Паян пирӗн республикӑра Приоритетлӑ наци проекчӗсене пурнӑҫа кӗртессипе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Ял хуҫалӑхне илсен, ҫак отрасль кӑҫал епле аталаннине уйрӑммӑн тишкернӗ. Кӑҫалхи кӑрлач–юпа уйӑхӗсенче ял хуҫалӑх продукцине 32 миллиард тенкӗлӗх туса илнӗ. Пӗлтӗрхи ҫав тапхӑрти ҫакӑ вӑл 3,1 процент нумайрах иккен.
Ку отрасле укҫа хывасси нумайланнӑ-мӗн. Инвестицие пӗтӗмпе 6 миллиарда яхӑн хывнӑ иккен. Патшалӑх енчен агропромышленноҫ комплексне 2 миллиард та 450 миллион тенкӗлӗх пулӑшу кӳнӗ.
«Ял хуҫалӑх продукцине сутассипе ыйту ҫук. Ун пекки пирки 10, 20, 30 ҫул каялла ӗмӗтленме кӑна пултарнӑ, — тенӗ Чӑваш ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. — Влаҫ органӗсен ҫӗр ҫинче ӗҫлекенсен, тӗрлӗ харпӑрлӑхлӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсен пулӑшуҫисем пулмалла».
Михаил Игнатьев шучӗпе ял хуҫалӑх продукцине сутакансен тавар пирки информацие тӗплӗн пӗлмелле.
Кун пирки республикӑри хаҫатсенчен пӗри хыпарлать. Сӑмах унта Чӑваш Енри апат-ҫимӗҫ рынокӗ пирки пырать. Хуратул кӗрпи сасартӑк хакланса кайнӑ хыҫҫӑн пӗр лавккара ӑна виҫепе сутасси патне те ҫитнӗ-мӗн. Республикӑн экономика министрӗ Владимир Аврелькин каланӑ тӑрӑх, ҫав суту-илӳ точкинче кӗрпене пӗр алла 6 хутаҫран ытла сутма чарма тытӑннӑ. Тӗрӗссипе вара хуратул хӗсӗк мар.
Апат-ҫимӗҫ рынокӗнчи лару-тӑрӑва сӑнаса тӑракан оперативлӑ штаб ларӑвӗнче Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗ хамӑр патри апат-ҫимӗҫ ютран кӳрсе килнинчен чылай чухне пахарах та ӗнентернӗ. Ку вӑл аш-какая, кайӑк-кӗшӗк тата сӗт-ҫу продукцине уйрӑмах пырса тивет-мӗн.
Чӑвашпотребсоюзӑн ертӳҫи Валерий Павлов яла машинӑпа пырса тавар сутакансем налук тӳлеҫҫӗ-ши тесе пӑшӑрханать иккен. Ҫавна пула райпо магазинӗсен тупӑшӗ чакать имӗш. Ларурисем эрех хакӗ патне те ҫитнӗ иккен. Федераллӑ сетьсенчен пӗринче йӳнӗ эрех сутаҫҫӗ-мӗн. Анчах ларӑва ертсе пынӑ республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин эрех апат-ҫимӗҫ шутланманни, хаксене вара апат-ҫимӗҫӗнне тишкермеллине аса илтернӗ.
Патӑрьел районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем пӗп-пӗрин опычӗпе паллашма пуҫтарӑннӑ. Щак кунсенче вӗсем пултарулӑх ушкӑнӗн ларӑвне ирттернӗ.
Тӗлпулура чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Галина Хлебникова тухса калаҫнӑ. 17 ҫул шкулта ӗҫлекенскер вӗҫӗмех ҫӳллӗ шайра иккен. Галина Фирсовна пирки ӗҫтешӗсем сӑмахпа каламаллине тата ҫыру ӗҫшне лайӑх йӗркеленӗ теҫҫӗ. Чӗлхепе кӑсӑклантарма пултараканскер вӗрентӳ тата воспитани тивӗҫне харӑсах пурнӑҫлама ӑс ҫитерет иккен.
Класс тулашӗнчи ӗҫсене те вӑл ирттерме ӗлкӗретӗ Пуян дидактика лабораторийӗ пухнӑ. Шкулти музея та ертсе пырать хастар вӗрентекен. Галина Фирсовна ертсе пынипе вӗрентекенсем ял топонимикине ӑша хываҫҫӗ, фольклор пухаҫҫӗ, тӗпчев проекчӗсемпе аппаланаҫҫӗ.
Ӗҫтешӗсене Галина Хлебникова «Патӑрьел тӑрӑхӗнчи халӑх юрри-сӑвви» кӗнекипе паллаштарнӑ. Ӑна вӑл кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнче кӑларнӑ. Унта шкул ачисем тӗрлӗ ҫулта пухнӑ фольклор кӗнӗ.
Чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем чӑваш чӗлхи урокне епле ирттернине те итленӗ. Унта тӑххӑрмӗш классем Валентин Урташ сӑвӑҫӑн «Калаймарӑм» сӑввине тишкернӗ.
Районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсем методика пӗрлешӗвӗн ларӑвӗсене тухӑҫлӑ ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ. Пӗр-пӗрин ӗҫ опычӗпе паллашасси, пӗр-пӗринчен ҫӗнӗрен ҫӗнӗ технологисене алла илсе пырасси, вӗренӳ ӗҫӗнче усӑ курмалли мультимеди хатӗрӗсене курса пахаласси, пӗр-пӗрин уҫӑ урокӗсене хакласси, малашнехи ӗҫре ырӑ сӗнӳсем парасси вӗсемшӗн — пархатарлӑ ӗҫ. Ҫак ырӑ та сумлӑ ӗҫе туса пыраҫҫӗ те ӗнтӗ тӑван чӗлхене чунтан юратакансем.
Акӑ, юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Красноармейски районӗн Упи шкулӗнче «Тӑван чӗлхе урокӗсене Федерацин патшалӑх вӗренӳ стандарчӗ ыйтнӑ пек йӗркелесе ирттересси» темӑпа черетлӗ лару пулчӗ. Ларӑва хутшӑнакансем Упи шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен урокӗсене итлерӗҫ, вӗсене тивӗҫлӗ хак пачӗҫ. Светлана Валерьяновна Петрова 6 класра Антип Николаевӑн «Юра асламӑшӗ» калавӗ тӑрӑх «Ватӑ ҫынна ӑшӑ сӑмах кирлӗ» темӑпа воспитани ыйтӑвӗсене анлӑ ҫутатса паракан пуян содержаниллӗ урок ирттерчӗ. Ачасем калав содержанине ӑнланса пурнӑҫпа ҫыхӑнтарма пӗлни, хайлав темипе тӗп шухӑшне хӑйсем тӗллӗн палӑртма пултарни, сӑнарсене тӗрӗс хак пама тӑрӑшни, чӑвашла тӗрӗс те илемлӗ калаҫни, хӑйсен шухӑшне уҫҫӑн каласа кӑтартни, ваттисен сӑмахӗсен пӗлтерӗшне уҫса пама пултарни пурне те савӑнтарчӗ те, мӑнаҫлантарчӗ те.
Патӑрьел районӗнчи Шӑхач ял тӑрӑхӗнче Профилактика канашӗн анлӑ ларӑвӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ канаш пайташӗсем: ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен инспекторсем Лариса Комиссарова тата Люция Чебенова, Халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрессипе ӗҫлекен центрӑн ҫемьене тата ачасене пулӑшу кӳрекен уйрӑмӗн заведующийӗ Алевтина Дюкина, опекӑпа попечительство органӗн сектор ертӳҫи Татьяна Чылыкова, район администрацийӗн ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен специалисчӗ Татьяна Исаева пырса ҫитнӗ.
Ларӑва ҫул ҫитменнисемпе ӗҫлекен канашра шутра тӑракан тӑватӑ ҫемьене йыхравланӑ. Лариса Комиссарова вӗсене ачасемпе ытларах тимлемеллине аса илтернӗ. Алевтина Дюкина ҫемьери харкашу, ӗҫкӗ-ҫикӗ ачасене ырӑ витӗм кӳменни пирки асӑрхаттарнӑ. Ун пек чух ачасен киле каяс килмест. Ашшӗ-амӑшӗ уйрӑлни те ача чунне ыраттарма пултарать.
Авӑнӑн 26-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче урамсене, тӳремсене, хула хуҫалӑхӗн объекчӗсене ят паракан комиссин ларӑвӗ иртнӗ.
Ларура 10 ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Вӗсен йышӗнче — хулари пӗр урама ӑслӑлӑх чӑваш фольклористикине пуҫараканӗн Гурий Комиссаровӑн ятне парасси, пӗр урама совет ӑсчахӗн Владимир Челомейӑн ячӗпе хисеплесси. Ку ыйтусене чылайӑшӗ хирӗҫ пулман. Ветерансен союзӗн председателӗн ҫумӗ Андриян Николаевӑн ҫӗнӗ палӑкне лартасси пирки сӑмах пуҫарсан вара ӑна хӗрӳ сӳтсе явнӑ.
Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, вӑл — палӑк мар. Ӑна мӗншӗн урам вӗҫне лартнине ӑнланаймасть. Палӑксене урам пуҫламӑшне вырнаҫтармалла-ҫке. Вӑл халӑхпа ыйтӑм ирттернӗ. Чылайӑшӗ ҫак палӑка кама халалланине пӗлмест иккен. Хӑшӗ-пӗри ӑна пӗр-пӗр байкера халалланӑ тесе шухӑшлать. Алексей Албутов каланӑ тӑрӑх, Гагарин палӑкне пӑхма кӑмӑллӑ. Вӑл ЧР Культура министерствине пӗрре мар ҫак ыйтупа ҫитнӗ-мӗн, анчах усӑсӑр.
Комисси пайташӗсем ку палӑк культура еткерӗ пулнине, ӑна ахаль кӑна аркатма май пулманнине пӗлтернӗ. Комисси Шупашкарти Карл Маркс урамне улӑштарма сӗннӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев вырӑнти хӑй тытӑмлӑхсенчи тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗн тухӑҫлӑхне тишкерессипе ведомствӑсен хушшинчи комисси ларӑвӗ иртнӗ.
Михаил Васильевич тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ муниципалитетсене хӑйсен тивӗҫне туллин пурнӑҫлама пулӑшмалла тата вӗсен ӗҫне чӑрмав кӳмелле мар тесе палӑртнӑ.
Унтан хӑш орган миҫе хутчен тӗрӗсленине тишкернӗ. Пӗлтӗрхи ҫур ҫулхинчен кӑҫал ытларах тӗрӗсленӗ пулать, хӑш чухне тӗрӗслевсем пӗр килни те пулнӑ имӗш.
Сӑнсем (16)
Ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстересси, выльӑх апачӗ ҫителӗклӗ хатӗрлесси, кӗрхисене акса хӑварасси. Ҫак тӗп темӑсене сӳтсе явнӑ ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокра иртнӗ Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗнче. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев, район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, пысӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсен ертӳҫисем хутшӑннӑ.
«Тӗрлӗ муниципалитетра ӳкерчӗк тӗрлӗрен», — тенӗ Элтепер. Ӗҫе тивӗҫлипе йӗркелекенсем тухӑҫа та лайӑх илнине палӑртнӑ вӑл. Яваплӑх ҫуккисенче тӑкак тӳсеҫҫӗ тесе шухӑшлать иккен республика пуҫлӑхӗ. Сӑмах хуҫалӑх ертӳҫисене кӑна мар, муниципалитетсен пуҫлӑхӗсене те тивнӗ. Вӗсен лару-тӑрӑва туйса тӑрса ӗҫе йӗркелесе пымаллине палӑртнӑ Игнатьев.
Ларура ытти ыйтупа пӗрлех лавккасенче вырӑнти апат-ҫимӗҫ сахалтараххи пирки те чарӑнса тӑнӑ. Хамӑр патра авӑртнӑ ҫӑнӑхах, акӑ, халӑх туянасшӑн-мӗн, анчах тепӗр ҫӗрте вӑл ҫук. Улатӑрта ӑна Алтай ҫӑнӑхӗн хутаҫне ярса сутнине палӑртнӑ.
Ӗнер Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный поселокра Агропромышленность енӗпе ӗҫлекен правительство комиссийӗн тата республикӑн Ял хуҫалӑх министерствин коллегийӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем Чӑваш Енӗн Апат-ҫимӗҫ фончӗ валли тырӑ мӗн чухлӗпе туянмаллине палӑртнӑ.
Ҫапла вара хушма хакран илекен налука шутланипе пӗрле пӑхсан, тырӑн пӗр тонни 5,1 пин тенкӗрен пуҫласа 6,8 пине ҫити темелле. Апат-ҫимӗҫлӗх ыраша 5 100 тенкӗпе туянаҫҫӗ. Ку вӑл пӗлтӗрхинчен 3 процент хакланнине пӗлтерет. Тулӑ хакӗ унӑн класӗнчен килет. 4-мӗш класс шутланаканнине 2013 ҫулхинчен 2,4 процент хаклӑрахпа илме йышӑннӑ. Унӑн пӗр тонни 6 450 тенке ларӗ. 3-мӗш класлӑ тулӑн пӗр тоннишӗн Чӑваш Ен республикӑн аграрийӗсене 6 750 тенкӗ (пӗлтӗрхинчен 3 процент хаклӑрах) сӗнет.
Сӑмах май пӗлтӗр инфляци 6,45%-па танлашнӑ. Кӑҫалхи инфляци те ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 4,82% ҫитнӗ. 12 уйӑх хушшинчи виҫе — 7,80%. Ҫапла май тырӑ туянмалли кӑҫалхи хаксем ял хуҫалӑхӗсемшӗн пӗлтӗрхинчен самай пӗчӗк пулнине палӑртма пулать.
Паян Елчӗк районӗнче Наци ӗҫӗсен канашӗн тата Тӗн енӗпе ӗҫлекен канашӗн пӗрлехи ларӑвӗ иртнӗ. Унта тухса калаҫнӑ районти культурӑпа кану центрӗн методисчӗ София Тинякова каланӑ тӑрӑх культурӑпа кану учрежденийӗсен тӗрлӗ халӑх тата тӗн ҫыннисен хушшинчи туслӑха ҫирӗплетессишӗн ӗҫлесси, наци йӑли-йӗркине наци ӑнланӑвне ҫирӗплетесси тӗп тӗллев тесе палӑртнӑ. Ҫавна пурнӑҫа кӗртессишӗн районта тӗрлӗ мероприяти ирттереҫҫӗ, наци культурине упраса хӑварма тата аталантарма майсем туса панӑ-мӗн.
Тӗн ҫыннисем те унта хутшӑннӑ. Вӗсем те епле ӗҫсем пурнӑҫлани пирки каласа кӑтартнӑ. Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ, ав, Сергий Радонежский ҫуралнӑранпа 700 ҫул ҫитнӗ ятпа куҫса ҫӳрекен курав та хатӗрлесе илсе пынӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |