Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +34.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: судсем

Республикӑра
yuristprav.ru сайтри сӑн
yuristprav.ru сайтри сӑн

Куславкка районӗнче 37 ҫулти амӑшӗ икӗ ачишӗн алимент тӳлемен. Ывӑлӗпе хӗрӗшӗн уйӑхсерене укҫа тӳлеттерме суд йышӑну тунӑ. Анчах хӗрарӑм хӑнк та туман.

Исполнительнӑй производство пуҫарнӑранпа икӗ уйӑх ытларах иртсен те амӑшӗ ӗҫе вырнаҫма тӑрӑшман, ӗҫсӗр тесе шута та тӑман. Паллӑ ӗнтӗ: алимент тӳлеме укҫи те пулман.

Хӗрарӑм хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Суд вӑл унччен те кунашкал айӑплава татманнине шута илнӗ – ӑна тӳрленмелли ӗҫе 1 ҫул та уйӑхлӑха яма йышӑннӑ, ӗҫ укҫинчен патшалӑх валли 5 процент тытса юлӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61948
 

Пӑтӑрмахсем
inform-progulka.by сӑнӳкерчӗкӗ
inform-progulka.by сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнар районӗнче патшалӑхӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ ҫынна ҫывӑх вӑхӑтра суд тӑвӗҫ. Кун пирки эпир РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче хыпарланинчен пӗлтӗмӗр.

Пуҫлӑх пулнӑ ҫынна ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ, сӗтев илнӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Арҫын тӗлӗшпе РФ Пуҫиле кодексӗн 286-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе – 5 эпизодшӑн, 291.2 статйин 1-мӗш пайӗпе тата 292 статьян 1-мӗш пайӗпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче вӑл ҫул-йӗ правилине пӑснӑ пилӗк ҫынна каҫарнӑ. Административлӑ майпа явап тыттарма май пур ҫинчех яваплӑхран хӑтарнӑ.

2019 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Вӑрнар-Упи-Красноармейски» ҫул ҫинче груз турттаракан машинӑна чарнӑ. Лешӗн ятарлӑ хутсем пулман. Явап тытас мар тесе вӑл ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне апат-ҫимӗҫ хутаҫне тыттарнӑ. Пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче вӑл пӗр паллаканне ҫул-йӗр ҫинчи инкеке лекмесӗрех хутсем хатӗрлесе панӑ та лешӗ КАСКО тӳлевне тивӗҫнӗ.

Пуҫлӑх ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ пӑтӑрмах ҫиеле тухнӑ хыҫҫӑн ҫул-йӗр инспекцийӗн пуҫлӑхне ӗҫрен хӑтарнӑ.

 

Политика
parohod.online сайтри сӑн
parohod.online сайтри сӑн

ЧР финанс министрӗн пӗртӑванне Маргарита Замчинская тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки, ӑна суд тӗрмене хупмасӑр 7,5 ҫуллӑха айӑплани, аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме чарни ҫинчен хыпарланӑччӗ.

Паян ЧР Аслӑ сучӗ аппеляцие пӑхса тухнӑ. Унӑн приговорӗ тата ҫирӗпрех пулнӑ. Замчинскаяна пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех унӑн аудитор ӗҫӗпе 2 ҫул ӗҫлеме юрамӗ. Маргарита Замчинскаяна суд залӗнчех арестленӗ.

Аса илтерер: Замчинскаяна кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче ФСБ ӗҫченӗсем укҫа илнӗ вӑхӑтра тытса чарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, вӑл ӑна Шупашкарти пӗр фирмӑран илнӗ, ытлашши сӑмах каламасса шантарнӑ.

 

Кӳршӗре

Коми Республикинче никӗсленекен «7х7» тетелти кӑларӑма Сыктывкарти суд 20 пин тенкӗлӗх штраф ҫырса панӑ. Айӑпа журнал коми чӗлхиллӗ материалсемшӗн кӗнӗ.

Суд шухӑшӗпе «7х7 журнала» регистрациленӗ чухне вӑл тухакан чӗлхе шутӗнче вырӑс чӗлхине кӑтартнӑ, анчах та тетелти кӑларӑм Николай Удоратинӑн материалӗсене коми чӗлхипе тата «Комикс вӑйӗ» ятарлӑ проекта акӑлчан чӗлхипе вырнаҫтарнӑ. Ҫапла май МИХ суд Административлӑ айӑплав кодексӑн 13.21 статйин 1-мӗш пайне пӑснӑ тесе йышӑннӑ.

Тетелти кӑларӑма судра хӳтӗлекен Андрей Никулин айӑпланакан сӑпатлава йӑнӑш кӑтартни ҫине, комилле тухнӑ материалсем обществӑра хӑрушлӑх кӑларса тӑратманни ҫине таянса ку ӗҫе пӑрахӑҫлама ыйтнӑ. Анчах суд унпа килӗшмен.

Суд йышӑнӑвӗпе «7х7 журнал» килӗшмӗ тесе пӗлтереҫҫӗ, ку енӗпе ҫӳлӗрех инстанцисене тухӗҫ. МИХ ертӳҫисен шухӑшӗпе влаҫрисем вӗсене хирӗҫ ятарласа айӑплав шыраҫҫӗ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Константин Ишутов блогера суд туни пирки, ӑна хӳтӗлекенсем Мускавра тата Шупашкарта пикет туни пирки ӗнер кӑна пӗлтернӗччӗ. Паян ун тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Блогера тӗнче тетелӗнче ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн, нацизма реабилтациленӗшӗн айӑпланӑ. Кашни статьяпа – икӗ эпизод.

Суд Константин Ишутова пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫул та 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн 150 пин тенкӗ штраф тӳлемелле. Блогера суд залӗнчех арестленӗ.

 

Политика
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри блогер Константин Ишутова тытса чарни пирки, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни ҫинчен пӗлтернӗччӗ. Блогер айӑпне ӗненмен ҫынсем – Юрий Сидоровпа Сергей Зотов общественниксем – пикет ирттернӗ.

Юрий Сидоров Мускавра тӗп прокуратура умӗнче пикета тухнӑ. Сергей Зотов вара Чӑваш Енри прокуратура тата ШӖМ умне плакат йӑтса тухнӑ.

Вӗсем Чӑваш Ен прокурорне Василий Пословские отставкӑна яма ыйтнӑ. Унӑн ҫыннисем судра Ишутова тӗрмене ӑсатма пысӑк срок ыйтнӑ-мӗн. Ҫак хастарсем пикет кунпа кӑна вӗҫленмессине пӗлтереҫҫӗ, вӗсем тата ӑна йӗркелӗҫ.

Палӑртмалла: Константин Ишутов тӗлӗшпе суд пулнӑ, приговора ыран вулӗҫ

 

Республикӑра
dw.com сайтри сӑн
dw.com сайтри сӑн

Хӗрлӗ Чутайра пурӑнакан 46 ҫулти арҫын каллех решетке хыҫне кайӗ. Хальхинче суд ӑна уйрӑм режимлӑ колоние 13 ҫул та 6 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсенчен 4 ҫулне вӑл тӗрмере ирттерӗ.

Суд тата следстви палӑртнӑ тӑрӑх, кӑҫал утӑ уйӑхӗн 13-мӗшӗнче вӑл ӳсӗр пулнӑ, 38 ҫулти ентешне тапӑннӑ, пичӗ ҫине газ баллонӗпе сирпӗтнӗ, унтан хӗненӗ.

Ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче каҫхине ҫак арҫын 44-ри ентешӗпе хирӗҫсе кайнӑ та ӑна ҫӗҫӗпе чикнӗ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

Палӑртмалла: ҫак арҫын 1997 тата 2005 ҫулсенче ҫынна вӗлернӗшӗн айӑпланнӑ. Йӗплӗ пралук леш енче вӑл 25 ҫул ытла ирттернӗ. Унтан вӑл кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче тухнӑ.

 

Республикӑра
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ялӗнче пӗр йытӑ машинӑна тапӑнса хуҫине самай тӑкак кӳнӗ. Водитель кун пирки полицие шӑнкӑравласа пӗлтернӗ, лешсем протокол ҫырнӑ, ялти ҫынсенчен ыйтса пӗлнӗ.

Каярахпа машина хуҫи райсуда йытӑ хуҫи тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Вӑл машинӑна юсанӑшӑн тӑкака саплаштарма 19353 тенкӗ ыйтнӑ. Кунсӑр пуҫне кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен 20 пин тенкӗ шыраса илесшӗн пулнӑ.

Суд машинӑна йытӑ сиенлетнине палӑртнӑ. Ял халӑхӗ каланӑ тӑрӑх, йытӑ тӑтӑшах ирӗкре ҫӳрет, вӑл машинӑсене, ҫынсене тапӑнать. Иртен-ҫӳрен унран шикленет-мӗн.

Суд машина юсанӑшӑн тӑкакланӑ укҫана йытӑ хуҫинчен шыраса илмелле тунӑ. Кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗшӗн укҫа шыраса илмелле туман.

 

Республикӑра

Пӑрачкав районӗнчи «Семеновский» ял хуҫалӑх кооперативӗн председательне 7 эпизодпа айӑпланӑ. 55 ҫулти пуҫлӑх предприяти укҫине тӑкакланӑшӑн явап тытнӑ.

2011-2018 ҫулсенче председателе тӗрӗслев органӗсем пӗрре мар штафланӑ. Анчах вӑл штрафсене тӳленӗ укҫана организацин бухгалтерийӗ урлӑ саплаштарнӑ е ӗҫтешӗсене штрафсене кооператив счечӗнчен тӳлеме хушнӑ. Пӗтӗмпе пуҫлӑх комиссие шута илсе 63 пин тенкӗ ытла тӑкакланӑ.

Председатель айӑпне йышӑнман, вӑл каланӑ тӑрӑх, йӑлтах кооператив правленийӗпе калаҫса татӑлса тунӑ. Анчах прокуратура судра пуҫлӑх айӑплӑ пулнине ӗнентернӗ. Председателе судья тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 6 уйӑхлӑха айӑплама йышӑннӑ.

 

Республикӑра
rbc.ru сайтри сӑн
rbc.ru сайтри сӑн

ЧР Наци банкӗ Арбитраж судне «Чӑвашкредитпромбанка» панкрута кӑларма ыйтса тавӑҫ тӑратнӑ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви пӗлтерет.

Тавӑҫ требованийӗ 155 тенкӗ те 963 тенкӗпе танлашать. Хальлӗхе ӗҫе производствӑна йышӑнман.

Аса илтетер: «Чӑвашкредитпромбанк» кӑҫал чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче лицензисӗр тӑрса юлнӑ. Россельзозбанк банк-агент пулса тӑнӑ. Раштавӑн 12-мӗшӗ тӗлне вкладчиксене 2,4 миллиард тенкӗ тавӑрса панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/61498
 

Страницӑсем: 1 ... 32, 33, 34, 35, 36, 37, 38, 39, 40, 41, [42], 43, 44, 45, 46, 47, 48, 49, 50, 51, 52, ... 126
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем