Ыран, раштавӑн 22-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче ҫак кӗнекен хӑтлавӗ (презентацийӗ) иртӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |