Муркаш районӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки РФ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп упарвленийӗ пӗлтерет.
Ку пӑтӑрмах ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 7 сехет те 40 минутра пулнӑ. Кӑпас ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере 1971 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ. Вӑл 49 ҫулта пулнӑ. Унӑн виллине ентешӗсем асӑрханӑ, вӗсемех ӑна ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак арҫын мӗншӗн путса вилнине халӗ специалистсем уҫӑмлатаҫҫӗ.
Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри ӗҫченӗсем Шупашкар районӗнчи коммерци организацийӗсенчен пӗрин тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 145.1 статйин 2-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн явап тыттарма пултараҫҫӗ. Тепӗр майлӑ каласан, арҫын ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Шалӑва вӑл хӑйӗн тӗп бухгалтерне тӳлесе татман. РФ Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, директорӑн шалу тӳлеме майӗ пулнӑ. Апла пулин те вӑл тӗп бухгалтера пӗлтӗрзи утӑ уйӑхӗнче пуҫласа раштав уйӑхӗччен 104 пин тӳлесе ҫитермен. Халӗ те вӑл парӑмпа татӑлса пӗтмен.
Пуҫиле ӗҫе тӗпчевҫӗсем халӗ малалла тӗпчеҫҫӗ.
Чӑваш Енри аслӑ шкулсенчен пӗрин преподавателӗ сӗтев илнӗ тесе шухӑшланине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пуҫиле ӗҫе Шупашкарта пурӑнакан 66 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫарнӑччӗ. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи «Фармакологи, клиника фармакологийӗ тата биохими» кафедрӑн доценчӗ пулса ӗҫлет.
Арҫын икӗ студенткӑран сӗтев илнӗ. Хӗрсем укҫана ҫын урлӑ тыттарнӑ. Преподавателе 250 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Кунсӑр пуҫне ӑна аслӑ тата ятарлӑ пӗлӳ паракан вӗренӳ заведенийӗсенче ӗҫлеме чарнӑ.
Сӗтев паракан студенткӑсем тата вӗсенчен укҫа илсе преподавателе сӗтев панӑ ҫын тӗлӗшпе те пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Вӗсене халӗ суда ярса панӑ.
ҪӖР | 07 |
Чӑваш Енри полицейскисем Волгоград облаҫӗнчи каччӑна тытса чарнӑ. Вӑл тӗнче тетелӗнче хӗр ячӗпе регистрациленнӗ. Хӑйӗнпе паллашас тата тӗл пулас тенӗ каччӑран укҫа ыйтнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан 22 ҫулти ҫамрӑк хулари полицейскисенчен пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, тӗнче тетелӗнче ар ҫыхӑнӑвне кӗрес тӗллевпе хӗрпе паллашнӑ. Анчах унпа тӗл пулма ниепле те май килмен. Пике курнӑҫу вӑхӑтне пӗрмай куҫарнӑ. Ҫав вӑхӑтра каччӑ хӗре 51 пин тенкӗ куҫарса пама ӗлкӗрнӗ. Лешӗ укҫана тӗрлӗ сӑлтавпа ыйтнӑ.
Каччӑпа паллашасшӑн хӗр пек суйса пӗлтерӳ пичетлекенни Волгоград облаҫӗнчи 18 ҫулти каччӑ пулнӑ. Ӑна Шалти ӗҫсен министерствин пуҫиле шырав ӗҫченӗсем тупса палӑртнӑ. Пирӗн патри йӗрке хуралҫисем ҫав тӑрӑха ятарласа кайнӑ, ҫамрӑка тытса чарнӑ. Каччӑ укҫана тавӑрса панӑ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 17 ҫулти каччӑна суд тӑвӗҫ. Ӑна ҫын сывлӑхне йывӑр сиен кӳрсе асӑрханмасӑр вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче пулса иртнӗ. 17-ри каччӑ тата 48 ҫулти арҫын пӗлӗшӗ патӗнче хӑнара пулнӑ. Хайхискерсем хирӗҫсе кайнӑ. Ҫамрӑкки ватӑраххине урама илсе тухнӑ та кӗлеткинчен 25 хутран кая мар тапнӑ, ҫапнӑ.
Аслӑраххи тӑнне ҫухатнӑ. Каччӑ ӑна йывӑҫсем ӳсекен вырӑна сӗтӗрсе кайнӑ та типӗ курӑкпа, туратпа витнӗ. Хӑй киле кайса ҫывӑрма выртнӑ. Лешӗ вара йывӑр сурансене пула ҫавӑнта вилнӗ.
17-ри каччӑ тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ. Судччен ӑна хупӑ усрӗҫ.
Шупашкар хулинче пӗр машина Атӑла путма пуҫланӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Калина» машина рулӗ умне хӗрӗнкӗ ҫамрӑк хӑйӗн ӳсӗр тусне лартнӑ. Атӑл ҫыранӗн хӗррипе пынӑ чух машина каялла чакса шыва чӑмнӑ.
Автомобиле эвакуаторсӑр ҫӑлма май ҫукран ҫамрӑксен пулӑшу ыйтма тивнӗ.
Каччӑна правасӑр тата хӗрӗнкӗ ҫынна руль тыттарнӑшӑн айӑплӗҫ. Унӑн тусне ятарлӑ приемника 10 талӑклӑха ӑсатнӑ.
Машина хуҫин эвакуаторшӑн тата штрафлапамшӑн укҫа тӳлеме тивӗ. Транспорт хуҫи машинӑна чӗртсе тухнӑ ҫамрӑкӑн амӑшӗ пулнӑ. Каччӑ пӑтӑрмахшӑн амӑшӗ тарӑхассинчен те питӗ хытӑ хӑранӑ. Асли, чӑн та, пӗртте савӑнман тесе пӗлтернӗ ҫул-йӗр инспекторӗсем.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 71 ҫулти арҫынна ҫирӗп режимлӑ колоние 8 ҫул та 6 уйӑхлӑха янӑ. Вӑл ашшӗне, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранне, вӗлернӗ.
Ку ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Ҫав кун арҫын килӗнче пулнӑ. Ӳсӗрскер ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Лешӗ ӑна эрех ӗҫнӗшӗн ӳпкелени килӗшмен.
71 ҫулти арҫын ветерана хӗненӗ, унтан ҫӗҫӗпе чикнӗ. Вастӑскер ҫавӑнтах вилнӗ. Ывӑлӗ судра айӑпне йышӑнман, вӑл каланӑ тӑрӑх, ашшӗне чикансем вӗлерсе хӑварнӑ. Патшалӑх айӑплавҫи вара айӑпне ӗнентернӗ.
Хусантан Шупашкара килсе хӗрарӑма пусмӑрланӑ полицейские суд тунӑ. Суд приговорӗ хальлӗхе вӑя кӗреймен-ха тесе пӗлтерет РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби. Арҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 131-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе 3,5 ҫуллӑха хупса хумасӑр явап тыттармалла тунӑ.
Хусанти 34 ҫулти полицейски 2019 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Шупашкара килнӗ. Отпускра пулнӑ май кунти общежитисенчен пӗринче пурӑнакан пӗлӗшӗ патӗнче хӑналаннӑ. Ҫавӑнта вӑл 49 ҫулти хӗрарӑмпа паллашнӑ. Хӗрарӑма вӑл питӗнчен пӗр хутран кая мар ҫапни тата ӑна ирӗксӗрлесе унпа ар ҫыхӑнӑвне кӗни паллӑ.
Шалти ӗҫсен ӗҫченӗн ятне ярать тесе пӑтӑрмах хыҫҫӑн арҫынна ӗҫрен кӑларса янӑ. Халӗ, ав, унӑн суд тенкелӗ ҫине ларма тивнӗ.
Шупашкар районӗнчи Ишек ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна район адлминистрацийӗн бюджетне шар кӑтартнӑ тесе явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, 2008 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи нарӑс уйӑхӗччен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ (халӗ вӑл вӑл пукана йышӑнмасть ӗнтӗ) ҫӗр лаптӑкӗсем уйӑрса пани ҫинчен калакан суя документсем хатӗрленӗ. Пурӗ ултӑ хутчен. Вӗсене вӑл хӑйӗн паллаканнисене тыттарнӑ. Ҫав документсене тӗпе хурса лешсем ҫӗре харпӑрлӑха илнӗ. Ҫапла вара район хыснине 184 пин тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ.
Тӑкака саплаштарма кирлӗ пулӗ тесе асӑннӑ лаптӑксене халӗ арестленӗ.
ҪӖР | 05 |
Чӑваш Ен прокуратури хушша-хуппа кӗнӗ хыҫҫӑн репсубликӑри тухтӑрсене 39 миллион тенкӗ ытла хушса тӳлемелле тунӑ.
Надзор органӗн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республика прокуратури сывлӑх сыхлав учрежденийӗсен ӗҫченӗсене хавхалантармалли укҫана епле тӳленине тӗрӗсленӗ. Тӳлев йӗркине пӑснӑ май укҫана сахалтарах куҫарса пани ҫиеле тухнӑ.
Кӑлтӑка тупса палӑртнӑ хыҫҫӑн прокуратура медицина организацийӗсене тата республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствине асӑрхаттару хучӗсем ҫырса панӑ, унта вӑл ҫитменлӗхе пӗтермеллине палӑртнӑ.
Пульница ӗҫченӗсене укҫана ҫӗнӗрен шутласа панӑ хыҫҫӑн 3192 тухтӑра 39,7 миллион тенкӗ ытларах тӳлеме йышӑннӑ. Вӑл «кӗмӗле» шурӑ халатлисем шалупа пӗрле илӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |