Кӑҫӑл чаплӑ чӑваш ҫыравҫи, куҫаруҫи тата общесво ӗҫченӗ Андрей Петокки (1905-1942) ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитет. Ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче архив хӑтлавӗ иртрӗ. Мероприятие институтӑн ҫӗнӗ директорӗ Юрий Николаевич Исаев ертсе пычӗ. Итлекенсем — республикӑра тухса тӑракан тӗрлӗ МИХ ӗҫченӗсем пулчӗҫ. Геннадий Анатольевич Дегтярев, Юрий Васильевич Яковлев, Атнер Петрович Хусанкай, Аленчикова Муза Никитичка (Людмила Андреевна Петтоки тусӗ) сӑмах каларӗҫ, А. Петтоки архивӗн пӗлтерӗшне кӑтартрӗҫ. Виталий Григорьевич Родионов ҫак архива Геннадий Анатольевич тӑрӑшулӑхне пула ҫеҫ пухма пултарни пирки пӗлтерчӗ. Ку питӗ пӗлтерӗшлӗ терӗ — кашни ҫын хӑйӗн тӑван ялӗпе ҫыхӑннӑ пӗр ҫыравҫӑн архивне пухма пуҫӑнсан, ӗҫе тӑрӑшса тусан — пирӗн унашкал архивсем чӑннипех те нумайланӗччӗҫ терӗ.
Патӑрьел районӗн тӗп вулавӑшӗнче нумай пулмасть Евгений Турхан ҫыравҫӑн «Ӑҫта эсӗ, юратӑвӑм?» кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекепе паллашса ӑна хак парас, авторпа тӗл пулса калаҫас тӗллевпе вулавӑша районти «Мехел» литпӗрлешӳ членӗсем, прозӑпа поэзие юратакансем йышлӑн пухӑнчӗҫ. Асӑннӑ мероприятие йӗркелесе ертсе пыраканӗ библиотека ӗҫченӗ Нина Васильевна Мазякова пулчӗ.
Е.Турхан пултарулӑхӗпе «Хыпар» хаҫат корреспонденчӗ Николай Ларионов паллаштарчӗ. «Аса илтерчӗ» тени, тен, тӗрӗсрех пулӗ, мӗншӗн тесен Евгений Андреевича Юхмапа Пӑла тӑрӑхӗнче литературӑна кӑмӑллакансем ҫеҫ мар, район хаҫачӗн аслӑрах вулаканӗсем те лайӑх пӗлеҫҫӗ. Вӑл 1950 ҫулта Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ. 10 ҫулта чухне ҫемье Патӑрьелне куҫса килнӗ. 1976 ҫулта Е.Турхан районӑн «Авангард» хаҫат редакцийӗнче ӗҫлеме пуҫлать — корреспондент, пай пуҫлӑхӗ, редактор ҫумӗ пулса вӑй хурать.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче Ю. Сементерӗн «Ҫиҫӗм сапаки» кӗнекен презентацийӗ иртрӗ. Ҫӗнӗ кӗнекене поэт ӗмӗр тӑршшӗпе пуҫтарнӑ тӑватшар йӗркерен тӑракан сӑвӑсем кӗнӗ. «Шухӑшӑма мӗн май килнӗ таран кӗскен ҫавӑрса калас тӗллев мана яланах канӑҫ паман. Ҫавӑнпа та вӑл туртӑм тилхепине эпӗ асран та, алран та пӗрре те яман темелле. Халӗ вара, ҫав тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсене пӗр кӑшӑл туса кӑларас терӗм», — тесе палӑртать чӑваш халӑх поэчӗ Юрий Сементер. Хӑйӗн тӑватӑ йӗркеллӗ сӑввисем урлӑ поэт чӑваш ҫыннин паянхи шухӑш-кӑмӑлне, пурнӑҫри туртӑмӗсене, туслӑхпа юратури ӑнлавӗсене сӑнласа кӑтартать.
Уяв каҫне Чӑваш наци интернат-лицейӗнче вӗренекенсем поэтӑн тӑватӑ йӗркеллӗ хайлавӗсемпе хатӗрленӗ литература композицийӗпе уҫрӗҫ. Лицейҫӑсем илемлӗ вуланӑ композицийе итленӗ хыҫҫӑн вӗсен ертӳҫи Геронтий Лукиянович Никифоров аслӑ категориллӗ учитель ҫыравҫа поэзи анинче малалла та ӑнӑҫлӑ ӗҫлеме ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗнче Юрий Сементерӗн «Ҫиҫӗм сапаки» сӑвӑ кӗнекин презентацийӗ иртет.
Чӑваш халӑх поэчӗн ҫӗнӗ кӗнекине халиччен пичетленмен тӑватӑ йӗркеллӗ сӑвӑсем кӗнӗ. Поэта саламлама чаваш халӑх поэчӗсем Валерий Туркайпа Порфирий Афанасьев, унӑн чылай сӑввине вырӑсла куҫараканӗ Аристарх Дмитриев, Чӑваш республикин халӑх артистки Тамара Гурьева, Светлана Азамат сӑвӑҫ килӗҫ. Юрий Сементерӗн сӑввисемпе Анатолий Никитин кӗвӗленӗ юрӑсене «Янташ» ушкӑн янратӗҫ. Презентацие тӑратнӑ кӗнекери сӑвӑсенчен Г.С. Лебедев ячӗллӗ Чӑваш наци лицейӗнче вӗренекенсем литература композицийӗ хатӗрлеҫҫӗ.
Уяв каҫӗ 15.00 сехетре пуҫланать. Кӑмӑл тӑвакансене пурне те ҫак адреспа кӗтетпӗр: Октябрӗн 50-ҫуллӑх урамӗ, 3 ҫурт. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ: 63-48-76.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ: Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗ.
Паян, кӑрлачӑн 30-мӗшӗнче, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ кил-йыш вулав центрӗн Вулав залӗнче «Асамлӑ тӗрӗ тӗнчи» ятлӑ халӑх ӳнерӗн паллӑ ӑстин тата пичет ӗҫченӗн Валентина Минеевӑн кӗнекисемпе паллашу уявӗ, унпа пӗрле ал ӗҫӗсен куравӗ те иртрӗ.
Савӑнӑҫлӑ уява вулав центрӗн ертӳҫи Уразаева Татьяна Никаноровна уҫрӗ. Малалли сӑмаха Валентина Минеева хӑй илчӗ. Вӑл хӑй тӗрӗ тӗрлес ӗҫпе епле интересленсе кайни ҫинчен каласа пачӗ, хӑш-пӗр пӑшӑрхантаракан ыйтусемпе паллаштарчӗ. Валентина Алексеевнӑна уйрӑмах тӗрӗ ӑсталӑхӗн хӑш-пӗр пайӗсем ҫухални, «Паха тӗрӗ» хупӑнни пӑшӑрхантарать. «Тӑван Атӑл» журналта чӑваш тӗррисене пичетлеменнине те ырламасть.
Ҫавӑн пекех ӗҫлӗ уявра ӳнер пӗлӗвӗн тухтӑрӗ, профессор, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн тӗп сотрудникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн исскуствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа техника тата литературӑпа ӳнер тӗлӗшӗнчи Патшалӑх премийӗсен лауриачӗ Трофимов Алексей Александрович; кулӑшпа сатира ӳнерҫи, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Иван Мучи премийӗн лауриачӗ, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Яковлев Николай Лукич; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, ЧПГӐИ ӑслӑлӑх ертӳҫӗ сотрудикӗ Дегтярёв Геннадий Анатольевич; Чӑваш Республикин Наци музейӗн директорӗ Меньшикова Ирина Петровна; филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, И.
Халь пурте тенӗ пекех Адюков юрӑҫа пӗлеҫҫӗ. ХХ ӗмӗрти чӑваш культуринче ун евӗрлӗ хушаматлӑ тата тепӗр пултаруллӑ ҫын пурччӗ. Вӑл — халӑх сӑмахлӑхӗн хастар тӗпчевҫи тата ӑста преподаватель Иван Ильич Одюков профессорччӗ. Чунӗпе-сӑнӗпе илемлӗ те килӗшӳллӗ ҫынччӗ. Унра ыр кӑмӑллӑх тапса тӑратчӗ. Вӑл 40-мӗш ҫулсенче вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ, Ленинграда хӳтӗлесе йывӑр аманнӑ, Тухӑҫ Европӑна фашизмран хӑтарма хутшӑннӑ. Ҫӗнетӳ хумӗпе университетра чӑваш филологийӗпе культурин факультечӗ ҫуралсан Иван Ильич ун сӑпкине сиктерекенсенчен пӗри пулчӗ.
Мӗн тӑвӑн, пӗр шелсӗр вилӗм никама та хӗрхенмест – 1995 ҫулта вӑл пирӗн юратнӑ вӗрентекенӗмӗре, ӑсчахӑмӑра ӗмӗрлӗхех уйӑрса кайрӗ...
Тӗлӗнмелле, ҫак эрнере эп унпа калаҫнӑнах, ун сӑмахне илтнӗнех туйрӑм. Мӗн тери савӑнӑҫ! И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн издательствинче И.И.Одюковӑн «Суйласа илнӗ ӗҫсем» хулӑн кӗнеки (648 стр.) пичетленсе тухрӗ. Ӑна ӑсчах ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ.
«Нарспи» кун-ҫути курнӑранпа ҫӗр ҫул ҫитрӗ. Ҫак хушӑра нумай япала пирӗн пурнӑҫран тухса ӳкрӗ. Вӑл вара ватӑлмасть, кивелмест, малтанхи пекех пирӗн чун-чӗрене хумхантарать: хурлантарать, савӑнтарать, тунсӑх кӳрет, кӑмӑла ҫӗклет. Ӑна халалласа ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсем ҫуралаҫҫӗ, тарӑнрах та тарӑнрах тӗпчевсем ҫырӑнаҫҫӗ.
«Нарспи» 100 ҫулне халалласа кӑҫал Чӑваш патшалӑх университетӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ литература музейӗнче ӗҫлӗ уявсем иртрӗҫ. Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вара Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче «К.В.Ивановӑн «Нарспи» поэми – чӑваш литературин чаплӑ хайлавӗ» ятпа регионсем хушшинчи ӑслӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ. Малтанхи пӗрлехи ларура Ю.Артемьев, В.Родионов, Г.Федоров профессорсем тухса калаҫрӗҫ. Конференци ӗҫне культурӑпа вӗренӳ элчисем, ӑсчахсемпе студентсем, поэтсемпе вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ.
Нумай пулмасть Шупашкарта Чӑваш халӑх художникӗн Моисей Спиридоновӑн музей-хваттерӗнче кӗнеке уявӗ иртрӗ. Ӑна Валентина Минеевӑн кӑҫал тухнӑ «Чӑвашсен эрешлӗ пир-авӑрӗ» («Чувашское узорное ткачество») кӗнекине халалланӑ. Вӑл – «Из опыта народных мастеров» ярӑмра тухнӑ 3-мӗш капӑр кӗнеке — малтанхисем пек вырӑсла ҫеҫ мар, икӗ чӗлхепе. Унта «Сӳс-кантӑрпа ҫип ҫинчен», «Пир хатӗрӗсем, пир тӗртни ҫинчен», «Тӗрлӗрен пирсем тата кавирсем», «Тӗрлӗрен хӑю, пиҫиххи» ятлӑ пайсем пур. Кӗнеке сӑрлӑ ӳкерчӗксемпе, илемлӗ сӑнӳкерчӗксемпе куҫа илӗртсе тӑрать.
Кӗнеке авторӗ 84-ра. Вӑл ӗмӗр тӑршшӗпех чӑвашӑн эрешлӗ пир-авӑрӗпе кӑсӑкланнӑ. Ҫав ӑсталӑха вӗренсе ҫитнӗ те тӗрленӗ, тӗртнӗ, ҫыхнӑ, ыттисене вӗрентнӗ. Халь хӑй лайӑх пӗлекен япаласем ҫинчен чӑвашла алҫыру хатӗрленӗ, унтан – кӗнеке издательстви ыйтнипе — вырӑсла та куҫарнӑ.
Мӗншӗн кӗнеке уявӗ Спиридонов музей-хваттерӗнче иртрӗ-ха? В.Минеева – ҫак музейӑн 1-мӗш пуҫлӑхӗ, 11 ҫул (1990 – 2001) хӑй пӗчченех ҫавӑнта ӗҫленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |