Паян Канаш хула администрацийӗ ҫурт тӑрринчен рабочи ӳксе вилнине, унӑн ҫывӑх ҫыннисемпе хурланнине пӗлтернӗ.
Инкек утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнчех пулнӑ. Ҫав кунхине строительство организацийӗсенчен пӗри нумай хваттерлӗ ҫурт ҫивиттине сарнӑ. 18 сехет те 40 минутра рабочи ҫурт тӑрринчен, пиллӗкмӗш хутран, персе аннӑ. Йывӑр суранланнӑскере Канашри пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах арҫын унта ӗмӗрлӗхе куҫ хупнӑ.
Канаш хула администрацийӗ юсав ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ чух йӗркене пӑхӑнмалли пирки аса илтернӗ. Пушар хыҫҫӑн шыв кирлӗ мар теҫҫӗ, апла пулин те асӑрхаттарни ытлашши пулас ҫук-тӑр. Хӑрушсӑрлӑх мерисене яваплисем туллин пӑхӑнманни пысӑк инкекпе вӗҫленет.
Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне илсен пирӗн республикӑра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр икӗ ҫын вилнӗ. Ҫапла вара ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 56 ҫын пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Цифрӑсене федерацин информаци центрӗ пӗлтернӗ.
Иртсе кайнӑ талӑкра Чӑваш Енре кӑшӑлвируспа чирлисене тата тепӗр 37 тӗслӗх шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку амакпа 6 811 ҫын чирленӗ. Сывалнисем – 3 857 ҫын, вӗсенчен 65-шӗ юлашки талӑкра сывалнӑ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн республикӑра кӑшӑлвируспа 2 898 ҫын чирлет. Чир сарӑлнин индексӗ – 0,97.
Сӑмах май каласан, Раҫҫей ӗнертенпе тӑватӑ ҫӗршывпа: Турципе, Великобританипе, Абхазипе тата Танзанипе – хӑйӗн чиккине уҫрӗ. Турцие, Великобритание тата Танзание самолетсем вӗҫме тытӑнчӗҫ. Ют ҫӗршывран килекенсен килтен тухмасӑр ик эрне ларма тивмӗ.
Етӗрне районӗнчи Чаканар Упинче карантин тесе йышӑннӑ. Ку хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ӗнер, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ҫапла йышӑнӑва республика ертӳҫи «Ветеринари ҫинчен» федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн тата Чӑваш Ен Патшалӑх ветеринари службин ертӳҫи сӗннипе тунӑ.
Тискер чӗрчунсен урнӑ чирне палӑртнӑ хыҫҫӑн ял ҫыннисен выльӑх-чӗрлӗх сутса туянма юрамӗ. Асӑннӑ террриторири чӗрчунсене куравсене те илсе кайма чарнӑ.
Урнӑ чире пула йышӑннӑ карантин вӑхӑчӗ ӗнер пуҫланнӑ. Республика ертӳҫин хушӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, чару мерисем выльӑх чирленӗ хыҫҫӑн икӗ уйӑх иртсен вӗҫленӗҫ.
Роспотребнадзорӑн пуҫлӑхӗ – Раҫҫейӗн тӗп санитари врачӗ Анна Попова чикӗ леш енчен ятарлӑ авиарейссемпе таврӑнакансене килтен тухмасӑр ик эрне лармалли йӗркене пӑрахӑҫласси ҫинчен калакан йышӑну кӑларнӑ. Документа право информацийӗн порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ.
Асӑннӑ йышӑнура каланӑ тӑрӑх, пуш уйӑхӗнчи хушу вӑйне ҫухатать. Ҫав вӑхӑтрах чикӗ леш енчен таврӑнакансен патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче анкета ҫырмалла.
Чикӗ леш енчен таврӑнакансен ик эрне килте лармалли хушӑва утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пӑрахӑҫланӑччӗ. Анчах ятарлӑ рейспа таврӑнакансен ҫав йӗркене пӑхӑнмаллаччӗ. Ҫӗнӗ йӗрке хамӑр ҫӗршыв ҫыннисене те, ют ҫӗршывран пирӗн пата килекенсене те пырса тивет.
Чӑваш Ен кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ чарусене пӑрахӑҫламалли иккӗмӗш тапхӑра кӗнӗ. Виҫҫӗмӗш тапхӑра кӗрес пулсан 100 пин ҫын ҫине 110 тестран кая мар тумалла. Республикӑра вара ку кӑтарту пӗчӗкрех.
Паянхи куна илес тӗк, Чӑваш Енре тест-тытӑмсем ҫителӗклӗ. Юнкун 8 пин тӗпчев тума 80 набор килнӗ. Тепӗр 110 набор илсе килме заявка йышӑннӑ.
ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун 100 пин ҫын пуҫне 88 тест тӑваҫҫӗ. Иртнӗ эрнере ку кӑтарту 90,9-па танлашнӑ.
Чӑваш Енӗн виҫҫӗмӗш тапхӑра куҫас тесен кунне 1350-1500 тест-тӗпчев тумалла.
Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнчи психоневрологи интернатӗнче кӑшӑлвируспа чирлекенсем йышланнӑ. Унта ӗҫлекен 13 ҫыннӑн тата интернатра пурӑнакан 18 ҫыннӑн инфекци пуррине палӑртнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче унти 1 ӗҫчен тата 4 пациент чирлени пирки Роспотребнадзора хыпар ҫитнӗ. Тепӗр кун тухтӑрсем вӗсемпе хутшӑннӑ ҫынсене тӗрӗсленӗ. ОРВИпе тата ӳпке шыҫҫипе чирлӗ 51 ҫынна изоляци тума, пульницӑна вырттарма тивнӗ. Ӗнерхи кун тӗлне 31 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ.
Роспотребнадзор ӗҫченӗсен шухӑшӗпе, малтанах чирлесе пысӑк температурӑпа выртнӑ ҫынсене ыттисенчен уйӑрманни кӑшӑлвируса интернатра сарӑлма май панӑ.
Чӑваш Енри шкулсемпе ача пахчисенче ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнче хӑш-пӗр улшӑну пулӗ. Шкулсенче, сӑмахран, уроксене тӗрлӗ кабинетра ирттерме чарӗҫ. Унччен кашни предметпа урок тӗрлӗ кабинетра иртнӗ. Малашне апла юрамӗ. Ҫак йышӑну ачасене пӗр-пӗринпе ытлашши хутшӑнасран асӑрхассипе ҫыхӑннӑ.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус сарӑлнине хирӗҫ ӗҫлекен оперативлӑ штаб паян черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта тухса калаҫнӑ вӗренӳ министрӗ Сергей Яковлев вӗренӳ учрежденийӗсене эпидемиологи лару-тӑрӑвне шута илсе туса ирттермелли мерӑсем пирки асӑнса хӑварнӑ. Ҫав шутра — вӗренӳ учрежденийӗсем валли термометрсем тата антисептик валли дозаторсем туянасси. Укҫана республикӑн резерв фондӗнчен уйӑрма шухӑшласҫӗ.
Ыран, ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Чӑваш Енре пурӑнакансем юн паракансен кунне хутшӑнма пултараҫҫӗ. «Суббота доноров» (чӑв. Донорсен шӑматкунӗ) пӗтӗм Раҫсейри акцие эрне варринче юн пама каяйманнисем пуррине шута илсе йӗркеленӗ.
Юн памалли республикӑри станцире пӗлтернӗ тӑрӑх, донорӑн 18 ҫултан аслӑрах пулмалла, 50 килограмран кая мар таймалла, юн парас умӗнхи кун тата панӑ кунхине диетӑна пӑхӑнмалла, йӗркеллӗ апатланмалла.
Юн паракансене Шупашкар урамӗнчи Пирогов урамӗнчи 9-мӗш ҫуртра кӗтеҫҫӗ. Унта ирхи 8 сехетрен пуҫласа 12 сехетчен каймалла. Хӑвӑрпа пӗрле паспорт чикме тата маска тӑхӑнма манмалла мар.
Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнчен пуҫласа ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗччен «Остров-2020» (чӑв. Утрав-2020) музыка фестивалӗ ирттерме шухӑшланӑ. Анчах кӑшӑлвирус алхасма чарӑнманни витӗм кӳнӗ.
Кӑшӑлвирус сарӑлнипе кӗрешес енӗпе ӗҫлекен республикӑри оперштабӑн ларӑвӗ иртнӗ паян. Унта Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Елена Прокопьева пысӑк йышлӑ мероприятисене пухӑнма юраманнине палӑртнӑ. Ҫакна вӑл эпидемиологи лару-тӑрӑвӗ тӑнӑҫсӑррипе сӑлтавланӑ.
Ҫапла вара «Остров-2020»
III музыка фестивальне ирттермӗҫ. Мероприяти пулмассине унӑн йӗркелӳҫисем фестивале хутшӑнас кӑмӑллисене систернӗ ӗнтӗ.
Чӑваш Енре пурӑнакан кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ тата тепӗр виҫӗ ҫын вилнӗ. Паян республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви официаллӑ статистикӑна пӗлтернӗ. Пурнӑҫран уйрӑлакансем хӑш тӑрӑхран тата вӗсем миҫерине, ытти мӗнле амакпа нушаланнине ҫырман. Ун пеккине тахҫанах хыпарлама пӑрахрӗҫ. Апла пӗлтерни вилнисен тӑванӗсене хурлантарать тесе шухӑшлаҫҫӗ.
Пандеми пуҫланнӑранпа пирӗн тӑрӑхра кӑшӑлвирус диагнозӗллӗ 54 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Иртсе кайнӑ талӑкра тата тепӗр 40 ҫын чирлине шута илнӗ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 6 734 ҫын чирленӗ.
Сывалнисен йышӗ – 3 725, ҫав шутран 45 ҫын юлашки талӑкра сывалнӑ. Хальхи вӑхӑтра 2 955 ҫын сывалнӑ.
Чир сарӑлнин индексӗ текен кӑтарту та пур тухтӑрсен. Пирӗн республикӑра ҫав цифра – 0,98.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Дементьев Пётр Васильевич, СССРта авиапром ӗҫне пуҫаракансенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Димитриев Василий Димитриевич, паллӑ чӑваш историкӗ ҫуларнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |