Ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Вӑрнар поселокӗнче инкек пулнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫав кун поселокра 5-7 ҫулсенчи ача велосипедпа ярӑннӑ. Унччен те пулман – вӑл пӗвене кӗрсе ӳкнӗ те унтан тухайман, вилнӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, следовательсем ача мӗнле вилнин сӑлтавне тӗпчеҫҫӗ.
Шупашкарта арҫын чӳречерен тухса укнӗ. Шел те, вӑл вилмеллех суранланнӑ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтереҫҫӗ.
Ку инкек ӗнер, ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, пулнӑ. Хевеш урамӗнчи 20-мӗш ҫуртӑн 5-мӗш хутӗнчен арҫын тухса ӳкнӗ. Инкек вырӑнне полицейскисем, следовательсем ҫитнӗ. Арҫын 40 ҫулсенчи пек курӑннӑ.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет. Кун хыҫҫӑн тин арҫын мӗншӗн тухса ӳкнине палӑртӗҫ.
Ӗнер кӑнтӑрла йӗрке хуралҫисене Вӑрмар районӗнчи хаҫат редакцийӗ вырнаҫнӑ ҫурта мина хунӑ тесе сисчӗвлентерекен тупӑннӑ. Пакунлисем вырӑна тухса кайнӑ. Ҫурта сирпӗтекен хатӗр тупӑнман.
Шӑнкӑравлакан ҫынна та пӑтӑрмах хыҫҫӑн шырама пикеннӗ.
Суякан ҫын редакцире ӗҫлекен хӗрарӑмӑн мӑшӑрӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Вӑл арӑмне кӗвӗҫнӗ, киле хӑвӑртрах таврӑнтӑр тесе ҫурта сирпӗтӗҫ тесе хӑратас тенӗ. 37 ҫулти арҫын йӗрке хуралҫисен тӗлне унччен те леккеленӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче ӳсӗр пуҫпа вӑл темиҫе те ҫакланнӑ. Пӗринче тата арӑмӗ хӗнет тесе йӗрке хуралҫисене суйса шӑнкӑравланӑ.
Ҫуртра мина хунӑ тесе суйнӑшӑн ӑна 200 пинрен пуҫласа 500 пин тенкӗ таран штрафлама е ирӗкрен виҫ ҫул таран хӑтарма пултарӗҫ.
Республикӑри тӗрлӗ районта мобильлӗ ушкӑнсем лавккасенче, халӑх йышлӑ ҫӳрекен ытти вырӑнта кӑшӑлвирусран епле сыхланнине тӗрӗслемелли рейдсем тӑтӑшах ирттереҫҫӗ. Муркаш районӗнче те ҫаплах.
«Ҫӳретӗр кунта ухмахланса (Фейсбукри постра вырӑнти тӳре-шара хӗрарӑм каланӑ сӑмах вырӑнне синонимпа усӑ курнӑ. — Т.Т. асӑрхаттарӑвӗ). Пахчара ыхра лартасчӗ», — ҫапла вӑрҫса хӑварнӑ лавккара тавар туянакан хӗрарӑмсенчен пӗри. Хӑй вӑл маскӑпа пулнӑ. «Мӗн тери айванла ӗҫ сирӗн», — тарӑхса алӑка хыттӑн хупнӑ тепӗр лавккана маскӑсӑр кӗме хӑтланнӑ хӗрарӑм.
Тепӗр лавккара вара мобильлӗ ушкӑнпа пӗр арҫын вӑрҫма тапранса кайнӑ. Вӑл ушкӑн пайташӗсене ҫеҫ мар, вӗсен тӑванӗсене тата ҫитес виҫӗ ӑру таран ылханса пӗтернӗ. Ун хыҫҫӑн мобильлӗ ушкӑн пӗрле ҫӳреме полицейскисене чӗннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Канаш хулинче чукунҫул кӗпер ҫине ҫамрӑк арҫын хӑпарса кайнӑ та вилнӗ. Вӑл 25 ҫулта ҫеҫ пулнӑ.
Карӑклӑ ялӗнче пурӑннӑскер ҫав кун чукунҫул кӗпер ҫине хӑпарса кайнӑ, унта ӑна ток ҫапнӑ. Арҫын вӑйлах пиҫсе кайнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем килнӗ тӗле каччӑ чӗрех пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах, шел те, тухтӑрсем унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман.
Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ.
Шупашкар хулинче пурӑнакан 40 ҫулти хӗрарӑма упӑшкине вӗлернӗшӗн айӑпласшӑн. Ятарласа вӗлермен-ха вӑл. Малтан хытӑ хӗнесе пӗтернӗ, унтан арҫын вилсе кайнӑ.
Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи каҫхине арӑмӗпе упӑшки Шупашкарти общежитисенчен пӗринче хӑнара пулнӑ. Ӳсӗр хӗрарӑмпа арҫын хушшинче тавлашу сиксе тухнӑ. Хӗрарӑм хӑйӗнчен 8 ҫул аслӑрах упӑшкине пуҫӗнчен тата ытти вырӑнтан тапса-ҫапса пӗтернӗ. Арҫыннӑн пит шӑмми, аяк пӗрчисем ванса-хуҫӑлса пӗтнӗ. Сурансене пула арҫын тепӗр кунхине килӗнчех вилсе кайнӑ.
Хӗрарӑма тытса чарнӑ, ӑна вӑхӑтлӑха хупса хунӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Турханкасси ялӗнче ҫу уйӑхӗнчи уявсем умӗн инкек пулнӑ. Унта арҫын хӗрарӑма вӗлернӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, ака уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 64 ҫулти арҫын ӳсӗр пулнӑ. Вӑл тӑкӑрлӑкра 56-ри хӗрарӑмпа хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗр ҫине йӑвантарнӑ. Хайхискер ӑна пӑвма пуҫланӑ. Хӗрарӑм сывлӑш ҫитменнипе вилнӗ.
Арҫынна тытса чарнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ ӑна следстви вӑхӑтӗнче хупса усрас ыйтӑва татса параҫҫӗ.
Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, ирхи 7 сехетре, Ҫӗрпӳ районӗнче мотоциклист инкеке лекнӗ. Вӑл «Молодежный–Патӑрьел–Шӑнар» автоҫулпа пынӑ.
«Авантис» спорт мотоциклӗпе ҫула тухнӑ 26 ҫулти каччӑ хирӗҫ килекен ҫул ҫине астумасӑр тухса кайнӑ, унтан ҫул айккине чӑмнӑ. Ҫанталӑк йӗпе-сапа тӑни те витӗм кӳнӗ-тӗр. Ҫул ҫинчи инкеке пула ҫамрӑк ҫын вырӑнтах вилсе кайнӑ. Вӑл хӑй Красноармейски районӗнчен пулнӑ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекторӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑвӑртлӑха пӑхӑнманшӑн пӗлтӗр каччӑна административлӑ майпа 6 хутчен явап тыттарнӑ.
Мексикӑн тӗп хулинче паян пысӑк пӑтӑрмах сиксе тухнӑ — метрокӗпер йӑтӑнса аннӑ. Инкеке пула 23 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ, 65 ҫын пульницӑсене лекнӗ.
Мехикон кӑнтӑр-хухӑҫ районӗнчи Оливоспа Тесонко станцисем хушшинчи метрокӗпер ун тӑрӑх пуйӑс пынӑ вӑхӑтра ишӗлсе аннӑ. Пуйӑсӑн икӗ вакунӗ 10 метр ҫӳллӗшӗнчен персе аннӑ. Йӑтӑнса аннӑ кӗпер айне темиҫе машина та лекнӗ — вӗсем вӑл вӑхӑтра ун айӗн пынӑ пулнӑ.
МИХсем пӗлтернӗ тӑрӑх кӗпер ҫинче маларах ҫурӑксем палӑрнӑ — вӗсем ҫӗр чӗтреннӗ хыҫҫӑн пулнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Пӑтӑрмах хыҫҫӑн метро линине тӗппипех тӗрӗслесе тухӗҫ. Сӑмах май, ҫак линине, 12-мӗш номерлине, 2012 ҫулхи юпа уйӑхӗнче хута янӑ. 2014 ҫулта ӑна вӑхӑтлӑха хупнӑ пулнӑ — ун чухне метрокӗпере тунӑ чухне йӑнӑшсем пулни ҫиеле тухнӑ. Юсавсем ирттернӗ хыҫҫӑн метрокӗпере хута янӑ пулнӑ.
Шупашкар районӗнчи кашни яла асфальт ҫулпа темиҫе ҫул каяллах ҫыхӑнтарнӑччӗ. Кайран ялти ҫулсене те е асфальт, е вак чул сарма тытӑнчӗҫ. Ҫапах та 21-мӗш ӗмӗрти ырлӑх ҫитмен урамсем те пур-ха. Вӗсенчен пӗринче васкавлӑ пулӑшу машини лакса ларнӑ.
Чирлӗ ҫын патне пынӑ тухтӑрсем автомобильтен анса ҫуран кайнӑ. Утса мар, чупса. Ҫав вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машинине ялти пӗр тракторист лачакаран туртса кӑларнӑ. Унтан чирлӗ ҫынна тухтӑрсем пульницӑна илсе кайнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (30.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |