Ҫу уйӑхӗнчи уявсен тӗлӗнче Шупашкара Раҫҫей чемпионки Аделия Петросян килнӗ.
Хӗр Этери Тутберидзе командин турне хутшӑннӑ май пирӗн республикӑна килсе ҫитнӗ. Шоуна хутшӑнма килнӗскер хулапа паллашнӑ, кунти паллӑ вырӑнсемпе киленннӗ.
Хӑйӗн кӑмӑл-туйӑмӗпе фигуристка халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче паллаштарнӑ: «Шупашкар – хӑтлӑ та стильлӗ хула. Кунта урамсене тӗрлӗ вак-тӗвек илемлетет».
Чӑваш Енре ҫуралнӑ Дина Александрова Швейцарири Цюрих хулинче иртнӗ марафонта ҫӗнтернӗ. Вӑл 42 километра 195 метра 2 сехет те 29 минутра чупса тухнӑ. Чӑваш Ен хӗрӗ финиша Эфиопири Серкалем Менистерен 5 минут та 9 ҫеккунт, Кенири Наоми Джепкогей Майоран 6 минут та 44 ҫеккунт маларах ҫитнӗ.
Дина Шупашкарта 1992 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш ҫитӗнӗвне Николай Захаровпа Галина Архиповна чӑваш тренерӗсем патӗнче туптанӑ. 2015 ҫулта вӑл Курскри Валерия Руденко тренер патӗнче ӑсталӑха туптать. Кӑҫал вӑл кросс енӗпе Раҫҫей чемпионки пулса тӑнӑ.
2023 ҫулта спортсменка марафонсенче хутшӑнма пуҫланӑ. Унӑн тренерӗ – Раҫҫейӗн икӗ хут чемпионӗ Степан Киселёв.
Чӑваш Енри маттур спортсменка Анастасия Лоренц ҫитӗнӗвӗпе савӑнтарнӑ. Вӑл пауэрлифтинг енӗпе иртнӗ Раҫҫей чемпионатӗнче ытти спортсмена парӑнтарса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Анастасия «жим» дисциплинӑра 57 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Унӑн кӑтартӑвӗ - 157,5 килограмм.
Чӑваш яш-кӗрӗмӗпе хӗрупраҫӗ 18 медаль ҫӗнсе илнӗ. Питӗрте иртнӗ Раҫҫей чемпионачӗпе первенствинче мас-рестлерсем ҫавӑн пек палӑрнӑ.
Ӑмӑртӑвӑн пӗрремӗш кунӗнче пӗр ылтӑн, виҫӗ кӗмӗл, тӑватӑ бронза медаль ҫӗнсе илнӗ, иккӗмӗш кунхине – тата те 10 медаль.
Турнирта ҫӗнтернӗ Алина Алексеева Кӑркӑстанра иртекен тӗнче чемпионатне хутшӑнӗ. Илья Лазарев, Виктория Яковенко, Лия Иванова тата Николай Ушаков Грузире иртекен Европа чемпионачӗпе первенствине тухса кайӗҫ.
Паян ирхине РФ спорт мастерӗ, Олимп вӑййисен призерӗ Владимир Андреев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 58 ҫулта пулнӑ.
Владимир Васильевич Елчӗк районӗнчи Яманчӳрелте ҫуралнӑ. Вӑл Европа чемпионачӗн пӑхӑр призерӗ, СССР тата Раҫҫей чемпионӗ, тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ, Европа тата тӗнче кубокӗсен ҫӗнтерӳҫи тата призерӗ пулнӑ.2000 ҫулта ҫуллахи Олимп вӑййисенче хӑвӑрт утса виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ.
Владимир Андреевпа ака уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 10-11 сехетсенче Шупашкарта Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ.
Пирӗн ентеш самбо енӗпе иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери турнирта малти вырӑна тухса ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Вӑл - Даниил Орлов.
Турнир ҫак кунсенче Мускав хулинче иртнӗ. Унта 16 ҫӗршыври 250 ытла самбист хутшӑннӑ. Пирӗн ентеш 79 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче тупӑшнӑ. Вӑл ытти спортмсена парӑнтарса пьедесталӑн чи ҫӳлти картлашки ҫине хӑпарма пултарнӑ.
Красноярск хулинче фристайл енӗпе Раҫҫей чемпионачӗ иртет. Унта пирӗн ентеш Дмитрий Мулендеев слоуп-стайл дисциплинӑра 90,50 балл пухса ылтӑн медале тивӗҫнӗ.
Лана Прусакова вара хӗрарӑмсен хушшинче 85 балл пухса иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Ланӑпа Димӑн тата биг-эйр дисциплинӑра тупӑшмалла-ха.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Дмитрий Мулендеев Лана Прусаковӑна качча тухма ыйтнӑ.
Чӑваш Енри спортменка Алиса Петрова Сауд Аравийӗнче иртнӗ экстремаллӑ чупура финиша пӗрремӗш ҫитнӗ. Ҫапла вӑл 80 пин доллара тивӗҫнӗ.
Чупу пуш хирте иртнӗ. Спортмсенсем тӗрлӗ чӑрмавлӑ дистанцире хӑйӑр тӑрӑх чупса тупӑшнӑ. Алиса 90 ҫухрӑма 8 сехет ҫурӑра парӑнтарнӑ. Ку вӑхӑта чарӑнса апат ҫини те кӗрет.
Алиса каланӑ тӑрӑх, старт умӗн ҫумӑр пуҫланнӑ, кӑшт сивӗтнӗ, ҫил-тӑвӑл ҫӗкленнӗ. Йӗркелӳҫӗсен кун хыҫҫӑн дистанцие йӗркене кӗртме тивнӗ.
«Пире ӑнчӗ, сывлӑш температури лайӑхчӗ, 25 градусран ытларах марччӗ», - тенӗ Алиса Петрова.
Ҫак кунсенче Атӑлҫи тӑрӑхӗнче бокс енӗпе первенство иртнӗ. Унта пирӗн ентешсем ӑсталӑхӗпе палӑрнӑ.
Пенза хулинче иртнӗ ӑмӑртура 15-16 ҫулсенчи спортсменсен хушшинче Муркаш шкулӗнче вӗренекенсем малти вырӑнсене йышӑннӑ. Алексей Алексеев 52 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ. Артемий Алексеев вара 60 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ирӗклӗ кӗрешӳҫӗ Мария Александрова Мускавра иртнӗ Раҫҫей первенстинчен пӑхӑр медальпе таврӑннӑ. Вӑл 15 ҫул тултарман спортсменсен хушшинче 36 килограмм тайманнисен виҫе категорийӗнче виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.
Мария - Комсомольски тӑрӑхӗнчен. Вӑл Владимир Григорьев тата Максим Степанов тренерсем патӗнче ӑсталӑхне туптать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |