Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: судсем

Ҫутҫанталӑк
Павел Александров тунӑ сӑн
Павел Александров тунӑ сӑн

Шупашкарти районсен хушшинчи ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура «Чӑваш бройлерӗ» тӗлӗшпе суда тавӑҫпа тухнӑ, 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илме ыйтнӑ.

Тавӑҫ Шупашкар районӗнчи Йӑршшу юханшывӗнче пулӑсем вилнипе ҫыхӑннӑ. Унта пулӑ нумай вилнӗ хыҫҫӑн тӗрӗслев органӗсем юханшыва пӑхса тухнӑ. Акӑ мӗн палӑрнӑ: Йӑршшура шыв таса мар пулнӑ, 13,8 ҫухрӑм тӑршшӗнче пулӑсем вилнӗ.

Чӑх-чӗп хапрӑкӗн производство корпусӗсен ҫывӑхне, вӑрман патне, чӑх каяшне тухса пӑрахнине тупса палӑртнӑ. Вӑл вара Йӑршшуна та лекнӗ. Ҫавна пула шыв тасамарланнӑ, пулӑсем вилнӗ.

Эксперт пӗтӗмлетӗвне ӗненес тӗк, юханшывра 8869 пулӑ вилнӗ, тӑкак 2 255 989,51 тенкӗпе танлашнӑ. Кунсӑр пуҫне хапрӑк таврашӗнчи ҫӗре тӗрӗсленӗ. Чӑх каяшне пула вӑл та сиенленнӗ-мӗн. Пӗтӗмпе – 7,7 гектар. Такак 184,8 миллион тенкӗпе танлашнӑ.

Суд «Чӑваш бройлерӗнчен» 2 255 989,51 тенкӗ шыраса илмелле тунӑ. Укҫа Шупашкар районӗн хыснине кайӗ. Ҫавӑн пекех хапрӑкӑн хӑйӗн шучӗпе вараланӑ ҫӗрсене техника рекультивацийӗ тумалла.

 

Хулара

Улатӑрти сивӗтмӗш савучӗ панкрута тухнӑ. Хайхи предприятин темиҫе милллион тенкӗлӗх парӑм капланнӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗ

Улатӑрти пӗчӗк температурӑллӑ сивӗтмӗшсем кӑларакан савут пакрута тухнине ҫирӗплетнӗ. Унӑн учредителӗ — тӑван республикӑн харпӑрлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен министерстви. Савутӑн, тӗпрен илсен, «Газпром межрегионгаз Чебоксары», «Электроприбор» савут тата ытти предприяти умӗнче 26 миллион тенкӗ ытла парӑм пухӑнса кайнӑ.

Палӑртса хӑвармалла, хальхи вӑхӑтра конкурс ӗҫӗ-хӗлӗ пырать, вӑл кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, савутӑн тӗп директорне те ӗҫрен кӑларнӑ.

 

Хулара

Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм мӑнукӗн ашшӗпе пӗр чӗлхе ниепле те тупаймасть. Арҫын ывӑлне воспитани парасшӑн, анчах ачан кукамӑшӗ ҫакна хирӗҫ. Ашшӗ Кассем Анас – Сири ҫынни, беженец, хӑй Автралире пурӑннӑ. Арҫын ывӑлӗпе Австралие кайма хатӗрленнӗ ӗнтӗ, кӗтмен ҫӗртен ачана кукамӑшӗ вӑрласа Шупашкара илсе килнӗ.

Виҫҫӗри ачан амӑшӗ пӗлтӗр ака уйӑхӗнче вилнӗ. Хӗрарӑмпа арҫын хут уйӑрттарман, Мускав ҫывӑхӗнче пурӑннӑ. Ҫурла уйӑхӗнче суд арҫын ашшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ, генетика экспертизи ирттернӗ. Кукамӑшне мӑнукне ӳстерме ирӗк паракан правӑна чӳк уйӑхӗнче пӑрахӑҫланӑ, ҫак тивӗҫе суд Кассема панӑ.

Ашшӗ ывӑлӗпе Австралие кайма документсем хатӗрленӗ. Ачана та беженец тесе палӑртнӑ. Тӑрук ывӑлӗ ҫухалнӑ. Ӑна кукамӑшӗ Шупашкара илсе килнӗ-мӗн. Кассам полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Ашшӗ, кукамӑшӗ тата ача Шупашкарти 2-мӗш полици уйрӑмӗнче тӗл пулнӑ. Пакунлисем кукамӑшӗ майлӑ пулнӑ, ашшӗ полицирен ывӑлӗсӗрех тухса утнӑ.

Арҫын лӑпланман, вӑл ывӑлне пӗрлех илсе каясшӑн. Кассам ШӖМӗн харпӑр хӑрушсӑрлӑх уйрӑмӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54847
 

Хулара
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн
forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн

Прокуратура Шупашкарти Тӗп универмагра йӗркене пӑснине тупса палӑртнӑ. Унта сусӑрсене кӗмешкӗн майсем ҫук-мӗн.

Суту-илӳ ҫуртне кӗнӗ ҫӗрте пандус вырнаҫтарман. Кунсӑр пуҫне сусӑрсен ятарлӑ пускӑч патне (ӑна пандус ҫук пулсан лартаҫҫӗ) пыма та пулмасть.

Куншӑн Тӗп универмагӑн явап тытма тиветех. Сусӑрсем валли инженери, транспорт тата социаллӑ инфратытӑм требованийӗсене пӑхӑнманшӑн административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна суда ярса панӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Вӑрнар районӗнчи пӗр ялта пуранакан 49 ҫулти арҫынна 14-ри хӗрачана таптаса кайнӑшӑн судпа айӑпланӑ. Аса илтерер, пӑтӑрмах пӗлтӗрхи кӗркунне пулса иртнӗ. Ӳсӗр этем ачана машинӑпа лартса каяс тенӗ. Лешӗ хирӗҫлесе ҫул айккине пӑрӑннӑ. Тарӑхнӑ водитель кювета пӑрӑнса хӗрача ҫине пырса кӗнӗ. Ҫапла майпа ачан ҫурӑм шӑмми аманнӑ, ӑна пульницӑна вырттарнӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ачана халӗ те тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ.

Пуҫтахланнӑ этеме пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 5 ҫуллӑха хупмалла тунӑ. Суд приговорӗ саккунлӑ вӑя хальлӗхе кӗреймен-ха. Кунсӑр пуҫне ӑна ӳсӗрле руль умне ларнӑшӑн та явап тыттарнӑ. Унӑн правине 1,5 ҫуллӑха туртса илнипе пӗрлех 30 пин тенкӗ штраф хурса панӑ.

 

Ҫурт-йӗр

Шупашкарта пурӑнакан пӗр ҫемье тӗнче тетелӗнчи «Правды ПФО» хаҫата хӑйсен нуши ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Икӗ ачаллӑскерсем 2005 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче пушарта пӳртсӗр тӑрса юлнӑ. Вӗсен ҫурчӗ Шупашкарти Ермак урамӗнче вырнаҫнӑ. Кил хуҫи водительте ӗҫленӗ, арӑмӗ ачасемпе ларнӑ. Вӑхӑтлӑха вӗсем Ермак урамри пӗр хӗрарӑм патӗнче пурӑнма пуҫланӑ.

Кӗҫех ҫемьере виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ. Амӑш капиталӗпе Ермак урамӗнче кивӗ пӳрт туяннӑ. Унта газ та, шыв та ҫук-мӗн. Ҫурта хӑвӑрт юсайманран стройматериал пӗчӗкшерӗн туяннӑ. Стройматериала никам та ан вӑрлатӑр тесе ӑна хӑйсен вӑхӑтлӑх пурӑнакан ҫӗре пушатнӑ. Ҫавӑ кӳршӗсене килӗшмен мӗн те Шупашкар хулин Калинин район администрацине ҫӑхавпа тухнӑ. Тара илнин килӗшӗвне таттарассишӗн администраци суда ҫитнӗ. Унта ҫурта саккунлӑ мар майпа туса лартнине палӑртнӑ.

Ҫапла вара виҫӗ ачаллӑ ҫемьен хӗл кунӗнче хӑтсӑр та хутса ӑшӑтма кӑмака ҫук сивӗ ҫурта куҫма тивнӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Шупашкарта пурӑнакан 46 ҫулти арҫынна суд тунӑ. Тӑван амӑшне вилмеллех хӗненӗскере ҫирӗп йӗркеллӗ колоние тӑхӑр ҫуллӑха яма йышӑннӑ. Кун пирки «ПроГород Чебоксары» кӑларӑм хыпарлать.

Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ӗҫ-пуҫ пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын 77 ҫулти амӑшне тискеррӗн хӗненӗ, кӗлеткин тӗрлӗ пайӗнчен, ҫав шутра — пуҫӗнчен те, ҫапнӑ. Йывӑр сурансене чӑтайман ватӑ хӗрарӑм — ҫавӑнтах сывлама чарӑннӑ. Ниҫта та ӗҫлемен, амӑшӗн пенси укҫипе ҫисе-ӗҫсе пурӑннӑ арҫын хӑйне ҫуратнӑскере унччен те ҫутӑ кун кӑтартман иккен, хӗненӗшӗн ӑна 10 талӑклӑха хупса хуни те пулнӑ.

Палӑртса хӑвармалла, пуҫиле ӗҫе тишкернӗ вӑхӑтра арҫын хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Ҫитес тӑхӑр ҫула унӑн йӗплӗ пралук леш енче ирттерме тивӗ.

 

Республикӑра

Шӑмӑршӑ районӗнче пурӑнакан арҫын 18 ҫул тултарман хӗрне вӗлерессипе хӑратнӑ, ҫак сӑмахсене каланӑ чухне ун умӗнче ҫӗҫӗпе сулкалашнӑ. Куншӑн 54-ри ашшӗне судра явап тытнӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 4 уйӑхлӑха айӑпланӑ.

Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмах пӗлтӗр юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын килӗнче ӳсӗр пулнӑ, 18 ҫул тултарман хӗрӗ умӗнче ҫӗҫӗпе сулкалашнӑ, вӗлерессипе хӑратнӑ. Ача ҫак сӑмахсене чӗре ҫывӑхне илнӗ, ашшӗ чӑнах та вӗлерме пултарни пирки шутланӑ.

Палӑртмалла: айӑпланнӑ арҫын унччен те суд сакки ҫинче ларнӑ. Ун чухне те вӑл ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн ҫакланнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54779
 

Пӑтӑрмахсем

Ку пӑтӑрмах Шупашкарта ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнчех пулса иртнӗ-ха. Гремячево груз причалне пӗр арҫын хӑйӑр тиеме пынӑ. Тӗрӗслев пункчӗ патнелле иртнӗ чух ӑна хыҫалтан чупса пырса сӑнчӑрти йытӑ ҫыртнӑ. Шар курни причал пуҫлӑхӗ патне шӑнкӑравланӑ, калаҫӑва диктофонпа ҫырса илнӗ. Видеопа йытта ӳкерсе илнӗ, хӑй васкавлӑ пулӑшу машинине тата йӗрке хуралҫисене чӗннӗ.

Шупашкарти юханшыв порчӗ арҫын сипленнине саплаштарма килӗшмен. Йытӑ хуҫи эпир мар тесе туннӑ.

Арҫын парӑнас темен — суда ҫитнӗ. Судра та лешсем арҫын ҫӑхавӗпе килӗшмен. Апла пулин те суд Шупашкар юханшыв порчӗн кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен шар курнӑ арҫынна 7 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. 2599 тенке укҫан тӑкакланнишӗн саплаштарма лекӗ. Ҫав хакпа арҫын ҫӗнӗ джинс шӑлавар туяннӑ. Шӑлавара кӗскетме тӳленӗ 150 тенке те ыйтнӑ-ха тавӑҫ хуҫи, анчах суд кунпа килӗшмен. Юриста тӳлесе тӑкакланнӑ 10 пин тенке тата патшалӑх пошлинине (700 тенке) те порта тӳлеттермелле йышӑну кӑларнӑ.

 

Республикӑра

Ҫак кунсенче Вӑрнар районӗн сучӗ «Мунча-прачка комплексӗн» экс-директорӗ тӗлӗшпе приговор вуланӑ. Арҫынна должноҫӗпе усӑ курса укҫа кӗсьене чикнӗшӗн явап тыттарнӑ. Суд приговорӗ ҫирӗп янӑранӑ: экс-директора ҫирӗп режимлӑ колоние 4 ҫул та 8 уйӑхлӑха ӑсатнӑ. Кунсӑр пуҫне унан комплекса кӳнӗ такака – 1 миллион ытла тенке – саплаштармалла.

Следстви тата суд акӑ мӗн пӗлтерет: 2013 ҫулхи ҫӗртмерен пуҫласа 2017 ҫулхи авӑн уйӑхӗччен вӑл предприяти кассинчен 930 пин тенкӗ илнӗ, унпа вырӑнти 7 ҫынран «Мунча-прачка комплексӗ» валли вутӑ туянма палӑртнӑ имӗш. Ку укҫана вӑл кӗсйине чикнӗ.

Ҫавӑн пекех пуҫлӑх 2016 ҫулхи ҫурларан пуҫласа 2017 ҫулхи авӑнччен хӑйӗн автомобильне предприятие тара панӑ, куншӑн 120 пин тенкӗ компенсаци илнӗ.

Ӗҫрен кӑларсан та лӑпланман вӑл: интернет-банкинг тытӑмне кӗме май пуррипе усӑ курса предприятирен хӑйӗн счечӗ ҫине 17 пин тенкӗ куҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, 63, 64, [65], 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, 74, 75, ... 126
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне професси тытӑмӗнче кӗмен майсем тупса парӗ. Сире хӑюллӑ йышӑну тума хистекен шухӑш сырма пултарӗ. Ку эрнере пӗлтерӗшлӗ проектсене вӗҫлеме, ӗҫӗрсене йӗркене кӗртме тӑрӑшӑр. Ҫывӑх ҫынсене сирӗн тимлӗх кирлӗ. Юратура лайӑх улшӑнусем пулӗҫ.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та