Чӑваш лирики ҫинчен кӗнеке кун ҫути курнӑ тесен тӗрӗсрех пулатчӗ-ха. Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӗҫченӗ Надежда Ильина кун ҫути кӑтартнӑ. Кӗнекене кӑларасшӑн ҫине тӑнӑ ҫын пирки каласан, вӑл Вӑрнар районӗнчи Мӑньял-Элмен ялӗнче ҫуралнине, 2002 ҫулта «Хальхи вӑхӑтри чӑваш лирикин поэтика тӗнчи» ятпа диссертаци хӳтӗленӗ. 2003 ҫултанпа гуманитари институтӗнче литература пӗлӗвӗпе фольклористика пайӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗнче тӑрӑшать.
Виҫӗ пайран тӑракан «Чӑваш лирики (1960–1990 ҫулсем)» монографин пӗрремӗш пайне хальхи чӑваш поэзийӗн критика тӗлӗшӗнчен тишкерессине халалланӑ. Иккӗмӗш пйаӗнче 20 ӗмӗрӗн иккӗмӗш ҫурринче поэтсен пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ильина Петр Эйзин, Любовь Мартьянова, Петӗр Яккусен, Алексей Аттил, Георгий Федоров, Михаил Сунтал, Марина Карягина тата Надежда Сельверстрова сӑввисене тишкернӗ.
Кипкери ачасемпе сарӑмсӑр инкек сиксе тухасран асӑрхаттарма ашшӗ-амӑшне ятарлӑ кӗнекесем пулӑшӗҫ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав тата социаллӑ министерстви тин ҫуралнӑ ача амӑшӗсене ятарлӑ пособи парнелеме пуҫлӗ. Буклета 5 пин экземплярпа кӑларнӑ иккен.
Кӑтарту пособийӗнче ачасене инкек-синкекрен асӑрхама пулӑшакан 5 канаша ҫырса ӑнлантарса тата ӳкерсе кӑтартнӑ иккен. Ун пек буклета кӑларассине тахҫанах кӗтни пирки пӗлтернӗ асӑннӑ ведомствӑн акушер-гинекологӗ Татьяна Дерипаско. Сарӑмсӑрлӑхӗ ашшӗ-амӑшӗ пепке ҫуралнине палӑртнӑ чух та хӑш чух сиксе тухать-мӗн те, кӗнеке пулӑшасса шанаҫҫӗ.
Кӗҫнерникун, юпан 31-мӗшӗнче, Наци вулавӑшӗнче Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ — Геннадий Волков ҫинчен пичетлесе кӑларнӑ кӗнекен хӑтлавӗ иртнӗ. Издани авторӗ — журналист, ҫыравҫӑ Лидия Михайлова.
«Чӑваш ҫӗрен пророкӗ» (выр. «Пророк земли чувашской») кӗнекере Геннадий Волковӑн пурнӑҫӗпе ӗҫ-хӗлне сӑнласа панӑ. Унсӑр пуҫне унта академикӑн ҫывӑх туссепе пӗрле ӗҫлекенсен асаилӗвӗсем кӗнӗ.
Аса илтеретпӗр, Геннадий Волков профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Раҫҫей вӗренӳ академийӗн академикӗ, ҫыравҫӑ-публицист, этнопедагогикӑна никӗслекенӗ, ӑслӑхҫӑ-педагог. Ӑна халаласа Шупашкарта палӑк лартма планланӑ.
Кӗнекене ят парасси питӗ кӑткӑс япала — пӗр енчен вӑл ун шалашне те кӑтартмалла, тепре вулакана та кӑсӑклантармалла. Виҫҫӗмӗшӗнчен ҫапӗҫ те янракан ят пулни те паха.
Хальхи вӑхӑтра эпир малтанхи ҫулсенче ирттернӗ «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗсене ярса панӑ ӗҫсене кӑларма хатӗрленетпӗр. Вӑхӑчӗ хӗссех пынӑ май ятне суйлама тапхӑр ҫитрӗ. Ҫавна май эпир уйрӑм ыйтӑм хатӗрлесе сайтра кӗнеке ячӗн суйлавне йӗркелерӗмӗр.
Тархасшӑн, чи илӗртӳллӗ, чи ӑнӑҫлӑ ята суйлама пулӑшӑр-ха! Ыйтӑм кунта. Енчен те вӗсенчен те лайӑхрах ят сӗнме пултаратӑр пулсан ҫак хыпарта сӗнӗр.
Хисеплӗ сайт хӑнисем! Ҫак вӑхӑтра эпир черетлӗ кӗнеке кӑларас ӗҫе йӗркелетпӗр. Маларах эпир «Асамлӑх ҫулӗ», «Урхамахсем тӑраҫ тапӑртатса» ачасен пултарулӑхӗн пуххисене пичетлесе кӑларнӑччӗ. Кӑҫал вара «Ӗмӗтсен ҫӑлкуҫӗ» тата «Ӑраскал ҫӑлтӑрӗ» литература конкурсӗсене ярса панӑ ӗҫсене кӗнекен кӑларас шухӑшлӑ.
Хальхи вӑхатра кӗнекене калӑплас ӗҫ вӗҫленсе пырать. Унта 40 яхӑн ӳкерчӗк те пулӗ — вӗсене шкул ачисемех ӳкернӗ.
Кӑҫалхи кӗнекене эпир 200 экземплярпа ҫеҫ кӑларма шутлатпар пулин те, тӑкакӗсем икӗ ҫулчченхи пекех — ӑна кӑларма 34 пине яхӑн тенкӗ кирлӗ. Енчен те ҫак ӗҫре сирӗн пулӑшу кӳрес кӑмӑл пур пулсан укҫа куҫармалли счёта аяларах тупма пултаратӑр. Сирӗн ятӑра эпир, паллах, кӗнекере асӑнӑпӑр.
Анчах тупрана вӗсем хӑйсен ырлӑх-пурлӑхӗ валли уйӑрмӗҫ — кӗнеке кӑларма ярӗҫ.
Республикӑра ача-пӑча валли шӑрҫалакансен кӗнекисен алҫырӑвӗсен конкурсне ирттернӗ. Ӗҫсене ӗҫ тӑвакан влаҫра, ӑслӑлӑхра, общество организацийӗсенче, аслӑ шкулсемпе вулавӑшсенче тӑрӑшакансенчен тӑракан комисси хакланӑ. Хайхисем авторсен чӗлхине, стильне, композицине, ҫавӑн пекех вӑл е ку кӗнеке ача-пӑчашӑн мӗнпе усӑллӑ пулассине тишкернӗ. Конкурса 19 автор пурӗ 27 ӗҫ тӑратнӑ иккен. Сӑмах май, пӗлтӗр ун пек кӑмӑллисем сахалрах пулнӑ — ун чухне 16 автор 17 алҫыру сӗннӗ.
Ҫапла вара кӑҫалхи конкурсра шкул ҫулне ҫитменнисемпе кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли тесе Арсений Тарасов ҫырнӑ «Чӑваш кӗпи» кӗнеке 50 пин тенке тивӗҫнӗ. Вӑтам шкул ӳсӗмӗнчисем валли шӑрҫаланӑ хайлавсенчен Владислав Николаевӑн «Хула хӗрачин ялти путишӗсем» ал ҫырӑвне палӑртнӑ. Ҫак кӗнекене кун ҫути кӑтартма хыснаран 75 пин тенкӗ тивӗҫӗ. Аслӑ классенче вӗренекенсем валли вара республика гранчӗ шучӗпе Елен Нарпи «Пӑрлӑ шыври хӗвел пайӑрки» кӗнеке пичетлеме пултарӗ.
Нумаях пулмасть Ӗпхӳ хулинчи вырсарни шкулӗнче кӑҫал ҫичӗ чӗлхепе пичетленнӗ «Нарпси» поэмӑн хаклавне ирттернӗ.
Аса илтеретпӗр, ҫичӗ чӗлхепе кун ҫути курнӑ кӗнекене вырӑсла (Б. Иринина куҫарнӑ), тутарла (Ш. Муддарис), пушкӑртла (Мустай Карим хутшӑннипе Р. Кали куҫарнӑ), украинла (Я. Шпорта), пӑлхарла (Н. Марангозова), венгрла (А. Рона-Таш хутшӑннипе А. Беде куҫарнӑ) кӑҫал пичетленӗ. Ҫапла кӑларма Чӑваш халӑх поэчӗ Валери Туркай шут тытнӑ иккен. Вӑлах — кӗнекене хатӗрлекенӗ тата редакторӗ.
Кӗнеке хуплашкине Чӑваш халӑх ӳнерҫи Владимир Агеев 1973 ҫулта ӳкернӗ «Нарспипе Сетнер» ӳкерчӗк илемлетет. Кӗнекене филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, литература критикӗ тата публицист Атнер Хусанкай ҫырнӑ «Нарспи ҫути» статья вӗҫлет.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче «Чӑваш Республикин социаллӑ-экономика атласӗ» кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унта республикӑмӑр администраципе территори тӗлӗшӗнчен епле пайланни, кунти ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗ, ҫыннисем, пурнӑҫ шайӗ, кӑсӑклӑ тата ытти япала пирки уҫӑмлатса панӑ.
Атласа кун ҫути кӑтартма И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн экономика тата социаллӑ географи кафедрин ӗҫченӗсем Ю.Р. Архипов профессор ертсе пынипе ҫине тӑнӑ-мӗн. Кӗмӗл енчен вара Никӗс тӗпчевӗсен Раҫҫей фончӗ пулӑшнӑ. Кӗнекене «Вырӑс географи обществи» Пӗтӗм Раҫҫейри общество организацийӗн гранчӗпе пичетленӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ҫак ятпа сӑвӑсен ҫӗнӗ пуххине кӑларма хатӗрленеҫҫӗ. Кӗҫех вӑл вулакан патне ҫитесси пирки иккӗленӳ ҫук.
Ӗнер ку кӑларӑмпа ӗҫлекен редколлеги пӗтӗмлетӳллӗ пухӑва пуҫтарӑннӑ. Унта кӗнекере пичетлемелли хайлавсен списокне ҫирӗплетнӗ.
Антологие пухаканӗсем тата редакторӗсем — Атнер Хусанкайпа Виталий Родионов филологсем, Юрий Сементер, Петӗр Яккусен тата Петӗр Эйзин сӑвӑҫсем тата Сергей Павлов ҫыравҫӑ.
Антологинче 250-а яхӑн сӑвӑ вырӑн тупмалла. Кӗнекере чул палӑксем ҫине ҫырса хӑварнӑ сӑвӑсем таранах кӗмелле. Ҫав вӑхӑтрах хальхи вӑхӑтри авторсем пирки те манман. Кӗнеке 600 страницӑна яхӑн хулӑнӑш пулӗ. Ӑна Ҫӗнӗ ҫул тӗлне кун ҫути кӑтартмалла.
Чӑваш поэзийӗн чи пӗрремӗш антологине 1908 ҫулта кӑларнӑ. Кайран та кун ҫути кӑтартакансем пулман мар-ха. Геннадий Айхи йӗркеленипе кун ҫути кӑтратнине акӑлчанла, итальянла тата венгрла куҫарса пичетленӗ.
Чӑваш кӗнеке издательствинче ачасем валли чӑвашла ҫӗнӗ кӗнеке пичетленсе тухнӑ. Унӑн ячӗ — «Кайӑка юратнӑ ту». Юмах авторӗ — америка ача-пӑча ҫыравҫи Элис МакЛерран.
Юмаха автор 1985 ҫулта ҫырнӑ. Халиччен ӑна тӗнчери нумай чӗлхе ҫине куҫарнӑ. Чӑваш чӗлхи ҫав списокра 26-мӗш. Юмахӑн тӗп паттӑрӗ — Джой кайӑк, чӑвашла ӑна «Савӑк» тесе чӗнеҫҫӗ.
Кӗнеке авторӗ, антропологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ Элис МакЛерран ҫӗршыв тӑрӑх нумай ҫӳренӗ, ҫуран та утнӑ. Вӑл тусене ялан юратнӑ. «Кайӑка юратнӑ ту» юмах шухӑшӗ анлӑ: унта туслӑх енне ӑнтӑлни, юратупа шанчӑклӑх вӑйӗ, ҫак тӗнчери кӗске пурнӑҫ.
Кӗҫӗн ҫулхи ачасем валли халалланӑ кӗнекене акӑлчан чӗлхинчен чӑвашла тӗлӗнмелле маттур ҫамрӑк — пултаруллӑ дизайнер, фото ӑсти, нумай чӗлхе пӗлекен, информаци технологийӗсене ҫӑмӑллӑн шӗкӗлчекен Муркаш район каччи Виктор Бычков куҫарнӑ. Ӳкерчӗксемпе кӗнекене И.Е. Калентьева илемлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |