Вырсарникун, авӑнӑн 29-мӗшӗнче, Вӑрмар районӗнчи Мӑнҫырмара пушар тухнӑ пулать. Ҫак ялта вырнаҫнӑ шкулӑн пушар сисчевҫи (сигнализацийӗ) ирхине 9 сехетре ӗҫлесе кайнӑ хыҫҫӑн хуралҫӑ коридорта тӗтӗм йӑсӑрланнине асӑрханӑ. Пушарпа кӗрешекенсем 6 минутра ҫитнӗ, ҫӳлӑма 20 минут хушшинче сӳнтернӗ.
Пушара пула 4 тӑваткал метр лаптӑкри урай юрӑхсӑра тухнӑ. Ҫавӑн пекех директор кабинечӗн алӑкӗ сиенленнӗ. Шкул коридорӗнчи стенасем те хӑрӑмланнӑ. ИӖМ ӗҫченӗсем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх кунти ҫулӑм ятарласа чӗртнине пула тухнӑ. Сиенленнӗ пурлӑх хакӗ 15 пинпе танлашнӑ.
Авӑнӑн 19-мӗшӗнче каҫ-кӳлем «Канаш» чӑх-чӗп фабрикин складне вӑйлӑ ҫулӑм хыпса илнӗ пулнӑ. Кун ҫинчен республикӑри ИӖМ служби пӗлтерет.
Турра шӗкӗр, сиксе тухнӑ инкекре никам та сусӑрланман. Regnum хыпарлав агенстви пӗлтернӗ тӑрӑх складра 10 тонна тырӑ тата ҫав виҫепех хӗвелҫаврӑнӑш жмыхӗ ҫунса кайнӑ. Складра пӗтӗмпе 400 тонна тырӑ упраннӑ иккен.
Ҫуннӑ лаптӑк — 1 260 тӑваткал метр. Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем ҫулӑма хӑвӑрт-хӑвӑрт сӳнтерсе утӑ упранакан ҫурт-йӗре, птичника тата ытти 3 миллион тенкӗ ларакан пурлӑха ҫӑлса хӑварнӑ. Вут-ҫулӑма сӳнтернӗ ӗҫре 11 ҫын тата 4 техника единици хутшӑннӑ.
Паяна пушар тухнӑ сӑлтавӗ паллӑ мар-ха.
Паян, авӑнӑн 16-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Улатӑр районӗнчи Илгышево ялӗнче 49 ҫулхи хӗрарӑмӑн кил-ҫур таврашӗнче мунча хыпса илнӗ пулнӑ. Пӑтӑрмах тухнӑ сӑлтавӗ вара — тӗрӗс мар вырнаҫтарнӑ тата япӑх ӗҫлекен хутмалли кӑмакапа мӑрьи.
— Мунча ҫунма тытӑннине кил хуҫисем хӑйсемех асӑрханӑ, тӳрех вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсене чӗннӗ. Пушара кӗске вӑхӑтрах сӳнтерме пултарнӑ пулин те мунча тӗппипех ҫунса кайнӑ, — пӗлтереҫҫӗ республикӑри Раҫҫей ПУ ИӖМ пресс-службинче.
Каярахпа, 12:14 сехетсенче ИӖМ управленине тата тепӗр шӑнкӑрав килнӗ — Кивӗ Вӑрмар ялӗнче те мунча хыпса илнӗ иккен. Турра шӗкӗр, пӑтӑрмахра никам та сусӑрланман. Пушар сӑлтавӗ вара — электричество техникипе тӗрӗс усӑ курманнинче пулнӑ.
Авӑнӑн 10-мӗшӗнче Шупашкарти Ашмарин урамӗнчи 2 хутлӑ 29-мӗш ҫуртри пӗр хваттерте ҫулӑм тухнӑ. Пушар тухни ҫинчен вара 27 ҫулхи хваттер хуҫи хӑй пӗлтернӗ. Ҫулӑмпа газ плити тивсе илнӗ иккен.
Вут-ҫулӑмпа кӗрешекенсем пушара 5 минут хушшинчи сӳнтерме пултарнӑ. Ҫулӑм тухнӑ сӑлтавне те вара тӳрех тӗпчесе пӗлнӗ. Кивелнӗ ҫурт тӑрринчен ҫумӑр шывӗ хӳме тӑрӑх юхса розеткӑна лекнӗ имӗш. Ҫакӑнтан кӗске тӗкӗнчӗк (замыкани) пулса иртсен пушарӗ те тухнӑ.
Республикӑри ИӖМ службинче пӗлтернӗ тӑрӑх пушара сӳнтерекенсем хваттере тата пурлӑха сыхласа хӑварнӑ, ҫапах та кил хуҫин юрӑхсӑрланнӑ тӗпелте юсав ӗҫӗсене ирттермеллех пулӗ.
Комбайнсем хиртех хыпса илни пулкалать-ха. Ҫак кунсенче вара «Шупашкар–Сӑр» автоҫулӑн 81 ҫухрӑмӗнче ӗҫлекен грейдера ҫулӑм ярса илнӗ. Техника Ҫӗрпӳ районӗнчи «Воддорстрой» обществӑн пулнӑ. Грейдер хыпса илни пирки хыпар ҫитнӗ хыҫҫӑнах яваплӑ службӑсем унта виҫӗ автоцистерна янӑ.
Пушарпа кӗрешекенсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫулӑм техника тытӑмӗ, механизмсемпе узелсем юсавсӑр пулнипе ҫыхӑннӑ.
Республика таврашӗнче тухнӑ пушарсен шучӗ эрнессерен ӳссе пырать. Инкек тухнӑ сӑлтавӗсем тӗрлӗрен: шел пулин те нумай чухне «хӗрлӗ автан» тухнишӗн этем хӑйех айӑплӑ.
Ытларикун, ҫурлан 20-мӗшӗнче 13:00 сехетсенче Елчӗк районӗнчи Тускел ялӑн пӗр кил-ҫуртӗнче пушар тухнӑ.
Тӗпелте хыпса илнӗ ҫулӑм пурӑнмалли ҫурта тӗппипех пӗтерме пултарнӑ. Пушара сӳнтерме килсе ҫитнӗ пушарнӑйсем ҫунакан ҫурт-йӗртен 74 ҫулхи кил хуҫипе унӑн мӑшӑрне кӑларма ӗлкернӗ, анчах та сӗрӗм хытӑ тивнине пула арҫын тӑнне ҫухатнӑ, паяна вӑл пульницӑра сывалать. Унӑн мӑшӑрӗ вара тухнӑ пӑтӑрмӑхра суранламан.
Инкекрен хӑтаракансем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх пушар кил хуҫи айӑпӗпе тухнӑ пулнӑ. Апатланас тесе старик ҫунакан плита ҫине ҫатма лартса янӑ пулас, хӑй вӑра плита умӗнчен кайса кресло ҫинче ыйха путнӑ. Ват ҫыннӑн арӑмӗ вӑл вӑхӑтра урӑх пӳлӗмре каннӑ, ҫавӑнпа та тухнӑ ҫулӑма тӳрех асӑрхаман.
Ҫак пушара пула тӗпелти стенапа мачча юрӑхсӑрланнӑ. Республикӑри ИӖМ служби пӗлтернӗ тӑрӑх кил хуҫисем 2 пинлӗх шар курнӑ.
Астӑватӑп, эпӗ ача пуҫӗпе чарусӑр ӗҫсем тусассӑн кукамай мана кулкаласа «йӑнӑшман этем — этем мар» тесе калатчӗ. Ку каларӑш ӗнтӗ хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлекен ӑстасене те пырса тивет иккен.
Ӗнер, ҫурлан 7-мӗшӗнче кӑнтӑралла Шупашкар районӗнчи Шӑмӑш ялӗнче 86 ҫулхи кинемейӗн пӳрчӗ хыпса илнӗ. Пушар тухнӑ сӑлтавӗ вара — ҫулӑм таврашӗпе ӗҫленӗ чухне хӑрушсӑрлӑх йӗркисене пӑхӑнманни. Ҫурт-йӗр купалакансем иккен пӳрт тӑрринче ребероид улӑштарнӑ: газ горелкинчен тухакан хӗм вара ӑнсӑртран маччана лекнӗ пулнӑ. Арҫынсем тухнӑ пӑтӑрмахра ҫухалса кайман, хӑйсен вӑйӗпех ҫулӑма сӳнтернӗ. Вӗсене пулӑшма ИӖМ ӗҫченӗсем те килсе ҫитнӗ. Пушара пула вара пӳрт тӑррипе мачча юрӑхсӑрланнӑ, шырлӑх сумми — 5 пин тенкӗ. Унсӑр пуҫне пушара сӳнтернӗ чухне пӗр ӗҫчене сӗрӗм тивнӗ ӑна вара васкавлӑ вырӑнти пульницӑна леҫнӗ.
Пушар тухасси тӗрлӗ сӑлтавсемпе ҫыхӑннӑ. Хӑш чухне этем хӑйӗн айванлӑхӗпе «хӗрлӗ автана» кӑларать, ытти чухне вара пушар хӑех кӗтмен ҫӗртен хӑнана пырса килет.
Ҫурлан 6-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Сурӑмхӗрри ялта ача-пӑча вӑййипе 7 тоннӑ йывӑрӑш улӑм купи тӗппипех ҫунса кайнӑ. Ку инкек пӗтӗмӗшлӗ 7 пин тенкӗлӗх шырлӑх кӳнӗ.
Ҫак кунхинех Етӗрне хулинче 50 ҫул Октябрь урамӗпе пыракан 40 ҫул каялла тухнӑ «Газ-66» тиев урапи хыпса илнӗ. Ҫулӑм тухнӑ сӑлтавне вара урапан механизмӗ кивелнипе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Тиев машинин водителӗ ҫунӑк шӑша туйса илсенех транспортран аннӑ. Тухнӑ инкек никама та амантман, урапан электропроводки ҫеҫ ҫунса кайнӑ.
Ку тӗслӗх темиҫе кун каялла Вӑрнар районӗнче пулса иртнӗ. Унти К. Маркс ячӗллӗ хуҫалӑхра кӗрхи тулӑ выракан Дон-1500Б комбайна вут хыпса илнӗ.
2005 ҫулта кӑларнӑскер унччен тӑватӑ кун маларах кӑна техника тӗрӗслевӗ витӗр тухнӑ. Ӑна пуҫӗпех юсавлӑ тесе йышӑннӑ. «Штурвала» механизаторта виҫӗ теҫетке ҫул тӑрӑшакан ӑста тытса пынӑ иккен. Бункера пушатнӑ хыҫҫӑн 100 метр пек кайсан вӑл ҫулӑм асӑрхаса комбайна хӑвӑрт кӑна сӳнтернӗ. Ӑна пулӑшма ытти ӗҫтешӗ те чупса пынӑ. 7 огнетушителе усӑ курса та ҫулӑма чарма май килмен. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Вӑрнарти пайӗн специалисчӗсене чӗнсе илнӗ. Вӗсем ҫитнӗ ҫӗре комбайн вӑйлӑ шар курнӑ — халь ӑна юсама та май килмест иккен.
Пушар сӑлтавне специалистсем палӑртӗҫ.
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм. Ахальтен мар ӗнтӗ ҫакӑн йышши каларӑш ҫӳрет халӑхра. Ку хутӗнче хӗрлӗ автан Ҫӗрпӳ районӗнчи Актай ялне ҫитнӗ. Унта утӑн 27-мӗшӗнче 50 ҫулхи кил хуҫин сарайӗ хыпса илнӗ.
Пушар тухнӑ сӑлтавӗ тӗрлӗрен пулать. Актайра вара пушар ӗнене пула тухнӑ имӗш. Тен, килти выльӑх каҫхи тӗттемлӗхпе аптраннӑ, ҫавӑнпа та пуль выключателе перӗннӗ те. Ҫакна пула электричествӑ пралукӗнчен хӗм тухнӑ, хыҫҫӑн вара пушар та вӑйланнӑ.
Ҫулӑмпа кӗрешекенсем хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ пурнӑҫланине пула ҫулӑм ҫумри ҫурт-йӗре куҫма ӗлкереймен. Ӗни та пушарта сусӑрланман, ара ӑна хуҫисем хӑйсемех ҫунакан сарайран туртса кӑларнӑ. Ҫапах пушар сарая самай юрӑхсӑрлантарнӑ, шырлӑх суммине 30 пин тенкӗпе палӑртаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Будников Александр Михайлович, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |