Чӑваш Енре пӗлтерӗшлӗ мероприятисем ирттернӗ чухне эрех-сӑра сутма чараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫул тата Сурхури уявӗсенче те ҫак йӗркене пӑхӑнӗҫ.
Ку — ЧР Министрсен Кабинечӗ йышӑннӑ постановленипе килӗшӳллӗн. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, массӑллӑ мероприятисен, ярмӑрккӑсен вӑхӑтӗнче эрех-сӑра сутма юрамасть.
Ҫӗнӗ ҫулта, раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 17 сехетрен пуҫласа карлачӑн 1-мӗшӗнчи ирхи 8 сехетчен, алкоголь шӗвекӗ сутма юрамӗ. Ку — массӑллӑ мероприятисем ирттернӗ вырӑнта кӑна. Ҫакӑ Шупашкарта Ярославль, Ленинград, Карл Маркс, К.Иванов, К.Ефремов, Воробьев композиторсен урамӗсенче, Ехрем купса бульварӗнче, Президент бульварӗнче, Юханшыв порчӗн лапамӗнче Хӗрлӗ тӳремре вырнаҫнӑ суту-илӳ предприятийӗсене пырса тивет.
Ҫавӑн пекех Сурхури уявӗнче, карлачӑн 6-мӗшӗнче 17 сехетрен пуҫласа тепӗр кунхи ирхи 8 сехетчен эрех-сӑра сутма чарӗҫ.
Мурманск облаҫӗнчи «Чӑваш енӗ» чӑвашсен культура обществин канашӗ 2014 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетнӗ. Ӑна вӑл Сурхури уявне йӗркеленипе ҫыхӑнтарнӑ.
Тӗлпулӑва облаҫри тӗрлӗ районта пурӑнакан чӑвашсем кӑна мар, унти тӗрлӗ ҫар чаҫӗнче хӗсметре тӑракан чӑваш каччисем те хутшӑннӑ иккен. Ҫар чаҫӗсене илсен, 200-мӗш бригадӑна, Сывлӑшран хӳтӗленӳ дивизине, Ҫурҫӗр флочӗн «Совет Союзӗн Адмиралӗ Кузнецов», «Петр Великий» карапӗсене, «Ядрин» гварди тральщикне асӑннӑ.
Пухӑва Чӑваш суту-илӳ базин ҫуртӗнче йӗркеленӗ. Унта чӑваш сӗмӗ кӗмелле лару-тӑру хатӗрленӗ, наци апат-ҫимӗҫне те пӗҫерсе пынӑ.
Чӑвашсен культура обществин иртнӗ ҫулхи ӗҫне тивӗҫтерет тесе хакланӑ. Обществӑн хастарӗсене Хисеп грамотисемпе, чӑвашла кӗнекесемпе, «Акконд» фабрикӑн тата Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн ҫимӗҫӗпе хавхалантарнӑ.
Пуху «Сурхури» уяв ирттернипе, Мончегорскри «Тӑванлӑх» чӑваш вокал ансамблӗн тата тинтерех кӑна йӗркеленнӗ чӑваш юррин «Акатуй» вокал ансамблӗн концерчӗпе вӗҫленнӗ.
Сӑнсем (7)
Тӗмен чӑвашӗсем кӑҫал Сурхурие, Раштава вунпиллӗкмӗш хут паллӑ тунӑ. Наци уявне паллӑ тума тӗп хулана облаҫри тӗрлӗ тӑрӑхран та килнӗ.
Чӑвашсен облаҫри «Тӑван» абсолютлӑ ассоциаци председателӗ Ираида Маслова каланӑ тӑрӑх, вӗсем хӑнасене тӑван халӑхӑн ӗмӗрхи йӑлисемпе ҫывӑхрах паллаштарма тӑрӑшнӑ.
Чӑваш фольклор ансамблӗсем культура керменӗн сцени ҫинче ӗлӗк Раштавра хӑнасене епле кӗтсе илнине, мӗнпе хӑналанине, мӗнле юрӑ юрланисене кӑртса панӑ.
Хӑнасем чӑвашсен пуян сӗтелӗнчен тӗлӗннӗ. Унта ӑшаланӑ пӑрҫа лартнӑ. Ку — пуянлӑх, лайӑх пурнӑҫ палли. Чӑвашла юрланӑ юрӑсем те тыткӑнланӑ.
Уявра хӗрсем сурӑх тытман. Анчах ҫӑм арласа кӑтартнӑ. Кунпа вӗсем хӑнасене тӗлӗнтернӗ.
Елчӗк районӗнчи Курнавӑш ял тӑрӑхӗнче ҫак кунсенче чылай мероприятии пулса иртрӗ.
Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнче кӑрлачӑн 3-мӗшӗнче эстрада ушкӑнӗ хӑнара пулса ял халӑхне хӑйӗн концерчӗпе савӑнтарчӗ. Ушкӑнра юрӑҫсем Сергей Павлов, Алина Выйгетова, Аня Ефремова тата Николай Ключников юрланӑ юрӑсене халӑх хапӑлласа йышӑнчӗ. Аня Ефремовӑн ашшӗ-амӑшӗ ҫак ялтанах — ялти халӑх юрӑҫсене чунтанах тав турӗ. Вырӑнти культура ҫурчӗн ертӳҫи Альбина Емельянова хӑнана килнӗ артистсене пухӑннисен ячӗпе саламласа вӗсене пултарулӑхра малашне те ӑнӑҫусемпе телей сунчӗ.
Кӑрлачӑн 4-мӗшӗнче ҫак ушкӑн Курнавӑшри ял ӗҫченӗсене хӑйсен илемлӗ юррисемпе чуна тивтермелли концерт кӑтартрӗҫ. Ялхалӑхӗ артистсене чылайччен алӑ ҫупса тав турӗ, ку тӑрӑхри халӑха малашне те концертсемпе савӑнтарма чӗнсе каларӗ.
Курнавӑшри Культура ҫуртӗнче ҫулленех кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче «Сурхури» уявне ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та Ольга Шмелева ҫамрӑксем валли те, аслисем валли те интереслӗ программа хатӗрленӗ. Тӗрлӗ конкурссемпе вӑйӑсене сурхури йӑли-йӗркипе ҫыхӑнтарнӑ.
Акан 25-мӗшӗнче Ача-пӑча вулавӑшӗнче «Библиосумерки — 2014» пулӗ. Мӗнле акци ку? ЧР Культура министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна кӗҫӗн тата вӑтам ӳсӗмрисем валли хатӗрлӗҫ. Ӑна «Кӗнеке тӗнчинчи ҫулҫӳрев» девизпа килӗшӳллӗн ирттерӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» вулавӑш алӑкӗнчен кӗрсенех пуҫланӗ. Ачасем лаша утланса чупӗҫ. Чи пӗчӗккисене вара пони ярӑнтарӗ. Вулавӑшра шӑпӑрлансене юмахри паттӑрсем, тӗлӗнмелле тӗнче, вӑйлӑ тата хӑюллӑ сӑнарсем, аякри ҫӗршывсем пирки каласа кӑтартӗҫ. Ачасем интерактивлӑ фольклор вӑййисене хутшӑнӗҫ, ташлӗҫ, юрлӗҫ… Вырӑссен ваттисен сӑмахӗсене, тупмалли юмахсене ытларах пӗлекенсене ача-пӑча ҫыравҫин Галина Белгалисӑн икерчисемпе сӑйлӗҫ.
Улӑп ҫӗрӗ ҫинче ачасем чӑваш культурипе — кӗввипе, чӑваш наци тумӗпе — паллашӗҫ. Хӑнасем чӑваш ҫӗрӗн илемлӗхне курма, чӑваш халӑх уявӗсене — Сурхурие, Ҫӑварнине, Уява — хутшӑнма, наци ҫимӗҫӗсене хатӗрлеме пултарӗҫ, чӑваш ҫыравҫисемпе Светлана Гордеевӑпа тата Валерий Кошкинпа тӗл пулӗҫ.
«Ҫулҫӳрев» Чунга-чанга утрав ҫинче малалла тӑсӑлӗ. Ачасем Африкӑна ҫитӗҫ, викторинӑна хутшӑнӗҫ. «Babiki» пуканесен тӗнчинче шӑпӑрлансем «Тӗнчери халӑхсен пуканисем» чӗрӗлнӗ кӗнеке» театр представленине курӗҫ.
«Ҫӑлкуҫ» кафере паян Чӑваш наци культурин «Сӑвар» аталану фончӗ ҫулсерен уявлакан «Сурхурине» ирттерчӗҫ. Яланхи пекех ку мероприятие ӑсчахсем те, ӳнерҫӗсем те, вӗрентекенсем те, ытти сферӑра тӑрӑшакансем те пухӑнчӗҫ. Тунтикун ирттернӗрен халӑх ытти ҫулсенчинчен сахалрах пулчӗ пулин те пирвайхи хут хутшӑнакансем сахал мар пулчӗҫ. Вӗсен шутӗнче Чӑваш Республикин культура тата национальноҫсемпе архив ӗҫӗн министерствин этноконфесилле хутшӑнусен пайӗн пуҫлӑхӗ Казаков Сергей Димитриевич, Тутарстан чӑвашӗсен «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ Константин Малышев пулнине асӑнма пулать.
Уяв йӗркине Виталий Петрович Станьял пуҫларӗ — вӑл йӑла-йӗркине ирттерчӗ, уяв саламне каларӗ. Сурхурие йӗркеленӗ Тимӗр Тяпкин («Сӑвар» фончӗн ертӳҫи) ҫак мероприяти пирки кӗскен каласа пачӗ — кӑҫалхипе вӑл 10-мӗш хут пухӑннӑ имӗш.
Юрӑ-ташӑпа Муркаш районӗнчи Ярапайкассинчи фольклор ушкӑнӗ савӑнтарчӗ. Сӑмах май кӑҫал юмӑҫ ярас йӑлана та туса ирттерчӗҫ.
Сӑнсем (94)
Иртнӗ уйӑхӑн 19-мӗшӗнчен тытӑнса кӑрлачӑн 12-мӗшӗччен Питӗр хулинче кӑҫалхипе саккӑрмӗш хут Сурхури ярмӑркки иртнӗ. «Ӑшӑ парнеле» ят панӑ акцие Чӑваш Ен кондитерӗсем те хутшӑннӑ иккен.
Вӗсем Питӗрти шкул-интернатсенчен пӗринче пурӑнакан тата вӗренекен ачасене савӑк кӑмӑл парнеленӗ. Ятарласа ӑсталанӑ ҫурта пынӑ ачасене ӑш пиллӗн кӗтсе илни, пылак кучченеҫпе сӑйлани пирки Чӑваш Енӗн Экономика министерстви хыпарлать.
Сурхури кунӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта полицейскисен машине вӑрласа тарнӑ. ВАЗ-2115 маркӑллӑ машина ҫухални пирки республикӑн Шалти ӗҫсен министерствине хыпар ирхи тӑхӑр сехетре ҫитнӗ. ШӖМӗн Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне вара машина ҫухални пирки ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсем пӗлтернӗ. Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑх инспекцийӗн машини асӑннӑ хулари Коммунистически урамра вырнаҫнӑ ГИБДДн ҫурчӗ умӗнче ларнӑ пулнӑ. Унтан ӑна паллӑ мар мар ҫын хускатса тарнӑ.
Йӗрке хуралҫисем кӗҫех тытса чармалли план хатӗрлесе ӗҫе пуҫӑннӑ. Тӑрӑшни сая кайман. Полицейскисен машинине Ҫӗнӗ Шупашкартан тухса кайнӑ вӑхӑтра ярса илнӗ. Руль умӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 24 ҫулти каччӑ ларнӑ.
Мӗншӗн апла хӑтланнине тата ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗсен тыткаларӑшне палӑртӗҫ тесе хыпарлать ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекцийӗн республикӑри управленийӗ.
Хӑй вӑхӑтӗнче ялсенче вокалпа инструментсен ансамблӗсем пулнине астӑватӑп-ха. Юлашки ҫулсенче вӗсем пирки илтсех кайман та, пӗтнӗ тесе те шухӑшланӑччӗ. Ҫук иккен. Пур.
Канаш районӗнчи Уҫырма ялӗнче, авӑ, «Чӗрӗлӳ» ансамбль ӗҫлет. Ӗнер вӑл ялти культура ҫурчӗн сцени ҫинче концерт лартнӑ. Сурхури тесе тӳлевсӗрех пухнӑ вӗсем халӑха. Пӗччен пурӑнакан ӗҫпе тыл ветеранӗсене артистсем пырне — апат-ҫимӗҫ тултарнӑ хутаҫсем — тыттарнӑ. Депутатсен район пухӑвӗн депутачӗ В.П. Васильев та пушӑ алӑпа килмен — пилӗк ӗҫ ветеранне пылак кучченеҫпе сӑйланӑ.
«Чӗрӗлӳ» вокалпа инстрементсен ансамблӗ виҫӗ ҫынтан тӑрать: Павел Минаев клавишнӑйпа вылять, Сергей Новиков — гитарӑпа, Ирина Минаева вара юрлать. Маттурсем пурте вырӑнтисемех, уҫырмасем. Концертпа вӗсем республика тулашне те тухса ҫӳреҫҫӗ иккен.
Концерта пухӑннӑ халӑха уявпа саламлама район пуҫлӑхӗ И.Т. Иванов тата вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В.Т. Иванов пырса ҫитнӗ.
Сӑнсем (29)
КӐР | 07 |
Паян чӑваш йӑли тӑрӑх Сурхури уявне палӑртаҫҫӗ. Республикӑн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче ҫамрӑксен кану каҫӗсем, каҫхи улахсем иртеҫҫӗ. Чӑваш халӑх сайчӗ те сире ҫак хӗллехи уяв ячӗпе саламлать!
Сурхури уявӗ вӑрӑма тӑсӑлать, хатӗрлӗнессе те малтанах пуҫлаҫҫӗ — ачасемпе ҫамрӑксем килӗрен киле ҫӳресе Сурхури ирттерме хатӗр-хӗтӗр‚ ӗҫме-ҫиме‚ салат-хӑмла‚ кӗрпе-ҫӑнӑх пуҫтараҫҫӗ. Уяв кунӗнче юрланӑ, ташланӑ, юмӑҫ янӑ, картана кӗрсе сурӑх ури тытнӑ... Пӗрле апат ларса ҫинипе вара вӑл кун уяв вӗҫленнӗ. Тепӗр кунне ҫветке пуҫланнӑ. Эрнипех ҫӳренӗ вара. Пирӗн кунталӑкра (календарьте) ку тапхӑра Кӑшарни тесе палӑртнӑ.
Сӑмах май, тунтикун, кӑрлачӑн 13-мӗшӗнче, «Сӑвар» Чӑваш наци культурин аталану фончӗ «Ҫӑлкуҫ» кафере «Сурхури» уявне палӑртӗ! Кӑҫал вӑл шучӗпе вуннӑмӗш пулӗ. Пуҫламӑшӗ 14 сехетре. Уява пырас кӑмӑллисене чӑваш тумӗсемпе килме ыйтаҫҫӗ, хӗрарӑмсен пуҫне тутӑр ҫыхмалла. Ку уява яланхи пекех тӗрлӗ сферӑра тӑрӑшакансем хутшӑнмалла — ҫыравҫӑсем, ӑсчахсем, верентекенсем тата ыттисем.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 7-9 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |