Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Муркаш районӗнче арҫын путса вилнӗ. Кун пирки ҫӑлавпа шырав служби пӗлтерет.
Инкек Шупуҫ ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулнӑ. Арҫын виллине водолаз шыранӑ, шыв тӗпӗнчен туртса кӑларсан вилене тӑванӗсене панӑ.
Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май республикӑра юлашки вӑхӑтра ҫынсем путнӑ тӗслӗх ҫине-ҫинех пулчӗ. Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путнӑччӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхануллӑрах пулма ыйтать.
Ҫӗркаҫ пирӗн тӑрӑхра вӑйлӑ ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Ҫав вӑхӑтра аслати хӑрушла кӗмсӗртетрӗ, ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, вӑйлӑ ҫил тухрӗ. Ҫавӑн пек ҫанталӑк хӑш-пӗр ҫӗрте ҫынсене ҫурт-йӗрӗпе хуралтине сиен кӳнӗ. 14 муниципалитетри 46 ялта ҫынсем шар курнӑ. Электроэнергисӗр вӑхӑтлӑха е кӗске вӑхӑтлӑха 5670 уйрӑм ҫын ҫурчӗ тӑрса юлнӑ. Вӗсенче 13800 ҫын пурӑнать.
«Ӗҫе васкавлӑ пурнӑҫламалла. Ун валли муниципалитетсенче мӗнпур вӑй тата хатӗр пур», — тенӗ паян Олег Николаев.
Чӑн та, ирхи 10 сехет тӗлне 20 ялта ҫутӑ панӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи Суйкӑн ялӗнче инкек пулнӑ. Ялти пӗвере 30 ҫулти арҫын путса вилнӗ. Вырӑна Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем хӑвӑртах ҫитнӗ.
Водолаз арҫын виллине темиҫе минут шыранӑ. Унӑн виллине иртен-ҫӳрен кӑларма пулӑшнӑ.
Палӑртмалла: ҫав талӑкра Чӑваш Енре виҫӗ ҫын шывра путса вилнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарти тӗп пляжра Атӑлта 12 ҫулти хӗрача путса вилнӗ.
Чӑваш Енре чылай вӑхӑт шӑрӑх тӑнӑ хыҫҫӑн пирӗн тӑрӑхра ӗнер тинех ҫумӑр ҫуса савӑнтарчӗ. Ҫапла, ҫумӑр ҫуни савӑнтарнипе пӗрлех теприсене ӗнерхи ҫанталӑк шар та кӑтартнӑ.
Канаш районӗнчи хӑш-пӗр ялта, сӑмахран, ҫурт-йӗр ҫивиттийӗсене илсе пӑрахнӑ. Тепӗр тӑрӑхсенче теплицӑсене ҫил ҫавӑрттарса кайнӑ. Кун пек пӑтӑрмах, тӗслӗхрен, Красноармейски районӗнчи Кушкӑра пулса иртнӗ.
Шупашкарти, Кӳкеҫри хӑш-пӗр микрорайонта нумай хваттерлӗ ҫуртсем тата уйрӑм ҫын ҫурчӗсем ҫутӑсӑр тӑрса юлчӗҫ. Анчах, Турра шӗкӗр, чылайлӑха мар. Аслатиллӗ ҫумӑр ытлашши пысӑк кӑлтӑках илсе килмен. Яваплӑ тытӑмсем кӑлтӑка ҫийӗнчех пӗтерме пултарчӗҫ.
Чӑваш Енре Республика кунӗнче 4 ҫын путса вилнӗ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет.
Шыва кӗмелли сезон пуҫланнӑранпа, ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе, республикӑра 14 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 4 ҫын шывра путнӑ, ҫӗртмен 25-мӗшӗнче пляжра тепӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. 42 ҫулти арҫын Атӑла кӗнӗ те тухман. Унӑн виллине водолазсем тупнӑ.
Паян Шупашкар районӗнчи Ҫатракассинче ҫурт ҫуннӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пӳртре ачасем пулнӑ. Телее, никам та шар курман.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем шӑрпӑкпа вылянӑ, пушар ҫавӑнтан тухма пултарнӑ. Палӑртмалла: килте арҫын ачапа хӗрача пулнӑ.
Пушар паян 14 сехет иртсен пулнӑ. Ӑна 3 пушар машини сӳнтернӗ. Ҫулӑм тӑррине сиенлетнӗ, вӑл ишӗлсе аннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр хӗрарӑм урамра сак ҫине ларнӑ та ҫавӑнтах вилсе кайнӑ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 13 сехет те 27 минутра Терешкова урамӗнчи 9-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче хӗрарӑм сак ҫинчех вилнӗ. Иртен-ҫӳрен пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 45 ҫулти пек курӑннӑ.
«Вӑл сак ҫинче ларатчӗ, питӗ йывӑррӑн сывлатчӗ, унтан тӳнсе кайрӗ», - пӗлтернӗ ҫынсем. Вырӑна васкавлӑ медпулӑшу ҫитнӗ, анчах вӗсем те нимпе те пулӑшайман – хӗрарӑмӑн чӗри тапма пӑрахнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче 22 сехет те 10 минутра Элӗк районӗнчи Юманлӑх ялӗ ҫывӑхӗнче авари пулнӑ. Унта «Ладӑпа» КамАЗ ҫапӑннӑ.
Ҫӑмӑл машинӑн водителӗ тата пассажирӗ, шел те, вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ ҫул пӑрӑнӑшӗнче транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухса кайнӑ та КамАЗпа ҫапӑннӑ.
Водитель 39 ҫулта пулнӑ, пассажир – 35-ре. Вӗсем авари вырӑнӗнчех сывлама пӑрахнӑ. Иккӗшӗ те Ҫӗмӗрле районӗнчен пулнӑ.
Хурлӑхлӑ хыпар: Ҫӗрпӳре 3 ҫулти арҫын ача 5-мӗш хутран ӳкнӑ. Шел те, вӑл вилнӗ. Кун пирки Следстви комитечӗ пӗлтерет.
Маланлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 8 сехет те 40 минутра арҫын ачана килте 5-ри тата 12 ҫулти аппӑшӗсем пӑхнӑ, аслисем пулман. Вӑл тӗпелте чӳрече ҫине хӑпарса кайнӑ та аялалла ӳкнӗ.
Арҫын ачана Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитернӗ. Анчах вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче ирхине вилнӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта та кун пек пӑтӑрмах пулнӑ. 2 ҫулти арҫын ача 4-мӗш хутри чӳречерен тухса ӳкнӗ. Ҫав вӑхӑтра амӑшӗ те килтех пулнӑ. Халӗ ӑна пульницӑра тухтӑрсем май килнӗ таран пулӑшаҫҫӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 19 сехет те 20 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Винокуров урамӗнчи ҫул урлӑ каҫмалли вырӑнта икӗ ачана машина ҫапса хӑварнӑ.
«Киа Рио» водителӗ, 26 ҫулти арҫын, 8-ти тата 14 ҫулти хӗрачасем ҫине кӗрсе кайнӑ. Лешсем ятарлӑ вырӑнта ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ачасен сывлӑхӗ самаях сиенленнӗ. Тӑнсӑр пулнӑскерсене пульницӑна илсе кайнӑ.
Кун тӗлӗшпе Следстви комитечӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Руль умӗнче Чӑваш Енӗн Адвокатсен палатин ваккачӗ пулнӑ. Ҫакӑ паллӑ: ачасене таптаса кайнӑ чухне вӑл урӑ пулнӑ. Аварие курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл шӑп ҫав вӑхӑтра телефонпа калӑҫнӑ имӗш.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (29.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Элмен Данил Семенович, Чӑваш автономи облаҫне йӗркелекенӗ политика ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патмар Иван Анисимович, халӑх пултарулӑхне пухаканни ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |