Сӗнтӗрвӑрри район администрацийӗнче кӑҫалхи Акатуя епле ирттерессине сумлӑ йышпа пуҫтарӑнса сӳтсе явнӑ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Анатолий Мясников ирттернӗ.
Ӗҫлӗ ушкӑна тӗрлӗ отрасльте ӗҫлекенсене кӗртнӗ. Вӗсем Акатуя хӑш вӑхӑтра ирттерме май пуррине, уявӑн сценарине сӳтсе явнӑ.
Ларӑва пухӑннисем Акатуйӑн тӗрлӗ сценарийӗ ҫинчен кӑна мар, ӑна ӑҫта ирттересси пирки те калаҫнӑ. Тӗрлӗ ҫын тӗрлӗ вариант сӗннӗ. Кашнин шухӑшне итленӗ хыҫҫӑн ҫитес ларура ку ыйту патне тепӗр хутчен таврӑнма калаҫса татӑлнӑ. Ҫывӑх кунсенче (ку вӑхӑта хальлӗхе кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртнӑ) йӗркелӳ комитечӗ черетлӗ хут пуҫтарӑнӗ, Акатуя епле тата ӑҫта ирттерессине тӗплӗн тишкерсе сӳтсе явӗ.
Трак енре нумай пулмасть районти Н.Янкас ячӗллӗ культурӑпа ӳнер тата литература пӗрлӗх правленийӗн черетлӗ ларӑвӗ пулнӑ. Чи малтанах ларура правлени кӑҫал ирттернӗ ӗҫ-хӗл тата ҫитес ҫулхи тӗллевсем ҫинчен унӑн председателӗ И.Прокопьев паллаштарнӑ. «Ырри нумай пирӗн ӗҫре, вӗсене пӗрлехи вӑйпа тунӑ, 2017 ҫулта татах та пысӑкрах ӗҫсем кӗтеҫҫӗ», — пӗтӗмлетӳ тунӑ Иван Афанасьевич. Член укҫи пухасси мӗнле пыни пирки правлени председателӗн ҫумӗ В. Михайлов чарӑнса тӑнӑ. «Вӑл пурӗ 7700 тенкӗ пуҫтарӑннӑ, 5153 тенкипе тӗрлӗ мероприятисем йӗркелесе ирттерме тата юбилярсем валли парнесем туянма усӑ курнӑ», — терӗ Виталий Михайлович. Сӑмахне вӑл район энциклопедийӗ ҫине те куҫарнӑ. Унӑн редакторӗ пулнӑ май, кун пирки Виталий Михайлович район депутачӗсен Пухӑвӗн иртнӗ ларӑвӗнче те тухса калаҫнӑ иккен. Ӑна пичетлесе кӑларасси вӑраха кайни укҫа-тенкӗ тивӗҫменнипе ҫыхӑннӑ-мӗн.
Ҫӳлерех асӑннӑ ыйтусемпе ларура правлени пайташӗсем — Н.Ершов, В.Серафимов, Л.Антонов, В.Данилов, А.Алексеев тата тёп вулавӑш директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Н. Григорьева хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтернӗ.
Ларура 2016 ҫулшӑн Н.
Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен Президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна хула мэрӗ Ирина Клементьева ертсе пынӑ.
Ларура сехет йӗппине куҫарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ. Депутатсем хӑш-пӗр регионта кун тӗлӗшпе йышӑну тунине пӗлтернӗ. Шупашкарта та ку ыйтӑва халӑхпа канашласа татса парасшӑн. Ҫынсен шухӑшне пӗлес тӗллевпе Шупашкар хулин тата депутатсен пухӑвӗн сайчӗсенче сасӑлав ирттерме палӑртнӑ.
Чылайӑшӗ сехет йӗппине куҫармаллине палӑртсан депутатсем ку ыйтупа ЧР Патшалӑх Канашне тухӗҫ. Сӑмах май, сехет йӗппине куҫарас тӗлӗшпе унччен те ыйтӑм ирттернӗ. Анчах ятарласа сасӑ нумай пухнине кура ӑна чарса лартнӑ.
Чӑваш Енре патшалӑх ӗҫӗнчи чи лайӑх служащисене палӑртасшӑн. Нумаях пулмасть «Чӑваш Республикинчи чи лайӑх патшалӑх ӗҫӗнчи граждан служащийӗ» конкурсӑн йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ иртнӗ.
Канашлӑва хутшӑннӑ ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – Чӑваш Республикин Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ӑмӑртӑвӑн тӗп тӗллевӗ служащисен статусне ӳстересси тесе пӗлтернӗ.
Конкурса хутшӑннисем хӑйсен тавра курӑмне уҫса паракан проектсемпе паллаштарнӑ. «Конкурса тӑратнӑ ӗҫсен калӑпӑшӗ ҫав тери пысӑк тата ҫитменнине кӑсӑклӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртсан вӗсем ҫитес ҫулсенче Чӑваш Республикинчи влаҫ органӗсенче ертӳҫӗсен должноҫӗсенче те ӗҫлеме тивӗҫлӗ», — тесе чӑвашла куҫарнӑ Юрий Васильев сӑмахне ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи хыпарта.
Чи лайӑх служащисене раштав уйӑхӗн вӗҫӗнче палӑртӗҫ.
Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссине Александр Цветоквах ертсе пырӗ. Ҫӗнӗрен суйланнӑ ушкӑн ӗнер пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑннӑ. ТСКн улттӑмӗш йышӗн ларӑвне ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев та хутшӑннӑ.
«Чӑваш Енӗн ТСК лайӑххисен шутӗнче. Эпир ку комиссие тӗслӗх вырӑнне илсе кӑтартатпӑр», — тенӗ Раҫҫей Тӗп суйлав комиссийӗн пайташӗ Антон Лопатин ларура. Вӑл малтанхи 5 ҫул ӗҫленӗ йыша тав тунӑ. Чӑваш Енӗн Администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, Лопатин Михаил Игнатьева та ырӑпа палӑртнӑ. РФ ТСК пайташӗ шучӗпе пирӗн регион ертӳҫи обществӑна «консолидацилессипе, мӗнпур политика партийӗпе тата общественноҫпа ҫыхӑну тытассипе» нумай ӗҫлет.
ЧР ТСКне республика Элтеперӗ тата чӑваш парламенчӗ 12 ҫынтан йӗркеленӗ, вӗсенчен улттӑшӗ — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей», РФКП, ЛДПР, «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей», «Патриоты России» (чӑв. Раҫҫей патриочӗсем), «Народ против коррупции» (чӑв. Халӑх коррупцие хирӗҫ) партисен регионти уйрӑмӗсен пайташӗсем, икӗ ҫынна Раҫҫей ТСК сӗннӗ, тӑваттӑшӗ — общество организацийӗсен пайташӗсемпе вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра тӑрӑшакансем.
Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Василий Каховский ӑсчаха халалласа Канаш ҫӗрӗ ҫинче анлӑ лару иртмелле.
Ӑна Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче археологи пайӗнче вӑй хунӑ патшалӑхӑн тата обществӑн паллӑ ӗҫченӗ, пысӑк тавракурӑмлӑ ӑсчах, талантлӑ вӗрентекен ҫав ҫын ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине халалланӑ анлӑ ларӑва йӗркеленӗ май унта хутшӑнма йыхравлать.
Лару 2016-мӗш ҫулхи раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Атнашри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 10 сехетре пуҫланмалла.
Мероприятие маларах асӑннӑ институтӑн директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Леонид Петров тата ыттисем хутшӑнмалла, тухса калаҫмалла. Василий Филиппович Каховский ывӑлӗ Борис Васильевич та, вӑл истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ларӑва хутшӑнӗ.
Ҫак усал, тӗрӗссипе, никама та тиркемест. Статистика ҫапах та хулари ачасем хушшинче вӑл ытларах сарӑлнине кӑтартать. Ӗнер Чӑваш Енӗн Элтеперӗ ҫумӗнче йӗркеленӗ наркотика хирӗҫ кӗрешекен ятарлӑ комисси ларӑвӗнче те ҫавӑн пек ӳкерчӗк тухса тӑнӑ.
Тест мелӗпе тӗрӗсленӗ 19 пин шкул ачинчен 102-шӗ ҫеҫ наркотик витӗмне ҫакланнине ырӑ пулӑм темелле. Анчах унпа туслашнисем хуласенче ытлараххи сисӗннӗ. Ку вӑл Канашра, Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта уйрӑмах палӑрнӑ.
Комисси ларӑвӗнче калаҫнисем наркотик амакне ҫакланнисен йышӗ пӗтӗмӗшле чакса пынине те палӑртнӑ-ха. Михаил Игнатьев Элтепер илсе кӑтартнӑ цифра та ҫакнах ҫирӗплетнӗ:пӗлтӗрхи ҫак тапхӑра тата кӑҫалхине танлаштарсан чирлисен шучӗ 12,1 процент сахалланнӑ. Кунта тӳре-шара профилактика витӗмӗ пысӑккине палӑртать.
ЧР Министрсен Кабинечӗн черетлӗ ларӑвӗнче троллейбуспа, автобуспа, маршруткӑпа ҫӳремелли билет хакне хӑпартасси пирки калаҫнӑ. Общество транспорчӗпе ҫӳренӗшӗн тата багажшӑн тӳлемелли укҫа виҫине пысӑклатас проекта ырланӑ.
Ҫӗнӗ тарифсем 2017 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вӑя кӗрӗҫ. Хулаҫум автовокзалӗнчи автобуссемпе ҫӳремешкӗн те хаклӑрах пулӗ. Юлашки хутчен хаксене 2015 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӳстернӗ. Хальхинче билет хакӗсем мӗнле пулассине вырӑнти хӑйтытӑмлӑх палӑртӗ.
Ларура йышӑннӑ тӑрӑх, кашни муниципалитет билет тата пӗр уйӑх ҫӳремелли билет хакне палӑртма пултарӗ.
Чӑваш Енри нумай хваттерлӗ ҫуртсенче пурӑнакансенчен хӑшӗсем хӑйсен ҫуртне юсама хирӗҫ. Капла шухӑш патне ҫитнисене 32 ҫурт шутласа кӑларнӑ. Хуҫисем хирӗҫҫине кура вӗсене 2015—2016-мӗш ҫулсенчи республика программинчен кӑларнӑ.
Юсав кирлӗ маррине ҫынсем алӑ пуссах ҫирӗплетнине кура республикӑн Стройминӗ вӗсен кӗмӗлне списокри ытти ҫурта юсама уйӑрма сӗннӗ. Ыйтӑва правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
Строительство министерствин пайташӗ каланине Михаил Игнатьев Элтепер ӗненмесӗртерех йышӑннӑ. Тен, пурте килӗшмен-ха. Ҫурт-йӗрӗн патшалӑх инспекцийӗ ертӳҫи те алӑ пуснисене тӗрӗслемен тесе пӗлтернӗ.
Ҫиччӗ виҫ те пӗр кас тенешкел, укҫана ытти ҫурт валли куҫариччен муниципалитетсен пуҫлӑхӗсемпе канашлама йышӑннӑ.
Ӗнер, юпа уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев РФ Правительство ҫуртӗнче Раҫҫейри регионсене аталантарассипе ӗҫлекен Правительство комиссийӗн кулленхи ларӑвне хутшӑннӑ. Унта вӑл федералсене ӗҫлӗ сӗнӳ панӑ.
Ларӑва Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин ертӳҫин ҫумӗ Дмитрий Козак йӗркелесе ертсе пынӑ. Кӑҫалтанпа ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче регионсенчи бюджет ыйтӑвӗсем ҫинчен сӑмах пуҫарнӑ, хыснан тупӑш пайне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ самантсем пирки сӳтсе явнӑ. Федераци хыснинчен субъектсене бюджета шайлаштарма укҫа уйӑрни пирки те чарӑнса тӑнӑ.
Ларӑва хутшӑннӑ пирӗн регион Элтеперӗ Михаил Игнатьев федералсене тупӑшран илекен налукпа ҫыхӑннӑ федераци саккунне лайӑхлатас шутпа сӗнӳ панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |