Чулхула тӑрӑхӗнчи пакунлисем преступлени тунӑ тесе шутланипе икӗ ҫынна тытса чарнӑ. Пӗрне, аслӑраххине, — Совет районӗнче. Теприне, вунӑ ҫул кӗҫӗнреххине, — Дзержинскра.
Пакунлисенчен тарса ҫӳренӗ арҫынсем Киров облаҫӗнче ҫуралнӑ тесе пӗлтернӗ маларах Чӑваш халӑх сайтӗнче.
Таркӑнсем ҫынна вӗлернӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Усал ӗҫе Чӑваш Республикинче тунӑ.
Тарса ҫӳрекен икӗ арҫынна Чӑваш Республикин Шалти ӗҫсен министерстви шыранӑ. Киров тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ арҫынсем Чулхула тӑрӑхне ҫитнӗ. Унта чарӑннӑ. Иккӗш икӗ ҫӗрте ҫӳренӗ. Ҫавах вӗсем пакунлисен аллине ҫакланнӑ. 1982 ҫулта ҫурални те, унран кӗҫӗнрех тусӗ те. Вӗсене ҫӗркаҫ тытса чарнӑ. Таркӑнсене Чӑваш Республикинчи йӗрке хуралҫисен аллине панӑ.
Хусанта пурӑнакан арҫынпа хӗрарӑм ачана ҫул хӗрринче хӑварнӑ. Ҫулталӑкри хӗрачана. Хӑйсен хӗрне. Ҫӗрле. Пӗччен.
Ҫав кун мӑшӑр хирӗҫнӗ. Ҫул хӗрринче. Ҫынсем ҫӳремен вырӑнта. Хытах вӑрҫӑннӑ. Уйрӑлма шут тытнӑ арҫынпа хӗрарӑмӑн калаҫу сыпӑнман. Хӗрарӑм упӑшкин машининчен тухнӑ. Тарӑхса алӑка хупнӑ. Унпа ҫулталӑкри хӗрӗ пулнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗн машинине ларнӑ. Ларнӑ та вӗҫтернӗ. Пӗччен. Ачана пӑрахса хӑварса.
Тӗттӗмре ҫул хӗрринче пӗччен ларакан ачана таксист асӑрханӑ. Салонти хӗрарӑм-пассажир васкавлӑ службӑсене часрах чӗннӗ. Васкавлӑ пулӑшу машини, йӗрке хуралҫисем ҫитнӗ. Кайран — ачан ашшӗпе амӑшӗ. Вӗсене 500-шер тенкӗлӗх штрафлама пулать тесе ӑнлантарнӑ журналистсене право хуралӗнче ӗҫлекен ҫын.
Ҫухалнӑ хӗре хваттер хуҫисем чӑматанта тупнӑ. Хӗр телефона тытманран шырама пуҫланӑ. Пике ҫын хваттерне Мускавра тара илсе пурӑннӑ.
Хӗрпе ҫыхӑнма май килмен. Хваттер хуҫисем ӑна шыраса хваттере пынӑ. Хӗр виллине унти чӑматанта асӑрханӑ вӗсем.
Пырьев урамӗнче виле тупнине тӗпчевҫӗсем утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче пӗлтернӗ. Чӑматана пытарнӑ хӗре ҫӗҫӗпе чиксе пӗтернӗ. Кӑкӑр тӗлӗнчен.
Хӗре унӑн тӑванӗсем шырама пуҫланӑ. Вӑл ҫукран вӗсем пике пурӑнакан хваттер хуҫисемпе ҫыхӑннӑ. Вӗсене унта кайса пӑхма ыйтнӑ.
Кам вӗлернине тӗпчевҫӗсем палӑртӗҫ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫак уйӑхра Ҫӗнӗ Мускаври хваттерте стюардессӑна вӗлернӗ. Айӑплӑ тесе 25 ҫулти каччӑна хупнӑ. Тӗпчев вӑхӑтӗнче. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗччен.
Муркаш районӗнче утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫул ҫинче инкек пулнӑ хыҫҫӑн прокуратура ҫул-йӗр инспекторӗсен ӗҫне тӗрӗслесе хак парӗ.
Аса илтерер: асӑннӑ кун ирхине «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑ. УАЗ водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонта пулнӑ тепӗр пассажир та каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ Олег Ладыков пулма пултарнӑ тесе шухӑшланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Каччӑна унччен суд ҫулталӑк та 4 уйӑхлӑха тӗрмене хупмасӑр айӑплама йышӑннӑччӗ. Вӑл тата унӑн юлташӗ тантӑшӗсене хӗненӗччӗ.
Сӑмах май, ҫакна та палӑртар: ӗнер Алексей Ладыков «Уҫӑ хула» форматпа хула ҫыннисемпе тӗл пулнӑ. Шӑв-шав ҫӗкленӗ инкекпе кӑсӑкланакан та тупӑннӑ. Сити-менеджер авари вырӑнӗнче хӑй пулмантан руль умӗнче кам пулнине пӗлменнине палӑртнӑ. Ладыковсен ун пек машина ҫук-мӗн.
Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ирхине Муркаш районӗнчи Калмӑккасси ялӗ ҫывӑхӗнчи «Мускав-Ӗпхӳ» федераци трасси ҫинче инкек пулса иртнӗ. «Ауди» автомашина ҫул хӗрринчи тимӗр картана пырса тӑрӑннӑ, унтан «УАЗ-3909» автомобильпе ҫапӑннӑ. УАЗ водительне пульницӑна илсе кайнӑ. Салонта пулнӑ тепӗр пассажир та каярах тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
«Ауди» машинӑри ҫынсем автомобиле пӑрахса хӑварсах вырӑнтан тапса сикнӗ. Руль умӗнче Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн Алексей Ладыковӑн ывӑлӗ Олег пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Кун пирки ӗнер «Россия-24» (чӑв. Раҫҫей-24) телеканал «Дежурная часть» кӑларӑмра хыпарланӑ. Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче «Ауди» салонти камера ӳкерсе илнӗ видеона (ӑна лартакансем ҫапла ӗнентереҫҫӗ) вырнаҫтарнӑ. Кадр хыҫӗнчи сасӑ сехетре 200-е яхӑн километр хӑвӑртлӑхпа пынишӗн каппайланса калаҫни илтӗнет. Машина пӗр автомобиль хыҫҫӑн тепринчен ирте-ирте кайни курӑнать.
Чӑваш Ен Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче саккуна ҫирӗп пӑхӑнакан ҫынсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫакна пӑтӑрмахлаистори ҫирӗплетсе парать темелле.
27 ҫулти арҫын министерствӑра ӗҫлекен пӗр хӗрарӑма сӗтев парас тенӗ. 200 пин тенке вӑл 55 ҫулти паллаканӗ пулӑшнипе тыттарма хӑтланнӑ. Министерствӑра ӗҫлекен хӗрарӑмӑн хайхине пассажирсене муниципалитетсем хушшинчи турттаракана палӑртмалли уҫӑ конкурсра ҫӗнтерме пулӑшмалла пулнӑ.
Хӑйне сӗтев сӗннине хӗрарӑм министерствӑри хӑйӗн пуҫлӑхӗсене пӗлтернӗ, унтисем — право хуралҫисене.
Сӗтев сӗннӗшӗн РФ Пуҫиле кодексӗн статйисемпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче пулса иртнӗ.
Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан ҫак ҫемьене калама ҫук пысӑк инкек пырса ҫапнӑ. Инкек пӗччен ҫӳремест теҫҫӗ те... Маларах ҫемье тӑваттӑри ывӑлне пытарнӑ. Халӗ, ав, кил хуҫине — ачан ашшӗне, ҫынна астумасӑр вӗлернӗ тесе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ. РФ Следстви комитечӗ Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пуҫиле ӗҫе прокурор ҫирӗплетнӗ. Ӗҫе суда ярса парӗҫ.
Аса илтерер: инкек кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑччӗ. Пӗчӗк ывӑлне кабинӑна лартса ашшӗ хире тислӗк тӑкма кайнӑ. Тӑвалла хӑпарнӑ чух арҫын ача тракторӑн хыҫалти чӳречинчен тухса ӳкнӗ. Пуҫӗпе вӑл прицепӑн тимӗр турти ҫине шаплаттарнӑ. Йывӑр суранланнӑскере пульницӑна васкавлӑн илсе кайнӑ. Анчах шурӑ халатлисем те пӗчӗкскерӗн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Ачан ашшӗне РФ Пуҫиле кодексӗн 109 статйипе айӑпласшӑн.
Шупашкарта Мир проспектӗнчи пӗр ҫуртра ӗнер, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, чутах пысӑк инкек пулман. 4 ҫулти ача виҫҫӗмӗш хутри чӳречерен урамалла тухса ӳкнӗ. Юрать, пӗчӗкскер вилмен, ӑна пульницӑна илсе кайнӑ.
Ачан хырӑмӗ тӗлӗнче суранланнӑ. Унӑн пурнӑҫӗ хӑрушлӑхра мар. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ, арҫын ачана пульницӑна сипленме илсе ҫитернӗ.
Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Шупашкарта ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче 2-ри ача 17-мӗш хутран ӳксе вилнӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнче ваттисен ҫуртне юсама пуҫланӑ. Ӗҫсем епле пынипе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Денис Скворцов паллашни ҫинчен saif_ruslan Инстаграмра пӗлтернӗ.
Унта туса ҫитереймен кӑлтӑксем питӗ нумай иккен. Юсавҫӑ-организаци тивӗҫе ҫиелтен пурнӑҫланӑ. Стенасене малтанласа вӗсем алӑ ҫитнӗ таран ҫеҫ сӑрланӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗрӗслевпе пырсан рабочисенчен пӗри, хӗрарӑм, тӗплӗн мӗншӗн юсамалла тесе тӗлӗннӗ. «Кунта Путин е судья пурӑнӗ-им? Тепрер уйӑхран кинемейсем пӗрех вараласа пӗтерӗҫ», — тенӗ именмесӗр.
Ваттисен ҫуртӗнчи пӳлӗмсенчен пӗринче хӑй вӑхӑтӗнче пушар тухнӑ. Унтанпа темиҫе уйӑх иртнӗ пулин те коридорти картлашкана хӑрӑмран ҫаплипех тасатман, кӗтессене эрешмен карти сырса илнӗ.
Канашри масар ҫинчен тимӗр карта ҫухалнӑ. Кун пирки йӗрке хуралҫисене хулара пурӑнакан 52-ри арҫын пӗлтернӗ. Ҫӗртме уйӑхӗр пуҫламӑшӗнче вӑл ҫывӑх ҫыннисен вил тӑпри ҫине кайнӑ та тимӗр карта ҫуккине асӑрханӑ. Ҫухалнӑ пурлӑха хайхи 5 пин тенкӗ тесе хакланӑ.
Шалти ӗҫсен министерствин Канашри пайӗн пуҫиле шыравӗн ӗҫченӗсем кӑштахран 55 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл ҫӑва ҫинче ӗҫлет иккен. Унта шӑтӑк алтаканскер тимӗр картана пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнчех сутса янӑ. Тимӗр-тӑмӑр йышӑнакан кантуртисем ӑна аван пӗлеҫҫӗ-мӗн. Кукӑр алӑллӑ ҫын ҫӑва ҫинчи кивӗ картана ҫӗннипе ылмаштартӑм тесе ӗнентернӗ имӗш.
Тӗпчев вӑхӑтӗнче тӑкака саплаштарнӑ-ха. Шӑтӑк алтакан арҫын ытти чух та вӑрӑ ӗҫӗпе аппаланман-ши пуҫиле ӗҫе пакунлисем пӗрех малалла тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |