Шупашкар районӗн центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансем, кранран, мазутлӑ шыв юхнине пӗлтереҫҫӗ.
Тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Общество канашӗ) пабликра сӑмаха ҫирӗплетме сӑнӳкерчӗк те вырнаҫтарнӑ.
Пост авторӗ ӗнентернӗ тӑрӑх, шыв мазут шӑршиллӗ ҫеҫ мар, мазутлӑ та. Унпа алла ҫусан вӑл йӗр хӑварать.
«Карл Маркс урамӗнчи 112-мӗш ҫуртра та шыв мазут шӑршиллӗ, анчах хальлӗхе аллах вараламасть-ха», — калаҫӑва хутшӑннӑ пӗри. Советски урамри 98-мӗш ҫуртра та иртнӗ эрнере шыв мазут шӑршиллӗ пулнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче каҫхине Атӑлӑн сулахай енчи ҫыранӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкара хирӗҫле, 46 ҫулти арҫын путса вилнӗ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын ӳсӗр пулнӑ, вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине шывран ҫӑлавҫӑсем кӑларнӑ.
Аса илтерер: ҫав кунах Атӑлта 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра шывра 16 ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Республика кунӗнче, Шупашарти Мускав ҫыранӗнче Атӑлта 14 ҫулти арҫын ача путса вилнӗ.
Ку инкек каҫхи 7 сехетре пулнӑ.
Арҫын ача виллине ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем туртса кӑларнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ача юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ.
Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ, инеке курнӑ ҫынсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, ӗнер, Муркаш районӗнчи Чуракасси ялӗнче пысӑк пушар пулнӑ. 43 ҫулти хӗрарӑм кил хуҫалӑхӗнче ҫулӑм тухни пирки 12 сехет те 34 минутра пӗлтернӗ. Пушар хуралтӑсенчен пуҫланнӑ.
Пушарнӑйсем ҫитиччен ҫулӑм сарая тата ҫурта ярса илнӗ. Хӑпартма пуҫланӑ пӳрт ҫине куҫас хӑрушлӑх та пулнӑ.
Ҫулӑма сӳнтерес ҫӗре 4 техника, 2 трактор хутшӑннӑ.
Хуҫалӑхра навес, ампар, ҫурт, сарай тата мунча ҫунса кайнӑ. Ҫӗнӗ хута яман пӳрт тӑрри сиенленнӗ. Шел те, выльӑх-чӗрлӗх те шар курнӑ: 22 ӗне ҫунса кайнӑ.
Шупашкарта 52 ҫулти арҫын 28-ти арҫынна вӗлернӗ. Лешӗн 4 пӗчӗк ача пулнӑ.
Ку инкек пӗлтӗр утӑ уйӑхӗнче хулара Байдуков урамӗнчи вӑрманта пулнӑ. Унта ҫак икӗ арҫын курнӑҫнӑ. Хайхискерсем эрех ӗҫнӗ, унтан хирӗҫсе кайнӑ. Асли ҫӗҫӗ ярса тытнӑ та кӗҫӗннине мӑйӗнчен, хырӑмӗнчен чикнӗ. Лешӗ тарма хӑтланнӑ, анчах тусӗ ӑна хӑваласа ҫитсе ҫурӑмӗнчен чикнӗ. 28-ти арҫын реанимацире вилнӗ. Унӑн тӑватӑ ача тӑлӑха юлнӑ. Пурте пӗчӗк.
52-ри арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе часах суд пӑхса тухӗ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехет хыҫҫӑн Красноармейскинчи шкул, Ленин урамӗнчи 74-мӗш «А» ҫуртра вырнаҫнӑскер, ҫуннӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, унта путвалта ҫулӑм тухнӑ.
Шкулти спорт хатӗр-хӗтӗрӗ ҫунса кайнӑ. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ пушар мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.
Сӑмах май, ку шкулта тӗплӗ юсав ӗҫӗсем пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа унта пуш уйӑхӗн вӗҫӗнченпе ачасем вӗренмеҫҫӗ.
Комсомольски районӗнчи Виҫпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ аварире шар курнисем ҫав вӑхӑтра унтан иртсе кайнӑ ҫынсене шыраҫҫӗ. Ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89022886399.
Ку инкек ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче 20 сехет те 30 минутра пулнӑ. Ҫулпа пыракан «Лада Приора» машинӑн малти кантӑкӗнчен хирӗҫ килекен фурӑран тухса ӳкнӗ тимӗр япала пырса тӑрӑннӑ. Ҫӑмӑл машина кювета чӑмнӑ. Салонра виҫӗ ҫын пулнӑ. Икӗ пассажир аманман. Водитель вара комӑна кӗрсе ӳкнӗ.
Элӗк районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ (райадминистраци сайтӗнчи информаци тӑрӑх, муниципалитета Александр Куликов ертсе пырать) шанчӑкран тухнӑ. Ӑна прокуратура ӗҫрен кӑларса ярасшӑн.
Районти депутатсен пухӑвӗ прокуратура ыйтнине пурнӑҫлама васкамасть. Кӑҫалхи ака уйӑхӗнче пуҫлӑха вӑл выговор панипех ҫырлахнӑ. Анчах надзор органӗ кунпа лӑпланман, суда тавӑҫпа тухнӑ. Суд та прокуратурӑпа килӗшнӗ.
Элӗк районӗн прокуратури 2021 ҫул вӗҫӗнче автоҫулсене тытса тӑрассипе тата юсассипе контракт алӑ пуснӑ чухне коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна пӑснине тупса палӑртнӑ.
Элӗк районӗн администрацийӗ райадминистраци пуҫлӑхӗн арӑмӗн уйрӑм усламҫӑ пулса тӑрӑшакан ывӑлӗпе 2019-2021 ҫулсенче 42 миллион ытла тенкӗлӗх муниципалитет килӗшӗвне алӑ пуснӑ. Ҫавӑн чухне тӳре-шара коррупципе ҫыхӑннӑ саккуна нормисене шута илмен.
Красноармейски ялӗнчи Ленин урамӗнче пӗрер хутлӑ пилӗк ҫурт — общежити — ишӗлме пуҫланӑ. Анчах вырӑнти тӳре-шара вӗсене ишӗлеҫҫӗ тесе йышӑнма васкаман. Халӗ ку ыйтупа прокуратура кӑсӑкланма пуҫланӑ.
Тимӗр каркаслӑ ҫуртсене 1984-1985 ҫулсенче «Волготрансгаз» обществӑн Заволжски управленийӗн саккасӗпе туса лартнӑ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫав ҫурт-йӗр япӑхма тытӑннӑ. 2006 ҫулсенче вӗсене муниципалитет балансӗ ҫине куҫарнӑ. 2016-2022 ҫулсенче ведомствӑсем хушшинчи комисси темиҫе хутчен те тӗрӗсленӗ, анчах ҫав ӗҫе ятарлӑ организацисен специалисчӗсене явӑҫтарман, ҫавна май общежиисене ишӗлекен ҫуртсен шутне кӗртмен.
Халӗ прокуратура тӗрӗслев материалӗсене право органӗсене ярса панӑ.
Паян ирхи 6 сехет те 50 минутра «Шупашкар – Сӑр» автоҫул ҫинче, Кивпулӑх ялӗ ҫывӑхӗнче, микроавтобус аварие лекнӗ. Вӑл «Шупашкар – Муркаш» маршрутпа ҫӳрекенскер пулнӑ.
ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада Гранта» ҫул ҫине тухнӑ чухне микроавтобуса ҫул паман. Маршрутка та, ҫӑмӑл машина та кювета чӑмнӑ.
Хальхи вӑхӑтра виҫӗ аманнӑ ҫын пирки пӗлтернӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |