Шупашкарта икӗ автобус маршрутне улӑштарма йышӑннӑ.
Телеграмри каналсенчен пӗринче хыпарланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗлӗх 12-мӗш тата 41-мӗш маршрутсене пырса тивнӗ.
Хулари 12-мӗш автобус «Садовӑй» микрорайонтан «Благовещенски» микрорайона ҫӳреме тытӑннӑ. Автобуссен интервалӗ — 18 минут.
41-мӗш маршрутпа малашне пӗчӗк маршруткӑсем вырӑнне вӑтам тата пысӑк автобуссем ҫӳрӗҫ. Автобуссен 10 минутра пӗрре хутлӗҫ.
Шупашкарта ӗнертенпе Лакрей микрорайонӗ пур. Йышӑнӑва хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗнер алӑ пуснӑ, ӗнерех документа хула администрацийӗ официаллӑ сайтне лартнӑ.
Гладков урамӗ тесе пурӑннӑ тӑрӑх юлашки вӑхӑтра самай сарӑлнӑ. Ӑна хӑйне уйрӑм ят кирлине пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ хулари урам, тӳрем, чарӑнусен, ҫуртсен ячӗсене паракан, улӑштаракан комиссийӗн черетлӗ ларӑвӗнче хускатнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский пӗлтернӗччӗ.
Суту-илӳ ярмӑркки хыҫӗнчи микрорайонӑн ячӗ ҫуккине кура ӑна малашне «Лакрей микрорайонӗ» теме сӗннӗ. Ҫапла ят суйланин сӑлтавӗ, аса илтерер, юнашарах Лакрей вӑрманӗ кашласа ларнипе сӑлтавланнӑ.
Шупашкар ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ еннелле сарӑлӗ. Унта «Соляное» микрорайон тӑвассине хула влаҫӗсем халӑхпа пухӑнса сӳтсе явнӑ.
Микрорайон Шупашкарӑн ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче Шупашкар шыв управлӑхӗн ҫыранӗнчи 51 гектар ҫинче вырнаҫмалла. Территорин самай пайӗ хальлӗхе пушӑ.
«Соляное» микрорайон нумай хутлӑ тата 2 хутлӑ ҫуртсенчен, коттеджсенчен, 250 тата 130 вырӑнлӑх 2 ача пахчинчен, 1100 вырӑнлӑ шкултан, суту-илӳ, йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен предприятисенчен, физкультурӑпа культура объекчӗсенчен, кашнинче 300-шер машина лартмалла икӗ хутлӑ автостоянкӑран тӑрӗ. Ҫӗнӗ вырӑнта 9,1 пин ытларах ҫын пурӑнасса шанаҫҫӗ.
Проекта тума «Ҫыран» ассоциацие шаннӑ, ӗҫне пурнӑҫлаканӗ — «Полиспроект» архитектурӑпа конструктор бюровӗ.
Сӑнсем (7)
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |