Республикӑра паян кӑшӑлвируспа чирлисене тупса палӑртас тӗлӗшпе ҫӗнӗ рекорд лартнӑ. Пӗр талӑкра 76 ҫын инфекциленнине пӗлтереҫҫӗ. Ҫапла майпа республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1220 ҫынна ҫитнӗ.
Пӗтӗмпе 255 ҫын сывалнӑ, вӗсенчен 50-шӗ – иртнӗ талӑкра. 8 пациент йывӑр чире парӑнтараймасӑр вилнӗ.
Палӑртмалла: паян Раҫҫейре 11656 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Пӗтӗмпе 221344 ҫын инфекциленнӗ, вӗсенчен 39801-шӗ сывалнӑ, 2009 ҫын вилнӗ.
Чӑваш Ен ҫыннисене урамра уҫӑлса ҫӳреме тата урама велосипедпа ярӑнма, чупма тухма ирӗк парасшӑн. Ҫакӑн пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче паян ирттернӗ канашлура каланӑ.
Кӑшӑлвируса пула йышӑннӑ мерӑсене, Олег Николаев шухӑшланӑ тӑрӑх, ылмаштарма юрать.
«Специалистсем каланӑ тӑрӑх, хускану иммунитета вӑйлатма пулӑшать»,– тенӗ Чӑваш Ен ертӳҫи.
Хӑрушсӑрлӑх мерисене ҫапах та пӑрахӑҫламӗҫ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вырӑнсенче: суту-илӳ точкисенче, общество транспортӗнче, медиина учрежденийӗсенче – тата ытти ҫавӑн пек ҫӗрте маска тӑхӑнмалла.
Тӗнче тетелӗнчи «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв.Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликра ҫырнӑ тӑрӑх, Шупашкар район администрацийӗнче ӗҫлекенсем хушшинче кӑшӑлвируспа чирлекенсене тупса палӑртнӑ. Чылай ҫынна килтен тухмасӑр ларма хушнӑ-мӗн.
Кӳкеҫри ӑс-тӑн енчен аталанса ҫитеймен ачасен интернат-ҫуртӗнче те ҫав вируспа чирлисем пур имӗш. Интернат ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнченпе карантинта-мӗн.
Асӑннӑ ик хыпара темиҫе кун маларах тӗнче тетелӗнче вырнаҫтарнӑ. «Вести района / Чебоксарский район» (чӑв. Район хыпарӗсем / Шупашкар районӗ) пабликри хыпара «Кугеси | Общественный совет» (чӑв. Кӳкеҫ | Халӑх канашӗ) ушкӑна илсе вырнаҫтарнӑ.
Чӑваш Ене кӑшӑлвируспа кӗшерме хушма укҫа уйӑрнӑ. Хальхинче – 270 миллион тенкӗ. Кун пирки «Регнум» информаци агентстви хыпарлать.
Ку укҫана ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушупа килӗшӳллӗн резерв фондӗнчен уйӑрнӑ.
Ку нухратпа кӑшӑлвирус инфекцине сарӑлма парас мар тӗллевпе ирттерекен мероприятисем тӗлӗшпе усӑ курӗҫ. Ку укҫа кӗтмен лару-тӑру сиксе тухсан та кирлӗ пулӗ.
Палӑртмалла: паянхи кун тӗлне республикӑра 1144 ҫын кӑшӑлвируспа чирленӗ. Вӗсенчен 205-шӗ сывалнӑ, 8 ҫын вилнӗ.
Шупашкарти Васкавлӑ медулӑшу пульницине ӳпкене сывлаттармалли аппаратсем илсе килнӗ. Пӗтӗмпе – 10 аппарат. Вӗсемпе кӑшӑлвируспа чирлӗ пациентсене сиплӗҫ.
Ку – пӗр пайӗ кӑна-ха. Республикӑна пӗтӗмпе 95 аппарат кӳрсе килмелле. Вӗсене Васкавлӑ мудпулӑшу пульницине кӑна мар, ытти ҫӗре те валеҫӗҫ: Ветерансен госпитальне, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑча пульницине, Хулари 3-мӗш клиника пульницин акушер стационарне, Хулари 2-мӗш ача-пӑча пульницин инфекци стационарне.
Сӑмах май, ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви юлашки вӑхӑтра республикӑра кӑшӑлвирус сарӑласси чакнине палӑртнӑ. Чирлисене нумаййӑн тупса палӑртни тест ытларах тунипе ҫыхӑннӑ. Халӗ чирлисенчен 10-шӗ ӳпкене сывлаттармалли аппарат айӗнче выртать.
Ӗнер республикӑра кӑшӑлвируспа чирлисен йышӗ 1 пин ҫывхарма пуҫланӑччӗ. Паян вара ку кӑтартуран та иртнӗ.
Ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗ тӗлне Чӑваш Енре пурӑнакан 1018 ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Ӗнертенпе ку йыша 68 ҫын хутшӑннӑ. Кун пекки хальччен пулман. Унччен пӗр талӑкра чи нумай чирленӗ тӗслӗх 64 ҫын пулнӑ.
Республикӑри 175 ҫын ку чиртен сывалнӑ. Юлашки талӑкра пульницӑран сывалса тухнӑ ҫынсем пулман. Вилнисен йышӑ унчченхи пекех – 8 ҫын.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре тепӗр 58 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Ҫапла майпа республикӑра чирекенсен йышӗ 1 пин ҫывхарса пырать: 950 ҫыннӑн инфекци пур.
Вилнисен йышӗ ҫаплипех: 8 ҫын. 175 ҫын кӑшӑлвирусран сывалнӑ. Вӗсенчен 40-шӗ килте сипленнӗ.
Раҫҫейре вара пӗр талӑкра 11232 ҫын кӑшӑлвируспа чирленине тупса палӑртнӑ. Кунашкалли ку таранччен пулман-ха. Пӗтӗмпе пирӗн ҫӗршывра 177160 ҫын чирленӗ, 32809 ҫын сывалнӑ. Вилнисен йышӗ – 1625.
Кӑшӑлвируса пула карантинра ларакан ҫынсем е пур. Вӗсем урӑх регионтан килнӗ е чирлӗ ҫынпа хутшӑннӑ.
Анчах пурте йӗркене пӑхӑнмаҫҫӗ-мӗн. 47 ҫын килте лармалли режима пӑснӑ. Вӗсене геолокаци пулӑшнипе тупса палӑртнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов каланӑ тӑрӑх, ҫав ҫынсем хӑйсем чире ҫӑмӑллӑн ирттерме, анчах аслӑрах ӳсӗмрисене, хавшак иммунитетлисене чирлеттерсе яма пултараҫҫӗ. Унашкаллисем вара вӑйлах аптӑраҫҫӗ.
Сӑмах май, ку таранччен карантина пӑснӑ 300 ытла ҫынна тупса палӑртнӑ. Йӗркене пӑснӑ ҫынсене 15-40 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Министр палӑртнӑ тӑрӑх, кӑшӑлвируспа чирлекенсен 80 проценчӗ чире симптомсемсӗр ирттерет.
Чӑваш Енре кӑшӑлвирус республикипех сарӑлнӑ темелле.
Ӗнерхи кун тӗлне ку вирус Улатӑр районӗнче 17 ҫынна лекнӗ;
Элӗк районӗнче — 13;
Патӑрьел районӗнче — 33;
Вӑрнар районӗнче — 12;
Йӗпреҫ районӗнче — 8;
Канаш районӗнче — 37;
Куславкка районӗнче — 1;
Комсомольски районӗнче — 10;
Красноармейски районӗнче — 4;
Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 14;
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче — 12;
Муркаш районӗнче — 10;
Пӑрачкав районӗнче — 32;
Вӑрмар районӗнче — 30;
Ҫӗрпӳ районӗнче — 19;
Шупашкар районӗнче — 18;
Шӑмӑршӑ районӗнче — 10;
Ҫӗмӗрле районӗнче — 22;
Етӗрне районӗнче — 50;
Елчӗк районӗнче — 10;
Тӑвай районӗнче — 49;
Ҫӗнӗ Шупашкарта — 24;
Шупашкарта — 241.
Ҫапла вара ку списокра курӑнманнисем темиҫе хула ҫеҫ.
Паянхи кун тӗлне Чӑваш Енре 731 ҫын кӑшӑлвируспа чирлине палӑртнӑ. Пӗр талӑкра 55 ҫын инфекциленнӗ. Ку республикӑшӑн – рекорд.
Ку таранччен 134 ҫын сывалнӑ, вӗсенчен 28-шӗ килте сипленнӗ. Вилнисен йышӗ унчченхи пекех: 8 ҫын. Халӗ тепӗр 64 ҫыннӑн анализне кӗтеҫҫӗ.
Ҫу уйӑхӗн 3-мӗшӗ тӗлне 1393 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе 4780 ҫынна тухтӑрсем пӑхса тӑнӑ.
Сӑмах май, паян Раҫҫейре 10 пин ытла ҫыннӑн кӑшӑлвирус пуррине палӑртнӑ. Кун пекки унччен пулман, ку – рекорд
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |