Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан 66 ҫулти хӗрарӑм судри хутсене ҫунтарнӑ. Ҫавӑншӑн ӑна Йӗпреҫ район сучӗ 50 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑма РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Ку статьяпа суд ӗҫне чӑрмав кӳрекенсене явап тыттараҫҫӗ.
Хӗрарӑм Вӑрнар район судӗнче урай ҫуса пурӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле пурӑнакан арҫын та унта тӑрӑшнӑ. Анчах ӑна ӗҫрен кӑларнӑ. Ҫавӑншӑн хӗрарӑм суд ӗҫченӗсене тарӑхнӑ, тавӑрма шутланӑ.
Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче вӑл суд ларӑвӗн ҫыруҫин пӳлӗмӗнчи пуҫиле ӗҫ материалӗсене кирлӗ мар хутсемпе йӑтса тухса кайнӑ. Пуҫиле ӗҫ материалӗсене хӗрарӑм урамра ҫунтарнӑ. Ҫапла майпа вӑл суд ертӳҫисене сиен кӳрес, вӗсен ырӑ ятне ярас тенӗ.
Патӑрьел районӗнчи ача пахисенчен пӗрин ертӳҫи хуран сутса ята кӗнӗ.
Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ача пахчин ертӳҫине ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе РФ Пуҫиле кодексӗн 292-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпласшӑн. Пуҫиле ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ ӗнтӗ, ӑна Патӑрьел район судне ярса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче тата 2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче хӗрарӑм-ертӳҫӗ инвентаризаци хутне тата техника тӑрӑмне пӑхнин актне суйса хатӗрленӗ. Ача пахчинчи ӑшӑ хуранӗсем юрӑхсӑр тесе кӑтартнӑ. Вӗсене 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вырӑнти пӗр ҫынна 4 пинпе сутнӑ. Ӑшӑ хуранӗсен хакӗ ҫав вӑхӑтрах 56 пин тенкӗ ытларах тӑнӑ.
«Русада» допинга хирӗҫ агентство Чӑваш Енре допинг правилисене пӑснӑ фактсене тупса палӑртнӑ.
Агентствӑн тӗпчев пайӗ пирӗн республикӑри спорт училищисенчен пӗринче кӑлтӑк пуррине асӑрханӑ. 140 ытла ҫынран ыйтса пӗлнӗ иккен, допинга хирӗҫ правилӑсене пӑханманнине 60 тӗслӗх шута илнӗ.
Допинг йӗркине пӑхӑнманшӑн 33 спортсмен тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарма пултараҫҫӗ. Ҫавсен шутӗнче самбистсем виҫҫӗн, велоспорт ӑстисем пиллӗккӗн, биатлонистсем икккӗн, ҫӑмӑл атлетсем вун ҫиччӗн, йӗлтӗрпе чупакансем иккӗн. Кунсӑр пуҫне ҫак йышра спорт гимнасчӗ, боксер, ирӗклӗ майпа кӗрешекен, йӗлтӗрҫӗ пур, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тупӑшакан хӑлха илтмен пӗр ҫамрӑк, хускану органне амантнӑ пӗр ҫӑмӑл атлет.
Асӑннӑ спортсменсемпе ӗҫлекен врач тӗлӗшпе вӑхӑтӗнче пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ-мӗн. Тухтӑр преступлени туман тесе пуҫиле ӗҫе каярах чарса лартнӑ.
Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, Красноармейски районӗнчи Мӑн Шетмӗ ялӗнче пушар алхаснӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗр ҫуртра электрооборудовани монтажне тунӑ чухне йӗркене пахӑнманран ҫулӑм тухнӑ.
Пушар вӑхӑтӗнче пӳртре 66 ҫулти арҫын тата унӑн виҫӗ мӑнукӗ пулнӑ: 5-ри хӗрача, 12-ри тата 13 ҫулти арҫын ачасем. Мӑнукӗсем ҫуллахи каникула килнӗ пулнӑ.
Юрать, ватӑ ҫынпа ачасем шар курман – вӗсем чӳрече ҫӗмӗрсе урама тухма пултарнӑ. Пушар вара самай вӑйлӑ алхаснӑ – ҫурт тӗппипех ҫунса кайнӑ.<s></s>
Ӗнер Ҫӗнӗ Шупашкарта арҫыннӑн вакласа пӗтернӗ виллине тупни пирки, пайӗм урамра тӗрлӗ вырӑнта пулни ҫинчен хыпарланӑччӗ. Малтанах кӗлеткен пайӗсене хӗрарӑм ҫӳп-ҫап контейнерӗнче асӑрханӑ та полицие пӗлтернӗ. Пакунлисем ытти пайне ҫывӑхри контейнерсенче тупнӑ.
Полицейскисем видеокамерӑсене пӑхнӑ. Унти кадра ҫак тискер ӗҫе тума пултарнӑ ҫын та лекнӗ. Полици уйрӑмӗнче унран тӗпчесе пӗлнӗ. 44 ҫулти арҫын ҫынна вӗлернине пӗлтернӗ, кӗлеткин ытти пайӗсем ӑҫта выртнине кӑтартнӑ: вӑрман посадкинче пытарнӑ. Хайхискер пӗрле эрех ӗҫнӗ ҫын пулнӑ. Арҫын тискер преступлени йӗрне пӗтерес тесе вилене вакласа тӗрлӗ ҫӗре пытарнӑ.
ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, 44-и арҫын 56 ҫулти арҫынпа кафере эрех ӗҫнӗ. Унтан вӑл ӑна киле чӗннӗ, унта вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Кӗҫӗнреххи аслине ҫӗҫӗпе чиксе вӗлернӗ.
Палӑртмалла: 44-ри арҫын унччен те судпа темиҫе хутчен айӑпланнӑ, 2027 ҫулччен административлӑ надзорта пулнӑ.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Ҫӗнӗ Шупашкарти Терешкова урамӗнчи 4-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнчи ҫӳп-ҫап контейнерӗ хыҫӗнче арҫын виллине тупнӑ. Унӑн кӗлеткине вакласа пӗтернӗ.
Кӗлеткин пайӗсене Терешкова урамӗнчи 8-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче те тупма пултарнӑ. Полици вилене хулари темиҫе урамри контейнерсенче шыранӑ. Ҫакна ӳкернӗ сӑнсене «Про Город» редакцие ҫынсем ярса панӑ.
Хальлӗхе ку пӑтӑрмах пирки урӑх хыпар ҫук. Йӗрке хуралҫисем вырӑнти халӑхран ыйтса тӗпчеҫҫӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, ҫынсем шыва кӗме ҫӳреҫҫӗ. Анчах шыв хӗрринче асӑрханулӑх пирки мансан инкек пуласси те инҫех мар.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Улатӑр хулинчи пляжра инкек пулнӑ. Паян хӗвел хӗртет, ҫынсем пляжа шыва кӗме пухӑннӑ. 19 сехетре пӗр арҫын шыва чӑмнӑ та тек курӑнман.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Тухтӑрсем те килнӗ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хальлӗхе путма пултарнӑ арҫынна тупайман.
Аса илтерер: нумаях пулмасть сайтра ют ҫӗршыв студенчӗ путни пирки тата 12-ри, 13 ҫулти хӗрачасем чутах шыв айне кайманни ҫинчен хыпарланӑччӗ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта пӗр полицейски урампа иртсе пыракан ҫынна тапса-ҫапса пӗтернӗ. 44-ри арҫын вӑй питтиех пулнӑ курӑнать ҫав. Шупашкар хулинчи патрульпе пост тытӑмӗн уйрӑм батальонӗнче ӗҫлекенскер хӑйӗн ҫиллес кӑмӑлӗ тӗлне лекнӗ этемӗн ури хуҫӑлмаллах хӗненӗ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑтӑрмах кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пулса иртнӗ. Полицире ӗҫлекен арҫын ӳсӗр пулнӑ. Урамра тӗл пулнӑ 51 ҫулти палламан арҫынна полицейски хӗнеме тапранса кайнӑ. Патак шушкӑ мар ҫав. Ҫамрӑкки аслӑраххине хытах «юсанӑ». Шар курнӑ арҫыннӑн сывлӑхне вӑтам сиен кӳмеллех. Ҫакна каярах тухтӑрсем палӑртнӑ.
Ҫынна хӗнекен полицейские кӗҫех ӗҫрен кӑларса янӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе халӗ суда ярса панӑ.
Каҫал тӑрӑхӗнче ӗнер хӑрушла инкек пулса иртнӗ. Кун пирки Чӑваш Енри ҫул-йӗр инспекторӗсем Инстаграмри хӑйсен страницинче паян пӗлтернӗ. Инкеке сӑнлакан видеона та вырнаҫтарнӑ.
Кӳлнӗ лаша асӑннӑ районти Александровка ялӗ патӗнчен «Ҫӗрпӳ-Чӗмпӗр» автоҫул ҫине тухнӑ. Урапа ҫинче икӗ арҫын ларса пынӑ. Ҫул варрине ҫитсен арҫынсенчен пӗри, тилхепене тытса пыраканни, лашана хӑваласа та пӑхать. Анчах ҫул урлӑ каҫса ӗлкӗреймеҫҫӗ — урапа ҫине машина пырса кӗрет.
«За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) автопорталта пӗлтернӗ тӑрӑх, тилхепене тытса пынӑ 66-ри арҫын вырӑнтах вилнӗ, 68-ти тепӗр арҫынна пульницӑна илсе ҫитернӗ, анчах унӑн куҫӗ реанимаци уйрӑмӗнче хупӑннӑ.
ВАЗ машина рульне тытса пынӑ 29 ҫулти водитель те аманнӑ. Тухтӑрсем малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, вӑл хӗрӗнкӗ пулнӑ.
Инкек тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ирхи 7 сехет ҫурӑра Шупашкарти 9-мӗш пилӗкҫуллӑх проспектӗнчи 4-мӗш ҫуртра, общежитире, пушар тухнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, унта виҫҫӗмӗш хутри пӳлӗм ҫунма тытӑннӑччӗ. Тӗтӗм-сӗрӗм тулнӑ подъездран ҫынсене урама кӑларнӑ. Тӑхӑр ҫын, ҫав шутра пилӗккӗшӗ — ҫул ҫитмен ачасем, тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ.
Ҫынсене шар кӑтартаканни пӳлӗмсенчен пӗринче пурӑнакан хӗрарӑмӑн ывӑлӗ пулнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна тытса чарнӑ тата суд йышӑнӑвӗпе 2 уйӑхлӑха хупса хума йышӑннӑ. Ку вӑл — тӗпчев пынӑ вӑхӑтлӑха. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫын пурлӑхне ятарласа сиенлетнӗскере саккун пилӗк ҫул таран ирӗксӗр хӑварма ирӗк парать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |