Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкарти «Садовый» микрорайонта пурӑнакансем вӗри шывсӑр тӑрса юлнӑ. Ҫук, ҫынсем шыв укҫи тӳлемен мар. Микрорайонӑн котельнӑйне пӑхса тӑракан «СУОР» «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти умӗнче парӑма кӗнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче «Газпром межрегионгаз Чебоксары» асӑрхаттарса ҫыру янӑ, тепӗр икӗ кунран вара котельнӑйне сӳнтернӗ. Микрорайонта 30 ытла ҫурт вӗри шывсӑр юлнӑ. 203-мӗш ача пахчинче те вӗри шыв ҫук.
Паян 13 сехет ҫурӑра микрорайонта пурӑнакансем журналистсемпе тӗл пулнӑ. Ҫынсем чан ҫапаҫҫӗ. Ара, вӗсем управляющи компанине вӗри шывшӑн укҫа тӳлесе тӑнӑ-ҫке-ха. Ҫынсем пӗтӗм инстанцирен, ҫав шутра прокуратурӑран та, пулӑшу ыйтаҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш Енӗн Правительство ҫуртӗнче газ укҫипе парӑмлисем пирки черетлӗ хутчен калаҫнӑ. Канашлӑва Михаил Игнатьев Элтепер ертсе пынӑ. Унта пысӑк парӑм пухӑнса кайнӑ район администрацийӗсен пуҫлӑхӗсене йыхравланӑ, «Газпром межрегионгаз Чебоксары» предприяти пуҫлӑхӗ Кияметдин Мифтахутдинов хутшӑннӑ.
Муниципалитетсен газ парӑмӗ хальхи вӑхӑтра 1 млрд 465 млн тенке ҫитсе кайнӑ. Иртнӗ ҫулхи ҫав вӑхӑтринчен ку вӑл 37,2% нумайрах. Уйрӑмах пысӑк парӑмлисем — Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Улатӑр хулисем тата Вӑрнар районӗ.
Кияметдин Мифтахутдинов ӗнентернӗ тӑрӑх, районсемпе хуласен пуҫлӑхӗсемпе парӑм пирки пӗрре ҫеҫ мар калаҫнӑ, ыйтӑва татмалли мелсене сӳтсе явнӑ. Апла пулин те хӑш-пӗр ҫӗрте лару-тӑру ҫивӗчленсе пырать имӗш.
Элтепер управляющи компанисене те ӳпкеленӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхисем укҫа пухаҫҫӗ, анчах газовиксемпе татӑлма васкамаҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫынсене ӗҫ укҫи тӳлес енӗпе лару-тӑру лайӑхах мар. Паянхи кун тӗлне парӑм 28,5 миллион тенкӗпе танлашать.
Кӑтарту савӑнтармасть. Ку – Атӑл тӑрӑхӗнчи япӑххи. Ҫитменнине, республикӑра ӗҫ укҫи парӑмӗ чакмасть, ӳссех пырать. Ака уйӑхӗнченпе парӑм 1,6 процент ӳснӗ.
Танлаштармашкӑн: Мӑкшӑ Республикинче ӗҫ укҫин официаллӑ парӑмӗ 300 пин тенкӗ ҫеҫ. Пирӗн республика вара ку енӗпе япӑххисен йышӗнче.
Чӑваш Ен Правительствинчи канашлура ӗҫ укҫин парӑмне пӗчӗклетессине тӑтӑшах сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах официаллӑ статистика ҫакӑн усси пуррине ҫирӗплетмест-ха.
Чӑваш Енре пурӑнакан 2000 яхӑн ҫын ӑшӑшӑн тата ӑшӑ шывшӑн тӳлемен. Ҫавна май вӗсем хваттерӗсене сутаймӗҫ.
«Энергосбыт Т Плюс» компани пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре тата Мари Элта пурӑнакансем предприяти умӗнче 158 миллион ытла тенкӗ парӑма кӗнӗ. Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта тӗпленнӗ 1926 ҫын ӑна парса татма васкамасть-ха.
Компани суд приставӗсен службине вӗсен тӗлӗшпе мера йышӑнма ыйту янӑ: парӑмҫӑсем куҫман пурлӑхпа ҫыхӑннӑ ӗҫ-пуҫа пурнӑҫлаймӗҫ.
«Чӑваш бройлерӗ» предприятире халӗ 79 ҫын ӗҫлет, вӗсенчен 22-шӗ – декрет отпускӗнче. Чылайӑшӗ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗнчен ӗҫ укҫи илеймен. Предприяти 214 ӗҫчен умӗнче, ҫав шутра ӗҫрен кӑларса янисем те пур, 5 миллион тенкӗ парӑма кӗнӗ.
Ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче хапрӑк ӗҫченӗсем забастовка тӑвасси пирки пӗлтернӗ, тепӗр кунхине забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пӗтерес тесе хуралҫӑсем 53 ӗҫчене ӗҫе кӗртмен, предприятирен какай тултарнӑ машинӑна кӑларман. Вырӑна полици чӗннӗ.
Хапрӑкра кам ӗҫленӗ – пурин умӗнче те тенӗ пекех парӑм кӗнӗ. Унччен ӑна Вадим Николаев ертсе пынӑ (халӗ вӑл Чӑваш Ен сенаторӗ). Ун хыҫҫӑн хапрӑк Курскри усламҫӑ Александр Четвериков аллине куҫнӑ.
«Чӑваш бройлерӗн» акцийӗсен 51 проценчӗ – «Красная поляна плюс» АУОн (вӑл Курск облаҫӗнче вырнаҫнӑ), 49 проценчӗ – ЧР Юстици министерствин. Ведомство хӑйӗн акцине сутма тӑратнӑ, анчах ӑна никам та туянасшӑн мар.
Шупашкарти пӗр усламҫӑ ҫур миллион тенкӗ парӑмне татман. Анчах унӑн пур-пӗрех тӳлеме тивӗ.
Шупашкарти Мускав районӗн суд приставӗсен уйрӑмне 43 ҫулти арҫын пирки ӗҫ производстви килнӗ. Приставсем тӳрех ӗҫе пикеннӗ. Ҫав арҫыннӑн «Аврора» суту-илӳ центрӗнче суту-илӳ точки пур, ҫавӑнпа приставсем тӳрех унта ҫул тытнӑ. Вӗсем парӑмҫӑн спорт хатӗр-хӗтӗрне – обручсене, баскетболл мечӗкӗсене – арестленӗ.
Арестленӗ спорт хатӗрӗсене сутма палӑртнӑ. Ҫапла майпа арҫыннӑн парӑмне татӗҫ.
Муркаш районӗн сучӗ Муркаш ял тӑрӑхӗн депутатне айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл 18 ҫул тултарман ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, депутата юсанмалли ӗҫе 6 уйӑхлӑха янӑ.
37 ҫулти арҫын пӗлтӗр ывӑлне алимент тӳлеменшӗн административлӑ явап тыттарнӑ. Анчах депутата ку та тӳрӗ ҫул ҫине тӑма хистемен: пӗрех ывӑлӗшӗн унчченхи арӑмне укҫа паман. Унтанпа вӑл 3400 тенкӗ ҫеҫ алимент тӳленӗ. Унӑн вара уйӑхсерен 8 пин тенке яхӑн памалла.
Арҫыннӑн парӑмӗ 80 пин тенкӗрен иртнӗ. Депутат судра хӑйӗн айӑпне тунман. Хальлӗхе приговор вӑя кӗмен-ха.
«Чӑвашавтодор» 2016 ҫулта панкрута тухнӑ. Унта ӗҫленӗ ҫынсем умӗнче парӑм тӑрса юлнӑ.
Ҫак кунсенче унта вӑй хунӑ ҫынсене шалу тӳленӗ. Чӑваш Енри ӗҫ патшалӑх инспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне организацин ҫул-йӗр строительствин конкурс управляющийӗ ҫынсене 6,3 миллион тенкӗ тӳленӗ. Ҫапла майпа ӗҫ укҫин парӑмӗ татӑлнӑ.
Сӑмах май, 2017 ҫул вӗҫнелле шалу парӑмӗ 54 миллион тенкӗпе танлашать. Ӑна кӑҫалхи пуш уйӑхӗ вӗҫӗччен чи пысӑк лота сутса парса татма палӑртнӑ. Кунсӑр пуҫне 802 ӗҫчене ӗҫ укҫине вӑхӑтра паманшӑн процентсем тӳлеме шантарнӑ.
Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен. «Вперёд21.рф.» веб-сайтра пӗлтернӗ тӑрӑх, куншӑн ӑна тӗрмене хупнӑ.
Ҫӗмӗрле арҫыннин икӗ ача. Арӑмӗ унран алимент шыраса илнӗ. Анчах ҫак арҫын укҫа тӳлемен. 2015-2017 ҫулсенче вӑл алимент тӳлеменшӗн пӗрре мар явап тыттарнӑ. Унӑн парӑмӗ 450 пин тенке ҫитнӗ. Анчах ку та ӑна ӑс кӗртеймен.
Нумаях пулмасть икӗ ача ашшӗ суд сакки ҫине ларнӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, унӑн юсанмалли колонирен 4 уйӑх лармалла.
Кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енри 5 предприятире ӗҫ укҫипе 32,5 миллион тенкӗ парӑм пухӑнса кайнӑ. Ӗҫлекенсене вӑхӑтра тӳлемесӗр нушалантаракан предприятисем ҫаксем: Етӗрнери кирпӗч савучӗ, Шупашкарти 1-мӗш типографи, «Чӑвашавтотранс», Инкеклӗ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн граждан хӳтӗлевӗн вӗренӳпе методика центрӗ, «СУОР» общество.
Уйӑх пуҫланнӑранпа Етӗрнери кирпӗч савучӗпе вӗренӳпе методика центрӗнче парӑмпа татӑлса пӗтнӗ. Самай парӑмли - «Чӑвашавтотранс». 977 ҫын умӗнчи унӑн парӑмӗ - 10,7 миллион тенкӗ. «СУОР» предприяти 156 ҫын умӗнче 4,8 миллион тенкӗ парӑм пухса тултарнӑ. Малтан асӑннинче ӗҫ укҫине пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне татма шантарнӑ, строительство организацийӗнче - ака уйӑхӗнче. Пӗрремӗш типографи панкрута тухнӑ та унта ӗҫленисен умӗнчи парӑма предприяти пурлӑхне сутса ярсан ҫеҫ тӳлейӗҫ. Ку вӑхӑт кӑҫалхи иккӗмӗш кварталта ҫеҫ ҫитӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.04.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ. | ||
| Агеев Владимир Иванович, чӑваш графикӗ, живописецӗ ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Виталий Арсентьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Витвинский Валентин Федорович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Мадуров Дмитрий Фёдорович, культура тӗпчевҫи, историк ҫуралнӑ. | ||
| Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |