Чӑваш Енре пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх шучӗпе ҫӗр паракан саккун пур. Юлашки вӑхӑтра ҫынсем ҫӗр вырӑнне укҫан илме пултараҫҫӗ. Тӳлев вӗсене пӗр хутчен лекет.
Шӑпах ҫавӑн пек майпа усӑ курнӑ та Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Энтри Пасар ялӗнче пурӑнакан Лукиновсем. Вӗсем ҫӗр вырӑнне укҫа сетификатне суйласа илнӗ.
Еленӑпа Владимирӑн виҫӗ ача. Хӗрарӑмпа арҫын тӑван ялта ӗҫлеҫҫӗ.
«Ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа илме май килнишӗн эпир питӗ савӑнтӑмӑр. 250 пин тенкӗ укҫана эпир хваттер туянма ярасшӑн», — тенӗ виҫӗ ача амӑшӗ.
Пирӗн ҫӗршывра ашшӗ-амӑшне хӳтӗлекен саккунсем нумай. Сӑмахран, ывӑл-хӗрне пӗччен ӳстерекенсене саккун ӗҫрен хӑтарма чарать.
Унччен 14 ҫула ҫитичченхи ача пуррисене ӗҫрен кӑларса яма юраман. Халӗ вара ҫав саккуна улӑштарнӑ. Ҫӗршыв Президенчӗ Владимир Путин алӑ пуснӑ саккунра 16 ҫула ҫитичченхи ачасене пӗччен ӳстерекен ашшӗ-амӑшне ӗҫрен кӑларма чарнӑ.
Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен республикӑри патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 8,5 процент ӳсӗ. Проекта ЧР Финанс министерстви хатӗрленӗ.
Муницпалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине те ҫавӑн чухлех ӳстерме сӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра проекта сӳтсе яваҫҫӗ, вӑл коррупцие хирӗҫ ӗҫлекен экспертиза витӗр тухать.
Коммуналлӑ пулӑшушӑн тата ҫурт-йӗре тытса тӑнишӗн тӳленӗ чух хӑш-пӗр банксем комисси илеҫҫӗ. Раҫҫейӗн Патшалӑх Думи пенсионерсене, инвалидсене, сахал тупӑшлисене, ҫар хирӗҫтӑрӑвне хутшӑннисене комисси тӳлеттерме чарма йышӑннӑ.
Саккуна виҫҫӗмӗш вулавпа йышӑннӑ.
«Саккунри ҫӗнӗ йӗрке социаллӑ пулӑшу кирлӗ категорисене ҫеҫ пырса тивет. Тулли перечене РФ Правительстви ҫирӗплетӗ», — тесе ҫырнӑ Телеграмри хӑйӗн каналӗнче РФ Патшалӑх Думин председателӗ Вячеслав Володин.
Чӑваш Енре пурӑнакансене кӳршӗ-аршӑпа строительсем канма кансӗрлесрен саккун йышӑннӑ. Ӑна чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ.
Асӑннӑ саккунра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче 23 сехетрен пуҫласа 7 сехетчен шавлама юрамасть. Строительствӑпа монтаж, юсав ӗҫӗсене 20 сехетрен пуҫласа 8 сехетчен пурнӑҫлама юрамасть.
Шӑматкунпа вырсарникун тата уяв кунӗсенче 22 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен шавламалла мар. Строительствӑпа ҫыхӑннӑ ӗҫе 19 сехетрен пуҫласа 9 сехетчен пурнӑҫлама чарнӑ.
13 сехетрен пуҫласа 15 сехетчен те шавламалла мар.
Ҫӗнӗ ҫул каҫхине – раштавӑн 31-мӗшӗнче 22 сехетрен пуҫласа кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче 4 сехетчен – шавланӑшӑн явап тыттармӗҫ.
Интернатра ӳснӗ ачасене пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма ҫӑмӑл мар. Ҫемьере пурӑнса курманскерсене малтанхи вӑхӑтра патшалӑх пулӑшса пырӗ. Чӑваш Енре нумаях пулмасть ятарласа ҫавӑн пек саккун йышӑннӑ.
Ача ҫурчӗсенче ӳснисене интернатран тухсан вӗренме кӗме, ӗҫе вырнаҫма пулӑшасшӑн, ҫӗнӗ ҫӗрте пурӑнма хӑнӑхтарасшӑн. Ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫамрӑксене ятарласа ҫирӗплетнӗ наставник пулӑшса пымалла.
Шупашкарти ача пахчисенчен пӗринпе юнашар пирус туртмалли сутакан лавкка ӗҫленӗ. Хулари Гагарин урамӗнчи 36-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑскерпе юнашарах тенӗ пек ача пахчи пур.
Табак таврашне, никотинлӑ япаласене, чӑмламалли табак сутакан точкӑсене ача пахчисемпе шкулсен ҫывӑхӗнче уҫма юрамасть. Асӑннӑ лавкка 74-мӗш ача пахчинчен 39 метрта вырнаҫнӑ. Нормӑпа килӗшӳллӗн 100 метртан ҫывӑхра пулмалла мар.
Усламҫӑ тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ, ӑна 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ. Ҫывӑх вӑхӑтра лавккана хупасшӑн. Ӗҫе суда ярса панӑ.
Пирӗн ҫӗршыва ют ҫӗршывсенчи ҫынсем сахал мар килеҫҫӗ. Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫынсем уйрӑмах йышлӑ.
Пирӗн патра ӗҫлесе пурӑнас тесен вӗсен вырӑс чӗлхи пӗлмелле. Ҫавна экзамен тытса, ятарлӑ сертификатпа ҫирӗплетсе памалла.
Анчах хутпа хут пӗр мар иккен. Тӗрӗсрех каласан, вырӑс чӗлхи пӗлмен мигрантсем те тупӑнаҫҫӗ иккен.
Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Миграци енӗпе ӗҫлекен управленийӗ ют ҫӗршыв ҫыннисем кӑтартакан сертификатсене тӗрӗслеҫҫӗ те хут ҫинче ҫырни пур чухне те тӳрре килменни палӑрать — документсен хуҫисем вырӑс чӗлхине пӗлмеҫҫӗ.
Чӗлхе пӗлмесӗрех сертификатлӑ панӑ тӗслӗхсене кӑҫал пирӗн тӑрӑхри полицейскисем 35 хутчен тупса палӑртнӑ. Ҫавна май яваплисем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫсем пуҫарнӑ. Сертификат илме пулӑшнисене судсем тӗрмене хупса хумасӑр явап тыттарнӑ, мигрантсене вырӑс чӗлхи пӗлет тесе панӑ сертификатсене вара суя тесе йышӑннӑ.
Патшалӑх Думин депутачӗсем пирус туртман ҫынсене хушма пӗр канмалли кун туса пама сӗннӗ. Ку – сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнассине пропагандӑлама. Ҫапла ӑнлантарнӑ Султан Хамзаев депутат.
Ҫавӑн пекех вӑл ӗҫпе тивӗҫтерекенсене спортпа туслӑ ӗҫченӗсене компенсаци пама сӗннӗ. Султан Хамзаев ҫакӑ лайӑх улшӑнусем патне илсе ҫитерессе ӗненет.
Ку сӗнӗве РФ сывлӑх сыхлавӗн министрне Михаил Мурашкӑна пӑхса тухма панӑ.
Кӗркунне пуҫланнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр правилисенче улшӑнусем вӑя кӗнӗ. Ытти пайсене тӗрӗсленисӗр пуҫне ГИБДД ӗҫченӗсем малашне авто фарисем ҫинче хӳтлӗх пленки пуррине пӑхӗҫ, вӑл пулсан, ҫутӑна пач тӗксӗмлетмест пулин те, штраф ҫырса парӗҫ.
Ҫӗнӗ правилӑсем тӑрӑх машинӑн фарисене нимӗнле майпа та «апгрейдлама» юрамасть. Ку йӗркене пӑссан водителе 500 тенкӗлӗх штрафлӗҫ, ҫакна КоАПӑн 12.5 статйин 3-мӗш пайӗнче ҫырса ҫирӗплетнӗ.
Штрафланисӗр пуҫне автоинспекторсем йӗркене пӑсакан пленкӑна вунӑ кунран кая юлмасӑр сӳсе пеме ыйтӗҫ. Ку ӗҫе пурнӑҫламасан автомобиль тӳрех учетран тухӗ, водителе вара тата тепӗр 5 пин тенкӗлӗх штраф ҫырса парӗҫ е 3 уйӑхлӑха правасӑр та хӑварма пултарӗҫ.
Ҫакӑн пек ҫирӗп йышӑнӑва мӗнпе сӑлтавланине ӑнлантарса паман. Унччен малтан ӑнсӑртран чул таврашӗ лексе сиенлетесрен машина оптикине хӳтӗлени водительсене укҫа-тенке перекетлеме май панӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |