Шупашкарти художество салонӗсенчен пӗринче дизайнерта ӗҫлекен хӗрарӑм ҫинчен ТАСС информагентство ҫырса кӑтартнӑ.
Женя ятлӑ дизайнер ҫын пӗверӗпе ҫӳрет иккен. Йывӑр операци тутарнӑ хыҫҫӑн ӑна шӑпа амӑшӗн телейне курма пилленӗ. Паян ҫемьере ҫулталӑкри ача ӳсет. Женя Шупашкарти педагогика университӗнче вӗреннӗ. Операцине ӑна 18 ҫул тултарсан тунӑ.
Пӗчӗкрен йывӑр чирпе нушаланнӑ вӑл. Малтан пӗвер аптӑратнӑ, кайран пӳре ыратнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн ҫӑмӑлланӑ та, анчах чир хайӗн ҫинчен аса илтерсех тӑнӑ. Мускаври консультацире пӗвер поликистозне тупса палӑртнӑ. Ват хӑмпине касса илме тивнӗ. Кайран Кароли синдромне асӑрханӑ. Ҫавӑнпа Женьӑн пӗверне операци тума тивнӗ. Асӑннӑ органӑн сылтӑм пайне хӗрне амӑшӗ пама килӗшнӗ.
Шупашкарта нумай профильлӗ поликлиника ҫӗкленет. Ленин проспектӗнче вырнаҫнӑскере кӑҫал кӗркунне хута ямалла. Ҫакӑ ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев тата республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов строительсельство объекчӗпе паллашнӑ хыҫҫӑ палӑрнӑ.
«Хула варринче поликлиника кирлӗ тесе Шупашкарта пурӑнакансем темиҫе хут та ыйтнӑччӗ. Эпир вӗсен сӗнӗвне шута илтӗмӗр, халӗ кунта нумай профильлӗ ҫӗнӗ поликлиника ҫӗкленет. Ӑна тумашкӑн республика бюджетӗнчен 746,6 миллион тенкӗ уйӑрнӑ», — пӗлтернӗ Михаил Игнатьев журналистсене.
Ҫӗнӗ больницӑра хӑвӑрт пулӑшу кӳрекен уйрӑм, клиникӑпа диагностика пӳлӗмӗсем, гинекологи уйрӑмӗпе хӗрарӑмсен консультацийӗ, 35 вырӑнлӑх кӑнтӑрлахи стационар пулӗ, тӗрлӗ специалист йышӑнӗ.
Канаш районӗнчи Вӑрӑмпуҫ ялӗнче карантин тесе йышӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ ӗнер пӗлтерчӗ-ха. Аса илтерер, унта урнӑ чирпе аптӑракан чӗрчуна тупса палӑртнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ ятарлӑ хушу кӑларсах вӑл тӑрӑхра асӑрханулӑх мерисене ҫирӗплетрӗ.
Ҫак йӗркесен авторне карантинпа ҫыхӑннӑ ҫӗнӗлӗхе пӗлме май килчӗ. Пӑтӑрмахӗ асӑннӑ тӑрӑхра авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче сиксе тухнӑ. Унта кабель хуракан арҫынна урнӑ тилӗ тапӑннӑ. Ӑна тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулнӑ. Пӗрле ӗсленӗ тепӗр ҫын та шар курнӑ. Ӑна урнӑ чиртен вакцина тума тивнӗ.
Чирлӗ чӗрчун тапӑннӑ вырӑнта ветеринарсем дезинфекци ирттернӗ. Унсӑр пуҫне вӗсем ҫынсене хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалли пирки ӑнлантарнӑ.
Элӗк районӗнчи Ҫулавӑҫ тата Шуркасси ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем уҫӑлнӑ. Пӗтӗмпе вӗсем 700 яхӑн ҫынна медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерӗҫ.
ФАПсене авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче уҫнӑ. Вӗсем хӑтлӑ: ҫӗнӗ сӗтел-пукан, медицина хатӗр-хӗтӗрӗ вырнаҫтарнӑ. Сусӑрсем те унта ҫӑмӑллӑнах кӗрсе тухайӗҫ, мӗншӗн тесен пандуссем пур.
ФАПра Алевтина Семенова ӗҫлет. Вӑл кунта кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче «Земство фельдшерӗ» программӑпа килӗшӳллӗн ӗҫлеме пуҫланӑ.
Раҫҫейри чылай регионта пӗлтӗр усал шыҫӑпа чирлекенсен йышӗ ӳснӗ. Чӑваш Ен те вӗсен йышне кӗнӗ. Экспертсем лӑплантармаҫҫӗ: ку кӑтарту тата пысӑкрах пулӗ.
Пӗлтӗр Раҫҫейре малтанхи тапхӑрта тупса палӑртнӑ усал шыҫӑ чирӗ 3 процент ӳснӗ. Экспертсем ку кӑтарту мӗншӗн тата ӳсме пултарассине пӗлтернӗ: тухтӑрсем пациентсене тимлӗрех тӗрӗслеҫҫӗ. Диагностика лайӑхланни те усал шыҫҫа малтанхи тапхӑрта тупса палӑртма пулӑшать.
Ытларах ку кӑтарту пӗлтӗр ҫак регионсенче ӳснӗ: Чукотка автономи округӗ, Хабаровск крайӗ, Амур облаҫӗ, Крым, Чӑваш Ен. Калмӑк Республикипе Якутире вара усал шыҫҫа тупса палӑртас ӗҫ япӑх пырать. Унта чире ытларах чухне юлашки тапхӑрта кӑна палӑртаҫҫӗ.
Авӑн уйӑхӗн 15-23-мӗшӗсенче Русфонд Шупашкарта ыркӑмӑллӑх акцийӗ ирттерет. Ӑна шӑмӑ сӑссине паракан донорсен кунне халалланӑ.
Русфонд кулянтаракан статистика хыпарлать: Раҫҫейри кашни 20 минутра пӗр ҫын унӑн юн ракӗ пулнине пӗлет. Шӑмӑ сӑссине куҫарса лартни чылайӑшӗн пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшать. Хашӗсемшӗн тӑванӗсем донор пулаяҫҫӗ, теприсемшӗн вара ҫук.
Донора тупма ҫӑмӑл мар. Раҫҫейри регистрта кирлӗ донора тупас шанчӑк 1/400-па танлашать. Шел те, регистр пӗчӗк: пӗтӗмпе те 83 пин ытла ҫын кӑна.
18-45 ҫулсенчи кирек мӗнле ҫын та донор пулаять. Малтанах 9 миллилитр юн илеҫҫӗ, регистра кӗме алӑ пустараҫҫӗ. Анализ чирлӗ ҫынпа пӗр тӗк донора тепӗр хутчен тӗреслеме пултараҫҫӗ. Донор пулма хӑрамалла мар: процедура пӗрре те ыраттармасть. Эсир вара ҫын пурнӑҫне ҫӑлма пултаратӑр.
Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 47 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, министр усал шыҫӑпа аптӑранӑ. Ӑна ҫывӑх пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, темле пулсан та вӑл хӑйне ҫирӗп тытнӑ. Сергей Шелтуков куҫне ӗнер яланлӑхах хупнӑ.
Министр пулнӑ ҫын ӗҫ биографине 1992 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнчи шкулта физкультура учителӗнче тӑрӑшнинчен пуҫланӑ. Каярах вӑл Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче вӗренӳпе спорт пайӗн специалистӗнче ӗҫленӗ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен 5-мӗш спорт шкулӗнче директор ҫумӗ, А. Игнатьев ячӗллӗ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2012 ҫулта Сергей Шелтукова Чӑваш Енӗн Спорт министрӗн ҫумне лартнӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна министр пуканне шанса панӑ.
Чӑваш Ене ҫывӑх вӑхӑтра васкавлӑ пулӑшу машинисем тепӗр 9 единица килсе ҫитмелле. РФ Правительствин авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе Раҫҫейӗн 75 субъектне 895 машина уйӑрнӑ. Машинӑсене хамӑр ҫӗршыври «ГАЗ» тата «УАЗ» савутсенчен туянӗҫ.
Пӗлтӗр пирӗн республикӑна федераци укҫи-тенки шучӗпе 26 автомобиль килсе ҫитнӗ. Кӑҫал республика хысни шучӗпе 84 машина туянма палӑртса хунӑ. Кун валли 230 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ.
Республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов васкавлӑ пулӑшу машинисен пӗлтерӗшне пысӑка хурса хаклать. Чирлесе ӳкнӗ е инкеке лекнӗ ҫын патне тухтӑрсем хӑвӑрт ҫитейсен этем пурнӑҫне ҫӑлса хӑварма пулать-ҫке. Кунта васкавлӑ пулӑшу автомобилӗсем ҫителӗклӗ пулни питех те паха.
Чӑваш Енри тухтӑрсем грипран хӑраҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра вӗсем хӑйсене вакцинаци тутараҫҫӗ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министертсвинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти 1-мӗш клиника пульницин тӗп врачӗн поликлиника енӗпе ӗҫлекен ҫумӗ Александр Дерягин укол тутарнӑ та ӗнтӗ. Шурӑ халатли ытти ҫынна та, ултӑ уйӑхри ачаран пуҫласа ваттисем таранах, прививка тумалла тесе шухӑшлать. Вакцинаци витӗр тухнӑ ҫынна грипп ерсен те амак ҫӑмӑллӑн иртнине палӑртать.
Чӑваш Ене вакцинӑн пӗрремӗш партине иртнӗ уйӑхрах кӳрсе килнӗ. Вӑл халӑхӑн 19 процентне укол тума ҫитет. Сӑмах май каласан, Роспотребнадзор ҫӗршыври халӑхӑн 45 процентӗнчен кая мар ҫынна укол тӑвасшӑн. Хӑрушлӑх ушкӑнӗнче шутланаканнисене вара — 75 процентран кая мар.
Авӑн уйӑхӗн 4-5-мӗшӗнче Шупашкарта Пӗтӗм тӗнчери X парамузыка фестивалӗ иртӗ. Ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче йӗркелӗҫ.
Сцена ҫине сусӑр пулсан та амака парӑнман, талпӑнуллӑ та пуян чун-чӗреллӗ маттурсем тухӗҫ. Кун пек фестивале Шупашкар хули пуҫласа йышӑнать. Парафестивале Раҫҫейӗн 15 регионӗнчен тата Беларуҫран хутшӑнӗҫ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, фестивале хутшӑнакансенчен хашӗсем Шупашкара килсе ҫитнӗ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫесен тата архив ӗҫен министерстви тивӗҫлипе кӗтсе илнӗ. Параартистсене Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин (техникумӗн) «Янтал» студентсен фольклор ансамблӗ чӑвашла тумланса юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ. Хӑнасене Шупашкарти паллӑ вырӑнсене кӑтартса ҫӳрӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |