Африкӑри чиркӳ ҫыннисем Чӑваш Ене килсе ҫитнӗ. Курма мар, вӗренме.
Камерунтан, Кот-д’Ивуартан, Тӗп Африка Республикинчен, Габонтан, Бенинтан тата Буркина-Фасоран ултӑ пачӑшкӑ килнӗ. Вӗсем арҫынсен Ҫветтуй Троицкий мӑнастирӗнче пулӗҫ. Клириксем – Ҫурҫӗр Африка епархийӗнчен. Вӑл Вырӑс православи чиркӗвӗ Африкӑра уҫнӑ икӗ епархирен пӗри.
Африкӑри чиркӳ ҫыннисене Василий атте вӗрентӗ. Аякран килнӗскерсемпе вӑл хрантсусла калаҫӗ. Василий пачӑшкӑ темиҫе ҫул каялла Чӑваш Ене Францирен килнӗ. Малтан вӑл Улатӑрта ӗҫленӗ, халӗ – Шупашкарта. Пирӗн тӑрӑха килсен вӑл вырӑсла вӗреннӗ.
Шупашкар хулин Ҫурҫӗр-Хӗвеланӑҫ районӗнчи урама Варнава митрополит ятне парасшӑн. Турра ӗненекенсем Водопроводнӑй урам ятне улӑштарасшӑн.
Асӑннӑ урамра совет саманинче Шупашкарти епархи управленийӗ вырнаҫнӑ.
Урам ятне улӑштарма шухӑш тытнисем Денис Спирин сити-менеджер ячӗпе ҫыру шӑрҫаланӑ. Вӗсем Варнавӑн ырӑ ӗҫӗсене палӑртнӑ май вӑл митрополие 44 ҫул ертсе пынӑ вӑхӑтра (1976-2020 ҫулсенче) самай ырӑ ӗҫ пурнӑҫланине, ҫав шутра 200 ытла прихутпа 7 мӑнастир уҫнине, Шупашкарта тӗн училищи ӗҫлесе кайнине, Библие чӑвашла куҫарнине палӑртса хӑварнӑ.
Чӑваш Енри пачӑшкӑсем республикӑра пурӑнакан титуллӑ нацин чӗлхине вӗренме шухӑш тытнӑ.
«Шупашкар тата Чӑван Ен митрополийӗн пачӑшкисем чӑваш чӗлхине вӗренни ҫинчен пӗлтернӗччӗ сире. Халӗ вӗренӗвӗн 2-мӗш тапхӑрӗ пуҫланчӗ. Ӑнӑҫу сунар», — тесе хыпарланӑ Шупашкарти 40-мӗш шкулта чӑваш чӗлхине вӗрентекен Александр Степанов «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи хӑйӗн страницинче.
Чӑваш Енӗн Наци телерадиокомпанийӗ кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 4 пачӑшкӑ чӑвашла вӗренме шухӑш тытнӑ. Ют регионтан пирӗн республикӑна куҫса килнӗ пачӑшкӑсем чӑваш культурипе, историйӗпе, йӑли-йӗркипе те паллашаҫҫӗ. Икӗ уйӑхлӑх курса хутшӑнакансене Чӑваш Ен тата Шупашкар митрополичӗ Савватий пилленӗ.
Чӑваш Енри пачӑшкӑн рэп-композицийӗ фильмра янӑрать. Кун пирки Максим Курленко темиҫе кун маларах Фейсбукра пӗлтернӗччӗ.
Кунта ҫӗршыври кинотеатрсенче кӑтартакан «Непослушник» камит пирки пырать. Кинокартина нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче экран ҫине тухнӑ.
Ҫав фильмра янӑракан композицие темиҫе ҫул каяллах ҫырса илнӗ. Фильма ӳкерекенсене вӑл ӗҫ килӗшнӗ, вӗсем унпа усӑ курма автортан, Максим Курленкоран, ирӗк ыйтнӑ.
«Черное или белое»
рэп-композици фильмра икӗ эпизодра янӑрать. Бит авторӗ – Мускаври битмэкер DK Drammasta.
Фильм, сӑмах май, Максим Курленкона килӗшнӗ.
Курленко Шупашкар районӗнчи Шӑмӑшри чиркӳре пачӑшкӑра ӗҫлет. Хӑй вӑл Екатеринбург хулинчен.
Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев чиркӳре ӗҫлекенсене патшалӑх наградипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва вӑл паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ.
«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Шупашкар районӗнчи Алькешри чиркӗвӗн протоиерейне Валерий Андреева тата Муркаш районӗнчи Кӗрекаҫ Ҫеҫмерти арҫынсен мӑнастирӗн настоятельне Антон Шитова (Феодосия игумен) чыслама палӑртнӑ.
Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе Канаш районӗнчи Сиккассинчи чиркӗвӗн протоиерейне Александр Михайлова тата Шупашкарти Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗн протоирейне Алексей Павлова хавхалантарӗҫ.
Сӗнтӗрвӑрринчи епископ, Шупашкар епархийӗн викарийӗ (хӑйӗн епархийӗ ҫук, епархи епископне ертсе пыма пулӑшакан ҫынна ҫавӑн пек калаҫҫӗ) Игнатий Вологда митрополийӗсенчен пӗрне, Череповецрине, ертсе пыма тытӑнӗ. Ҫапла йышӑннӑ Вырӑс православи чиркӗвӗн Ҫветтуй синочӗ.
Асӑннӑ епархин унчченхи ертӳҫи – Флавиан епископ – сывлӑх хавшанине кура тивӗҫе пурнӑҫлама пӑрахма йышӑннӑ.
Игнатий (Сергей Васильевич Суранов) 41 ҫулта. Вӑл Канаш районӗнчи Сиккасси ялӗнче ҫуралнӑ. 2006 ҫулта манах пулса тӑнӑ. 2001 ҫулта И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи журналистика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ, 2017 ҫулта куҫӑнсӑр майпа – Чулхулари тӗн семинарийӗнчен.
Шупашкар тата Чӑваш Ен митрополине Улан-Удэри тата Бурят Республикинчи Савватий митрополит ертсе пыма тытӑнӗ.
Аса илтерер: 89 ҫулти Варнава митрополит кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗччӗ.
Савватий (Сергей Геннадьевич Антонов) Шупашкарта ҫуралнӑ. Вӑл Кӑнтӑр поселокӗнчи 3-мӗш вӑтам шкулта вӗреннӗ. Хӗсметре пулнӑ. 1989 ҫулта вӑл манах пулса тӑнӑ. Ҫав ҫулах Шупашкарти Введени чиркӗвӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Унӑн ашшӗ Геннадий Антонов та чиркӳре ӗҫленӗ. 1993 ҫулта Савватий Антонов арҫынсен Шупашкарти мӑнастирне ертсе пыма тытӑннӑ. Юлашки ҫулсенче Бурят Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ.
Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов чиркӳ тума пулӑшать, ҫавна май ӑна орденпах наградӑланӑ.
Николай Угаслов Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежский ячӗпе Шупашкарта собор тума пысӑк пулӑшу кӳни пирки конгресӑн пресс-служби хыпарлать. Уҫӑ кӑмӑлшӑн ӑна Ҫӗнӗ Шупашкарти Владимир кнеҫ чиркӗвӗнче ҫурлан 2-мӗшӗнче Мускав тата Пӗтӗм Pyҫ Патриархӗ Святейший Кирилл указӗпе килӗшӳллӗн Вырӑс Православи Чиркӗвӗн Таса пурнӑҫлӑ Сергий Радонежскийӑн III в степеньлӗ орденне парса чысланӑ.
Аса илтеретпӗр, Чӑваш наци конгресӗн Президенчӗ Николай Угаслов «ТУС» акционерсен xyпӑ обществин пуҫлӑхӗ пулса вӑй хурать.
Орден илнине конгресс пресс-служби чыс тесе хакланӑ май конгресс хастарӗсем Николай Федоровича чунтан саламланине, "пархатарлӑ ӗҫpe вӑй хурса тӑрӑшнӑшӑн" тав тунине пӗлтерет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |