Ку талӑкра 56 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе ку таранччен 5886 ҫын инфекциленнӗ.
3205 ҫын кӑшӑлвируса парӑнтарнӑ, юлашки талӑкра 21 ҫын сывалнӑ. Ҫак куна илес тӗк, 2635 ҫын ҫак вирусран сипленет.
Ку таранччен 46 ҫын кӑшӑлвируса пула вилнӗ. Юлашки талӑкра пурнӑҫран уйрӑлнӑ тӗслӗх пулман.
Республикӑра кӑшӑлвирус сарӑлнин индексӗ 1-рен пӗчӗкрех. Халӗ ку хисеп 0,85-пе танлашнӑ. Чарусене пӑрахӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑра кӗме ку кӑтарту 0,8-тан пысӑкрах пулмалла мар.
Утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа вилнисен йышӗ тата ӳснӗ. Тепӗр 3 ҫын инфекцие пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Пӗтӗмпе 46 ҫын вилнӗ.
Пӗр талӑкра 57 ҫын чирленӗ. Ку таранччен кӑшӑлвируспа инфекциленнисен йышӗ 5775 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра 27 ҫын сывалнӑ, пӗтӗмпе ку таранччен – 3159 ҫын.
Оперативлӑ штаб ӗнер иртнӗ ларура пӗлтернӗ тӑрӑх, чарусене пӑрахӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑра куҫасси пирки хальлӗхе сӑмах та ҫук.
Кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ сахалланса пымасть. Юлашки талӑкра Чӑваш Енре тепӗр 61 ҫын чирленине анализсем ҫирӗплетнӗ.
Ку таранччен 5718 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 3132-шӗ сывалнӑ. Юлашки талӑкра 25 пациент инфекцие парӑнтарнӑ.
Аса илтерер: утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсен йышӗ тӑрук нумайланнӑ. Хальччен республикӑри 43 ҫын вируса парӑнтарайман.
Паян республикӑн Правительство ҫуртӗнче кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешекен оперштабӑн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, чирлекенсен шучӗ утӑ уйӑхӗн 2-5-мӗшӗсенче пирӗн тӑрӑхра ӳснӗ.
Владимир Степанов хӑйсем тӑрӑшса ӗҫленипе лару-тӑрӑва йӗркелеме май килнине ӗнентернӗ-ха. Анчах Роспотребнадзорӑн республикӑри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская тем хаваслансах калаҫман. Лару-тӑру начарланнине вӑл Чӑваш Енре пурӑнакансем маска тӑхӑнманнипе, пӗр-пӗринпе ҫывӑх ҫӳренипе тата пирӗн тӑрӑхрисем ют регионсене канма кайнипе сӑлтавланӑ. Надежда Луговская лавккасенче, халӑх йышлӑ ытти вырӑнти евӗрех общество транспортӗнче малтанхиллех маска тӑхӑнмаллине аса илтернӗ.
Чӑваш Енре паянхи кун тӗлне тепӗр 67 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пулнине палӑртнӑ. Ку таранччен 5521 ҫын инфекциленнӗ.
Юлашки кунсенче кӑшӑлвирусран вилекенсен йышӗ нумайланма пуҫланнӑ. Ӗнер кӑна ку йышра 40 ҫынччӗ, паян – 43.
Юлашки талӑкра 24 ҫын сывалнӑ. Пӗтӗмпе 3053 ҫын чире парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне 2428 ҫын кӑшӑлвирусран сипленет. Нумаях пулмасть инфекци сарӑлнин коэффициенчӗ 1-рен сахалрахчӗ. Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнчен ку кӑтарту 1-рен иртнӗ.
Юлашки кунсенче Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ ӳссе пырать. Мӗншӗн? Влаҫ тытӑмӗнче ӗҫлекенсем ҫакӑн сӑлтавне ӑнлантарнӑ.
ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енри пӗр организацире кӑшӑлвируспа харӑсах 60 ҫын чирленӗ. Ку ыйтӑва Правительство ҫуртӗнче иртнӗ планеркӑра та сӳтсе явнӑ.
Предприяти ятне пӗлтермен, унта инфекци сарӑлнӑ. Халӗ лару-тӑрӑва тӗрӗслесе тӑраҫҫӗ.
Сӑмах май, ку таранччен республикӑра 5424 ҫын инфекциленнӗ, 3026-шӗ сывалнӑ. 40 ҫын кӑшӑлвируса пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
«Шупашкарти пляжри тӗлӗнтермӗш ӗҫсем.
Сулахай енче – пляж. Унта канма юрамасть. Сылтӑм енчен – пляж, унта канма юрать. Сулахай енче кӑшӑлвируспа чирлеме пулать, сылтӑм енче хӑрушлӑх ҫук». Ҫапларах ҫырса хунӑ Инстаграмра @21ambient ятпа регистрациленнӗ авторӑн постне тӗпе хурса тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Дзен|Чувашия» ушкӑнра.
Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, сулахай енчи пляжри (ӑнланнӑ тӑрӑх, вӑл – официаллӑ майпа ирӗк панӑ вырӑн) ҫынсене йӗрке хуралҫисем хӑвалаҫҫӗ. Террриторие ятарлӑ паллӑпа уйӑрнин тепӗр енче халӑх лӑк тулли.
Пакунлисене пӗр енчен ӑнланма пулать. Пирӗн тӑрӑхра халӗ те кӑшӑлвирус алхасать, ҫавна май пляжсене официаллӑ майпа уҫман-ҫке. Ҫав вӑхӑтрах пӗр ҫыран хӗрринчех, анчах пляж шутланман вырӑнта йышпа канни йӗркене пӑсни пулмасть-ши?
Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 40 ҫынна ҫитнӗ. Юлашки талӑкра тепӗр 3 ҫын инфекцие пула пурнӑҫран уйрӑлнине пӗлтернӗ. Аса илтерер: ӗнер те ку списока 3 ҫын хушӑннӑччӗ.
Юлашки талӑкра 25 ҫын сывалнӑ. Ку таранччен 3008 ҫын инфекцие парӑнтарнӑ. Паянхи кун тӗлне тепӗр 71 ҫын кӑшӑлвируспа чирлине палӑртнӑ. Республикӑра чирлисен йышӗ 5386 ҫынна ҫитнӗ.
Сӑмах май, юлашки кунсенче кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ чакса пынӑччӗ, талӑкра 55-60 ҫын инфекциленнине пӗлтеретчӗҫ. Юлашки талӑкра вара чирлисен йышӗ ӳснӗ.
Чӑваш Ен Сывлӑх сыхлав министерствин Президент пепкеллӗх центрӗнче организмра кӑшӑлвируса хирӗҫ ятарлӑ белок (вырӑсла ӑна антитела теҫҫӗ) пуррине палӑртма май пур. Тӗпчев меслечӗ – иммуноферментлӑ анализ.
Анализа Шупашкарти Ярославль урамӗнчи 48-мӗш ҫуртри репродуктивлӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн хуҫалӑх расчечӗн пайӗнче (вӑл «Республика лапамӗ» чарӑнура вырнаҫнӑ) йышӑнаҫҫӗ: тунтикун, юнкун кӗҫнерникун – ирхи 7 сехет те 30 минутран пуҫласа 9 сехет те 30 минутчен; шӑматкун – 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен. Ҫумра паспорт тата укҫа кирлӗ.
Анализ париччен 2-3 сехет маларах апат ҫимелле мар, пирус туртма юрамасть. Газсӑр тӑрӑ шыв ӗҫнишӗн тем мар.
Анализ парас тесен 8 (8352) 62-02-84 телефонпа тунтикунтан пуҫласа эрнекун таран ирхи 8 сехетрен тытӑнса 14 сехетчен шӑнкӑравласа ҫырӑнмалла.
Кӑшӑлвирус пирӗн тӑрӑхра алхасма ниепле те пӑрахмасть-ха. Мӗн тӑвӑн, чирлисемех урам тӑрӑх ирӗклӗн ҫӳренине каласа кӑтартаҫҫӗ те, вӑл амака часах ҫӗнесси пулмасть пулӗ. Пӗрисем хӑйсем чирлине сисмесӗрех юлаҫҫӗ, хӑшӗсем ура ҫинче ҫӑмӑллӑнах ирттерсе яраҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем выртмаллипех выртаҫҫӗ, вилекенсем те пур.
Официаллӑ статистикӑӗа ӗненсен пирӗн республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2 983 ҫын чирленӗ, ҫав шутра – 23 ҫын.
Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 37 ҫын вилнӗ.
Кӑҫалхи ҫулла ача уйлӑхӗсене ӗҫлеттермессине эпир маларах пӗлтернӗччӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |