Тутарстанра автобус ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енре ҫул-йӗр ҫинче тӗрӗслеве вӑйлатма йышӑннӑ. Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче пулнӑ хӑрушӑ аварире 14 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 12 ҫынна тӗрлӗ суранпа пульницӑна илсе ҫитернӗ. Следовательсен шухӑшӗпе, хирӗҫ килекен машинӑн фари автобус водителӗн куҫне шартарнӑ.
Тӗрӗслеве вӑйлатмалли пирки ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каланӑ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен планеркӑра сӳтсе явнӑ. Кунашкалли сиксе ан тухтӑр тесен ятарлӑ комиссин ларӑвне ирттерме, водительсене рейса тухас умӗн тӗплӗн тӗрӗслеме хушнӑ.
Ҫавӑн пекех Михаил Игнатьев видеофиксаци камерисен йӗркеллӗ ӗҫлемелли пирки аса илтернӗ.
Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ планеркӑра хулари маршруткӑсене хупас ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Транспорт сетьне оптимизациленӗ май темиҫе маршруткӑна пӗтересшӗн.
Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Герман Александров ҫак ыйту пирки калаҫнӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, халӑх хушшинче соцыйтӑм ирттернӗ. Ҫынсем троллейбуссемпе ҫӳреме килӗшнине, маршруткӑсем кӑмӑла кайманнине пӗлтернӗ-мӗн. Ҫавна май тӳре-шара хулари транспорт сетьне улшӑнусем кӗртесшӗн.
Ларура ҫак сӗнӳсене йышӑннӑ:
- 20 маршрута хупмалла, ҫав шутра 10, 14, 16, 18, 21, 24, 34, 36, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуссемпе маршруткӑсене.
- 16 автобус тата 2 троллейбус маршрутне улӑштармалла.
- 22-мӗш маршрутлӑ троллейбуса йӗркелесси.
Кунсӑр пуҫне транспортӑн пӗр пайне ҫӗнетесшӗн. Улшӑнусем кӗртесси пирки документа ҫак эрнере пичетлӗҫ, кун хыҫҫӑн сӳтсе явӗҫ.
Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинне суйлани пирки унччен Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ. Ҫак кунсенче ку ята кам тивӗҫнине палӑртнӑ.
Кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ ҫынни кам пулнӑ-ха? Иван Иванович Долгушин. Вӑл — Трактор савучӗн ветеранӗ, производство йӗркелӳҫи. Ӑна ку хисеплӗ ятпа Хула кунӗ умӗн чыслӗҫ.
Ӗнер Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсен ларӑвӗ иртнӗ. Унта мӗн пур кандидатурӑна пӑхса тухнӑ. Аса илтерер: кӑҫал ку ята илессишӗн 8 ҫын тупӑшнӑ. Канашланӑ хыҫҫӑн кӑҫал Шупашкар хулин хисеплӗ гражданинӗн ятне Иван Долгушина пама йышӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков нумай ачаллӑ ҫемьесене сертификат парасшӑн. Кун пирки вӑл Аталҫири хуласен Ассоциацийӗн пайташӗсен ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Алексей Ладыков нумай ачаллӑ ҫемьесене 300-400 пин тенкӗлӗх сертификат пама сӗннӗ. Ӑна амӑшӗн капиталӗпе тыттармалла. Ҫапла майпа ҫемьен 700-800 пин тенкӗ пулӗ. Ку вара пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатма пулӑшӗ.
Сертификата пама тытӑнсан строительство та аталаннине палӑртнӑ вӑл. Ҫапла налук пухса хыснана пуянлатма пулать. Хусанӑн сити-менеджерӗ Ильсур Метшин Алексей Ладыковӑн шухӑшне ырланӑ. Анчах хальлӗхе ку ыйтӑва татса пама май ҫуккине палӑртнӑ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика Правительствин йӑлана кӗнӗ ларӑвне ирттернӗ. Унта республикӑн Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн ертӳҫине — ҫурт-йӗр тӗп инспекторне Виктор Кочеткова канлӗ пурӑннӑшӑн сӑмах лекнӗ.
Ларӑва Виктор Кочетков ЧР Министрсен Кабинечӗ тӗрӗслев ӗҫӗсем ирттерессипе ҫыхӑннӑ хутсене унччен йышӑннине улшӑнусем кӗртме хатӗрленӗ проектпа паллаштарнӑ. Улшӑнӑва РФ Правительстви кӑҫал нарӑс уйӑхӗн ҫурринчех йышӑннӑ, пирӗн республикӑри Ҫурт-йӗр инспекцийӗ вара халь кӑна хатӗрленӗ.
«Канлӗ пурӑнатӑр. Раҫҫей Правительстви улшӑнусене нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче тунӑ. Кирлӗ хутсене сирӗн пуш уйӑхӗнчех йышӑнмалла пулнӑ, эсир вара 4 уйӑх иртсен ҫеҫ тӑватӑр. Ку вӑл ӗҫре чӑрмав кӳрет. Ку вӑл сирӗн ӗҫ тухӑҫлӑхне кӑтарать», — кӑмӑлсӑрланнӑ Элтепер.
Атӑл леш енче ЧР ШӖМӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта йӗрке хуралӗ енӗпе тӑрӑшакан студентсен отрячӗсене йӗркелесси пирки калаҫнӑ. Полицейскисен шухӑшӗпе, ку пирӗн регионта преступленисен йышне чакарма пулӑшать.
Лару ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртнӗ. Полици полковникӗ Марат Семенов палӑртнӑ тӑрӑх, общество йӗркине сыхлас енӗпе дружинӑсем йӗркелени — паянхи кун ҫивӗч ыйту. Ку преступленисен йышне те пӗчӗклетме пулӑшать.
Марат Семенов ҫакна тӗслӗхсемпе ҫирӗплетнӗ. Вӑл Шупашкар районӗнче халӑх дружини эрех-сӑра саккунсӑр майпа сутнӑ тӗслӗхе тупса палӑртни пирки аса илнӗ. Тепӗр тесен, ку студентсене ҫӗнӗлӗхсемпе паллашма, пӗлӳ шайне ӳстерме пулӑшать. Ҫапла майпа шалти ӗҫчен органӗсем валли кадр резервӗ хатӗрлес ӗҫ те йӗркеленсе пырать.
Общество канашӗн пайташӗсем ку сӗнӗве ырласа йышӑннӑ. Кунашкал отрядсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ тӗле йӗркелесшӗн.
«Чӑвашавтотранс» предприятире ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗччен ҫу уйӑхӗнчи ӗҫ укҫине парса татмалла. «Резерв ун валли пур. Уявсенче предприяти сахал мар тупӑш пуҫтарнӑ. Кулленхи ӗҫ халӑха вӑхӑтра ӗҫ укҫипе тивӗҫтерме май парать», — тенӗ паян Чӑваш Енӗн Правительство пайташӗсемпе иртнӗ канашлура республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Иванов.
Аса илтерер, шалупа пысӑк парӑма кӗрсе кайнӑ предприяти ӗҫ укҫине тӳлес тесе банкран кредит илнӗччӗ. Укҫа ҫу уйӑхӗн 30-мӗшӗнче предприяти счечӗ ҫине куҫнӑччӗ, ҫынсене вара ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче куҫарса панӑччӗ. Шалу тӳлемесен предприяти ӗҫченӗсем, пурӗ 140 ҫын, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче забастовкӑна тухассипе хӑратнӑччӗ.
Муркаш районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗпе тата унти паллӑ ҫынсемпе паллаштаракан энциклопедие ҫитес ҫул ҫӗнӗрен пичетлесе кӑларасшӑн. Ҫапла паян иртнӗ ларура йышӑннӑ.
Муркаш район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫумӗнче культура енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗпе Муркаш районӗн энциклопедине кӑларас енӗпе ӗҫлекен редакци канашӗ паян пӗрлехи ларӑва пуҫтарӑннӑ. Районти тӗп вулавӑшӑн ертӳҫи Ирина Николаева энциклопеди хатӗрлес ӗҫ епле пынипе паллаштарнӑ.
Сӑмах май, асӑннӑ муниципалитет ӑна хӑй вӑхӑтӗнче ытти районтан маларах кӑларнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн нумай япала ылмашнӑ. Унччен сиксе юлнисене те ҫӗнӗ кӑларӑма кӗртесшӗн.
Райадминистрацин сайтӗнче йӗркеленӗ «Краткая энциклопедия Моргаушского района» (чӑв. Муркаш районӗн кӗске энциклопедийӗ) баннера кӗрсе кирек кам та кирлӗ информаци хӑварма пултарать.
Чӑваш Енре транспорт налукне ӳстересшӗн. Ҫапла майпа хыснана 70,4 миллион тенкӗ ытларах кӗрӗ. Кун пирки ЧР Финанс министерстви пӗлтерет.
Налука 2019 ҫулта ӳстересшӗн. Ку ыйтӑва правительство ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Элтепер администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, транспорт налукӗ 20,7 процент ӳсӗ.
Халӗ автомобильсен хуҫисем 1 лаша вӑйӗшӗн (100 лаша вӑйӗллӗ машинӑшӑн) 13 тенкӗ тӳлеҫҫӗ. Ку категорипе коэффициент 1,207 пулсан налук 15,69 тенкӗ таран ӳсӗ.
Аса илтерер: транспорт налукӗ юлашки хутчен 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче ӳснӗ. 2014 ҫулта вӑл 11 тенкӗпе танлашнӑ.
Шупашкар мэрӗ Ирина Клементьева тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнине, ӑна «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен кӑларма пултарнине Чӑваш халӑх сайтӗнче хыпарланӑччӗ.
Ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Шупашкарта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партин регионти политканашӗн Президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ. Унта Ирина Клементьевӑна партирен кӑларас е хӑварас ыйтӑва пӑхса тухнӑ.
Партин Уставӗпе килӗшӳллӗн, Ирина Клементьевӑна пуҫиле ӗҫе пӑхса тухиччен Пӗтӗм Раҫҫейри «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партирен кӑларма йышӑннӑ.
Аса илтерер: мэр тӗлӗшпе икӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Следстви малалла пырать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ. | ||
| Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |