ЧР Элтеперӗн Инстаграмри станицине пӑхса тӑракансем пӗлеҫҫӗх: вӑл федераци каналӗсенчен пӗрне интервью панӑ. «Мир 24» канал журналисчӗпе калаҫнӑ интервьюна нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Ютуб-каналта пӑхма пулать.
Калаҫу пирӗн регион цифра телекуравӗ ҫине куҫасси пирки пулнӑ. Интервью «Евразия. Дословно» программӑпа килӗшӳллӗн пулнӑ. Чӑваш Ен цифра телекуравӗ ҫине ака уйӑхӗн варринче куҫӗ. Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, нумай ӗҫ тунӑ ку тӗлӗшпе, анчах пӑтӑрмахсем те пулман мар.
«Мир 24» канал журналистсем пирӗн патра 4 кун пулӗҫ. Ҫак вӑхӑтра вӗсем республика пирки сюжетсем ӳкерӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тепӗр пулӑшуҫа ӗҫе илнӗ. Ҫапла майпа Владимир Голубейков унӑн тӑваттӑмӗш пулӑшуҫи пулса тӑнӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» портал хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗнӗ пулӑшуҫӑ республикӑра транспорт реформине пурнӑҫа кӗртессишӗн яваплӑ пулӗ. Унсӑр пуҫне вӑл ҫул-йӗр строительствин проекчӗсене пӑхса тӑрӗ, регион экономикин аталанӑвӗшӗн те, экономикӑри кӑтартусене пӑхса тӑрассишӗн те Владимир Голубейковах яваплӑ пулӗ.
Вӑл Харьковри летчиксене хатӗрлекен С.И. Грищевец ячӗллӗ аслӑ ҫар училищинче тата Мускаври потребитель кооперацийӗн университетӗнче пӗлӳ илнӗ. 1987-2001 ҫулсенче ҫарта тӑнӑ, тивӗҫлӗ канӑва тухсан Шупашкарти «Элара» заводра ӗҫленӗ.
Каласа хӑвармалла, Владимир Голубейковсӑр пуҫне Элтепер пулӑшуҫи пулса Надежда Белова, Владислав Кротов тата Татьяна Михайлова ӗҫлеҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР юстици министрӗн ҫумӗ Алексей Вязов ӗҫрен кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Пушӑ пукан хуҫи тупӑннӑ. Ку должноҫа Дмитрий Неяскин йышӑннӑ. Хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.
Дмитрий Неяскин Алексей Вязов пекех ЗАГС пайӗсемпе ӗҫлӗ. Палӑртмалла: пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче Юстици министерствине кадр резервне кӗртмелли кандидатурӑсене пӑхса тухакан конкурс комиссийӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ун чухне Дмитрий Сергеевич Неяскина кадр резеврне кӗртнӗ.
«Ҫыхӑнура» форумра ҫырнӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра Неяскин хушамат сайра хутра тӗл пулать. Унашкал хушаматлӑ тепӗр тӳре-шара пур: ЧР ШӖМӗн ертӳҫи Сергей Неяскин. 2016 ҫулта панӑ интервьюра вӑл унӑн виҫӗ ывӑл пуррине пӗлтернӗ, вӗсенчен пӗри – Дмитрий Сергеевич Неяскин.
Нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Чӑваш Ене РФ культура министрӗ Владимир Мединский Шупашкар 550 ҫул тултарнипе тата Чӑваш автономийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫитнипе ҫыхӑннӑ ыйтусене сӳтсе явмашкӑн ҫитӗ. Ҫавна май ҫак уявсене хатӗрлекен Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗ пулӗ. Владимир Мединский ҫак комитечӗн председателӗ шутланать.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев министра Шупашкара кӑрлач уйӑхӗн 29-мӗшӗнче чӗннӗ. Вӑл ун чухне шӑпах Мускавра ял территорийӗсене аталантарас енӗпе иртнӗ канашлӑва хутшӑннӑ.
Министр Шупашкара килсен юбилей тӗлне федераци укҫи-тенкипе реконструкцилекен объектсене ҫитсе курӗ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн конференцийӗнче вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе республикӑн Патшалӑх Канашӗн пуҫлӑхне йышӑнма тивӗҫ ҫынна палӑртнӑ. Кун пирки «Правда ПФО» иртернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн ҫитес ларӑвӗнче Патшалӑх Канашӗн Председательне ҫирӗплетмешкӗн асӑннӑ фракци депутачӗсем вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе Альбина Егоровӑн кандидатурине сӗннӗ. Политика партийӗн регионти уйрӑмӗн секретарӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама те Юрий Кисловах шаннӑ, ӑна та вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе ҫирӗплетнӗ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, парти конференцийӗнче кӑҫал тумалли ӗҫсене тишкернӗ. Унсӑр пуҫне парти предстедателӗн йышӑну пӳлӗмӗн ӗҫ-хӗлне пӑхса тухнӑ.
Чӑваш Енӗн юстиципе харпӑрлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумне Алексей Вязова ӗҫрен янӑ. Ун пирки кӑларнӑ йышӑнӑва паян, кӑрлач уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун ҫинчен «МК Чебоксары» хаҫат хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, йышӑнӑва Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ҫак документрах Алексей Валерьевича дожноҫран мӗншӗн хӑтарнине те асӑннӑ — вӑл урӑх ӗҫе куҫать-мӗн. Алексей Вязов юстици министрӗн ҫумӗнче — ЗАГС пайӗн пуҫлӑхӗнче 2014 ҫулхи раштавранпа ӗҫленӗ.
Палӑртса хӑвармалла, Алексей Валерьевич И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче вӗренсе юрист дипломне илнӗ, патшалӑх тытӑмӗнче 1998 ҫултанпа вӑй хурать.
Пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑйӗн пресс-секретарьне Светлана Каликовӑна отставкӑна янӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ЧР Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министӗр ҫумӗн пуканне йышӑннӑ.
Паян Чӑваш кӗнеке издательствин генеральнӑй директорӗн должноҫне палӑрмашкӑн кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче ӗҫлӗ ушкӑн ларӑвӗ иртнине пӗлтернӗ. Конкурса виҫӗ ҫын заявка панӑ. Ӗҫлӗ ушкӑн документсене пӑхса тухсан ку пукана Светлана Каликовӑна пама сӗннӗ.
Палӑртмалла: 47 ҫулти Светлана Каликова ЧР Элтеперӗн пресс-секретарӗнче виҫӗ ҫул ӗҫленӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумне Александр Андриянова тытса чарнӑ. Ҫакна Федераци хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ те ҫирӗплетет.
«Ҫыхӑнура» портал журналисчӗсем тӳре-шарана мӗншӗн тытса чарнине уҫӑмлатасшӑн пулнӑ. Хӑрушсӑрлӑх служби комментари паман. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине шӑнкӑравласан ку ыйтупа ӗҫсен управляющийӗпе ҫыхӑнма ыйтнӑ. Лешӗ вара ку ыйтӑва хуравлайманнине пӗлтернӗ, ҫапах Александр Андриянов чӑнах та ӗҫ вырӑнӗнче ҫуккине каланӑ.
Палӑртмалла: Александр Андриянов администрацире хула строительствин, ЖКХ тата инфратытӑм енӗпе ӗҫлет, ку должноҫа вӑл 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче йышӑннӑ.
Кӑрлачӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар мэрӗ Евгений Кадышев Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн Президиумӗн ларӑвне ирттернӗ. Унта Словаки Республикипе килӗштерсе ӗҫлес ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Халӗ Тренчин хулипе ҫыхӑнусем йӗркелес ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе ӗҫлеҫҫӗ.
Палӑртмалла: Тренчин – туристсен центрӗ, ӑна канакансем килӗштереҫҫӗ. Вӑл Словакин хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ, Чехипе чикӗленет. Ҫак хулапа ҫыхӑну тытни мӗн парӗ? Депутатсем ҫак ыйтӑва тӗплӗн пӑхса тухнӑ йыҫҫӑн йышӑну тӑвӗҫ.
Каламалла: паянхи кун тӗлне Чӑваш Енпе Словаки Республикинчи Тренчин хулипе килӗштесре ӗҫлени пирки килӗшӳ ҫук.
Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушу алӑ пуснӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, малашне министрсем отпуск ҫумне тепӗр 12 канмалли кун (тӳлевлӗ) илеймӗҫ.
2012 ҫулта Элтепер тӳре-шаран нормӑламан ӗҫ кунӗ пулнине палӑртнӑ. Ку министрсене, патшалӑх службин ертӳҫисене, администрацири хӑш-пӗр управлени пулӑшуҫисемпе пуҫлӑхӗсене пырса тивнӗ. Нормӑламан куншӑн вӗсем тӳлевлӗ 12 канмалли кун илме пултарнӑ.
Халӗ вара 2012 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йышӑннӑ хушӑва пӑрахӑҫланӑ. Ҫапла майпа министрсемпе хӑш-пӗр тӳре-шара канмалли хушма 12 кунсӑр тӑрса юлнӑ. Эппин, вӗсем халӗ киле 17 сехетре киле кайма пултараҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Савгачёв Фёдор Афанасьевич, чӑваш ҫыравҫи, Тутарстанӑн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |