Пирӗн ентеш Мускаври футбол командинче выляса паларнӑ. Сӑмах - Ксения Корнилова пирки. Вӑл Шупашкарти «Спартак» спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать.
Команда 15 ҫул тултарман хӗрсен хушшинче тупӑшнӑ. Ксенийӑн команди Мускав облаҫӗн командине 3:1 шутпа ҫӗнтерса мала тухнӑ.
Палӑртмалла: Ксения футболпа тахҫанах кӑсӑкланать. Вӑл Дмитрий Терентьев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Брянск хулинче юниорсен хушшинче ҫӑмӑл атлетка енӗпе Раҫҫей ӑмӑрӑвӗ иртнӗ. Пирӗн ентеш Анрей Никитин унта кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Андрей темиҫе енлӗ ӑмӑртура 7005 очко пухса пьедесталӑн иккӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ. Вӑл 100 метр чупнӑ, тӑршшӗне сикнӗ, йӗтре тӗкнӗ, диск ывӑтнӑ, шӑчӑпа сикнӗ, сӑнӑ ывӑтнӑ.
Палӑртмала: спортсмен Елена Никитина тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Пирӗн ентеш Роман Минеев Краснодарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче чаплӑ кӑтартупа палӑрнӑ, вӑл ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Роман юниорсен хушшинче 5 ҫухрӑма чупса финиша пӗрремӗш ҫитнӗ, ҫак дистанцие вӑл 14 минут та 31.15 ҫеккунтра парӑнтарнӑ.
Палӑртмалла: Роман А.И.Тихонов ячӗллӗ спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл - Раҫҫей спорт мастерӗ. Унӑн тренерӗ - Александр Васильев.
Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртет. Мускавран килнӗ Артем Чермошанский ӗнер унта вӑйлах суранланнӑ.
Спортсмен 8,03 метр тӑршшӗне сиксе чи лайӑх кӑтартупа палӑрнӑ. Улттӑмӗш хутӗнче вӑл лини ҫине пуснӑ та сикнӗ чухне группировка туман, пӗр ури ҫине сикнӗ. Унтан такӑннӑ, хӑйӑр тӑрӑх чӑкӑл-мкакӑл туса сылтӑм ура чӗркуҫҫине сиктернӗ.
Артема васкавлӑ медпулӑшупа илсе кайнӑ. Унӑн мӑшӑрӗ Елизавета пӗлтернӗ тӑрах, спортсмен урине хуҫман, ӑна операци тунӑ та шӑмма вырӑна лартнӑ.
Чӑваш Ен спортсменӗ, Патӑрьел округӗнчи Шамиль Вахитов, пиҫҫиххипе кӗрешмелли корэш ӑмӑртура ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу тӗнче шайӗнче иртнӗ, унта тӗрлӗ ҫӗршыври 100 ытла спортмсен хутшӑннӑ.
Шамиль 80 килограмм таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ. Вӑл Эльдар Вахитов тата Эльфис Мтиев тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Олимп резервӗсен 3-мӗш спорт шкулӗн вӗренекенӗ, спорт мастерӗн кандидачӗ Анна Калинина триатлон-кросс енӗпе иртнӗ Раҫҫей ӑмӑртӑвӗнче пӑхӑр медаль ҫӗнсе илнӗ. Тупӑшу Киров облаҫӗнче пулнӑ.
Анна Сергей Сусметов тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать. Вӑл 15-17 ҫулсенчи хӗрсен ушкӑнӗнче тупӑшнӑ: 200 метра ишнӗ, 5 ҫухрӑм велосипедпа кайнӑ, 1,5 ҫухрӑм чупнӑ. Ҫапла вӑл пьедесталӑн виҫҫӗмӗш картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 7-9-мӗшӗсенче Шупашкарта ҫӑмӑл атлетика енӗпе Раҫҫей кубокӗ иртӗ.
Пӗтӗм Раҫҫейри ҫӑмӑл атлетика федерацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, спортсменсем Шупашкарти Олимп стадионӗнче (Чапаев урамӗ, 17) ӑмӑртӗҫ.
Турнира ҫӗршыври чи вӑйлӑ ҫӑмӑл атлетсем килсе ҫитӗҫ. Кӑҫалхи программӑна многоборье енӗпе тата хӑвӑрт утассипе те ӑмӑртусане кӗртнӗ.
Шупашкарти Олимп резервӗн 10-мӗш спорт шкулӗн ҫурчӗ ҫине самбо енӗпе тӗнче класлӑ СССР спорт мастерне, Александр Трофимова, асра тытса асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
Александр Трофимов Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн виҫҫӗмӗш тата таваттӑмӗш созыври депутачӗ пулнӑ. Пурӑннӑ пулсан вӑл ӗнер 61 ҫул тултаратчӗ.
Савӑнӑҫлӑ митинга (вӑл Александр Трофимов ячӗллӗ спорт шкулӗ умӗнче иртнӗ) республикӑн Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов, республикӑн спорт министрӗ Василий Петров, Шупашкар хулин пуҫлӑхӗ Владимир Доброхотов тата ыттисем хутшӑннӑ. Унта ҫавӑн пекех Александр Трофимовӑн тӑванӗ Вячеслав Иванович, мӑшӑрӗ Лидия Александровна, ачисем Александр тата Мария, ятлӑ-сумлӑ спортсменсем пырса ҫитнӗ.
Чӑваш Енри ММА кӗрешӳҫисем Раҫҫей чемпионатӗнче тата Пӗтӗм Раҫҫейри ӑмӑртусенче виҫӗ медаль ҫӗнсе илнӗ.
Фарход Рахмоналиев Раҫҫей чемпионӗн ятне тӑваттӑмӗш хут илнӗ. Александр Шмелев тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаканскер 52,2 килограмм таякансен виҫе категорийӗнче вӑй виҫнӗ.
Вера Лоткова 56,7 килогамм таяканнисен хушшинче ылтӑн медале тивӗҫнӗ. Ева Митрякова вара 61,2 килограмм таяканнисемпе кӗрешсе кӗмӗл медаль илнӗ. Спортсменкӑсем иккӗшӗ те Андрей Жилкин тренер патӗнче ӑсталӑхне туптаҫҫӗ.
Пӗтӗмӗшле зачетра хӗрарӑмсен команди иккӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Чӑваш Енри спорт гимнасчӗсем Раҫҫейри ҫуллахи спартакиадӑра лайӑх кӑтартусемпе савӑнтараҫҫӗ. Вӑл ҫамрӑксен хушшинче иртет.
Ӑмӑрту Пушкӑртстанри Ӗпхӳ хулинче пулнӑ. Хӗрсен хушшинче иртнӗ нумай енлӗ кӗрешӳре пирӗн ентеш Татьяна Терентьева кӗмӗл медаль ҫӗнсе илнӗ.
Командӑпа тупӑшса пирӗн Чӑваш Ен виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑннӑ. Уйрӑмах Ника Ильина, Варвара Коптева, Татьяна Терентьева, Елизавета Тонкогова палӑрнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |