Шупашкарти полицейскисем ют ҫӗршыв ҫыннине тытса чарнӑ. Вӑл Раҫҫей чиккине саккуна пӑсса каҫнӑ. Кун пирки ЧР ШӖМӗн пресс-служби пӗлтерет.
Ҫак ҫын Таджикистанран. 2014 ҫулта ӑна Раҫҫее килме чарнӑ, мӗншӗн тесен вӑл саккуна пӑснӑ: пирӗн ҫӗршывра пурӑнмалли срок иртсен те киле таврӑнман.
Анчах арҫын Раҫҫее килмелли мел тупнӑ. Чӑн хушамачӗ-ячӗпе ӑна пирӗн ҫӗршыва кӗртменнине пӗлсе ятне улӑштарнӑ. Хайхискер ҫӗнӗ паспортпа кӑҫал Шупашкара ҫитнӗ.
Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче тытса чарнӑ. Халӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарас ӗҫе пӑхса тухаҫҫӗ.
РФ Патшалӑх Думине саккун проектне пӑхса тухма тӑратнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, ҫемьере усал сӑмахпа вӑрҫнӑшӑн айӑпласшӑн.
Саккун проекчӗ урамра общество йӗркине пӑснӑшӑн кӑна мар, хваттерте пуҫтахланнӑшӑн та явап тыттарасшӑн. Тӗплӗнрех каласан, ҫемьере харкашнӑшӑн, пӗр-пӗрне усал сӑмахпа кӳрентернӗшӗн штраф тӳлеттересшӗн..
Саккуна улшӑнусем кӗртесшӗн: 1-2 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн. Халӗ вара ку штраф 500 тенкӗрен пуҫласа 1 пин тенкӗ таран танлашать. Е 40 сехет ӗҫлеттересшӗн. Кунашкал айӑплав вара халӗ ҫук.
Чӑваш Енре пысӑк уявсенче лавккара эрех-сӑра сутма чарассине йӑлана кӗртнӗ. Чылайӑшӗ ҫакна ырлать.
Ҫитес вӑхӑтра Шупашкарта каллех эрех-сӑра сутмӗҫ. Хальхинче ку шкултан вӗренсе тухнӑ ҫамрӑксен сывпуллашу каҫӗпе ҫыхӑннӑ.
Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку чару ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пулӗ. Шӑпах ҫав кун яш-хӗре аттестат параҫҫӗ. Ҫавна май Шупашкарти мӗнпур лавккара эрех-сӑра сутмӗҫ.
Анчах ку чару общество апатланӑвӗн предприятийӗсене пырса тивмест. Аса илтерер: ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ.
Чӑваш Республикинчи ҫынсен прависене хӳтӗленӗ уполномоченнӑй Юрий Кручинин должноҫрен вӑхӑтсӑр кайнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Вӑйлӑ юрист халӗ коммерцилле мар организаци туса хунӑ. Фейсбукра вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, унӑн организацийӗ «Правозащитный бастион» (чӑв. Правӑна хӳтӗлекен бастион) ятлӑ.
«Патшалӑх хӳтӗлевҫин ӗҫӗ енчен йӑлтах уҫӑмлӑ, пӗлтӗмӗр, ишсе куртӑмӑр. Президент ирттернӗ тӳрӗ линире регионсенче этем правине епле хӳтӗлени курӑнчӗ. РФ субьекчӗсен ертӳҫисене патшалӑх ертӳҫи тарӑхӑвӗ ҫеҫ хӑратать. Вӗсем пуҫиле майпа явап тытасран та шикленемеҫҫӗ», — ҫырнӑ Юрий Кручинин.
Хай йӗркеленӗ коммерцилле мар организацие мӗншӗн бастион тенине экс-омбудсмен ҫирӗп никӗссӗр хӳтӗлеме йывӑррипе сӑлтавлать.
Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай Шупашкар хула администрацине официаллӑ мероприятисем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем ытларах кирлине палӑртакан ҫырупа тухнӑ. Тӳре-шара поэт ыйтӑвне илтнӗ: ытларах та анлӑрах усӑ курма шантарнӑ.
Валерий Туркай ҫу уйӑхӗнчи уявсем вӑхӑтӗнче чӑвашла баннерсем сахаллине асӑрханӑ, ҫакӑ халӑх поэтне тивӗҫтермен.
Маларах эпир «Ирӗклӗх» халӑх пӗрлешӗвӗ Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне чӗлхе саккунне пӑсакансене явап тыттаракан саккуна ыйтса ҫыру хатӗрленине пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, ун чухне чӑваш парламенчӗн социаллӑ политика тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ун пек саккуна хатӗрлесе Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан органӗсене пӑхса тухма ярса панӑ тесе хуравланӑччӗ.
Кӑҫалхи тӑватӑ уйӑхра Чӑваш Енре антитабак саккунне пӑснӑшӑн 35 постановлени ҫырнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак саккун йӗркине пӑснӑшӑн 300 пине яхӑн тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Кӑҫал 6 юридици сӑпатне, должноҫри 12 ҫынна, 6 харпӑр усламҫа тата 11 ҫынна ку тӗлӗшпе явап тыттарнӑ. Вӗсем, Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, пируспа ҫыхӑннӑ саккун йӗркине пӑснӑ.
Икӗ ҫын юраман ҫӗрте пирус туртнӑ. Тепӗр тӑххӑрӑшӗ пирус туртса чаракан саккун йӗркине пӑхӑнман. Суту-илӳ тытӑмӗнче саккуна пӑхӑнманшӑн 18 ҫынна явап тыттарнӑ. Тӑхӑр штраф виҫи 51 пин тенкӗпе танлашнӑ.
Чӑваш Енре каллех ют ҫӗршыв ҫыннисене тытса чарнӑ. ЧР ШӖМӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем миграци саккуне пӑснӑ.
Ют ҫӗршыв ҫыннисене Улатӑр хулинче тытса чарнӑ. Вӗсем Казахстан еннелле ҫул тытнӑ пулнӑ. Автобусра ют ҫӗршыври 9 ҫын пулнӑ.
Тытса чарнӑ ҫынсем тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Миграци саккуне пӑснӑскерсене штраф тӳлеттернӗ: кашнине 2 пин тенкӗ. Кунсӑр пуҫне вӗсене Раҫҫейрен тӑван тӑрӑхне ӑсатмалла тунӑ.
Водитель те ют ҫӗршыв ҫынни пулнӑ. Ӑна та 2 пин тенкӗ штраф ҫырса панӑ.
Ҫак кунсенче «Ирӗклӗх» пӗрлӗх Чӑваш Республикинчи чӗлхесем пирки калакан саккуна пӑснишӗн явап тыттарасси пирки ӗҫ-пуҫ мӗнле пыни ҫинчен социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн хуравне пӗлтерчӗ. Питӗ шел те, анчах республикӑри тӗп халӑхӑн чӗлхине пулӑшу кӳме пултаракан мӗнле те пулин ӗҫшӗн хирӗҫ тӑракан ҫынсем сахал мар-ха. Ҫав шутра журналистсем хушшинче те. Сӑмахран, «Чебоксары 24» сайтра паян «Ирӗклӗх» пӗрлӗхӗн пуҫарӑвне сивлек хак паракан хыпар пичетленнӗ. Ӑна «Националисты убедили Госсовет Чувашии наказывать за неиспользование чувашского языка» (чӑв. Националистсем Чӑваш Ен Патшалӑх канашнечӑваш чӗлхипе усӑ курманнишӗн явап тыттарма ӳкӗте кӗртнӗ) ят панӑ, «националист» терминпа вара сивлесе усӑ курнӑ.
Питӗ шел те, фашизма ҫӗнтернӗ ҫӗршывра, тӗрлӗ шовинизм формисем халӗ те курӑнкалаҫҫӗ. Право тӗлӗшӗпе чӑваш чӗлхине вырӑс чӗлхипе тан тума ыйтсанах хӑшӗ-пӗрин чунӗ вӑркама пуҫлать.
Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн укҫа парассине пӑрахӑҫланӑччӗ. Халӗ вара Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «О ежемесячной денежной поддержке семьям в случае рождения (усыновления) третьего ребенка или последующих детей» (чӑв. Ҫемьере виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралсан (усрава илсен) уйӑхсерен укҫан пулӑшасси ҫинчен) текен документ вырнаҫтарнӑ иккен. Вӑл ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртекен ЧР Патшалӑх Канашӗн сессине халалланӑ баннерта тӑнине «Ҫыхӑнура» портал асӑрханӑ.
Ӗҫлӗ хутра каланӑ тӑрӑх, уйӑхсерен паракан укҫана 2016 ҫулхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫемьере виҫҫӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнисене пепке виҫӗ ҫула ҫитиччен памалла.
Саккуна йышӑннипе йышӑнманнине чӑваш парламенчӗн черетлӗ сессийӗ хыҫҫӑн пӗлӗпӗр.
Шупашкарта синагога пулӗ. Вӑл республикӑн тӗп хулинчи Университет урамӗнчи 24-мӗш ҫурт адреспа вырнаҫӗ.
Раҫҫейри еврейсен общинин федерацине ҫӗр лаптӑкӗ пама Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн хушу проектне хатӗрленӗ. Ӑна республикӑн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерствин сайтӗнче пичетленӗ.
Синагога тата община центрӗ тума 5,4 пин тӑваткал метр лаптӑк уйӑрӗҫ.
Сӑмах май, тӗн е ыркӑмӑллӑх организацийӗсене патшалӑх тата муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗре тӳлевсӗрех усӑ курма 10 ҫуллӑха пама юрать. Кун пирки РФ Ҫӗр кодексӗн 39.10 статйин 2-мӗш пункчӗн 3-мӗш ҫум пунктӗнче пӑхса хӑварнӑ.
Маларах эпир Улатӑр районӗнчи тӗп пульница шутланнӑ ҫурт Вырӑс православи чиркӗвӗн унти епархине куҫнине хыпарланӑччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |