Паян ирхине 6 сехет те 40 минутра Шупашкарта «Газопровод» чарӑнура маршрутка ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм Fiat Ducato автобуса хӑвӑртах ярса илнӗ. Транспортран нимӗн те юлманпа пӗрех.
Ҫав вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем «Дорис парк» чарӑну енчен килекен транспорта унталла кайма чарнӑ, тавран янӑ.
Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 78 ҫулти ватӑ тротуарпа утса пынӑ чухне шуҫса ӳкнӗ. Пӑтӑрмахра шар курнӑ ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Мересьев урамӗнчи пӑрлакаланса ларнӑ тротуара пула сиксе тухнӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ пӑтӑрмахра шар курнӑ пенсионера хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Надзор органӗ ватта кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳннине саплаштарма ыйтнӑ. Суд вырӑнти тӳре-шарана пенсионера 30 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ.
Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта мотоциклпа машина пырса ҫапӑннӑ.
Инкек ирхи 10 сехет тӗлӗнче хулари Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. 19 ҫулти каччӑ тытса пыракан мотоцикл сулахаялла пӑрӑнакан «Фольксваген Джетта» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ.
Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫине тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ.
Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инкеке лекнӗ. Республика ертӳҫи ӗҫре усӑ куракан «Genesis» шурӑ «Маздӑпа» пырса ҫапӑннӑ.
Инкек Максим Горький проспектӗнче пулса иртнӗ.
Олег Николаев ҫав вӑхӑтра арӑмӗпе хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Руль умӗнче Элтеперӗн водителӗ пулнӑ. Инкекре никам та шур курман.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса тухнишӗн «Мазда» рулӗ умӗнчи хӗр айӑплӑ.
Улатӑр районӗнче пурӑнакан каччӑ улталас тенӗ те хӑй улталаннӑ.
23-ри каччӑ Ҫурҫӗрте ӗҫлесе пурӑннӑ. Унӑн тракторист правине илес килнӗ. Ятарласа вӗренсе тухас темен вӑл, суя правана сутакана шыранӑ.
Тӗнче тетелӗнче ҫавӑн йышши пӗлтерӳ курсан вӑл савӑннӑ, праваллӑ пулас тесе 45 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Правана вӑл пӗлтерхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен кӗтсе пурӑннӑ, ултавҫӑсемпе пӗрмай ҫыру ҫӳретнӗ. Унтан... йӗрке хуралҫисенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Паян Шупашкарта «БМВ» машинӑпа «Хендай» пырса ҫапӑннӑ. Инкек кӑнтӑрла иртсен Сӗнтӗрвӑрри шосси ҫинче пулса иртнӗ.
Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, «БМВ» машина умра пыракан машинӑпа ытла та ҫывӑх пынӑ. Руль умӗнче хӗрарӑм пулнӑ. Хура куҫлӑх тӑхӑннӑскер сӑнпа пӑхсан ӳсӗрри сисӗннӗ. Чӑн та, унӑн юнӗнче 1 литр пуҫне 1 миллиграмм ытла эрех пулни палӑрнӑ.
Автомашинӑна хӗрарӑм инкекчен пӗр кун маларах ҫеҫ туяннӑ, ӑна вӑл регистрацилесе те ӗлкӗреймен.
Ӗнер каҫхине Етӗрне тата Муркаш округӗсен чиккинче М-7 ҫул ҫинче «Лада Веста» водителӗ пӑшие ҫапса кайнӑ. Чӗрчун ҫул урлӑ каҫнӑ. Шел те, пӑши вилмеллех аманнӑ.
Аварире 40 ҫулти пассажирка суранланнӑ. Тӑнне ҫухатнӑскере пульницӑна илсе кайнӑ.
Ҫакӑ паллӑ: 1983 ҫулта ҫуралнӑ водитель ӳсӗр пулман.
Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑри ҫулсем ҫинче 32 пӑшие ҫапса хӑварнӑ.
Пенза облаҫӗнче Чӑваш Енри рабочисем аварие лекнӗ: иккӗн вилнӗ, улттӑшӗ пульницӑна лекнӗ.
Авари паян ирхи 6 сехетре «Чулхула – Саратов» ҫул ҫинчи Пенза облаҫӗнчи Симанки ялӗ патӗнче пулнӑ. Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Ен арҫыннисен машини КамАЗпа ҫапӑннӑ. 1965 тата 1967 ҫулта ҫуралнӑ арҫынсем ҫавӑнтах вилнӗ. Улттӑшӗ йывӑр тата вӑтам аманнӑ.
Хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, рабочисем Курск облаҫӗнчен Чӑваш Ене килме тухнӑ.
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемье ҫурт-йӗр условине лайӑхлатас ӗмӗтпе 2011 ҫултанпа черетре тӑнӑ. 2018 ҫултанпа ҫемье 5 ачаран ытлаллисен списокӗнче черетре пулнӑ. Анчах пӗлтӗр ҫемьене хваттер черетӗнчен кӑларса ҫапнӑ.
Нумай ачаллӑ ҫемьене прокуратура хӳтӗленӗ. Вӑл ҫемьене черете тӑратма хистесе суда тавӑҫпа тухнӑ.
Халӗ хула администрацийӗ ҫемьене 2,5 миллиона яхӑн тенкӗлӗх ҫурт-йӗр сертификачӗ панӑ.
Шупашкар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекторӗнче ӗҫленӗ икӗ ҫынна суд тунӑ. Вӗсене ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑшӑн тата сӗтев илнӗшӗн явап тыттарнӑ.
2024 ҫулхи ҫулла ҫав этемсенчен пӗри 20 тата 40 пин сӗтев илсе инкек пулман ҫӗртех инкек пулнӑҫи туса хутсем шӑрҫаланӑ. Ҫав ӗҫе хӑйӗн ӗҫтешне те явӑҫтарнӑ. Суя документсемпе усӑ курса машина хуҫисем 1 миллиона яхӑн тенкӗ страховка укҫи илнӗ.
Айӑпла инспекторсенчен пӗрне халӗ 1 ҫуллӑха, теприне 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха тӗрмене хупса хумасӑр айӑплама йышӑннӑ. 150 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Петров Юрий Филиппович, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Петров Леонид Порфирьевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |