Ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче, тунтикун, Хусанта тӗрӗк халӑх театрӗсен «Науруз» X фестивалӗ уҫӑлать. Ҫак кун вырӑнти ТЮЗра (Островски урамӗ, 10) Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗ икӗ пайлӑ «Кӗмӗл тумлӑ ҫар» трагеди кӑтартать. Авалхи чӑвашсен пӗр йӑхӗ вӑрҫӑсене пула пачах арҫынсӑр тӑрса юлать. Алла хӗҫ тытса ҫапӑҫу хирне амасен тухма тивет... Ҫак спектакль хальхи куракана чӑваш хӗрарӑмӗн ҫи пуҫӗнче мӗншӗн ҫапла нумай кӗмӗл пулнине те ӑнланма пулӑшать.
Пуҫламӑшӗ (куракансем ыйтнипе) — 18 сехетре.
Ыйтса пӗлмелли инҫесас: 518-33-75
Ыран, раштавӑн 17-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх пукане театрӗнче Ева Лисина повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Хупах хӑлхаллӑ Илюк» моноспектакль премьери пулӗ. Тӗп роле выляканӗ Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов. Вӑлах ку спектакле лартаканӗ те. Ӳнерҫӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Анатолий Розов, кӗвӗпе илемлетекен Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин. Спектакль 10 сехетре пуҫланать.
Кӗҫнерникун сире тепӗр ҫӗн спектакль кӗтет — «Атӑлҫи Пӑлхарӗсем». Ӑна И. Петровӑн «Телейпе Илем» хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ. Спектакльти тӗп вырӑн — Атӑлҫи Пӑлхарта IX-X ӗмӗрте пулса иртекен ӗҫсем. Спектакле лартаканӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Юрий Филиппов, ӳнерҫи — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ художникӗ Анатолий Розов. Кӗввине Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Андрей Галкин. Ку спектакль 13 сехетре пуҫланӗ.
Кунерти ялӗнчи культура ҫуртне ҫенетсе юсанӑ хыҫҫӑн ҫын чунӗ кӗме пуҫланӑ: халӗ кунта тӗрлӗ мероприятисем пуҫсӑр конкурссем те, КВНсем те, чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗсем те иртеҫҫӗ.
Акӑ, нумай пулмасть, иртнӗ шӑматкун, раштавӑн 15-мӗшӗнче, ял ти культура ҫуртӗнче ятарласа Шупашкартан килнӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн «Юратсан юрлас килет» ятлӑ спектаклӗ иртрӗ.
Куракансене спектакль питӗ килӗшрӗ, уйрӑмах Надежда Зубковӑпа Виталий Карпов вылянӑ тӗп сӑнарсем ҫынсене килӗшрӗҫ. Ҫавӑн пекех Любовь Фёдорова выляни те Кунер халӑхне кӑмӑла кайрӗ.
Спектакль вӗҫленнӗ хыҫҫӑн артистсем хӑйсене ӑшшӑн кӗтсе илнӗшӗн Кунер халӑхне тав турӗҫ, тепӗр хут килме сӑмах пачӗҫ.
Сӑмах май, ку спектакле эсир шӑматкун, раштавӑн 22-мӗшӗнче Шупашкарта курма пултаратӑр. Спектакле Чӑваш академи драма театрӗнче лартӗҫ. Пуҫламӑшӗ 18 сехет ҫурӑра.
Паян, ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче В.Катаев ҫырнӑ «Ӑнсӑртран авлансан» (Квадратура круга) спектакль премьери пулӗ. Режиссёрӗ — Александра Федина (вӑл паллӑ вырӑс режисёрӗн, Раҫҫей халӑх артисчӗн, Леонид Хейфецӑн веренекенӗ).
Спектакльти рольсене театрӑн ҫӑмрӑк артисчӗсем выляҫҫӗ. Ҫавӑн пекех Геннадий Большакова, Владимир Семёнова, Светлана Андреевӑна курма пулать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |