Чӑваш халӑхӗ яланах хӑйӗн ӗҫченлӗхӗпе, тӗллевлӗхӗпе, чӑтӑмлӑхӗпе палӑрса тӑнӑ, лартнӑ тӗллевсене вара яланах пурнӑҫлама тӑрӑшнӑ. Пирӗн республика пысӑках мар пулин те, халӑхӗ вара пирӗн чӑннипех-ҫке маттур. Чӑваш Республики вара хӑйӗн пин-пин юрӑ, пин-пин тӗррипе кӑна мар килленме пултарать, чӑваш ҫӗрӗн халалӗпе чӑмӑртаннӑ спортсменкӑсемпе те мухтанма тивӗҫ.
Ӗнер, утӑн 18-мӗшӗнче, 14:00 сехетре правительство ҫуртӗнче Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев Универсиадӑран тӑван кӗтӗсе ҫӗнтерӳпе таврӑннӑ спортсменкӑсемпе тӗл пулнӑ. Йышӑннӑ йӑла тӑрӑх Михаил Васильевич спортсменкӑсене: Екатерина Красновӑна, Ирина Юманова, Кристина Савицкая, Наталья Пучковӑна, Алина Прокопьевӑна пуш аллӑн кӗтсе илмен, хӗрсене укҫа-тенкӗ енчен хавхалантарас тесе ятарлӑ сертификатпа чысланӑ. Ҫӗнтерҫӗсене саламлама физкультура, спорт тата туризм министрӗ Сергей Мельников, спортменсенкӑсен тренер-вӗрентекенӗсем килсе ҫитнӗ. Чи малтанах Михаил Игнатьев хӗрсенчен вӗсен сывлӑхӗ ҫинчен ыйтса пӗлнӗ, ҫӗнсе илнӗ медальсем ҫинчен те сӑмах хускатнӑ.
— Универсиадӑра хутшӑннӑ спортсменсене пысӑк ҫитӗнӗвӗсемшӗн чун-чӗререн саламлатӑп.
Ӗнер Патӑрьел районӗнчи Кзыл-Чишма ялӗнче пурӑнакан Гайше Идиятулловна Садретдинова 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл кӳршӗллӗ Елчӗк районӗнчи Сӑрьелӗнче ҫуралса ӳснӗ. 19-а ҫитсен унпа Патӑрьел районӗнче пурӑнакан Фетах ятлӑ тутар каччи паллашнӑ. Кӗҫех вӗсем ҫемье ҫавӑрнӑ, икӗ хӗрпе икӗ ывӑл ҫуратнӑ. Вӑрҫӑран арҫын хӑрах алӑсӑр таврӑннӑ хыҫҫӑн ӗмӗрӗпех тӑван хуҫалӑхра хуралҫӑра ӗҫлесе пурӑннӑ. 34 ҫул каялла вӑл ҫӗре кӗнӗ. Гайше аппан халӗ ывӑлӗсем те ҫук ӗнтӗ — вӗсем куҫӗсене хупнӑ. Ватӑ ҫыннӑн хальхи савӑнӑҫӗ — 6 мӑнкуӗпе мӑнукӗсен 8 ачи. Тата ватта ял ҫыннисем хисеплени савӑнтарать.
Юбилей ячӗпе ватта Раҫҫей Президенчӗн, Чӑваш Ен Элтеперӗн тата Патӑрьле район администрацийӗн пуҫлӑхӗн саламӗсене тыттарнӑ. Ӑна саламлама Патӑрьел район тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пайташӗсем пырса ҫитнӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн кашни виҫҫӗмӗш вырсарникун Ҫемӗрле районӗн медикӗсем хӑйсен професси уявӗ ячӗпе салам сӑмахӗсене илтеҫҫӗ. Пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ профессинче чи хастаррисене ведомство — парнесемпе, хулапа район — хисеп хучӗсемпе, хулапа район администрациӗсем — хавхалану хучӗпе чыславнӑ. Унсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле хулинчи тӗп медецина центрӗн грамотипе, хавхалану хучӗсемпе сахал мар ҫнна чысланӑ, укҫа-тенкӗпе те хавхалантарнӑ.
«Сывлӑхлӑ пулӑр!» — медиксене саламланӑ май Ҫемӗрле хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ С.Н. Новичков хӑй калаҫӑвне ҫак сӑмахсемпе вӗҫленӗ. Вӑл пульница ӗҫченӗсене чунтан-чӗререн уяв ячӗпе саламланӑ, малашне те ӗҫ ҫапла ӑнӑҫлӑ пырасса шаннӑ.
Унсӑр пуҫне тата тухтӑрсемпе медаппасене уявпа саламлама хулари депутатсен канашлӑвӗн депутачӗ Л.М. Егорова, Ҫемӗрле районӗн администраци пуҫлӑхӗ Л.Г. Рафинов тата ыттисемпе те килсе ҫитнӗ.
Шур халатлӑ ҫынсене юрӑ-ташӑпа вара Ҫӗмӗрлери ачасен 1-мӗш ӳнер шкулӗн вӗренекенӗсем савӑнтарнӑ.
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хаклӑ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем!
Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлатӑп! Ҫак уяв пирӗншӗн пуриншӗн те уйрӑмах ҫывӑх. Вӑл халӑх пӗрлӗхне, хӑюлӑхпа паттӑрлӑха тата Тӑван ҫӗршыва чунтан юратнине сӑнарлакан ҫутӑран та ҫутӑ символ пулса тӑрать. Фашистла Германие ҫӗнтерессине ҫывхартас ӗҫе миллионшар ҫын хӑй вӑйӗ ҫитнӗ таран тӳпе хывнӑ, вӗсенчен нумайӑшӗ ҫӗр-шывӑмӑрӑн ирӗклӗхӗпе никама пӑхӑнманлӑхне сыхласа хӑварассишӗн пурнӑҫне панӑ.
Чӑваш Ен ҫыннисем Тӑван ҫӗршыва мӗн пур фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ, тылра вӑйран кайса ӗҫленӗ — ачисемпе мӑнукӗсен пуласлӑхӗшӗн паттӑрлӑх кӑтартнӑ. Пирӗн хӳхӗм ҫӗрӗн 208 пин ытла харсӑр ывӑлӗпе хӗрӗ фронта тухса кайнӑ. Ҫӗнтерӗве ҫӗнсе илме пӗрре те ҫӑмӑл пулман — ҫапӑҫу хирӗнчен пурте каялла таврӑнайман. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республики арканнӑ хуласемпе ялсене юсаса ҫӗклеме пӗтӗм ҫӗр-шывпа пӗрле хастаррӑн хутшӑннӑ. Пирӗн атте-анне, асатте-асанне, кукаҫи-кукамай килес ӑрусем телейлӗ пурӑнччӑр тесе экономикӑна кӗске вӑхӑтра ура ҫине тӑратнӑ.
Кашни ҫулах Ҫӑвӑн 9-мӗшӗнче эпир ҫӗршывӑмӑршӑн питех те йывӑр килнӗ ҫулсене тивӗҫлипе тӳссе ирттернӗ тата пире ҫӗнтерӳ парнеленӗ паттӑрсене чыслатпӑр.
Хӗрачасем, хӗрсем, хӗрарӑмсем! Асаннесем, кукамайсем! Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те ҫуркуннехи пӗрремӗш уяв ячӗпе, Хӗрарӑмсен кунӗ ячӗпе саламлать!
Ҫуркуннехи тавралӑх епле капӑр, эсир те ҫавӑн пекех илемлӗ пулӑр, ҫуркуннехи ҫил епле ӑшӑ эсир те ҫӑвӑн пекех ӑшӑ кӑмӑллӑ пулӑр.
Телей, юрату ан иксӗлтӗр сирӗн пурнӑҫра!
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче чӑваш хӗллехи чи паллӑ уява, Сурхурине уявлама пуҫлать. 19-мӗшӗнче вара ҫак уяв вӗҫленет.
Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара.
Чӑваш халӑх сайчӗ сире пурне те Сурхури ячӗпе саламлать!
Чӑваш халӑхӗн хастарӗсем йӑлана кӗнӗ йӗркепе Сурхурине уявлама кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче (вырсарникун) «Ҫӑлкуҫ» хупаха пухӑнӗҫ, уява «Сӑвар» чӑваш наци культурин аталану центрӗ йӗркелет. Пуҫламӑшӗ — 12 сехетре.
Пухура калаҫу та, юрӑ-ташӑпа савӑнасси те пулӗ. Шӳрпе пулӗ, килти сӑра. Чи пахи вара, паллах, хальхи лару-тӑрӑва сӳтсе явасси. Калаҫу хӗрӳ пуласса шанма пулать: Сурхурине уявлама Иван Христофорова, Виталий Станьяла, Анатолий Кипеча, Праски Виттине тата ытти паллӑ ҫынсене чӗннӗ.
Хисеплӗ хӑнасем, чӑваш тетелӗн хастар ӗҫтешӗсем!
Chuvash.Org пӗрлӗх сире пурне те Ҫӗнӗ Ҫул ячӗпе пӗтӗм чунтан саламлать!
2012 ҫул хӑшӗ-пӗришӗн, тен, йывӑр пулчӗ, хуйхи-суйхине те сахал мар чӑтрӗҫ пулӗ. Ҫавах та япӑх пулӑм кив ҫулта юлтӑр, ҫӗнӗ ҫулта лайӑххи кӑна пулӑр!
Кӳрӗнтернине каҫарар, усал сунар мар, ырӑ тӑвакана — мухтар та хисеп тӑвар! Япӑххине асӑнмалла ан пултӑр, ырри тупӑнсах тӑтӑр!
Ҫапла пултӑр!
Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫӗнӗ ҫул тата Раштав уявӗсен ячӗпе саламлатӑп!
Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗҫленекен ҫулталӑк кӑтартӑвӗсене пӗтӗмлетесси, мӗн тунине хакласси, малашлӑх валли плансем тӑвасси йӑлана кӗнӗ.
Тулли кӑмӑлпа палӑртатӑп: тӗп макроэкономика кӑтартӑвӗсемпе Чӑваш Ен каллех ҫӗр-шывӑн чи ӑнӑҫлӑ регионӗсен шутне кӗчӗ. 2012 ҫулта эпир бюджет укҫипе тухӑҫлӑ усӑ курас, пӗчӗк бизнес аталанӑвӗ валли лайӑх условисем йӗркелес, экономикӑра тата бюджет сферинче ӗҫ укҫине ӳстерес, нумай ачаллӑ тата ҫамрӑк ҫемьесене, пӗчӗк тупӑшлисене, ветерансене патшалӑх енчен пулӑшассине вӑйлатас тӗллевлӗ политика тытса пытӑмӑр. Обшествӑпа администраци енчен ҫирӗп тӗрӗслесе тӑнине, вӑхӑтра комплекслӑ мерӑсем йышӑннине пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ таварсен хакӗсене сӑлтавсӑр ӳстерме памарӑмӑр.
Ӗҫ стажӗ 40 тата 45 ҫула ҫитнӗ аслӑ ҫулсенчи 20 пин ытла ҫын «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ят тата хушма ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ курмалли право илчӗ.
2012 ҫулхи кӑрлачран тытӑнса виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ачасем ҫуралнӑ ҫемьесене республикӑн 100 пин тенкӗпе танлашакан амӑшӗн капиталне тӳлетпӗр, ӑна кӑҫал 1,5 пине яхӑн ҫемье илнӗ.
Хисеплӗ пенсионерсем, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗсем!
Сире Пӗтӗм тӗнчери ватӑсен кунӗ ячӗпе ӑшшӑн тата чӗререн саламлатӑп!
Ҫак куна пӗтӗм тӗнчере 1990 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ветерансем вӑрҫӑ хирӗнче кӑтартнӑ паттӑрлӑхпа харсӑрлӑх, ӗҫри хастарлӑх аслӑ ӑруран тӗслӗх илме хистеҫҫӗ, ҫамрӑксене тӑван ҫӗре, хамӑрӑн халӑха, унӑн йӑлисене юратма, хӑйсен ӗҫӗпе тӑван ене аталантарма вӗрентеҫҫӗ. Ватӑсен пысӑк ӑсӗ, пурнӑҫри пуян опычӗ ыррине, вӗсем тунине, упраса хӑварма, килес ӑрусене парса хӑварма пулӑшать.
Аслӑ ӑру ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатасси — Раҫҫейпе Чӑваш Енӗн патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗ. Хальхи вӑхӑтра республикӑри ҫулланнӑ граждансен 80% ытла социаллӑ пулӑшу мелӗсемпе усӑ курать. Республика бюджетӗнчен кӑна 2012 ҫулта ҫак тӗллевсемпе 1,786 млрд тенкӗ уйӑрнӑ. «Чӑваш Республикин ӗҫ ветеранӗ» ята илмелли стаж вӑхӑтне пӗчӗклетес енӗпе ӗҫлетпӗр. Паянхи кун тӗлне стажшӑн ҫак ята 18000 гражданина панӑ, ҫулталӑк вӗҫлениччен вӗсен пӗтӗмӗшле йышӗ 22000 ҫынпа танлашӗ. Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерес енӗпе тимлӗ тӑрӑшатпӑр. Республикӑра 2010 ҫултанпа 4562 ҫынна ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ, ҫав шутра 2012 ҫулта – 758 гражданина.
Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!
Сире Пӗлӳ кунӗ ячӗпе тата ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа пӗтӗм чунтан саламлатӑп!
Авӑнӑн 1-мӗшӗнче республикӑри мӗн пур вӗренӳ заведенийӗ хӑйӗн вӗренекенӗсене хапӑл туса йышӑнать, ҫавна май шкул ачисем, техника професси училищисемпе колледжсенче вӗренекенсем, аслӑ шкул студенчӗсем пӗлӳ тӗнчине ҫул тытаҫҫӗ.
Ҫав асамлӑ ҫул шкултан е аслӑ шкултан вӗренсе тухнипе кӑна вӗҫленмест. Ахальтен мар вӗт халӑх ӑслӑлӑхӗ: «Ӗмӗр пурӑн — ӗмӗр вӗрен», — тесе вӗрентет. Лайӑх пахалӑхлӑ пӗлӳ, тӗрлӗ енлӗ професси вӗренӗвӗ, пӗрмаях ҫӗннине пӗлме тата хӑйӗн ӑсталӑхне ӳстерме тӑрӑшни кирек камшӑн та ҫитӗнӳ тумалли майсем пулса тӑраҫҫӗ.
13 пине яхӑн пирӗн пӗчӗк гражданин хӑйӗн пурнӑҫӗнче шкул алӑкне пуҫласа уҫать. Ачасенчен ытларахӑшӗ пӗлӳ тӗнчипе ача садӗнче паллашма пуҫланине пурте пӗлетпӗр. Ҫавӑнпа та мӗн пур пӗчӗк ачанах шкулчченхи вӗренӳ учрежденине ҫӳреме майсем туса парасси Чӑваш Ен патшалӑх политикин тӗп ҫул-йӗрӗсенчен пӗри шутланать. Асӑннӑ тӗллеве пурнӑҫлас тӗлӗшпе Правительство комплекслӑ мерӑсем йышӑннӑ, вӗсемпе килӗшӳллӗн республикӑри районсемпе хуласенче 2014 ҫул вӗҫӗ тӗлне 24 ҫӗнӗ ача сачӗ туса лартмалла, юсаса ҫӗнетекеннисене те шута илсен, 48 хушма ача сачӗ уҫӑлмалла.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |