Шӑрӑх ҫанталӑкра нумайӑшӗ шыв хӗрринче канать, шыва кӗрет. Шел те, инкек ҫине-ҫинех пулать. Ӗнер кӑна Ҫӗмӗрлере ватӑ арҫын путса вилни пирки пӗлтернӗччӗ.
Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Канаш муниципаллӑ округӗнчи Асхва ялӗнче инкек пулнӑ. Ун ҫывӑхӗнчи пӗвере хӗрарӑм путса вилнӗ. Вӑл 39 ҫулта пулнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем асӑрхануллӑ пулма ыйтаҫҫӗ. «Ушкӑнпа каннӑ чухне пӗр-пӗрне асӑрхӑр. Ӳсӗр чухне шыва кӗме, инҫете ишме ан хӑтланӑр», - теҫҫӗ вӗсем.
Паян Шупашкарта Хулаҫум урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ «Галактика» лавкка ҫуннӑ. Пушар 14 сехет ҫурӑра тухнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем килнӗ тӗле иккӗмӗш хутра ҫӑра тӗтӗм сарӑлнӑ. Ҫулӑм 500 тӑваткал метр ҫинче алхаснӑ. Пушарнӑйсем 1 ҫынна ҫӑлнӑ. Тепӗр 15 ҫын урама хӑй тӗллӗн тухнӑ.
Ҫулӑма 10 техника, 31 ҫын сӳнтернӗ. 16 сехет те 53 минутра пушара йӑлт парӑнтарнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шӑмӑршӑ округӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗнче пушар пулнӑ. Ҫулӑм тухни пирки 15 сехет те 35 минутра пӗлтернӗ.
Пушар технологи пӳлӗмӗнче тухнӑ. Вӑл пӗрремӗш хутра вырнаҫнӑ. Ҫулӑма икӗ техника сӳнтернӗ. Пушарта станок, тумба, урай сиенленнӗ. Юрать-ха, никам та шар курман. Пушар 3 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснине палӑртнӑ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 715 пушар пулнӑ, вӗсенче 35 ҫын вилнӗ, 39-ӑн суранланнӑ.
Шӑрӑх ҫанталӑк пуҫланчӗ. Шел те, каллех путса вилекенсем пулнӑ. Утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗмӗрлери пӗверен ватӑ арҫын виллине кӑларнӑ.
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 1954 ҫулта ҫуралнӑ арҫын техника пӗлтерӗшлӗ шывра путнӑ. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлере кунашкалли – виҫҫӗмӗш тӗслӗх. Малтанхи икӗ ҫын, 54-ри арҫын тата 35 ҫулти хӗрарӑм, Статуев пӗвинче путнӑ.
Улатӑр тӑрӑхӗнчи прокуратура Чӑвашупрдор предприяти Улатӑртан Патӑрьеле каякан ҫул хӗррине йӗркеллӗ тытса тӑманнине тупса палӑртнӑ.
Аслӑ ҫул хӗррипе йывӑҫсемпе тӗмсем тӳнсе кайса ҫӗрсе выртнӑ, халь-халь персе анас пек усӑнса ларакансем те пулнӑ. Пластик савӑт-сапа, целлофан хутаҫ йӑваланса выртнӑ.
Кӑлтӑка пӗтерме ыйтса надзор органӗ Чӑвашупрдор ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ.
Улатӑр муниципаллӑ округӗнчи Суйкӑн ялӗ ҫывӑхӗнче вӑрман патӗнчи ҫӗр ҫине пӗрисем ҫӳп-ҫап тӑкса тултарнӑ. Пластик кӗленче, хутаҫ, кирпич, ҫӗрӗк курӑк, строительство юлашки. Ҫавӑн пек майпа икӗ вырӑна тирпейсӗрленӗ.
Йӑлари каяша кам пырса тӑкнине палӑртма май килмен енне ҫӗрӗн хуҫине – вырӑнти муниципаллӑ округа – тасаттарӗҫ. Кун пирки прокуратура пӗлтернӗ.
Шупашкарти медицина центрӗсенчен пӗринче ӗҫленӗ тухтӑра пула ҫын вилнӗ.
2022 ҫулхи пуш уйӑхӗнче Вӑрмар тӑрӑхӗнчи хӗрарӑм тӳлевлӗ эндоскоп тӗрӗслевӗ (ФГДС) витӗр тухас тенӗ. Врач тӗрӗслев ирттермелли техникӑна пӑснине пула хӗрарӑмӑн шалти органне сиенлетнӗ. Ӑна кирлӗ пек пулӑшмасӑрах килне янӑ. Кӑштахран хӗрарӑм темиҫе кунтан пульницӑра куҫне хупнӑ.
Асӑннӑ пӑтӑрмахпа ҫыхӑннӑ ӗҫ суда ҫитнӗ. Тухтӑра тӗрмене хупса хумасӑр 2 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ, сӑнав вӑхӑтне 2 ҫуллӑха палӑртнӑ. Хӗрарӑмӑн тӑванӗсене кӑмӑл-сипет енчен сиен кӳнӗшӗн тухтӑртан тата ҫав врач ӗҫленӗ медцентртан 2 миллион тенкӗ шыраса илмелле тунӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, шӑматкун, Ҫӗрпӳ хулинчи пӗвере (вӑл Парк бульварӗнчи 5-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ) ҫынсем арҫын виллине тупнӑ. Мӗнле путса вилнӗ вӑл? Халӗ йӗрке хуралҫисем ку ыйтӑва уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Красноармейски округӗнчи Ҫӗньял Чуракассинче 59 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Унччен вӑл ҫухалнӑ, 3 кунран унӑн виллине тупнӑ.
Ӗнер Элӗкпе Сарплат ялӗ хушшинче ҫӑмӑл машинӑпа мотоблок ҫапӑннӑ. Тӗрӗсрех каласан, мотоблок ҫӑмӑл машина ҫине хыҫалтан пырса кӗнӗ.
Малта «Део Матиз» иномарка пынӑ. Мотоблок - хыҫалта. Вӑл малти транспорта хӑваласа ҫитсе ун ҫине пырса тӑрӑннӑ.
Иномарка рулӗ умӗнчи хӗрарӑм аманман. Мотоблок ҫинчи 30-ти водитель тата икӗ пассажир суранланнӑ. Мотоблок водителӗ ӳсӗр пулнӑ.
Ӗнер ирхи 6 сехетре Патӑрьел округӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче пушар тухнӑ. 70 ҫулти хӗрарӑмӑн килӗнче душ пӳлӗмне ҫулӑм ярса илнӗ.
Пушар 7 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пушар юсавсӑр кӗпе-йӗм ҫумалли машинӑна пула тухнӑ. Ҫулӑм алхасма пуҫланӑ вӑхӑтра килте хӗрарӑмӑн хӗрӗ пулнӑ. Вӑл кӳршисем пулӑшнипе пушара ҫӑлавҫӑсем киличченех сӳнтернӗ. Ҫулӑм душ пӳлӗмне, котельнӑя, кухньӑна сиенлетнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |