Ӗнер, нарӑсӑн 19-мӗшӗнче, Чӑваш энциклопедийӗн редакци канашӗн хӑйӗн ларӑвне иртнӗ. Вӑл 4-мӗш томра хӑш сӑмахсене кӗртессипе, камӑн кун-ҫулне ҫутатса парассипе ҫыхӑннӑ. Ларӑва Чӑваш Енӗн культура, национальноҫсемпе информаци пилитикин ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Р.М. Лизакова ертсе пычӗ.
Ку канаш йышӑннӑ тӑрӑх энциклопедине патшалӑх тытӑмӗпе ҫыхӑнман учрежденисене, аслӑ тата вӑтам професси вӗренӳ заведенийӗсене кӗртме палӑртрӗҫ. Ҫавӑн пекех Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗсене Чӑваш Енри уйрӑмӗсем ҫинчен ҫырса пӗлтерӗҫ. Энциклопеди редакцийӗн канашӗ йышӑннӑ тӑрӑх пурне те кӗртмӗҫ, унта лекмешкӗн учрежденийӗн Чӑваш Республикинче 10 ҫул ӗҫлемелле, е унӑн Чӑваш Ен экономикине аталантарма пулӑшнин тӳпи пысӑк пулмалла.
Энциклопедин 4-мӗш томне 2010 ҫулта кӑларма палӑртаҫҫӗ. Унта «Сн-» саспаллисенчен пуҫласа «Я» таран виҫӗ пин патнелле статья пулӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ