Шупашкарти Лесной посёлокра (вӑл хулан ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче вырнаҫнӑ) шӑматкун каҫхине, ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, пуян ҫыннӑн хуралтисенчен пӗри ҫуннӑ.
Инкек вырӑнне пушар сӳнтерекен службӑн темиҫе машини пырса ҫитнӗ. «Хӗрлӗ автан» 30-а яхӑн тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑмпа ҫур сехете яхӑн кӗрешнӗ. Уҫӑ ҫулӑма каҫхи 11 сехет тӗлӗнче сӳнтернӗ.
Сӑнӳкерчӗксем тӑрӑх хакласан, «хӗрлӗ автана» пӑчлантарма шыва мунча ҫумӗнчи бассейнран уҫласа илнӗ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑй вӑхӑтӗнче асӑннӑ особняк хуҫи Владимир Ермолаев (хулари «Садовӑй» микрорайона хӑпартнӑ застройщик тата «Ярмарккӑ» пасарӑн унчченхи хуҫи) пулнӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче пурӑнакан 53 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Ӑна колоние мар, психиатри пульницине ӑсатма йышӑннӑ.
Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре вӑл 51 ҫулти шӑллӗпе хирӗҫсе кайнӑ. Хайхискер ӑна пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен 42 хутран кая мар ҫапнӑ, тапнӑ. Лешӗ вилмеллех суранланнӑ.
Судпа психиатри экспертизи ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 53 ҫулти арҫын преступлени вӑхӑтӗнче хӑй мӗн тунине ӑнланман. Ҫавна май суд ӑна психиатри пульницине сипленме яма йышӑннӑ.
Ашшӗне вӗлерсе ӑна вакласа шыва пенӗ ҫынна суд тунӑ. Ӗҫ-пуҫ мӗнле пулса иртни тинех уҫӑмланнӑ.
2020 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫамрӑк арҫын ашшӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна аптӑрипе темиҫе хут чикнӗ. Лешӗ вилнӗ. Хайхискер вилле пӑчкӑпа касса вакланӑ, кашни пайне полимер хутаҫа чикнӗ те вӗсене Шупашкар районӗнчи пӗве патне виҫӗ кун турттарнӑ. Унта вӑл общество транспорчӗпе ҫитнӗ.
Пӗве хӗрринче вӑл хутаҫ ҫумне тимӗр-тӑмӑр ҫыхнӑ та путарнӑ. Йӗр ҫухалтӑр тесе ашшӗн телефонне «Шупашкар – Мускав» маршрутпа ҫӳрекен пуйӑса кайса пӑрахнӑ, ашшӗ шапаша кайнӑ тесе ҫӳренӗ.
Ҫулталӑкран пӗвери виле пайӗсене тупнӑ. Ывӑлне тискер преступленишӗн 10 ҫуллӑха тӗрмене хупнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ҫухални пирки пӗлтернӗччӗ. Ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, вӑл чӗрӗ мар.
61 ҫулти арҫын килтен ӑҫталла тухса кайнине никам та пӗлмен. Тепӗр кунхине тӑванӗсем кун пирки полицие пӗлтернӗ.
Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫав арҫыннӑ виллине пӗвере тупнӑ. Унӑн виллине шыв айӗнчен водолазсем кӑларнӑ.
Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын пуш уйӑхӗнче ҫухалнӑ. Ӑна тӳрех шырама тытӑннӑ. Тупнӑ. Анчах арҫын чӗрӗ мар.
Арҫын виллине хӑйӗн килӗнчи путвалта тупнӑ. Ӑна чавса чикнӗ.
Ҫак тискер ӗҫе унпа пӗрле пурӑннӑ 34 ҫулти арҫын тума пултарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӳсӗрӗлсен 34-ри арҫынпа хирӗҫсе кайнӑ, ӑна вӑйлӑ хӗненӗ. Лешӗ суранӗсене пула вилнӗ. Преступлени йӗрне пӗтерес тесе арҫын вилене путвалта чавса пытарнӑ.
Ҫав арҫын тӗлӗшпе РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкара килме тухнӑ микроавтобус Чулхула облаҫӗнчи Кстово ҫывӑхӗнче аварие лекнӗ. «Рено» Мускавран ҫула тухнӑ пулнӑ.
Облаҫри сывлӑх сыхлавӗн министрӗ каланӑ тӑрӑх, вӑл рейс автобусӗ пулнӑ. ТАСС каланӑ тӑрӑх, транспорт организаци ӗҫченӗсене турттарнӑ.
Аварире 8 ҫын суранланнӑ. Вӗсенчен улттӑшне Чулхула облаҫӗнчи пульницӑна илсе кайнӑ. Иккӗшне вырӑнтах медпулӑшу кӳнӗ.
Шупашкарта килсӗр-ҫуртсӑр пӗр арҫын ҫыннӑн велосипедне вӑрласа кайнӑ.
35 пин тенкӗ тӑракан икӗ урапаллӑ транспорт ҫухални ҫинчен йӗрке хуралҫисене 45 ҫулти хӗрарӑм ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче евитленӗ. Шар курни пӗлтернӗ тӑрӑх, велосипеда хулан Ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчи Лукин урамӗнчи ҫуртӑн пӗрремӗш хутӗнче тӑратса хӑварнӑ.
Йӗрке хуралҫисем ют велосипеда килсӗр-ҫуртсӑр ҫын вӑрласа кайнине палӑртнӑ. 60 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫавӑн пек ытти преступление те туман-ши тесе тӗрӗслеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта васкавлӑ медпулӑшу фельдшерӗсем ӳсӗр ҫынна пулӑшу кӳрес вырӑнне урамра хӑварнӑ. Лешӗ вилнӗ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче васкавлӑ медпулӑшӑва пӗр картишре ӳсӗр ҫын выртни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Икӗ фельдшер вырӑна ҫитнӗ. Хайхискерсем пациента лартнӑ та пульницӑна мар, гараж ҫывӑхне илсе кайса антарса хӑварнӑ.
Арҫын ҫавӑнтах кӑштахран вилнӗ. Вӑл шӑнса кӳтнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн тӗпчевҫисем кондитер фабрикинче ӗҫлекен хӗрарӑм аманнӑ тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, предприятире ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗн правилисене пӑхӑнман.
Инкек кӑҫалхи ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 15 сехет те 20 минутра пулнӑ. Шупашкарти предприятисенчен пӗринчи кондитер цехӗнчи газ кӑмакин операторӗ вафли кӑмакине тасатнӑ. Хӗрарӑм аллине кӑмакана чиксе ярсан сылтӑм ал лапписӗр тӑрса юлнӑ.
Ҫывӑх вӑхӑтра суд экспертизисем иртӗҫ, кӳнтеленсенчен ыйтса пӗлеҫҫӗ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Канаш районӗнче ӳсӗр водитель инкеке лекнӗ.
Анат Сурӑм ялӗ ҫывӑхӗнче А-151 автоҫулпа пыракан водитель ҫаврӑнса ӳкнӗ. Пӑтӑрмах 21 сехет те 32 минутра пулса иртнӗ.
Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управленийӗнче малтанласа пӗлтернӗ тӑрӑх, «Renault Megane» автомобиль (унӑн патшалӑх номерӗ — В759СС 21) ҫула май пыракан «Volvo» машина ҫине пырса кӗнӗ, ун хыҫҫӑн кювета чӑмса кутӑн ҫавӑнса ӳкнӗ.
«Renault Megane» рулӗ умӗнчи водитель, 25 ҫулти каччӑ, ӳсӗр пулнӑ. Вӑл ӳсӗрле руль умне ларнӑран пакунлисен куҫӗ тӗлне унччен те ҫакланнӑ. Ӗҫнӗ хыҫҫӑн каллех машинӑпа ҫула тухнӑшӑн ӑна пуҫиле майпа явап тыттарӗҫ. Хальлӗхе вӑл больницӑра суранӗсене сиплет.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |